Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеСана ҫырма сӑмах ҫитетТутимĕрĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томСинкерЙышăнман сăмахсемӖмӗр вӗрен

Хĕл иртет


Илем ăсти, ан çывăр...

Б. П.

 

Хĕл иртет... Ĕçлемесессĕн

Сисĕн: ăс-тăн иксĕлет,

Калăн: пурăнăç иртет...

 

Пур-ха шур кĕтрет — хĕл чунĕ!

Ача ăсĕ пек таса...

Юлтăр — лăпкăн çуталса.

 

Пултăр сан куну — ĕç кунĕ:

Хĕл сăнне сан ачалла

Курмалла, кăтартмалла.

 

Ан хăра: тем те пĕрлештĕр

Пĕр пулса пĕр сăнарта:

Тĕксĕм хир, сенкер ката;

 

Лăпкăн çырăнтăр, йĕрлештĕр

Чĕрĕ çăлтăрăн çути —

Чĕрепе çĕре çити!..

 

Кĕлчечек аса килет-и, —

Кĕрт — васкавсăр çутипе,

Сад чĕри пек пăнчипе...

 

Пăшăлтат: «Манпах — тивлетĕм!»

Çĕр çинчи кашни куну

Пултăрах — хавхалану...

 

Емĕрне те сирĕлмессĕн,

Шурă çутă — хăнара,

Туссенче, йышра, чунра!..

 

Хĕл иртет... Ĕçлемесессĕн

Сисĕн: ăс-тăн иксĕлет,

Калăн: пурăнăç иртет...

Сĕнӳ


N. N.

 

Мĕскер сунам чуну хытса çитсессĕн?

Ак пĕр сĕнӳ. Умри ют ачана

Эс — кур. Тăнла. Ик-виç сăмах ăна

Кала — çемçен... Сасартăк илтĕн эсĕ

Ун хуравне: «Эс лайăх калаçан».

(Ку — чăн пулни! Çакна эп хам илтсеттĕм!)

Эппин, халь тин эс вĕренме пуçлан

Калаçăва гаЛ. Çӳçенсе сисетен:

Хальччен иккен çакна та эс пĕлмен,

Юратура — тин букваре уçатăн!

Хăрушă, Эс халь пĕтесле чĕтрея.

«Йăлт йăнăш пулчĕ. Пурнăç пĕтрĕ», — тен.

Пĕтмен. Ăнлантăн. Çĕнĕрен пуçлатăн

Халех пуçла. Паян та — ĕлкĕрен.

Çĕнĕ çын


Кĕр çитнĕ май,

Кĕр тулăх май

Мĕн чухлĕ савăнăç.

Ай-хай

Туйсем кĕрлеççĕ ялсенче.

...Эп пултăм шăллăм туйĕнче.

Тусай хĕрне качча вăл илчĕ,

Тулса тăрать туй кĕреки...

Кайран та калăп ун пирки,

Халь кин çинчен калассĕм килчĕ.

Кам таврашсем — ыйтса пĕлмен,

Пуян-и ашшĕ — тĕпчемен.

Хĕр япали — миçе сăхман,

Миçе минтер —

Эп шутламан.

Пурнатпăр урăх ĕмĕрте.

Юрла-ташла, кин, хĕпĕрте.

Сăну-пуçу — çурхи чечек,

Чĕлхӳ — чĕвĕл чĕкеçĕн пек,

Яштак пĕвӳ сан — шурă хурăн,

Тăратăн пĕтĕм куç тулли.

Пул вашават,

Килйышлă пурăн,

Юратура эс телейли.

Эс пирĕн çын, эс паянтан

Пĕр пек хисеплĕ те пĕр тан.

Тапранчĕ туй,

Мăн пӳрт кĕрлет.

Курка çĕклет хăна-вĕрле.

Кĕрекере ав мăнакка

Хуллен калать пĕр тăхлача:

— Эпир вĕт тухрăмăр качча...

— Çапла, — тет лешĕ, — тамăка...

Ĕнтĕ ташă пуçланать.

Тухрĕ икĕ пуçана...

Йăл-ял çиçет сар Уртемей,

Тинех вăл тупрĕ чăн телей.

