Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Мӗтри мучи пире чун, ЧУН пирки аса илтерет…

  05.12.2018 21:08 | 7153 Пурĕ пăхнă

«Мӗнле лайӑх пирӗн хулара ҫавӑн пек ҫын пурри! Ку вӑл кӗтрет!..» («Очень хорошо, что в нашем городе такой человек есть! Это чудо!..».). 1995 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑ Д.Т. Жуков куравӗ («6х7 галерея») куракансене хавхалантармаллипех хавхалантарнӑчче, тӗлӗнтерсе савӑнтарнӑччӗ… Ҫавна курса Дмитрий Тихонович хӑй те ача пек хӗпӗртетчӗ: «Очень много слов «чудо», «радость». Один написал: «Чудо из чудес». До того хорошо написано!..».

2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн музей куравӗсен центрӗнче (Ехрем купса бульварӗ, 10) Д.

Далее...

 

Миф о хитрожопом чуваше, или Что еврею благо, то чувашу смерть

  10.08.2018 19:31 | 29839 Пурĕ пăхнă

«Я хитрожопый чуваш», – будто шаман в забытьи вещал иногда Лёша. Его слова не были рассчитаны на эффект, не были эпатажным жестом. Говорил он безотносительно к кому-нибудь и к чему-нибудь… Сам он – чистокровный чуваш, но признание в хитрожопости было на русском языке. В свете теории М.М. Бахтина, это явление можно определить как отражение чужой точки зрения, как примеривание на себе чужого сознания. В смысловом плане реченье Лёши было темным, уводящим в глубины подсознания. Лёша хромал на обе ноги.

Далее...

 

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и?

  29.05.2017 20:52 | 10366 Пурĕ пăхнă

Нумай пулмасть пӗр ҫынпа чӑвашсен пурнӑҫӗ пирки калаҫса кайрӑмӑр. Апла-капла сӑмахланӑ май хайхи ҫынсен тымарӗ патне ҫитрӗмӗр. Ҫын тымарӗ тенӗ чухне кунта сӑмах ҫав ҫын хӑйӗн йӑх-несӗлне туйнипе туйманни пирки пырать. Енчен те вӑл хӑй ӑҫта ҫуралнине ӑнланать пулсан, хӑй хӑш халӑх пулнине туять пулсан — ҫав ҫыннӑн тымарӗ пур, ӑна нимӗнле глобализаци те, нимӗнле космополитизм та арман евӗр вакласа-ҫавӑрттарса пӗтереймӗ.

Пирӗн калаҫу хайхи нумай чӑваш инҫетри тӑрӑхсене лайӑх пурнӑҫ шыраса кайни пирки пулчӗ.

Далее...

 

Пӗр пуссӑрах тӑшман чапа кӑларать

  11.03.2017 07:23 | 3908 Пурĕ пăхнă

Сӑпайлӑ мар пулин те ҫак статьяна хам ҫинчен ҫырас килет. Ку тарана ҫитиччен хама ҫак тӗнчери пӗр пӗчӗк кӑпшанкӑ вырӑнне ҫеҫ хураттӑм та мана ыттисен ӑмсанмалли, кӗвӗҫмелли, тарӑхмалли сӑлтав ҫук пек туйӑнатчӗ. Анчах ҫак кунсенче пулса иртекен пулӑмсем хамӑн хака самантрах ӳстерчӗҫ. Ҫапла-ҫапла, ӳстерчӗҫ.

Тӑшман чапа кӑларать тесе нихӑҫан та шутламан, анчах вӑл ҫӗр ҫинче питех те кирлӗ иккен. Юрӗ, йӗркипе каласа кӑтартам-ха.

Ҫак ҫула ҫитсе ҫемҫе пукан енне нихӑҫан та тӗмсӗлмен.

Далее...

 

Ҫурӑм хыҫӗнчи кутамкка, е Шӗкӗ пекех кӑшлать кӗвӗҫӳ

  08.03.2017 11:34 | 3630 Пурĕ пăхнă

Ҫӗр ҫинче ҫӗр тӗрлӗ кӗнчеле теҫҫӗ ваттисем. Ҫапла, ҫӗр тӗрлӗ ҫын пур тӗнчере: ӑмсанаканнисем, кӗвӗҫекеннисем, хапсӑнаканнисем, выҫӑ куҫлисем, теприн пуҫне касма хатӗррисем. Тата, Турра шӗкӗр, — телейлисем.

Юлашкинчен асӑннисем ӑнӑҫуллисене, талпӑнуллисене ӑмсанас вырӑнне вӗсемшӗн савӑнаҫҫӗ, хӑйсем те малалла ыррӑн ӑнтӑлаҫҫӗ. Кӗвӗҫес вырӑнне ҫавсем теприсен ҫулӗ уҫӑлнишӗн хавасланаҫҫӗ. Ӑмсанакан ӑссӑр юлнӑ, хапсӑнакан халсӑр юлнӑ тенинчен шикленнипе мар. Хӑйсен телейӗ тапса тӑрать те ыттисене усал тӑвасшӑн чӑкӑлташса ҫӳреме ҫавсен кӑмӑл та, вӑхӑт та ҫук.

Далее...

 

Кам — Ху?

  14.01.2017 13:53 | 4684 Пурĕ пăхнă

Пӳркелти (Тутарстан, Пӑва районӗ) И.Н.Юркин музейӗ-ҫурчӗ. Мӗн иккенне пӗлтерсе ҫакса хунӑ хӗрлӗ табличка вырӑсла ҫеҫ пулни тӳрех куҫа тӑрӑнать.

Юрий Яковлев тӗпчевҫӗне пирӗн хуть те хӑҫан та пӗр япалашӑн авӑна-авӑна, тайӑла-тайӑла тав тумашкӑн тивет. Иван Николаевич Юркин (1863-1943) ятне тивӗҫлӗ шая ҫӗклесе янӑшӑн. Ман хамӑн та Иван Никколайччӑ пирки ҫырнӑ сонет пур.

Далее...

 

Камсем вара эпир, чӑвашсем, паян?

  13.01.2017 12:56 | 10548 Пурĕ пăхнă

Пӗрремӗш ҫавра. Чӑваша пӗтерекенсем

 

«18 ӗмӗр вӗҫӗнче пӗр ыйту ҫуралать. Ку ыйту – хальхи философин полюсӗсенчен пӗри. «Мӗн вӑл тӗнче? Кам вӑл ҫын? Мӗн вӑл ун чӑнлӑхӗ? Мӗн вӑл ун пӗлӗвӗ? Пӗлӳ мӗнле пулать?..» Ҫак ыйтусене эпир йӑлана кӗнӗ философи ыйтӑвӗсем теме хӑнӑхнӑ. 18 ӗмӗр вӗҫӗнче, ман шутпа, тепӗр ыйту ҫуралать: «Камсем вара эпир пирӗн вӑхӑтра?» Ку ыйтӑва эсир Кантӑн пӗр ӗҫӗнче тупатӑр. Чӑнлӑх тата пӗлӳ пирки ҫӳлерех асӑннӑ ыйтусене айккине сирнӗрен тухман вӑл.

Далее...

 

Анӑҫпа Тухӑҫ вӑрттӑнлӑхӗсем

  17.12.2016 12:13 | 6348 Пурĕ пăхнă

Тавлашу кӗтесӗ

Пирӗн паянхи хӑна — Станислав Упаҫҫи (Александров-Убасси). Эпир унпа философи тавра калаҫас терӗмӗр. Ку — пӗрремӗш калаҫу.

 

— Станислав, паянхи калаҫӑва Анӑҫпа Тухӑҫ ыйту тавра пуҫлас килет. Чӑваш халӑхне Анӑҫ шутне е Тухӑҫ йышне кӗртмелле? Мӗн вӑл сирӗн шутпа Анӑҫпа Тухӑҫ?

— Чи малтанах мӗн вӑл Анӑҫ, мӗн вӑл Тухӑҫ палӑртмалла. Анӑҫ е Тухӑҫ тенӗ чухне пирӗн географи вырнаҫӑвӗ ҫине пӑхмалла мар. Анӑҫпа Тухӑҫ — символла архетипсем.

Далее...

 
Paĝoj: 1, [2]
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)