Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.2 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Ирӗксӗрех ҫын куҫӗнчен пӑхма тивет

  19.03.2017 22:17 | 4891 Пурĕ пăхнă

Халӗ патшалӑх сусӑрсене пур енлӗн те пулӑшма тӑрӑшать. Чылай ҫӗрте халӗ вӗсем валли пандуссем лартнӑ. Кун пек кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсене кӗме-тухма меллӗ.

Нумаях пулмасть ЧР Транспорт министерстви Шупашкарти аэропорта, вокзалсене, чукун ҫул вокзалне, автостанцисене тӗрӗсленӗ. Ведомство пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, тӗп хулари чылай вокзал куҫ курманнисем тата кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем валли юрӑхлӑ мар.

Аэропортра сусӑрсене пулӑшмашкӑн пӗр ҫынна ҫеҫ уйӑрнӑ. Унта сусӑрсем валли икӗ кӳме пур.

Далее...

 

Элтепер ыйтсан сусӑр валли урапа пулать

  04.12.2015 17:20 | 4047 Пурĕ пăхнă

Раштавӑн 3-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунӗ пулчӗ. Ҫак ятпа районсемпе хуласем тӗрлӗ мероприяти ирттерчӗҫ. Юрласа-ташласа та кӑтартрӗҫ вӗсенче, тӳре-шара сусӑрсемшӗн мӗн тери пӑшӑрханни-кулянни, вӗсен пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн ырми-канми ӗҫлени пирки ӗнентермелле тухса калаҫрӗ.

Пулӗ те. Тӑрӑшаҫҫӗх-тӗр. Юлашки ҫулсенче, ав, лавккасене-учрежденисене сусӑрсене кӗме пандуссем туса параҫҫӗ. Сусӑрсен машинисене лартма вырӑн хӑварнипе хӑварманнине, ҫавӑн йышши ытти саманта прокуратура та тӗрӗслесе ҫӳрени пирки пӗлтерет.

Далее...

 

Хуракасси шкулӗнче ҫуннисене инвалидноҫ те паман

  09.11.2015 21:56 | 5752 Пурĕ пăхнă

Ку статьяна Египетра Раҫҫей самолечӗ ӳкнӗ хыҫҫӑн ҫырма шухӑш ҫуралчӗ. Чӑннипе, ку ыйту тавра нумаях пулмасть ҫеҫ шутлама тытӑннӑччӗ. Акӑ халь самолетри пассажирсен тӑванӗсене компенсаци тӳлемелли пирки пӗлтерчӗҫ. Раҫҫей ертӳлӗхӗ яланах ҫапла тӑвать-ха: инкеке лекнисене, хур курнисене яланах укҫан пулӑшма тӑрӑшать. Ҫук, темӗн ан шухӑшлӑр. Ҫакна хирӗҫ пӗр сӑмах та каламастӑп. Хирӗҫ мар эпӗ. Пӗр япала ҫеҫ шухӑша ярать.

Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче пулса куртӑмӑр.

Далее...

 
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)