Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: «Ҫӗнтерӳ кунӗ» юрӑ куҫарӑвӗсем

Аçтахар Плотников27.05.2020 13:099885 Пурĕ пăхнă

Тӑван ҫӗршывӑмӑр, Раҫҫей Федерацийӗ тата унӑн шутне кӗрекен пирӗн патшалӑхӑмӑр, Чӑваш Республики, кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗренпе 75 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑшӑлвирус алхасӑвӗ ҫак куна тивӗҫлипе палӑртма чӑрмантаркалать пулин те ӑна май ҫитнӗ таран тивӗҫлӗ шайра ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗслӗхрен — онлайн мелӗпе.

Унсӑр пуҫне ӗнер кӑна питӗ кӑсӑклӑ йышӑну турӗҫ — Ҫӗнтерӳ Парадне пирӗн республикӑмӑр уявлакан Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ирттересси пирки пӗлтерчӗҫ. Ку кун юнкуна лекнине те пӑхмарӗҫ. Апла-тӑк, пирӗн республикӑн Раҫҫей Федерацийӗн шайӗнче витӗмӗ пӗчӗкех мар! Кӑҫал та пулин Республика кунне питӗ чаплӑн ирттерес шанчӑк пур!

Ҫак уявӑн чи паллӑ юррисенчен пӗри вӑл — Владимир Харитонов сӑввипе Давид Тухманов кӗвӗленӗ «Ҫӗнтерӳ кунӗ» юрӑ. Ку юрра кӑҫал пӗрремӗш хут чӑвашла юрларӗҫ темелле. Ютубра халь кашни ҫын ҫак юрра Оперӑпа балет театрӗн, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн, юрлакансен «Классика» капеллин, «Живи и помни» патриотла юрӑ-кӗвӗ ансамблӗн солисчӗсемпе пӗрлех республикӑри паллӑ юрӑҫсем еплерех хитрен шӑрантарнипе паллашма пултарать. Олег Николаев хӑй те ку юрра чӑвашла юрласа пачӗ — вӑл мӗнле юрланипе унӑн Инстаграмри ушкӑнӗнче паллашма май пур.

«Ҫӗнтерӳ кунӗ» юрра сахал мар чӑваш сӑвӑҫи чӑвашла куҫарнӑ. Чи паллӑ куҫару — Юрий Сементерӗн. Шӑп унӑн куҫарӑвне паллӑ юрӑҫсем тата Олег Николаев юрласа пачӗҫ те ӗнтӗ. Паян вара эпир сире ытти куҫарусемпе паллашма сӗнетпӗр: Валери Туркайӑннипе, Марина Карягинӑннипе тата Галина Енейкина хатӗрленипе. Унсӑр пуҫне, эпир пӗлнӗ тӑрӑх Валерий Раштав та хӑйӗн вариантне хатӗрленӗ. Шел те хальлӗхе унӑнне тупаймарӑмӑр, унӑн вараинчӗпе сире паллаштарма пултараймастпӑр.

Хушни (2020.05.28): пире Валерий Раштав куҫарӑвне ярса пачӗҫ. Ӑна та хушрӑмӑр.

 

Ҫӗнтерӳ кунӗ!

Юрий Сементер куҫарӑвӗ

 

Ҫӗнтерӳҫӗм, пит инҫеччӗ эс пиртен,

Кӗл кӑварӗ пек сӳнеттӗнччӗ хуллен.

Ҫулӑм витӗр, ҫумӑр витӗр таллӑнса,

Сан пата эпир ҫывхарнӑ шӑвӑнса.

 

Юр пек шурӑ ҫӳҫлӗ,

Тар шӑршиллӗ кун,

Эс ҫитсессӗн

Ҫӗнӗрен хӗрет-ҫке юн,

Эс ҫитсессӗн

Тепӗр хут кӳтет-ҫке чун,

Вӑрҫӑ кунӗ,

Чыслӑх кунӗ,

Пурнӑҫ кунӗ!

 

Куҫ хупмасӑр кунӗпе те ҫӗрӗпе

Утрӗ халӑх, чӑтрӗ халӑх чӗрипе.

Заводра та, уй-хирте чуна парса,

Сан пата эпир ҫывхарнӑ ӑнтӑлса.

 

Ах, аннемӗр, таврӑнайрӗҫ пурте мар,

Паттӑрсен ятне ялан асра тытар.

Сӑртсем урлӑ, шывсем урлӑ талпӑнса,

Сан пата эпир ҫывхарнӑ ӑнтӑлса.

 

Ҫӗнтерӳ кунӗ

Валери Туркай куҫарӑвӗ

 

Ҫӗнтерӳ, эс, пултӑн питӗ аякра.

Сӳнес пекчӗ кӑвар сивӗ вучахра.

Тӗтӗм витӗр эпир утнӑ малаллах,

Ҫак уявшӑн тӑкнӑ юн эпир пайтах.

 

Ҫӗнтерӳ, эс,

тулнӑ тӗтӗм шӑршипе

Ҫӗнтерӳ, эс

шурӑ ҫӳҫлӗ паттӑр пек.

Савӑнатпӑр та йӗретпӗр харӑсах

Ҫӗнтерӳҫӗм!

Ҫӗнтерӳҫӗм!

Ҫӗнтерӳҫӗм!

 

Куҫ хупмасӑр тӑкрӗ тар ҫӗршыв ӗҫре,

Ҫак уяв ҫеҫ, ҫӗнтерӳ ҫеҫ кирлӗрен.

Ир те, каҫ та эпир ҫунтӑмӑр вутра, —

Ҫӗнтерӳ ҫеҫ ҫиттӗр терӗмӗр часрах.

 

Таврӑнмарӗ пӗтӗм паттӑр ар килне...

Ман чупасчӗ сывлӑм тӑрӑх халь, анне.

Ҫур Европа юлчӗ тин кӑна хыҫра, —

Ҫӗнтерӳ ҫеҫ ҫиттӗр терӗмӗр часрах.

 

Валери Туркай пире ярса панӑ вариант айӗнче ҫапларах ҫырни пур: «Эп хальлӗхе палламан Алексей сӗнӗвне (припевра «Ҫӗнтерӳшӗн» вырӑнне — «Ҫӗнтерӳҫӗм») шута илсе юсанӑ вариант. Пысӑк тав, Алексей! Эс Историе Туркая «День Победы» юрӑ текстне чӑвашла куҫарма [пулӑшнӑ] ҫын пек кӗрсе юлатӑн! Манран — тухать!»

 

Ҫӗнтерӳ кунӗ

Галина Енейкина куҫарӑвӗ

(YouTube-ри клипран хатӗрленӗ, ҫавна май йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ)

 

Ҫӗнтерӳ, эс аякраччӗ шав пиртен,

Шел кӑвар пек хӗмленеттӗн инҫетрен,

Ҫулӑмпа та тусанпа та ӑнтӑхса,

Ҫак куна эпир ҫывхартнӑ тар тӑкса.

 

Ҫӗрӗн-кунӗн куҫ хупмасӑр талпӑнса

Тимӗре шӑратнӑ халӑх кар тӑрса.

Ирӗн-каҫӑн тӑшмана ҫапса-ватса

Ҫак куна эпир ҫывхартнӑ (юн пусса?).

 

Ах, аннеҫӗм, юлташсем халь ҫук манпа.

Ҫаруран чупса килесчӗ сывлӑмпа

Ҫур Европа ҫулӑмра утса-чупса

Ҫак куна эпир ҫывхартнӑ шӑл ҫыртса.

 

Ку ҫӗнтерӳ кунӗ кӗр шӑршиллӗскер,

Уяв кунӗ кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗскер,

Пысӑк савнӑҫ, йӑлтӑрти куҫҫуллӗскер,

Ҫӗнтерӳ ку!

Ҫӗнтерӳ ку!

Ҫӗнтерӳ ку!

 

Ҫӗнтерӳ кунӗ

Марина Карягина куҫарӑвӗ

 

Чаплӑ кун ҫак! Аякраччӗ вӑл пиртен,

Кил вучахӗ пек, чӗнетчӗ инҫетрен.

Тӑхлан ҫумӑр тӑкӑнатчӗ антӑхса —

Ҫак куна эпир ҫывхартнӑ юн тӑкса!

 

Ҫӗнтерӳҫӗ кунӗ,

Пӑлхануллӑ кун,

Ҫӗнтерӳшӗн

Ир шуралчӗ пуль пуҫу.

Савнӑҫ кунӗ —

Куҫӑмран тухать куҫҫуль.

