Ку канмалли кунсенче мана ушкӑнпа пӗрле Атӑл леш енче ярӑнма чӗнчӗҫ. Хамӑр патри Йӑлӑм ене мар, Чикме енне. Карасьяр, Нужьяр кӳлӗсем патне. Ку кану ҫулӗ ҫинче чи кӑсӑклӑ вырӑн маншӑн 1913 ҫулта туса лартнӑ Карасьярти канифольпе скипидар кӑларакан савут пулса тӑчӗ.
Кӑҫал эп квадроциклпа пӗрремӗш ҫул ярӑнатӑп. Ҫавна май 2 пин ытла ҫухрӑм чупма ӗлкӗртӗм те ӗнтӗ. Ҫӗнӗ техника-ҫке! Анчах ытларах пайне — пӗччен.
Далее...