Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Карасьяр кӳлли патӗнчи канифоль савучӗ

■  12.10.2026 16:12 | 166 Пурĕ пăхнă

Ку канмалли кунсенче мана ушкӑнпа пӗрле Атӑл леш енче ярӑнма чӗнчӗҫ. Хамӑр патри Йӑлӑм ене мар, Чикме енне. Карасьяр, Нужьяр кӳлӗсем патне. Ку кану ҫулӗ ҫинче чи кӑсӑклӑ вырӑн маншӑн 1913 ҫулта туса лартнӑ Карасьярти канифольпе скипидар кӑларакан савут пулса тӑчӗ.

Ҫула тухни

Кӑҫал эп квадроциклпа пӗрремӗш ҫул ярӑнатӑп. Ҫавна май 2 пин ытла ҫухрӑм чупма ӗлкӗртӗм те ӗнтӗ. Ҫӗнӗ техника-ҫке! Анчах ытларах пайне — пӗччен.

Далее...

 

Чикмене кайса килни

■  02.07.2026 19:44 | 3874 Пурĕ пăхнă

Отпуск пуҫланчӗ те пӗрремӗш кунхинех Чикмене ҫитсе курас терӗм. Тӗллевӗсем темиҫеччӗ. Чи малтанах эп ку хулара пӗрре те пулман. Анчах вӑл чӑваш культурипе тачӑ ҫыхӑннӑ темелле. Мӗн калас та, юнашарти ялсемех Чикме уесне кӗнӗ. Шупашкар уесне мар, самай инҫетри Чикме хулине пӑхӑннӑ. Тепӗр тӗллев — паром хакне пӗлесси. Чӑн та, эп хама валли чылай ҫулҫӳрев планласа хурса. Вӗсенчен иккӗшӗ Чикме урлӑ иртеҫҫӗ. Ҫавна май паром мӗнле ӗҫленине пӗлесси маншӑн питӗ кирлӗ. Виҫҫӗмӗш тӗллев пек Чикмене каякан ҫулсене пӑхса тухасси пулчӗ.

Далее...

 

Хула ячӗсем

■  19.07.2021 13:15 | 6837 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Чӑвашсем тӗрлӗ хулана хӑйсемлерех каланине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Мускав, Чулхула, Хусан, Чӗмпӗр, Питӗр, Самар, Сӑвар... Кусем пурте пӗлекен ятсем. Сайрарах тӗл пулакан хула ячӗсем: Пирӗм — Пермь, Алапӳ — Елабуга, Артатту — Ардатов, Лайӑш — Лаишево.

Далее...

 

Моя встреча с горномарийским чудом

■  14.11.2018 13:07 | 10798 Пурĕ пăхнă

На пути поиска национальной идентичности у меня был период увлечения народной песней (в том числе и авторской песней, близкой по духу народному мелосу). Песня меня интересовала как духовное явление. К двухтысячным годам у меня складывалось системное знание о чувашской душе и – из сумеречного тумана интуиций и иллюзий вырисовывалась картина чувашской судьбы… Мне открывалась тайна подлинного звучания народной души… (Подтверждение своей «теории» я находил в сакрализованном исполнении песен Иосифа Дмитриева.

Далее...

 
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)