


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Agabazar // 5170.9.5370
2025.03.03 05:21 | |
![]() |
|
Сергей Пятаков // 2975.53.1274
2025.03.09 15:57 | |
Что за стихотворение Хузангая ты привёл, Агабазар? | |
Agabazar // 1951.72.5418
2025.03.09 18:32 | |
![]() |
Сергей Пятаков, эс те çапла, пи-и-итĕ çÿле çĕкленсе кайсан, пире ан ман вара.
В. Туркай:Мĕн, Агабазар, эс пире тĕлĕнтересшĕн-и?.. Ху питĕ нумай пĕлнине кăтартасшăн-и?..Çук, Валери Туркай. Эпир те кунта, санашкалах, ахаль «шĕвĕрсем» иккенне кăтартасшăн. Санран нихăш енчен те иртеймен. иртме те питех шухăшламан. Çавă кăна. |
Ялтан // 1066.37.9482
2025.03.13 08:43 | |
Туркай хӑҫантанпа историк пулса кайнӑ вара?Тен эпӗ йӑнӑшатӑп.Унӑн историпе
ҫырнӑ ӗҫӗсене вулас кӑмӑл ҫуралчӗ.Ӑҫта тупма пулать-ши? | |
Agabazar // 3984.73.0041
2025.03.14 22:17 | |
![]() |
Историк пулса кайрăм тесе каланă-и вара сана Туркай?
Каламан япалана каланă пек туса кăтартни, паллах, йăнăш. Валери Туркайăн кашни каланă сăмахĕ историе кĕрсе пырать. Хуть те мĕн пирки каласан та. Ахальтен мар вăл кашни комментари хыççăн датăна кăтартать тата ят-шывне çырать (электронла алпусу теме те пулать пуль, ахăртнех). Валери Туркай çумне çыпăçсан эс те наччасрах историе кĕрсе каятан. Эппин, килех историе! Ырă сунса кĕтетпĕр! |
Вулакан // 1066.37.9482
2025.03.17 18:51 | |
Ку шухăш тĕрĕсленнĕ хыççăн çеç курăмлă пулĕ. Пĕлме: сайтра регистрациленнисен шухăшĕсем тӳрех, малтĕрĕслевсĕрех, курăмлă вырнаçаççĕ. | |
Вулакан // 1066.37.9482
2025.03.17 18:51 | |
Ку шухăш тĕрĕсленнĕ хыççăн çеç курăмлă пулĕ. Пĕлме: сайтра регистрациленнисен шухăшĕсем тӳрех, малтĕрĕслевсĕрех, курăмлă вырнаçаççĕ. | |
YURGAN TURINGE // 2023.9.8909
2025.03.18 18:43 | |
![]() |
"Сувар" чĕлхи тĕнче лингвистикинче çуккă, ăна палăртман. Мана чăваш "суваристсен" ДНК касăклантарать (нумай çул генетикă ыйтăвĕпе касăкланнă май), пур-и тестсем тунă суваристсем ? Сăмах май пирĕн (Пăлхар паттăрĕ - Тинехпи те тăван), дунай пăлхарĕсемпе ~7/8 ĕмĕрте пĕр Ар (Y) аслă асаттесем пулнă. Аутосомсем урлă питĕ нумай ватă халăхсем хутшăннă, "суварсем" кăна каллех çук! |
Agabazar // 1369.58.2747
2025.03.18 23:05 | |
![]() |
"Сувар чĕлхи" тени тĕнчери лингвистикăра çук, анчах та вăл япала Антон Кириллович Салмин ĕçĕсенче пур.
