


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Лешкукша // 9250-7022
2025.09.18 02:40 | |
АТТЕЛӖХ - Митта усӑ курнё ҫапла! ЧАЛТАН тени авлтанах килет иккен | |
Agabazar // 3825.65.0939
2025.09.18 13:27 | |
![]() |
Геннадий Юмартăн шухăшĕ çакăн пекчĕ: тăван çĕршыв тенинче пафос çителĕксĕртерех.
Митта усă курнине пĕлетпĕр. Анчах та вăл япала хăй пурăннă чухне пичетленмен пулмалла. Кайран çеç Геннадий Юмарт архивран туртса кăларса кун çути кăтартнă. |
Валери ТУРКАЙ // 2671.64.2907
2025.09.30 03:07 | |
НИКАМА ТА манмалла мар! Уйрăмах - ПАТТĂРСЕНЕ!..
..."Тăван Çĕршывăн Аслă варçи"- не чĕлхемĕр те, халăхăмăр та йышăнчĕç! Пулчĕ! Тек, тархасшăн, ан пăтратăр пире темле "Аттелĕх" йышши ухмахла неологизмсемпе! ...Митта та çвятуй пулман! Вулăр В.П.КОШКИН пухса хатĕрленĕ "Синкерлĕ çулсенче" кĕнекене (135-166-мĕш страницăсем) (Ш.,2013). Унта ДОКУМЕНТСЕМ кăна! Валери ТУРКАЙ. 30.09.25 | |
Agabazar // 1838.54.6336
2025.10.03 12:31 | |
![]() |
Туркай, вырăссене кайса вĕрент тата, ан аппаланччар вĕсем «Отчизна» е «Отечество» тесе.
Паллах, вырăссемпе пĕрле çавăн пекех вырăсла калаçакан чăвашсене те çапла вĕрент — ан пултăр вĕсен чĕлхинче Отечество е Отчизна тени. Тутарсем ав Ватан тесе тертленеççĕ — вĕсене каллех Туркай пек хăватлă вĕрентÿçĕсем çитеймеççĕ. В. П. Кошкин кам вăл? Ĕмĕрĕпе КГБра тата унăн еткерле тăрăмĕсенче ĕçленĕ çын. Паллах, вăл халăха кăтартма мĕнле документсене суйласа илнине курма питĕ кăсăклă пулмалла. Аттелĕх (Атилĕх) тени неологизм мар вăл. Отечество тенине калькăласа чăвашлатни çеç. |
Валери ТУРКАЙ // 2671.64.2907
2025.10.03 15:32 | |
Эп никама та вĕрентместĕп! Эп хамăн шÿхăша калатăп! Çавă çеç,тăванăм!.. Шăпах ЭСĔ пире пĕр ĕмĕр ытла вĕрентетĕн ку сайтра! Пире тăрăшса вĕрентсе, эс вăйна та, вăхăтна та сая кăна яратăн! Эп сана, мăнтарăна, питĕ шеллетĕп! Питĕ! Эс кунта çырни, эс кунта такама ăс пани, эс кунта такампа тавлашни... - çийĕнчех пăс пулса сирĕлет! Ия, çийĕнчех!..
Валери ТУРКАЙ. 03.10.2025 | |
Agabazar // 1838.54.6336
2025.10.03 15:53 | |
![]() |
Ну, калăпăр, Митта Ваçлейĕ идеалла çынах мар. тейĕпĕр. Çакна В. П. Кошкин полковник та хайĕн докуменчĕсемпе çирĕплетет, е çирĕплетме хăтланать, тейĕпĕр.
Анчах та Г. Ф. Юмарт та пулнă вĕт каярахпа. «Тăван çĕршыв» пĕлтерĕшпе урăхларах пафослă тата компактлăрах ăнлав кирлĕ пирки ятарлă статья та пичетлесе кăларнă вăл. Ку çын, Геннадий Юмарт, çапах та çветтуйпа танах пуль. Е, танах пулмасан та, пурпĕрех унăн шухăшĕпе паллашни пĕрре те ытлашши мар. |
Хамарьял // 4900-6617
2025.10.06 12:40 | |
АХМАНЯСАМ ПОТТОКИЯ МАНМАҪҪӖ! | |
Станьял // 2353.9.1627
2025.10.07 22:06 | |
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.2-мӗш пункт) | |
Валери ТУРКАЙ // 3200.11.1997
2025.10.09 09:13 | |
Тури чăвашсен чĕлхине пĕтме-çухалма памалла мар!
Вăл - пирĕн аслă халăхăмăрăн тĕп пуянлăхĕсенчен пĕри! Тури чăвашсен чĕлхи çухалсан, чăваш халăхĕ икĕ хут чухăнрах пулса тăрать! Валери ТУРКАЙ, анатри чăваш. 09.10.2025 | |
Agabazar // 3603.47.4144
2025.10.10 17:54 | |
![]() |
Валери Туркайăн каланăлăхне провокаци тесе шутлатăп.
Çук кунашкал ыйту. Тури чăваш чĕлхин ыйтăвĕ те, анатри чăваш чĕлхин ыйтăвĕ те çук тĕнчере. Ним çук çĕртен ыйтăва пÿрнерен ĕмсе кăлармалла мар. Чăннипе вара ыйтăвĕ урăхла тăрать. Чăваш чĕлхи пулсан, хайхи тури-анатри тенисем те пулаççĕ. Чăваш чĕлхи пулмасан — вăл та, ку та пулмасть. Çавă çеç. Кунашкал япала вăл, пÿрнерен ĕмсе кăларнăскер, ахаль те пĕрлĕхĕпе мухтанма пултарайман халăха татах та ытларах сапаласа яма çеç пулăшать. Тĕслĕхсем тĕлĕшпе аякка кайма кирлĕ мар. Кÿршĕри çармăссенех илер. Ним те мар пĕр литература чĕлхипе пурăнма пултарайнă. Анчах та çук вĕт, такамăн темĕн кĕçĕтсе тăнă. Тытнă та пĕр чĕлхене икке пайласа янă. Ниепле те уписаччĕлнелле пулман вăл! Унашкал пайланусемсĕрех шик! шăхăрса пурăнма май пулнă. Эх... Е тата тутарсемпе пушкăртсене илер. Патша саманинче апла-капла пайламан. Тутарĕсем те, пушкăрчĕсем те пĕр литература чĕлхипех çырлахнă темелле. Анчах та каярахпа Валиди-Торган текеннисем сиксе тухнă та пăтратма пуçланă. Халĕ вара — чавса çывăх, çыртма çук. Кирлĕ-и ку пире, чăвашсене? Çук, пачах та кирлĕ мар. |