Паттӑр кунӗ!

Паттӑр кунӗ!

Паттӑр кунӗ!

 

Лӑш курмасӑр кунӗпе те ҫӗрӗпе,

Тӳсрӗ халӑх — хурҫӑланчӗ чӗрипе.

Амансан та, ҫӗнӗрен пӑшал тытса,

Ҫак куна эпир ҫывхартнӑ шӑл ҫыртса!

 

Ах, аннемӗр, юман пӳллӗ кӗрешсем

Выртса юлчӗҫ, тӑван ҫӗршӗн кӗрешсе!..

Ҫур Европа утса тухрӑмӑр ҫуран,

Паянччен те пирчемен чунри суран!

Видеопа «Чӑваш Ен» ГТРК сайтӗнче паллашма май пур.

 

Ҫӗнтерӳ кунӗ

Валерий Раштав куҫарӑвӗ

 

Инҫетреччӗ ҫӗнтерӳ епле пиртен.

Ерипен ҫеҫ сӳнекен вут пекчӗ, тен.

Пин-пин ҫухрӑм: ҫунӑкпа тусан анчах.

Ҫак куна эпир ҫывхартнӑ яланах.

 

Ҫӗнтерӳ ҫу кунӗ!

Юн та тар пӗрле.

Ҫак уяв вӑл

Килчӗ шурӑ ҫӳҫпеле.

Ҫак хаваслӑх

Пит ҫинчи куҫҫульпеле.

Ҫӗнтерӳҫӗ!

Ҫӗнтерӳҫӗ!

Ҫӗнтерӳҫӗ!

 

Ир те, каҫ та пирӗн халӑх куҫ хупман.

Хӗртнӗ тимӗр, заводран вӑл уйрӑлман.

Ир те, каҫ та — ҫапӑҫу, пер тӑшмана!

Ҫак куна эпир ҫывхартнӑ яланах.

 

Ах, аннеҫӗм, килеймерӗмӗр пурте.

Сывлӑм тӑрӑх ҫаруран чупасчӗ те…

Ҫул тӗрленчӗ ҫур Европа таранах.

Ҫак куна эпир ҫывхартнӑ яланах.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 2906.90.0471
2020.05.27 14:53
Agabazar
Çĕнÿ кунĕ
Çĕнÿ кунĕ
Çĕнÿ кунĕ
Çĕнÿ кунĕ
Çĕнÿ кунĕ
Çĕнÿ кунĕ
Çĕнÿ кунĕ



Çĕнÿ=Çĕнтерÿ


Agabazar // 2906.90.0471
2020.05.27 14:53
Agabazar
Кунта «День Победы» тени — тĕпри ăнлав. Юррăн ячĕ. Çавăнпа та ăна ытти урăх темĕскерпе улăштарни вырăнлах мар.

Чăвашла День Победы тени «Çĕнтерÿ кунĕ» пулать. Анчах та унашкал ăнлав мелодие, юрă кĕввине кĕрсе вырнаçаймасть.

Пĕр сыпăк ытлашши.

Çакнашкал проблемăран хăтăлас тесен ăна Çĕнÿ Кунĕ тенипе улăштарма май пур.

Калăпăр, çакă тутар чĕлхинче те çавнашкалтарах илтĕнет.

Тутарла — Җиңү Көне.. Джинÿ Кёнĕ.
Agabazar // 2906.90.0471
2020.05.27 15:22
Agabazar
Җиңү тата Çĕнÿ, çавăн пекех Көне тата Кунĕ тенисем тĕрĕк тăванлăхĕн шайĕнчи когнатсем пулса тăраççĕ.

Тутарла юрланине шыраса пăхрăм. Чăн та, пĕр тĕлте чăнах та Джинÿ Кёнĕ теççĕ. https://www.youtube.com/watch?v=15CeI2oAUBE

Пензăран. Урăхла каласан, мишерсем. Калас пулать, мишерсен Джинÿ мар Йинÿ. Дж вырăнне Й. Анчах та эп илсе кăтартнă вариантра юрăç çапах та литература чĕлхипе калать.
2020.05.27 18:51
Аçтахар Плотников
Акапасар, эп пӗлетӗп, эс пултаратӑн — хӑвӑн вариантна та хатӗрлесе пӑх :)

Paĝoj: 1, [2]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj