Pri la retejo
Novaĵoj
ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
Kulturo
Historio
Literaturo
Ĉuvaŝa lingvo
Forumo
Ligiloj
Agabazar // 1775.32.2671
2025.09.15 17:09 | |
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.6-мӗш пункт) | |
Agabazar // 1333.0.5648
2025.09.16 14:25 | |
Ĕнтĕ халь тин маларах мĕн çырнине те манса кайнă. | |
Agabazar // 1333.0.5648
2025.09.16 14:27 | |
Аха, аса илтĕм!... Генадий Юмарт Аслă Атилĕх вăрçи (Атилĕхĕн аслă вăрçи) тетчĕ. | |
Лешкукша // 9250-7022
2025.09.18 02:40 | |
АТТЕЛӖХ - Митта усӑ курнё ҫапла! ЧАЛТАН тени авлтанах килет иккен | |
Agabazar // 3825.65.0939
2025.09.18 13:27 | |
Геннадий Юмартăн шухăшĕ çакăн пекчĕ: тăван çĕршыв тенинче пафос çителĕксĕртерех.
Митта усă курнине пĕлетпĕр. Анчах та вăл япала хăй пурăннă чухне пичетленмен пулмалла. Кайран çеç Геннадий Юмарт архивран туртса кăларса кун çути кăтартнă. | |
Валери ТУРКАЙ // 2671.64.2907
2025.09.30 03:07 | |
НИКАМА ТА манмалла мар! Уйрăмах - ПАТТĂРСЕНЕ!..
..."Тăван Çĕршывăн Аслă варçи"- не чĕлхемĕр те, халăхăмăр та йышăнчĕç! Пулчĕ! Тек, тархасшăн, ан пăтратăр пире темле "Аттелĕх" йышши ухмахла неологизмсемпе! ...Митта та çвятуй пулман! Вулăр В.П.КОШКИН пухса хатĕрленĕ "Синкерлĕ çулсенче" кĕнекене (135-166-мĕш страницăсем) (Ш.,2013). Унта ДОКУМЕНТСЕМ кăна! Валери ТУРКАЙ. 30.09.25 | |
Agabazar // 1838.54.6336
2025.10.03 12:31 | |
Туркай, вырăссене кайса вĕрент тата, ан аппаланччар вĕсем «Отчизна» е «Отечество» тесе.
Паллах, вырăссемпе пĕрле çавăн пекех вырăсла калаçакан чăвашсене те çапла вĕрент — ан пултăр вĕсен чĕлхинче Отечество е Отчизна тени. Тутарсем ав Ватан тесе тертленеççĕ — вĕсене каллех Туркай пек хăватлă вĕрентÿçĕсем çитеймеççĕ. В. П. Кошкин кам вăл? Ĕмĕрĕпе КГБра тата унăн еткерле тăрăмĕсенче ĕçленĕ çын. Паллах, вăл халăха кăтартма мĕнле документсене суйласа илнине курма питĕ кăсăклă пулмалла. Аттелĕх (Атилĕх) тени неологизм мар вăл. Отечество тенине калькăласа чăвашлатни çеç. | |
