Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Гурий Вантер вилтӑприне тӑван ялне куҫарса пытарма чӗнсе калани

Аçтахар Плотников02.04.2020 14:018166 Пурĕ пăхнă

Чӑваш Республикин пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫласа тӑракан О.А. Николаева

Уҫӑ ҫыру

Хисеплӗ Олег Алексеевич!

Виҫӗ уйӑх каярах эпир, Пушкӑрт енчи таврапӗлӳҫӗсем, чӑваш халӑхӗн чи паллӑ историкӗн, пӗрремӗш философӗн, этнографӗн, общество деятелӗн, писателӗн, педагогӗн Гурий Иванович Комиссаров-Вантерӑн (1883-1969) вилтӑприне Киров облаҫӗнчи Санчурск поселокӗнче шыраса тупрӑмӑр. Ку пархатарлӑ ӗҫре пире унӑн тӑванӗсем пулӑшрӗҫ.

Комиссаров-Вантера чысласа ӗмӗр мӑнаҫланмалӑх историллӗ ӗҫ туса ирттерес тӗлӗшпе эпир, Урал енчи чӑвашсем, сиртен, наци республикин пуҫлӑхӗнчен, пулӑшу ыйтма шутларӑмӑр.

Гурий Иванович Комиссаров-Вантер — чӑваш халӑх нацийӗн хастар патриочӗ, ӑслӑлӑх тӗслӗхӗ. Революциченех Гурий Иванович хӑйӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ «Чуваши Казанского Заволжья», «Смысл мировой истории», «Чувашский саламальник» тата ытти наука ӗҫӗсене ҫутта кӑларнӑ. 1918 ҫулта Ӗпхӳре паян та чуна пырса тивекен «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» кӗнекине ҫырса кӑларнӑ. 1921 ҫулта Хусанта «Чӑваш халӑх историне» кӑларнӑ. Комиссаровччен чӑваш халӑхӗнче ун пек кӗнеке ҫырса кӑларакан пулман.

Гурий Иванович Пушкӑртстан Республикин тӗп хулинче 10 ҫулталӑк ытла вӑй хунӑ. Вӑл Ӗпхӳри чӑваш учителӗсен семинарине (педагогика техникумне) пуҫарса яраканӗсенчен пӗри, пӗр вӑхӑт вӑл унтах вӗрентекенӗ тата завучӗ пулса тӑрӑшнӑ. Тутарстан Республикин тӗп хулинче Гурий Иванович 16 ҫулталӑк ытла тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Шкулсенче, техникумсенче, институтсенче тата Хусан университетӗнче студентсене чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ. Нумай тӗпчев ӗҫӗсем ҫырнӑ. Ҫав тапхӑрта Г.И. Комиссаров-Вантер кӑларнӑ кӗнкесен хушшинче «Пирӗн тӑван ҫӗршыв» (икӗ кӑларӑм), «Татарская АССР», «Сельское хозяйство Татарской АССР». 1935 ҫулта Шупашкар хулинче вӑл Н.К Лебедевӑн «Один среди дикарей. Жизнь и путешествия Миклухо-Маклая» кӗнекине чӑвашла куҫарса ҫутта кӑларнӑ.