Малалла

Çиле хирĕç


I

Ку тăрăхра Хирпи ялĕ чи пысăккисенчен пĕри. Кунта ултă яла пĕрлештерсе тăракан «Авангард» колхоз правленийĕ, çыхăну уйрăмĕ, вăтам шкул, виçĕ пысăк лавкка, пульница, Культура керменĕ, ача пахчи вырнаçнă. Ял çыннисемшĕн ĕçĕ те çителĕклĕ: колхоз выльăх чĕрлĕх — ĕне, сысна, сурăх, лаша — самăртать, пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтерет. Улма-çырла сачĕ те пур.

Хуçалăха çак ялтах вăтам шкул пĕтернĕ, ӳссе çитĕннĕ Василий Михайлович Ионов ертсе пырать. Вăл çамрăк-ха, вăтăра та çитмен. Ял хуçалăх институтĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă та тăван ялах таврăннă. Парти райкомĕпе район ĕçтăвкомĕ çамрăк специалиста хăйсемех вĕрентсе кăларнă: Василий Михайлович колхоз стипендиачĕ пулнăскер. Çемье çавăрма ĕлкĕреймен-ха.

Ăна ытла та пысăк хуçалăха тытса пыма Саратоври аслă парти шкулĕнче туптаннă Николай Сергеевич Кузнецов пулăшать. Колхозăн парти организацийĕ пĕчĕк мар — çĕре яхăн коммунист. Хирпи ялĕ хуларан аллă çухрăмра кăна вырнаçнă пулин те, ялта çамрăксем тытăнса тăраççĕ-ха. Комсомолпа профсоюз организацийĕсем председателе социаллă тата культурăпа, спортпа çыхăннă ыйтусене тивĕçлĕн пурнăçлама хавхалантарса тăраççĕ.

Малалла

«Эп саншăн — роза çутине ялтратрăм...»


М. А.

 

Эп саншăн — роза çутине ялтратрăм,

Çеçкисене чунра суйла-суйла;

Ун çутипе поэзие çутатрăм —

Эс çук пулсан та — ĕмĕр çунасла.

 

Эпиграфран ку пулĕ — эпитафи,

Анчах — эп ăсансан çеç, — чылайран!

Халь, кунăм пур чухне, — чĕремĕн тавĕ

Хĕрӳ пăшăлтату пек — санпалан.

Патăрьел


Кави Юлдашева

 

Ман ял мар та, — пур пĕрех

ытларах юратмалла

пулнă манăн çав яла:

халăхне кăна та мар, —

палламан-курманнине,

иртене те çӳрене,

ун сăнне, ун пиншакне,

инçетри ĕмĕлкине;

ытларах юратмалла

пулнă манăн ун шкулне:

шкул йышне кăна та мар, —

çав училищĕн çуртне,

ун хапхийĕн хăмине,

унăн штукатуркине;

ытларах юратмалла

пулнă çав райцентра:

ун клубне кăна та мар, —

ун кашни çулне, çуртне,

пахчари вĕлтĕренне,

унăн кивĕ кĕперне,

çав кĕперĕн карлăкне...

Туссене çеç мар иккен

ытларах юратмалла

пулнă манăн... Çав яла

(паянхи тунсăхăма

ун чухне пĕлес пулсан)

ытларах юратмалла

пулнă манăн...

Айя-София


(Осип Мендельштамран)

 

Айя-София, — хушнă чарăн-машкăн

Кунта халăхсемпе патшасене!

Сан куполна пурне те кăтартмашкăн

Сăпка пек çакнă çӳл тӳпе айне.

 

Ас ирĕкĕ пулса — Юстннианăн! —

Çĕр çичĕ мрамор юпине илме

Ăна чарман-мĕн Эфесри Диана:

Ют турăсемшĕн пулччăр — ӳлĕме!

 

Сан ăстусем мĕн евĕр шут туса-ши? —

Çӳл ăс-тăн пулнă вĕсенче Хуçа:

Апсидсемпе экседрусем мĕн-ма-ши

Пăхаççĕ тухăçа та анăçа?

 

Сан хĕрĕх кантăку вăл — Çутă гимнĕ,

Сан куполун çавра уçлăхĕнче

Тăват архангел! — ĕмĕре пил илнĕ

Парăсусен ĕлккен анлăшĕнче.

 

Çухалĕç патшасем те, ăрусем те, —

Эс — упрăн Ас çĕкленĕ Илемне.

Макăрччăрах çерафимсем! — Вĕсем те

Тăкаймĕç фрескусен сар ылтăнне.

Хĕрарăм ĕмĕрĕ


«Хĕрĕх çул — хĕрарăм ĕмĕрĕ, —

Çапла каланă ĕлĕкрен, —

Хĕнпе асап курмашкăн ĕлкĕрĕ,

Телей курма ăна пӳрмен».

