Хӗрлӗ эрех тата иҫӗм ҫырлин вӑрри кариесран тата ҫӑварти инфекцирен сыхлать. Кӑна эрех сыпма юратакан ҫынсем хӑйсен усал йӑлине тӳрре кӑларассипе шухӑшласа кӑларман, ученӑйсем палӑртнӑ.
Ӑслӑлӑх ҫыннисем асӑрханӑ тӑрӑх, иҫӗм ҫырлинче полинефол текен япала пур. Ҫавӑ бактерисем йышланасран асӑрхать. Ӑсчахсем ҫӑварлӑхри бактерисене лабораторирех ӳстернӗ. Унта туса илнӗ биологилле пленкӑсене хӗрлӗ эрехре, алкогольсӗр эрехе, иҫӗм ҫырлин вӑрринчен тӑракан шыва ярса пӑхнӑ. Шухӑшлани тӳрре килнӗ, иҫӗм ҫырлинчен тунӑ хӗрлӗ эрех усвси куҫкӗрет иккен.
Далее...