Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Суйлав вӑхӑтӗнчи патшалӑх чӗлхисем

Аçтахар Плотников16.09.2021 12:111426 Пурĕ пăхнă

Ӗнер Вӑрнара кайса килмелле пулчӗ те килте кунӗпех пулмарӑм. Таврӑннӑ чухне почта ешчӗкӗнче пӗр купа суйлав материалӗсем асӑрхарӑм. Килелле сӗтӗрсе кӗтӗм те пӑха пуҫларӑм хайхи. Пӑхап-пӑхап… чӑвашла ҫырни пӗрре те курӑнмасть. Пурте хӑйсене вырӑсла рекламӑлаҫҫӗ. Э ҫук… пур пӗр кӗтесре. Пӗр пулас депутатӑн хаҫачӗ ҫине ҫеҫ, пуҫелӗк тӑррине, икӗ сӑмах чӑвашла ҫырса хунӑ. Ну тата ӗнтӗ чӑваш тӗррисемпе илемлетсе пӗтернӗ. Капла тусан вырӑслансах пӗтмен чӑвашӗсем уншӑн ытларах сасӑлӗҫ тесе шутланӑ пуль ӗнтӗ. Сӑмах май, чӑваш чӗлхипе суйлавра усӑ курас тӗлӗшпе шӑп вӗсен партийӗ ытларах тӑрӑшать те ӗнтӗ.

Хаҫатсене пӑхса пӗтернӗ хыҫҫӑн тепӗр хут татки сиксе тухрӗ — иккен кӑҫал пирӗн суйлав участокӗ урӑх вырӑна куҫать — текех уй урлӑ юнашарти яла каҫма тивмӗ... Анчах теме пула ӑна вырӑсла кӑна ҫырса хатӗрленӗ. Хула ҫывӑхӗнчи ялсенче чӑвашсем вилсе пӗтнӗ тенӗ пуль-и ӗнтӗ... Чӑтаймарӑм, вырӑнти суйлав комиссине шӑнкӑравларӑм.

Чи малтанах ман шӑнкӑрава кӑмӑлпа кӗтсе илчӗҫ. Сассинчен паллӑ — вырӑнти комиссире хӗрсе кайса ӗҫ пырать, ахаль ларманни тӳрех палӑрчӗ. Шел те, чӑвашла, патшалӑх чӗлхипе, мӗншӗн ҫырса паман тесе ыйтсанах эпӗ темле тӑшман пулса тӑтӑм. Тӳрех пуҫларӗҫ: вырӑс чӗлхи вӑл ҫӗршыври патшалӑх чӗлхи иккен; ку текста вӗсем хӑйсем хатӗрлемен, вӗсене ӑна республикӑри ТСК (вырӑсла ЦИК пулать) ярса панӑ. Вӗҫӗнче юрӗ-юрӗ, хамах сана чӑвашла куҫарса ҫитерсе паратӑп тесе сывпуллашрӗ (йынӑш тунишӗн каҫару ыйтасса шанса та тӑмастӑп ӗнтӗ — чиновниксен унашкал йӑла ҫук).

Пирӗн республикӑна Олег Алексеевич ертсе пырать. Чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫын темелле. Ав, телекурав урлӑ та темле чӑваш чӗлхи урокӗсене ирттерет (хам курман). Пӗлтӗр чӑваш тӗрри кунне ҫулсерен ирттерме йышӑнчӗ. Тӑрӑшать чӑвашсемшӗн теме пулать. Шел те ҫав пуҫарусем пурте паянхи кунхи лару-тӑрупа паллашсанах чӑл-пар кӑна саланаҫҫӗ. Вырӑнти суйлав комиссипе (тепӗр енче кам пулнине ыйтса тӑмарӑм ӗнтӗ, тепӗр енчен ун ячӗ те пӗлтерӗшлех мар) калаҫнӑ май эп чӑвашла калаҫатӑп — вӑл манпа вырӑсла. Эп Чӑваш Республики пирки, вӑл Раҫҫей пирки... Эп паянхи кунра вӑйра тӑракан саккунсем пирки, вӑл — ҫӳлерех вырнаҫнӑ ТСК (имӗш вырӑсла ҫеҫ хыпарлани республикӑри пуҫлӑхсенчен /ТСК/ килет) пирки... Чӑвашла хыпарлама ыйтнӑран эп уншӑн тӑшман пулса тӑтӑм ӗнтӗ, «националист» ярлыклӑскер (хӑй ҫакна каламарӗ пулин те, анчах калаҫуран ҫакӑ палӑрчӗ).