 

...Менелнĕк пулчĕ ман аппаçăмăн.

Хĕрĕхрискер хĕр пек вăр-вар.

Кулса калать: утма-чупма çăмăл,

Сӳнмен яш чухнехи кăвар.

 

Кил пуçтарать, пăхма та кăмăллă —

Ачи-пăчи çӳрет таса.

Хире тухать-и, — тулă хăмăлĕ

Кĕтет саламлăн пуç тайса.

 

Вăл хирте чух епле ан хĕртĕр ĕç?

Аппа кун курнă çак уйра.

Атте шутланă: татах хĕр терĕç,

Юрать-ха влаç çĕр уйăрать...

 

Калча пусси, çаранлăх айлăмĕ

Варлашнă ĕмĕрлĕх санпа.

Ахальтен мар анне çыхайнă-мĕн

Кăвапуна сар хăмăлпа.

 

Кĕлте çыххи пек сарă çивĕчĕ,

Тен, вăрăмрах ӳсетчĕ пуль —

Аппа хĕр чух çанталăк сивĕччĕ,

Юхатчĕ юн, хура куççуль.

 

Кĕр калчилле шăнатчĕ яш ĕмĕр.

Ăна пăвасшăнччĕ хĕн-хур.

Çĕнтериччен эпир кĕрешрĕмĕр,

Пирте ыраш мехелĕ пур.

 

Пĕр ята çеç аппаçăм асăнĕ

Малалла

Вĕренӳ прави


Кĕркуннехи вĕренӳ кунĕсем çитсе тăнипе, ирĕксĕрех аса килеççĕ авалхи ĕмĕрĕн тискер кунĕсем.

1913 çул. Август уйăхĕ. Эпир тĕнче тăрăх шкул шырама тухса кайрăмăр. Эпир — тăваттăн. Тăватă çамрăк. Тăватсăмăр та çуркунне икĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă. Пуринчен начарри, пуринчен чухăнни, пуринчен выççи, пуринчен айван вĕренни — эпĕ. Вуникĕ предметран виççĕшĕ «удовлетворительные (3)». Вуникĕ предметран пĕрре те «отличные (5)» паллă илеймен.

Лайăх астăватăп: çуркуннехи экзаменсене пынă уездри шкулсен инспекторĕ Петухов мантан Христос ăçта çурални çинчен йăвашшăн ыйтса пĕлчĕ. Хам куçпах куртăм: «5» палли лартрĕ.

— Кайса лар! — терĕ икĕ сăмахпа. Эпĕ хĕпĕртерĕм. Васкаса утса пыратăп парта хушшине.

— Лайăх вĕреннĕ пулас ку çĕтĕк çытма? — вăраххăн ыйтрĕ инспектор саконоучительрен — Евдокимов пупран.

— Лайăх вĕренчĕ. Анчах тăлăх-турат вĕт. Праçник кунĕсенче таврари ялсенче ыйткаласа çӳрет, — вăраххăнах тавăрчĕ инспектора Евдокимов пуп.

Инспектор мана «çĕтĕк çитма» тенине илтсен эпĕ, хам çĕтĕк çитмана кăтартас мар тесе, васкаса лартăм.

— Кил-ха тепĕр хут. Исус Христос ăçта пурăннă? — ыйту пачĕ инспектор эпĕ тухса çитичченех.

Малалла

«Музыка вăл — вĕрентет...»


Музыка вăл — вĕрентет:

пурнăçра эс — пурăн тет;

савăн, макăр, кул, хурлан,

манăç та — кирлех пулсан;

инкеке — тӳссе ирттер,

савнăçа — вĕçне çитер,

элчелтен те ан хăра,

вăл та — вĕçсĕр вăйăра;

ĕç — пĕлтерĕшлĕ тесе

ан шиклен эс: хĕмленсе

вăйăри пек пул — ĕçре, —

эпĕ — çук, ак — пур пĕрех

эс юрланă юрă пек,

эс юратнă юрă пек,

пур — эп пурнăçра пулни,

эс пулни, туссем пулни!

Иртесси, иртни, — йăлтах

музыка пек — юлмаллах!..

Музыка вăл — вĕрентет

(пуринчен ытла, тен, Моцарт...).

■ Страницăсем: 1... 121 122 123 124 125 126 127 128 129 ... 796