1942 ҫултанпа Г.И. Комиссаров-Вантер Киров облаҫӗнчи Санчурск хулинче фармацевт шкулӗнче студентсене латин тата вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 27 ҫул ют ҫӗрте пурӑнсан та виличчен унпа Чӑваш Республикин паллӑ литература тата наука ӗҫченӗсем тачӑ ҫыхӑну тытнӑ, ҫыру ҫӳретнӗ. Ун патне Петӗр Хусанкай поэтпа Андрей Алексеев тата Николай Краснов тӗпчевҫӗсем килсе паллашнӑ. Халӗ Г.И. Комиссаровӑн пуян еткерӗ Шупашкарти гуманитари наукисен институтӗнче тата ытларах Пушкӑртстанпа Тутарстан архивӗсемпе вулавӑшӗсенче упранать. Унпа унчченхи пекех паян та тӗпчевҫӗсем анлӑ усӑ кураҫҫӗ. 80-мӗш ҫулсенчен пуҫласа Г.И. Комиссаровӑн тӗпчевӗсем чӑваш историйӗпе, фольклорӗпе, йӑла-йӗркисемпе, краеведенийӗпе, этнографийӗпе, этнологийӗпе, чӗлхипе тата литературоведенийӗпе кашни пилӗк ҫултан ҫутта тухса тӑраҫҫӗ. Вӗсем Раҫҫей ҫӗршывӗн ҫӗнӗ историйӗ пуҫланнӑранпа Ӗпхӳре, Хусанта тата Шупашкарта пайтах кун ҫути курчӗҫ. ПР Правительствин хушӗвӗпе килӗшӳллӗн 1992 ҫултанпа Ӗпхӳ муниципалитечӗн сӗтевлӗ пӗлӳ паракан П.М. Миронов ячӗллӗ Чӑваш шкулӗн «Чӑваш просветителӗсен музейӗнче» Г.И. Комиссаровӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗсем пысӑк вырӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ.

Самах май каласан, Комиссаровӑн вӗренекенӗсем те нумай нациллӗ тӑван ҫӗршывшӑн ырӑ ӗҫсем туса хӑварма пултарнӑ. Вӗсен шутӗнче фронтҫӑ, Слакпуҫра Константин Ивановӑн музейне йӗркеленӗ Петр Кудряшев, чӑваш халӑх общество деятелӗ, фронтҫӑ, «Красная Башкирия» хаҫатӑн редактор ҫумӗ Иван Гурьев, ЧАССР тава тивӗҫлӗ художникӗ Иван Григорьев тата ыттисем.

Киров облаҫне темиҫе хут кайса шыраса Г.И. Комиссаровпа унӑн арӑмӗн вилтӑприне тупма пултарнишӗн эпир питӗ хӗпӗртентӗмӗр. Анчах ҫав вӑхӑтрах кашни таврапӗлӳҫӗн чӗри калама ҫук ҫатӑртаттарса ыратса хурланчӗ.

Гурий Иванович ыйтнине шута илсе ӑна 50 ҫулталӑк каярах Санчурск масарӗнче арӑмӗн вилтӑпри ҫумне пытарнӑ пулнӑ. Анчах хӑй виличчен Гурий Иванович чӑваш халӑхне арӑмӗпе хӑйӗн шӑмшакне тӑван ҫӗршыва — Чӑваш Республикине куҫарса пытарма халал ҫырса хӑварнӑ. Пирӗн, хальхи ӑрӑвӑн, ҫав халала пурнӑҫа кӗртмелле тесе шутлатпӑр эпир. Кӑҫал, Чӑваш Респу6лики 100 ҫулталӑк тултарнине уявланӑ ҫул, эсир пирӗнпе килӗшессе эпир ҫирӗп ӗненетпӗр!

Паллӑ наци патриочӗн халалне 50 ҫул иртсен пӑрахӑҫа кӑларни пирӗншӗн пысӑк ҫылӑх пулса юлӗ. Ҫавӑн пирки сиртен тивӗҫлӗ пулӑшу ыйтатпӑр: Гурий Иванович Комиссаров-Вантерпа мӑшӑрне Чӑваш Республики шайӗнче хисеп туса тӑван ялне куҫарса пытарма.

Сире чунтан хисеплесе,

[алӑ пусакансем].

 

Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗ, 2020 ҫул.

Хушни

Чӑваш Рсепубликин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, тата архив ӗҫӗн министерстви ҫапларах хурав панӑ:

Хисеплӗ Вячеслав Михайлович!