Ҫакнашкал чиновниксемпе калаҫнӑ-хутшӑннӑ хыҫҫӑн ман яланах ыйту ҫуралать: нивушлӗ чӑваш чӗлхине аталантарас тесен ман вырӑс чӗлхине манса каймалла? Енчен те ҫакӑ чӑн та пулӑшӗ пулсан — эп вӑл чӗлхене манма хирӗҫ мар, ӑна тума пултаракан пӗр-пӗр хатӗр-хӗтӗрӗ тупса парӑр ҫеҫ! «Пӗлӳ кутамкка мар, хулпуҫҫинчен уртӑнмасть», — текен ваттисен сӑмахне пӑхмасӑрах хам вырӑсла пӗлнинчен хӑтӑлма хатӗр.

Олег Николаев тӗрӗс калать — чӑвашла вӗрентнӗ чухне хистемелле мар. Килӗшетӗп. Анчах та ҫав вӑхӑтрах чӑваш чӗлхинчен пистермелле те мар. Вырӑс чӗлхипе ҫеҫ усӑ курни халӑха унпа кӑна усӑ курма хистет. Чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи шутланать пулсан — саккуна пӑхӑнса унпа усӑ курмалла. Суйлав вӑхӑтӗнче-и унта, шкулсенче-и, спортра-и — пур ҫӗрте те усӑ курмалла! Йывӑр пулсан — ҫав йывӑрлӑхсене пӗтерме тӑрӑшмалла. Ак, калӑпӑр, ял урамӗнче асфальт ҫук пулсан, ҫуркуннепе кӗркунне машшинсен пыльчӑк ҫӑрма тивсен, ҫав йывӑрлӑха пӗтерме ҫул саратпӑр-ҫке! Саратпӑр, ял урамне хӑтлӑлататпӑр. Ку ӗҫ тӗрӗссине пур чиновник та лайӑх пӗлет. Ҫӳлтисенчен пуҫласа аялтисем таранах. Чӑваш чӗлхи кӑна, пирӗн халӑх культурине палӑртакан чи пӗлтерӗшлӗ уйрӑмлӑх, тӳре-шарашӑн пӗлтерӗшлӗ ыйтусен шутне кӗмест. Вӗсен шучӗпе, эп сӑнанӑ тӑрӑх, мӗн чухлӗ хӑвӑртрах вырӑсланса пӗтӗҫ — ҫав таран аванрах пулӗ. Вара, манашкаллисем чӑвашла ыйтма пӑрахсан, тӳре-шарашӑн ҫӑтмах вӑхӑт ҫитет пулас.

Ҫак ыйту ҫине республикӑри ТСК (Тӗп суйлав комиссийӗ) мӗнле пӑхни пирки каярах хушса пӗлтерӗп (редакци ятӗнчен ҫыру ярӑп). Сире вара ҫитес суйлавра хӑвӑр кӑмӑла каякан партисене тата депутатсене суйлама ыйтатӑп. Суйлава хутшӑнасси — кашнин тивӗҫӗ.

 

Ӳкӗрчӗкре: почта ешчӗкӗнчен ӗнер кӑларнӑ суйлав умӗнхи материалсем.

Вырӑнти суйлав комиссипе калаҫнине ҫырса илнӗ. Кун пирки вӗсене пӗлтернӗ. Калаҫура персоналлӑ даннӑйсем пуррине кура вырнаҫтармӑпӑр.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Микула // 1077.37.9691
2021-09-17 07:33
Не важно, обучался ребенок в национальной школе или нет — будь готов пройти проверку. Даже если ты и прошел школу, закончил ее, то родной язык оказывается бесполезным — высшее образование ведь у нас все равно только на русском. И я уж не говорю о том, что почти все медиа-пространство захвачено им же самым. Какой тут добровольный выбор?