Мĕн япала-ши вăл çав Салминăн "сувар чĕлхи"? Вуларăм-вуларăм Салмин çырнисене, анчах хуравне тупаймарăм-ха. Генетикăпа кăсăкланни аван. Анчах та ăна теплерен таçта темĕн илтнипе пĕлейместĕн. Тар кăларса вĕренес пулать. Вĕренмелле. Ӳт-пÿ тăрăх шăпăр-шăпăр тар юхмалла вĕреннĕ чухне. Тата çумра сумлă та шанчăклă вĕрентÿçĕсем пулмалла. Унсăран ним усси те çук апла-капла калаçнинчен. Паллах, вăтам шкулта мĕн вĕреннине аса илни те вырăнлă пулма пултарать. Анчах та пирĕн хушăра ун пеккисем те, шкул сакки çинче тăрăшнисем, сахалрах çав. Антон Кириллович Салмин ăславсен докторĕ. Анчах та анкă-минкĕленсе каясси докторсем хушшинче те пулать тепĕр чухне. |
Agabazar // 1717.89.4211
2025.03.20 01:56 | |
![]() |
Мĕн патне кăна пырса чикĕнмест пуль Антон Кириллович Салмин, анчах та кашнийĕнчех унăн пурте шаляй-валяй пулса пырать.
Акă пире Станьял лешĕн «Этническая история чувашей на савиро-булгарском перепутье» кĕнекине сĕнсе пăхрĕ. Ну пăхар эппин çавăнти «Язык» текен сыпăка. Тĕрĕсех калать Юркан Туринке, тĕнчере «сăвар чĕлхи» е «савир чĕлхи» текен ăнлав çук. Пирĕн Антон Кириллович вара ăслав талкккăшне çав ăнлава кĕртме хăтланать пек пулса тухать. Эппин, кăтарт пире çав «сăвар(савир) чĕлхин» параметрĕсене! Ăçта вăл? Хыпашласа пăхма пулать-и ăна? Мĕнле çăлкуçсенче ÿкерĕннĕ вăл? Сыхланса юлнă текстсем е уйрăм сăмахсем тата чĕлхен ытти элеменчĕсем пур-и? Анчах та Салмин çырнисене хуть те миçе хут тата урлă та пирлĕ вуласа тух — пурпĕрех çакнашкал япаласем тĕлĕшпе хуравсене тупаймастăн. Хыптарать те хыптарать пире — çавă кăна. Урăх ним те çук. Кунашкал япаласене «официаллă» хак пама тахçанах вăхăт çитнĕ. Çакнакшал тĕллевсем умра тăраççĕ пулсан, тĕрлĕрен вĕтĕр-шакăр таврапĕлÿçĕ пеккисене тăрă шыв çине кăларам пекки туса ларни мĕне кирлĕ вăл? |
Пасар каç пĕрре каятпăр
Аттепе вир çуртарма.
Тутар ялĕ çичĕ-сакăр
Çухрăмра лекет çул май.
Темиçе те курнă ахăр
Икĕ ялăн чиккинче
Чул ларатчĕ, кукăр-макăр
Çыру пурччĕ ун çинче.
Çав шур чул пире тĕл килчĕ
Патĕнче пĕр çын. Тутар.
— Тпру! — атте çĕлĕкне илчĕ, —
Тыт-ха, — тет, — Эпир туртар.
— Нăрулла, эс мар-и? — Эпĕ.
— Мĕн унта чаваланан?
— Амитке! Тутар хисепĕ
Çĕкленсе килет, ăнлан!
Хусан хамăрăн пулать тет!
Çак чулсем, пĕлетĕне?
Çĕнĕрен кăтартмалла тет
Хамăр çĕрĕн чиккине.
Ват мулла каласа пачĕ
Пухура, — тет Нăрулла.
— Мĕн тăван эс Хусанпа? — тет
Ман атте, кула-кула.—
Ĕмĕрне те, ман хăраххăм
Ялунтан тухса курман.
Пурăнасчĕ лăпкăраххăн
Туртса яр-ха... Мĕн Хусан!
— Эх, чăваш!Чăваш темерĕн!
Тутарсем тенче тулли!
Пирĕн пулнă-çке, пĕлсессĕн,
Авалхи Хусан хули.
— Пултăр, пултăр, ха — вĕрерĕ!
Ху пит çĕкленсессĕн те
Мана паллăн, тетĕп? — терĕ
Тилхепе туртса, атте.