Гурий Иванович Комиссаров-Вантерпа мӑшӑрне Чӑваш Республики шайӗнче хисеп туса тӑван ялне куҫарса пытарас ыйту пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыракан О.А. Николаев патне янӑ ҫырӑвӑра пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Респу6ликин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви ҫакна пӗлтерет.

2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 2-мӗшенче 59-ФС № тухнӑ «Раҫҫей Федерацийӗн граждансен ҫырӑвӗсене пӑхса тухас йӗрки ҫинчен» Федераци саккунӗн 8-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн Сирӗн ҫырӑва Киров облаҫӗн Правительствине пӑхса тухма тата хурав пама ярса панӑ.

Кӗлетсен эксгумаци документацисене хатӗрлесе панӑ хыҫҫӑн, Чӑваш Республикин территорийӗнче пытармалли ыйтӑва пӑхса тухма хатӗр.

Сире регионсен тата Раҫҫей Федерацийӗн ӑнӑҫлӑ аталанӑвӗн никӗсӗ пулса тӑракан гражданла активлӑ позицишӗн тав тӑватпӑр.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 5804.1.7960
2020.04.02 16:27
Agabazar
Пĕтĕмпех тĕрĕс.

Анчах та Кури Вантере пĕрремĕш философ темелле пулман.

Чăннипе вара ак çак факта та пулин шута илмелле:
<<ВИШНЕВСКИЙ Виктор Петрович [24.11.1804, д. Сугут-Торбиково Ядрин. у. (ныне Вурнар. р-на) – 30.12.1885, г.Казань] – деятель христиан. просвещения, магистр богословских наук, профессор философии (1828). >>
Agabazar // 5804.1.7960
2020.04.02 16:34
Agabazar
Пĕтĕмпех тĕрĕс.

Анчах та Кури Вантер çырса хаварнă халал пулмасса та пултарать.

Вилтăприе куçармаллине темĕнле "халалпа" çыхăнтармасан та юрать.

Санчурск хулинче Кури Вантер вилтăприйĕ никамах та кирлĕ мар. Ăна унта никам та тирпейлесе пăхса тăрас çук пулĕ. Çакă — вилтăприе (тĕрĕсрех шăмшакка темелле пуль) илсе килмелли тĕп сăлтав.
Тимӗр Акташ // 1160.63.0741
2020.04.02 17:50
Шупашкарта Гурий Комиссаровӑн (Вантерӑн) ҫӗнӗ кӗнекесем тухмалаччӗ.
Кӗтетпӗр.
Атнер // 1726.84.3785
2020.04.02 18:21
Куҫарасса куҫармалла пуль та ха.Ҫеҫпӗле куҫарасси пирки шӑв-шав лӑпланчӗ -и?.Тен Акапасарпа Акташ пӗлеҫҫӗ майне-шывне:мӗнле майпа,камсем тата кам шучӗпе кайса чавса кӑларса кунта илсе килсе тепӗр хут пытарма пултараҫҫӗ?.Эпир хамӑр мӗнпе пулӑшма пултарӑпар?.Кӗреҫе пур и пирӗн?.
Хамӑр ял // 1160.63.0741
2020.04.03 00:56
Олег Николаев ҫак ҫинчен мӗн шутлать тесе пӗлесчӗ.
Тимӗр Акташ // 1160.63.0741
2020.04.03 01:14
Ӗлӗк ЧНК президиумӗн ларӑвӗнче Виталий Станьял ЧНК вице-президенчӗ Шупашкарта чи паллӑ чӑвашсен пантеон кирлӗ тесе темӑна хускатнӑччӗ.
Чӑваш Патшалӑхӗн Пантеон чӑнах кирлӗ!
Анчах ӑҫта? Кивӗ масарӗнче, Б.Хмельницки
урамӗнче, паллӑ чӑвашсен пысӑк мар Пантеон пур. Анчах, унта пушӑ вырӑн юлман пуль. Ӑҫта ҫӗнӗ Пантеон уҫмалла?

Paĝoj: 1, [2]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj