Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

Виталий Станьял: Мӗнле пурӑнатӑн, тӑванӑм...

Виталий Станьял16.05.2020 13:015340 Пурĕ пăхнă

(пӗчӗк тӗрленчӗк)

Куккук сасиллӗ тӑван яла шӑпчӑксемпе чӗкеҫсем вӗҫсе килнӗ вӑхӑтра эпӗ те ҫаврӑнса ҫитрӗм.

— Эсселем мегелейкум, ӗмпичче! Халсем мӗнле? — юриех авалхилле сӑмахлать ял мухтарӗ, кӳршӗри Чаптай.

Ман вара, паллах, ӑна «Вегалейкем эсселам!» тесе хуравламалла пулать. «Эсселам мегелейкум!» — тетӗп, тахҫанхине аса илсе, Урмаель тутарӗсем манерлӗ.

Чаптай вӑл Таврапӗлӳпе ҫулҫӳрев картинче ӗҫлет те, кӗтсе илмелли е ӑсатса ямалли сӑмахсене селӗм вӗреннӗ. Вӑл «Здрасьте!», «Здоровӑ!» тесе саламланисене йышӑнмасть. «Аван ҫитрӗр-и, тӑвансем», «Иртӗр, иртӗр малалла!», «Ҫулӗ такӑр пулчӗ-и» тата тем тӗрлӗ каласа, аллисене сарса хапӑллать килнисене. Манӑн туяллӑ аллӑма икӗ аллипе чӑмӑртаса, пуҫне юриех тарӑн тайса, «Уяв ячӗпе саламлатӑп» тет. — Ват ҫынсене ӗлӗкрен икӗ алла харӑс панӑ, теҫҫӗ Тимӗрпе иккӗш вӗсем.

Кӑшӑлвируса ирттерсе ямалла тесе урама Уртемей шӑллӑм тухрӗ. Вӑл урӑхла саламлать: «Сывлӑху мӗнле, пичи. Алӑ ҫемми лаша туяннӑ иккен эсӗ...», тет. Унран хӑпмасӑр ҫӳрекен маттур Матвей малтан те «привет», те «салют» теме тӑчӗ, унтан, вӑтанса кайса, «Сывлӑх сунатӑп, мучи!» тесе пит вашават каларӗ.

Мана ҫакӑ килӗшрӗ. Эпӗ пӗчӗк чухне яланах тӑванлӑха палӑртса саламлаттӑмӑр: «Килтех-и, Матви мучи», «Тавах сана, Мӗтри пичче!», «Салам сана, чипер инке», «Епле ҫӳретӗн, Евруҫ аппа», «Ӑҫта каян, мӑн кукка», «Кинеми, сана пулӑшам-и», — кусем йӑлтах пирӗншӗн салам сӑмахӗсем пулнӑ. Йӑнӑш пулсан, аслисем тӳрлетсе калатчӗҫ. Сӑмахран, эпӗ пӗринче пырса кӗтӗм те тӑвансем патне, калатӑп: «Килме юратчӗ-ши, Риван йысна» тетӗп. «Кил-ха кунтарах, ылтӑнӑм, ӑмӑрткайӑкӑм. Санӑн мана «Риван кукка» темелле. Аннӳшӗн эпӗ йыснӑш пулатӑп, саншӑн — кукку».

Халӗ ӗнтӗ капла ҫавӑрса саламлакан сахал. Шкулта вӗрентнӗ пек калаҫҫӗ ҫамрӑксем — «Ырӑ кун пултӑр!», «Сывлӑх сунатӑп», «Тепре тӗл пуличчен», «Чипер кай» вырӑсла калаканӗсем те пур, ытларах — пуҫламӑш классем. Э-э, амутке! Ни ашшӗ-амӑшӗ, ни вӗрентекенӗсем халӗ хамӑрла вӗрентмеҫҫӗ иккен, тесе пыраттӑм, ҫав вӑхӑтра Ули Элекҫейне тӗл пултӑм. Вӑл пысӑк тӳре, ӑслӑлӑх кандидачӗ, патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенскер, «Аван-и, — тет, ятӑма калать, — курманни нумай пулать, тет. Кӗрсе тух-ха пирӗн пата». Калаҫрӑмӑр шӑкӑл-шӑкӑл, кермен пек ҫӗнӗ ҫуртсене пахаларӑмӑр, шап-шур ҫеҫкеллӗ пахчасене мухтарӑмӑр, чӗкеҫпе пӑрчӑкана пӑхса савӑнтӑмӑр.

Чуна ӑшӑ тӑван ялта. Кайӑк сасси, ҫын кулли, иртен-ыр сунни ват кӑмӑла яр уҫать. Аякра тӗнче пит аван, килте салам сӑмахӗ те тӑван.

Чипер юлӑр, тепре тӗл пуличчен, тусӑмсем!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Аптрман таваш // 1491.83.6368
2020.05.18 23:57
"Ман килес. Чупаççĕ-и?" - сывлăх сунса çапла калана пирĕн енчи чăвашсем. Ыра самахсемшĕн, аса илтернĕшĕн тав. Чипер юлăр!

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj