 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Agabazar // 8195.8.6024 2022.10.14 13:00 | |
|  | |
| Аçтахар Плотников // 1554.82.5383 2022.10.14 22:08 | |
|  | Кивӗ канашлура (эп ӑна вуламалла евӗр куҫарсаччӗ) политика тӗлӗшӗпе темӑсем пит нумай. Роскомнадзортан ӑна е кӑна хуплама ыйтакан пит нумай ҫыру килетчӗ те эпӗ ӑна пушшех хупларӑм.
 Пӗрре, ман пата ҫыру ҫитерейменнине пула, хостер сервера та чарса лартнӑччӗ. Унашкаллисем малашне ан пулччӑр тесен, кивӗ канашлӑва уҫас (вулама та пулин) кӑмӑл ҫук. Ҫӗршыври саккунсем пит хӑвӑрт улшӑнаҫҫӗ ҫав. 2005 ҫулта ҫырма юранӑ япаласем халь чарура. | 
| Agabazar // 1085.47.8759 2022.10.18 05:16 | |
|  | Политика тĕлĕшпе каласма никам та чарман. Анчах та мĕн пирки калаçан вĕт. Тата хăш позицирен пăхса. 
 Форума хальхи вăхăтра вулама çукки — тарам. Анчах та вăл истори валли те пулин сыхланса юлмалла. Пулнă вĕт совет саманинче «спецхран» текенни. Вулама юраман япаласене çавăнта чиксе хунă. Анчах кĕнекесене, ытти материалсене çунтарса яман. Вăхăт, самана улшăнсан, çав япаласене спецхранран кăларнă. Анчах вăхăт çитсен кăна çав. Авă, Михаил Юрьев хăйĕн «Пулхăр патшалахĕн юлашки кунĕсем» драмине вилес умĕн (1950-мĕш çулсенче) хăрах куçĕпе те пулин курасшăн пулнă. Кĕнеке палатине кайса пуççапнă. Анчах ăна ирĕк паман курма. Курса юлаймасарах вилсе кайнă. Сăмах май каласан, ирсĕр чăваш националисчĕ шутланнă Михаил Юрьевăн ашшĕ те, амăшĕ те тап-таса вырăссем пулнă. Вĕсем Чулхула таврашĕнчен чăваш Кавал ялне куçса килнĕ. Килйыш пуçлăхĕ тимĕрçĕ лаççинче тĕрмешнĕ. | 

Анчах та кивĕ форума Интернетран кăларса пăрахнă пулмалла. Ахăртнех, кивĕ форумăн копийĕ те çук пулĕ.
Мĕнпур шанчăк Админăн серверĕсем çине. Çапла майпа Алина Аркадьевнан тăнлă сăмахĕсем сыхланса юлнă теме май пур.