


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин «Культурӑпа туризма аталантарасси» программӑн «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗрентесси тата аталантарасси» ҫумпрограммине халӑхпа сӳтсе яврӗҫ. Нумай ҫынна йыхравланӑ, ҫав шутра мана та. Тухса калакан ҫынсем чылай пулнӑран сӑмах калакансен черечӗ ман пата ҫитеймерӗ. Ҫавна май «Чӑваш халӑх сайчӗ» урлӑ та пулин пӗлтерес терӗм.
Чи малтанах ҫак ҫумпрограммӑна пӗтӗмӗшле хак парас тетӗп. Паллах, ҫавра сӗтеле йыхравланӑ ҫынсем пурте тенӗ пекех ӑна ыр сӑмахпа асӑнчӗҫ, ырларӗҫ.