Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
 

Reklamo

Виталий Станьял: Тав сире Чӑвашлӑх ятӗнчен

Виталий Станьял17.09.2020 20:536151 Пурĕ пăхнă

Алексей Трофимов, Петр Ивантаев,

Станислав Отрыванов тупӑкӗсем ҫине

* * *

Умлӑ-хыҫлӑн черетпе пыратпӑр...

Кайнӑ майӑн чун кӑчӑртатать,

Халӗ тин ыр-усала пуҫ ҫапмӑр,

Ҫул вӗҫне хамӑр чыспах тухатпӑр.

Лӑпланса, ку ӗмӗр татӑлать.

 

Кайнисем те пур, пур тӑхтаканӗ,

Халӑхран юлма пӗрех май ҫук.

Вӑхӑтран та вӑрӑм юлаканӗн

Шухӑшӗ самант та лӑпкӑ канмӗ,

Туссемпех вӑл пулӗ сывӑ чух.

 

Каҫарсам тесе эпир ыйтмастпӑр,

Ҫылӑх ҫук пек хӑлӑхсӑр тӗнчен.

Ырлама сире эп вӑтанмастӑп,

Кӗнекӗрсене умран ямастӑп —

Тав сире Чӑвашлӑх умӗнче!

 

Виталий Станьял

2020, авӑн, 17.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Валери Туркай // 3375.32.0861
2020.09.18 07:31
Маттур, Виталий Петрович! Тавах сана!
Эп те кӗҫӗр П.В.Ивантаева асӑнса сӑвӑ ҫыртӑм.
Питӗ нумай ҫухатрӗ ҫак кунсенче Чӑваш Тӗнчи.
Шел, питӗ шел!
Валери Туркай
Agabazar // 4093.30.3993
2020.09.18 11:35
Agabazar
Ивантаев чăваш президенчĕн чи малтанхи суйлавне кандидат пулса хутшăннă. Çав суйлавра вăл пачах та ытлашши пулман.
Галина Зотова // 2790.60.5588
2020.09.18 22:06
Мана вӑл 21.11.2015 ҫулта хӑйӗн Ивантаев П.В."Возвращение к истокам" (Историко-краеведческие очерки) - Чебоксары 2015 кӗнекине"Галина Вячеславовна Зотовӑна хисеплесе автортан",- - тесе алӑ пусса парнелерӗ.
Петр Васильевич хӑй ҫуралса ӳснӗ ялне халалланӑ 344 страницӑран тӑракан сумлӑ кӗнекене темиҫе хутчен те вуласа тухрӑм.
Ӑна кура эпӗ те хамӑн ҫуралнӑ яла халалласа Вячеслав Александров Галина Зотова "Кукшумский колос"(2016) тата хам 35 ҫул хушши ӗҫленӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри историллӗ шкул пирки "Островок знаний"(2018) кӗнекесем пичетлесе кӑларма вӑй-хӑват ҫитертӗм.
Петр Васильевич пирӗн аттене лайӑх пӗлнӗ.Вӑл ӑна 75 ҫулхи юбилей ячӗпе саламлама та килнӗччӗ. "Кукшумский колос"кӗнекере ҫак уявра ӳкернӗ цветной сӑнӳкерчӗк те пур: Айдак, Ивантаев, Александров тата тепӗр хисеплӗ хӑна-председатель (шел, эпӗ вӑл камне пӗлместӗп). Петр Васильевич сӑнӳкерчӗкре пирӗн ҫине яланхи куллипе тинкерет.
Пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче Ивантаев пек ҫынсемпе тӗл пулни ҫав тери пысӑк телей тесе шутлатӑп, унӑн кӗнекине ыран тепре вуласа тухӑп. Тавах сире, Петр Васильевич! Эсир ҫут тӗнчерен уйрӑлнине ӗненессӗм те килмест...
Agabazar // 1106.70.8621
2020.09.20 19:47
Agabazar
Тепĕр чухне мĕнле çын пулни пĕрре пăхсах паллă.
Пётр Васильевич Ивантаев та çавăн пеккисен йышĕнченччĕ теме пулать.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj