Pri la retejo
Novaĵoj
ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
Kulturo
Historio
Literaturo
Ĉuvaŝa lingvo
Forumo
Ligiloj
Agabazar // 1213.93.2088
2025.11.15 20:55 | |
Станьял // 1205.30.1164
2025.11.15 22:03 | |
АГАБАЗАР! Çеçпĕле кам кăшланă, кам малтан е кайран хÿтĕленĕ - паллă Пустуй ан пăтрат. Крыма пĕр Çеçпĕле çеç янă-и ун чухне Ленин тăванĕ патне сывалма? КАМ поэт çырăвĕсене ответлемен? ЙĂЛТАХ ПАЛЛĂ. ВАççАНККА УН ПЕК КАЛАМАН, суйса КАЛАМА та ...ПУЛТАРАЙМАН! Ăçтанитуотсам кăлартăн ку сăмахсене? | |
Леонид КЕВЕР // 4082.47.9726
2025.11.16 12:46 | |
Акапасар комментарийӗпе, пӗтӗмӗшле илсен,
килӗшетӗп.Ҫав вӑхӑтрах Ваҫанкка ятне тӗрӗс мар ҫырни пӑшӑрхантарать: "Никифор" темелле. Ҫеҫпӗлтен Турӑ туса ӑна пӗлӗт ҫине хӑпартса яни темле вырнаҫуллах мар,хамӑр хушӑрах пултӑр аслӑ поэтӑмӑр! | |
Agabazar // 3153.04.3609
2025.11.16 12:56 | |
Ун чухнехи Шупашкарта Çеçпĕлтен çÿлереххисем Элмен тата Коричев çеç пулнă темелле.
Элменне хайне Чаппан пăлхавĕ хыççăн айккинелле катереççĕ. Ну, тĕппипе мар ĕнтĕ, кăштах шутарни çеç, вăл хăйĕн вăйне пурпĕрех çухатман, каярахпа каллех чи аслă пуçлăх пулса тăрать тепĕр тапхăрта. Кунакшкал ротацисем, унталла-кунталла куçкаланисем «вырăнти предатель» текенскерсемпе пачах та çыхăнман. Логика кунта пачах урăхла. Ревтрибунал текенни Юстици пайĕн уйрăм структури пек, тытăмĕ пек шутланнă (сăмахран хальхи СШАра, кăштах ансатлатса каласан, шăпăх çавăн пек: прокуратура Юстици министăрлăхĕн пĕр сыпăкĕ). Çеçпĕл Ревтрибунал председателĕ чухне Юстици пайне Лбов ертсе пынă. Анчах та ку Çеçпĕл çав Лбова пăхăнса тăнине пĕлтермест. Каярахпа Çеçпĕле хăйне Юстици пайĕн пуçлăхĕ тăваççĕ. Лбовĕ вара çакăн хыççăн ăçта кайса кĕнĕ — кăна шпаргалкăсăр аса илейместĕп. "Чăваш чĕлхи" ятлă сăввине вара Çеçпĕл шăпах çав «Лбов юлташа хисеплесе» çырнă. Çеçпĕл — чăваш литературин историйĕн пĕр сыпăкĕ çеç мар. Вăл — республика историйĕн уйрăлми пайĕ.Яков Ухсай Çĕçпĕл сăнарне шăпах çапла курнă. Кун пирки совет саманиче тухнă «Земля Улыпа» кĕнекене пăхăр. (250-мĕш страница, «один из наших крупных партийных работников» тенĕ Çеçпĕл пирки ЯГУ). | |

Çап-çамрăк Çеçпĕл тин çуралнă чăваш автономийĕнче çав тери пысăк вырăнсем йышăнать: Ревтрибунал ертÿçи (тĕп прокурор тесе ăнлан), Юстици пайĕн пуçлăхĕ, Куçару комиссийĕ....
Мĕнле «тупость верхушки» тата, енчен вăл хăй çав «верхушка» пулнă пулсан....
Прокурортан, Юстици пайĕн пуçлăхĕнчен çÿлерех хăват кам пулнă вара ун чухнехи Шупашкарта?
Ĕнтĕ янă вĕт-ха Çеçпĕле Крыма сипленме!!!
Нумайăн пулнă-и вăл вăхăтри чăвашсем хушшинче çавнашкал тивĕçе çĕнсе илекенсем???
Çук, унашкал чăвашсене эп урăх питех пĕлместĕп.
Ытти чăвашсем Крыма кайса сипленме тивĕçеймен. Çеçпĕл вара — тивĕçнĕ.
Камсем янă? Хайхи «предатель» текеннисем-и?
Никам та ăна хăваламан, хăйĕн кăра кăмăлне кура тухса кайрĕ — çапла каланă ун пирки Никкиффор Ваçанкка.