Даже если в данную ситуацию поставить, к примеру, математику, то ситуация будет куда более лучшей. Стены будут на порядок тоньше. Они бы были вообще прозрачными, если бы не сложность самого предмета. Ведь в данной области нет противостояния вида «римские цифры против арабских».

Поэтому налицо все признаки этноцида. Вопрос не в русском языке, а в том, чтобы стереть и уничтожить сам чувашский народ (и остальные).
Аçтахар Плотников: В чем схожесть добровольного изучения чувашского языка и заключенного в камере?
Аçтахар Плотников08.11.2017 19:158727 просмотров
https://ru.chuvash.org/blogs/comments/3186.html
Микула // 1077.37.9691
2021-09-17 08:00
"Этноцид" или Олег тӗрӗс тунӑ ? Чӑваш чӗлхине чӑвашран тухнисемех пӗтерсе пырсан хирӗҫ тӑма пултараймастпӑр? Ютран кильсе пӗтерме тытӑнсан чӑвашсем кар тӑнӑ пулӗччӗ? Суйлав вӑхӑтӗнче чӑвашла ҫырни ҫукрах пулни пирки каламаллах,анчах та чӑвашлӑха хӳтӗллекен унта пӗр парти те ҫукки пирки те асӑнмаллах. Чиновниксем уйрӑм пулнине ӑнланмалла. Паян пӗтӗмпех уйрӑм,пенсине тухмалли коэфицентсем те ,шалусем те. Пӗрле тени ҫав тери пысӑк суя.
Вӑйпа хистемелле мар тени те чӑвашсен шутне "Ҫырав" вӑхӑтӗнче ҫӗршер пин чакарма пултарӗ. Нихӑш енчен те ыр япала теме ҫук ӑна.
Agabazar // 3025.72.9206
2021-09-20 00:20
Agabazar
Кар! тăма пултараякан çын мар эс, Микула, ан мухтан.
Agabazar // 3025.72.9206
2021-09-20 00:20
Agabazar
Кар! тăма пултараякан çын мар эс, Микула, ан мухтан.
Микула // 1077.37.9691
2021-09-21 07:35
Акапасар, пирӗн интеллигенци тени сатту медальсем ильме кар тӑрса тухма пултарать. Пуҫлӑхсене те кар тӑрса ырми канми мухтать . Микулана "мухтанан " тесе Акапасар кӑна калама пултарӗ, ыттисенчен илтмен.
Курни илтни пирки калам. Темиҫе кун каялла кӑна пенсине тухма ӗлкӗрнӗ хӗрарӑм хулара чӑвашла калаҫнине илтсен ӳпкелешсе каланине илтмелле пулчӗ. " В городе все должны говорить только на русском, здесь русские живут ,извольте говорить только на русском". Россия многонациональная страна ,вы неправильно говорите тесен те "здесь русская земля" тесе хӑйӗннех печӗ. Шкулта учитель пулса ӗҫленӗ пек ӑнлантӑм.
Атнер // 1529.60.3294
2021-09-21 12:58
Тупнă тĕленмелли Микулай.Пĕлеççĕ вĕсем пирĕн ачамккăсем чăвашла калаçманнине , çавăнпа асса кайнă.
Варык // 1726.84.3785
2021-09-21 16:55
Микулая парăр ха кам та пулин миталь
Agabazar // 3040.78.6054
2021-09-22 09:53
Agabazar
Медаль илме мĕн кар! тăмалли пур унта? Параççĕ пулсан — ил! Çапаççĕ пулсан — тар!
Микула // 1077.37.9691
2021-09-22 19:37
Ҫук ҫав, пур япалана та пур ҫынран илмелле мар. Илен пулсан параканнисемпе пӗр урапа ҫинчех пулӑн. Соучастник. Акапасарӑн хфилософийӗпе пурин те сутӑнмалла ?
Agabazar // 3040.78.6054
2021-09-22 20:11
Agabazar
Эппин, эс те хурала пăшалсăрах çÿре. Е пачах та ĕçрен тух. Атту тытăмран, хăвăн «тăшманусенчен», шалу илсе пурнан. Кайран налук тÿлен.

Явăçтараççĕ сана та хăйсен «ĕçне». Шет çавна та сисместĕн?

Paĝoj: 1, 2

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru