Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
 

Reklamo

Виталий Станьял: Открытое письмо / Уҫӑ ҫыру

Виталий Станьял11.09.2024 08:218027 Пурĕ пăхнă

Чебоксары, Эльтеберу (Главе) Чувашской Республики О.А. Николаеву

 

Хытӑ шанса тӑракан, пирӗн чи аслӑ ҫыннӑмӑр, Эльтеперӗмӗр Олег Алексеевич!

Сире чӑрмантарма (вӑхӑтӑр темле ҫук пулсан та!) икӗ пӗчӗк ыйтӑва тишкерттерессе хускатма хӑюлӑх ҫитеретӗп. Сирӗн шанчӑклӑ канашҫӑсем камне пӗлместӗп, ҫавӑнпа тӳрех хӑвӑра кӑна шанатӑп.

 

1. Марина Карягина тележурналистка, ҫыравҫӑ кандидатурине «Халӑх писателӗ» ятне илме тӑратнӑ чухне тӗкӗ пама темиҫе вулакан тата ҫыравҫӑ мана тахҫантанпах ыйтаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӑна студент чухнеренпех лайӑх пӗлетӗп. Вӑл ун чухнех ӑслӑ, ҫирӗп, пултаруллӑ та ӗҫчен ҫилҫунатҫӑсем хушшинче танлаштарми таланчӗпе, анлӑ тавракурӑмӗпе палӑрса тӑратчӗ. Ҫак чыса хӑйӗн инҫекурӑмри ӗҫӗсемпе, илемлӗ сӑмахлӑх кӗнекисемпе ҫирӗплетсе пычӗ.

Марина Карягина кандидатурине халиччен кам мӗншӗн сирсе хӑварнине пӗлместӗп. «Ҫилҫунатра» унпа пӗр вӑхӑталла ӳснӗ Раиса Сарпие, Светлана Асамата хисепленӗшӗн тав тӑватӑп. Пултарусӑр, хӑйшӗн виҫесӗр тапаҫланакан Кипеч халӑх поэчӗ пулса тӑнӑ вӑхӑтра чӑнласа пултаруллӑ, халӑх ӗҫӗнче палӑрнӑ ҫыравҫӑсене сирсе хӑварни пӗлекенсене хытах пӑшӑрхантарать.

Марина Федоровна Карягина 55 ҫулӗ тӗлне республика хисеплӗ ятне илтме тивӗҫлӗ тесе шутлатӑп.

Кунта Сирӗн сӑмах ҫеҫ витӗмлӗ.

 

2. Чӑваш ачисем Пӗлӳ ани ҫинче нихҫан та ята яман. Анчах юлашки самана вӗренӳ ҫулне тӑван халӑхран, тӑван чӗлхерен, культурӑран ятарласа уйӑрса ячӗ. Пӗртен-пӗр чӑваш чӗмӗллӗ Герман Лебедев ячӗллӗ лицея, наци класӗсене, журналсене, хаҫатсен тӗллевлӗ ярӑмӗсене ултавлӑн хупрӗҫ. Мӑриккан Дж. Сорос миллиардер уҫса хӑварнӑ «Уҫӑ общество» Шупашкарти сутӑнчӑксене иртӗхтерсе хӑварчӗ. Чӑваш нацине вырӑссем, тутарсем, чеченсем умӗнче айванлатма хӑтланни ырра мар. Тӗлли-паллисӗр, ҫирӗпленнӗ йӑласемсӗр юлнӑ халӑх Патшалӑх хӳтӗлевҫи пулма пӑрахать. Халӑхсене пӗр пӗтӗмлетес шутпа патша вӑхӑтӗнчи пекех хӗстерни ҫӗршыва каялла таптарать!

Чӑваш Республикинче хамӑр халӑх историйӗпе, ӑс-хакӑл эткерлӗхӗпе ӗҫлекен ӑсчахсем пулччӑр тесен, наци чӗмӗллӗ, ҫивӗч пуҫлӑ ачасен ТӖСЛӖХЛӗ ШКУЛНЕ тата саланса кайнӑ чӑваш факультечӗсене чӗртмеллех. Таврара пурин те пур чухне чӑваш вара ҫуккипе малта! Пур та ҫӗтет, ҫук та ҫитет, пӗрех чӑваш тӗнчепе пӗрле анчах пӗтет.

Чӑваш халӑхӗн хырӑмне (экономикине) ҫеҫ мар, шӑпине хӳтӗлесси Сирӗн, хисеплӗ Эльтеперӗм. таса тивӗҫ, Халӑх Сире шанать.

 

Виталий Станьял, ватӑ таврапӗлӳҫӗ,

Шупашкар таври, Салтаккасси.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Сергей Пятаков // 2782.26.4329
2024.09.11 09:06
Çыравçăсем хушшинче талантлă çынсем сахал мар. Пурне те хисеплĕ ятсем парса тухаймăпăр. Ман шутпа, Карягина статьяра асăннă хисеплĕ ята илме тивĕслĕ мар. Ăна йÿнетсе пăрахас марччĕ.
Agabazar // 7308.8.9813
2024.09.11 11:18
Agabazar
Марина Карягина теме те, мĕнпурне те, тивĕçлĕ. Пятаковсемпе Станьялсен вара кунта мăнаçлă сăмахсем калама мар, шăл шурри кăтартса илме те тивĕçĕсем çук.
Евразиец // 3447.04.5759
2024.09.11 11:26
В последнее время "мода" развешивать на себе медали, значки и прочие нагрудные "украшения" пошла. Личная работа, любая деятельность должна быть ориентирована не на награды, а на совершенство окружающего человека мира. Себя в себе самом нужно уметь находить, я сам себе больше нужен, нежели эти значки-погремушки.Словом, к сожалению, однако, пустая посуда больше гремит. Писателей и академиков очень много стало. Поэтому, наверное, хмелепродукты из Белоруси, свеклу из Узбекистана начали закупать, да и реставрировать Дом Советов в Чебоксарах поручаем узбекам и рабочим из Шри-Ланка. Зачастую, на пустое ведро похожими становимся - шума много... Я не против Карягиной, абсолютно нет, а против значкистов.
Эпхам // 1603.33.9622
2024.09.11 22:52
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.9-мӗш пункт)
Вырак // 3593.2.9862
2024.09.13 08:27
Марина тахҫанах халӑх поэчӗ ӗнтӗ.
Вулакан // 1564.16.9091
2024.09.13 15:50
В.Станьял темшӗн Кибече аса илет.Карягинӑна чӑрмав кӳрекенӗ тесшӗн-ши.Кибеч ун пек пулас ҫук,Р.Сарпипе С.Асамата тава тивӗҫлӗ ят пама вӑл та тӑрӑшнӑ теҫҫӗ.Кибеч-халӑх писателӗ,драматург,сценарист,поэт/"Ӗмӗр сакки сарлака"юрӑпа сӑвӑласа ҫырнӑ романӗ мӗне тӑраҫҫӗ/,ученӑй,халӑх академикӗ,чӑвашлӑха хӳтӗлесе ҫыракан публицист,депутат пулса хулари шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентессине йӗркелекенӗ,"Шупашкар"хаҫат та,транспорт чарӑнӑвне чӑвашла пӗлтересси те,Ҫеҫпӗл вилтӑпри патӗнчи йӑмра та,ВаттисенКанашне,"Канашсем"ентешлӗхе нумай ҫул хушши ертсе пырасси те ырӑ ӗҫсемех."Думы о чувашском","Свет истины,или Словарь прозрений чуваша","Чӑваш пулма ҫӑмӑл мар"кӗнекесем,Ентешсене чӗнсе калани те,Б.Ельцин,В.Путин,А.Белоусов патне ҫырнисем те,ООН штабне тепӗр ҫӗршыва куҫарма сӗнӳ тӑратни те-Кибечӗн Раҫҫей шайӗнчи шухӑшлавӗ, хӑюлӑхӗ.Ҫаксене Л.Филиппова кӗнекинчен пӗлтӗм.В.Станьял вара Кибеч ӗҫне хӑйшӗн "тапалашни" тет.Килӗшместӗп.Кибечӗн нумай енлӗ талантне тӗрӗс хак пама таврапӗлӳҫӗ шайӗ ҫителӗксӗр мар-ши.Ҫамрӑках мар Кибеч паян та ӗҫре,паллӑ эстетик кӑҫал "Эстетическая школа Яковлева"ятлӑ кӗнеке кӑларчӗ. Хурлакан та тупӑнатех ҫав. Ҫынна ҫапла кӳрентернӗшӗн каҫару ыйтма В.Станьял хӑюлӑх ҫитерӗ-ши.
Лидия // 5157-3461
2024.09.13 15:51
Эпĕ Марина Карягина хисеплĕ ята тивĕçлĕ тесе шутлатăп! Çакăн пек пултаруллă çынсене шыр хĕрне тĕртсе хăварас марччĕ.

Paĝoj: 1, [2]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj