Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пулать-çке пурнăçраСана ҫырма сӑмах ҫитетХĕрлĕ тюльпанАсамат кӗперӗ сӳничченПĕчĕк патшалăхĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Пулас кинсем

«Курманнине курма тивет...»


Курманнине курма тивет,

Илтменнине — илтме,

Кун-çул тени мĕнле килет —

Май çук ăна пĕлме.

 

Май çук тăшманшăн тус пулма:

Тăшман вăл тăшманах,

Май çук сăлтавсăр савăнма,

Çав савнăç кăлăхах.

 

Анчах этем вăл этемех,

Ырри те усалли

Хăш чух çынра купипелех,

Мĕнрен ку? Мĕн палли?..

 

Мĕне кура çын ăнтăлать

Илтме илтменнине?..

Çавна курах-ши ман та халь,

Тухсассăн çул çине.

 

Курманнине курас килет,

Илтменнине — илтес,

Кун ăсанать те каç пулать,

Эппин, сăвва вĕçлес.

Çӳретĕп çĕрĕпе Смоленск таврашĕнче


Çӳретĕп çĕрĕпе Смоленск таврашĕнче.

Сив çил юрпа перет, ура айне чăмать,

Çапах утатăп эп хир варринче пĕччен.

 

Таçта çак çĕрсенче аттеçĕм çывăрать,

Çӳретĕп çавăнпа, юра ашатăп эп.

Йĕри-тавра сĕм каç, çил-тăвăл ахăрать.

 

Пăрланнă чăрăшсем лапсак туратсемпе

Картлаççĕ ман çула, анчах ман çул инçе.

Смоленск таврашĕнче çӳретĕп çĕрĕпе.

 

Çӳретĕп çĕрĕпе, çамка тарпа пиçет,

Эп ырăттăмччĕ те — ахаль çула тухман,

Анчах кунта ура — ниме тăман виçе...

 

Ак шур тĕмескесем курнаççĕ аякран.

Шур калпаксем пекех хупланă çĕр питне.

Тата хаяртарах асса каять тăман.

 

Çил витĕр эп çитеп тăван масар çине.

Йĕри-тавра сĕм каç, çил-тăвăл ахăрать,

Çил ачисем йĕрсе чăмаççĕ варсене.

 

Хура тĕнче çаплах кĕрлет те çаврăнать

Çӳлте, пуç тăрринче, малта та хыçалта;

Йĕпе çуха пите ыраттарса шăнтать.

 

Вил тăприсем çине хуллен вырта-вырта

Хыткан хура кĕртсем çĕкленнĕ речĕпе.

Юр çаврăнать, кĕрлет, юпаланать кунта.

Малалла

«Мĕскершĕн, мĕншĕн эсĕ сас-хурасăр?..»


Лявана

Мĕскершĕн, мĕншĕн эсĕ сас-хурасăр?

Эп килтĕм, пӳртĕм, эпĕ сан умра!

Ларан кăвак куçусене уçмасăр,

Е вĕсене шур илчĕ-и вара?

 

Тăхта-ха: эсĕ куççулленнĕ мар-и?

Ай, пӳртĕм, пӳртĕм, юрамасть каплах!

Кам кӳрентерчĕ, кам сума сумарĕ,

Иртен-çӳрен-и пăхрĕ урлăрах?

 

Зп сан кашни турат куçне пĕлеттĕм,

Хĕлkе сан кăмаку çинче пĕччен

Аннен салху юррисене итлеттĕм,

Кăшт шикленеттĕм тĕттĕм кĕтесрен.

 

Мĕн чухлĕ хурлăх хăвăнта пытарнă,

Мĕн чухлĕ юрă илтнĕ эс пиртен...

Халь — улăм çӳçӳсем те кăвакарнă,

Ай, пӳртĕм, пӳрт, эс ватăлтăн иккен.

 

Лаша хăмăтĕнчен пăсса çĕленĕ

Хăмăтсенче тарлатчĕç ĕнесем...

Аттесемпе пĕрле вăрçа çĕнтернĕ

Çак пӳртçенче çеç юлнă аннесем.

 

Ялта халь çĕнĕ пурасем лартаççĕ.

Киввисене те салатман, сутман...

Палăксене чултан кăна тумаççĕ,

Хăш чух вĕсем пулаççĕ йывăçран.

«Килетĕп эп тăван яла...»


Килетĕп эп тăван яла,

Çиçсе выртать каçхи тĕнче.

Клуб çийĕн вĕлкĕшет ялав,

Пас укаланнă ун çинче.

 

Таçта янратрĕç таврана:

«Ай-хай, ачамăр та маттур...»

Кĕрте касса вĕçет çуна,

Пĕркенчĕк пек çĕкленчĕ юр.

 

Кĕрӳ таяннă кин çумне...

Чăкăртатса çеç юлчĕ сас.

Çĕн çын! Вăл хăйĕн тантăшне

Асăрхамарĕ те пулас.

 

Киле çитсен каллех аннем

Кăшт кин пирки сăмах хушать...

Çаплах янах хуралнăçем

Чĕре тени ăшшах туртать.

Харсăр Ерхип


Аван выртмара! Çунакан вут çумне тăсăлса выртатăн та вăрманăн илемлĕ те тумлă пурнăçне итлетĕн: çулçăсемпе хăюсăр пăшăлтатаççĕ йывăçсем, аякра-аякра тăмана çухăрса ярать, çывăхрах хăрăк турат хуçăлать. Кăн-кăвак пĕлĕт вутлă çăлтăрсемпе вылять: хăшне ачашлать, хăшне таçта амака ывăтса ярать. Вутлă хӳрипе çиçсе ярăнать вара çав таçта амака ӳкекен çăлтăр — йăр-яр! ярăнать те çĕтет.

Ката хушшинче, çаран çинче лашасем çӳреççĕ. Çемçе тутисемпе курăк хыпаласа çӳрекенскерсем, вĕсем хушăран тулхăрса, хушăран пĕр-пĕринпе тапăшса илеççĕ. Вĕсем хушшинчех пĕр-пĕр тиха ачашшăн кĕçенсе илет.

Аван выртмара! Шыв пек юхакан кĕл ăшĕнче кĕрпеклĕ паранкăсем пĕçерсе çиетĕн те пĕр-пĕр кукша Иван çинчен юмах итлеме пуçлатăн.

— Пĕр çыннăн виçĕ ывăл пулнă: асли Мĕтри, вăтамми Кĕркури, кĕçĕнни — Иван ятлă пулнă.

Çапла юмах калама пуçлать вара юмах ăсти. Ыттисем ним чĕнмесĕр итлеççĕ. Юлашкинчен вара кукша Иван чеелĕхне курса ахăлтатса кулса яраççĕ.

Аван выртмара! Мĕнле чăттăр вара Ерхип выртмана çӳремесĕр?! Анчах, паян... Паян каясшăнах мар Ерхип... Каçхи çăмах яшкине васкаварлă-мĕнлĕ çисе, хутаççа пĕр çирĕм штук паранкă чиксе, çавăнтах лаша çине утланса вăрмана вĕçтерме юратакан Ерхип паян васкамасăр хатĕрленет... Çăмах яшкине васкамасăр çирĕ, çирĕм штук паранкă вырăнне вуннах чикрĕ (ăна та васкамасăр турĕ), халь тата, ула кĕсрене витерен çавăтса тухнăскер, ун çине ытланмасăр мĕшĕлтетсе пăхса тăрать.

Малалла

Чăваш çĕршывĕ


Аваллăх сĕмĕн тĕпĕнче

Чĕнми выртать чăваш çĕршывĕ,

Мĕскер курать тĕлĕкĕнче?

Çутта тухма хăçан çул хывĕ?

 

Хăçан вăранĕ ыйхăран?

Ытла та вăрăм ĕмĕр каçĕ.

Ирĕклĕхе куç хывасран

Ăна çывратнă пусмăр влаçĕ.

 

Пăтпа виçеймĕн нушана.

Куççуль çырми вĕçне çитеймĕн

Чăваш! Шăпа картмасть сана.

Октябĕре çитме инçе-мĕн.

 

Курман эс ырлăх ĕмĕрте.

Çын шутĕнче хăçан эс пулăн?

Çитмен саманчĕ, Чĕмпĕрте

Çуралайман-ха çĕнĕ улăп.

 

Çапăçура ялав йăтма

Хăçан тĕртес вут тĕслĕ пурçăн?

«Аврора» туппине тума

Шăратайманччĕ çирĕп хурçă.

 

Кун çитрĕ.

Юнлă ăмăрткайăк

Тăкне вĕçтерчĕ çил çине.

Кам курнă хĕн, кам пулнă тайлăк,

Çав тупрĕ хăйĕн телейне.

 

Пăра ватсассăн Атăл хумĕ,

Çулла килсен тăван каса,

Юратнă Ленин автономи

Пире пиллерĕ ал пусса.

 

Çав тивлетпе пурнатпăр сывă.

Ĕмĕтленни чăн пулнăран,

Хăй мухтавне Чăваш çĕршывĕ

Малалла

Çынна юратса


Килте мĕн туса эпĕ тăрăп?

Ларас-и пӳртре пăчăхса?

Çӳретĕп республика тăрăх.

Хуçа пек çӳретĕп пăхса.

Паян та çĕр çухрăм эп турăм.

Эп ăмăртрăм шухă çилпе.

Хайланă хам сăввăм та юррăм,

Пĕлесчĕ, килет-ши сиппе?

Кашни çын, тăван евĕр, çывăх.

Туслашнă унпа эп чăнах.

Поэт, эс ăна ан сĕн хывăх.

Савса парнеле тĕш сăмах.

Чапа та, юрра та вăл тивĕç.

Ĕçчен ят юлать ĕмĕре.

Лартса вăл ӳстернĕ чĕр çимĕç

Сăн кĕртрĕ юратнă çĕре.

Çĕре пулăшать çаврăнма вăл.

Килет çĕр шăпи те унран.

Çынна эпĕ çавăншăн хапăл,

Унпа мухтанатăп чунтан.

Çитет-и, çитмест-и хăватăм, —

Хамра мĕн ырри пур, çавна

Куç пек сыхласа эп хăвартăм.

Ăна парнелетĕп çынна!

Каçалăк çинчен


Ыраш пусси.

Эс çăл шыран,

Выртса ĕçĕн.

Шыв пăр пек сивĕ.

Шăтарасла пăхать шывран

Ĕçчен ачалăх негативĕ.

Каллех вăранчĕ ун сасси.

Каллех асра çу кунĕ кĕрлĕ...

Сăхать ирех шевле сăпси,

Пит-куçăм мăкăнь пек, хĕп-хĕрлĕ.

Хĕвел хăпарнă, асăрхан.

Вăл çăкăр пек,

Хĕрри кăварлă.

Ăна аннем кăмакаран

Паян ир пĕçерсе кăларнă.

Шур пĕлĕт чатăрĕ çине

Хăй тĕррине тĕрленĕ улăх.

Кăнтăрлапа касса çиме

Услам çу пек ишет çур уйăх.

Эпир алран çурла яман.

Сахал-и вырнă ман ачалăх?

Çапах

Паян та катăлман,

Пуçламан пек умри каçалăк.

«Эс — пăлханнă пекрех курăнасшăн...»


Эс — пăлханнă пекрех курăнасшăн,

Сив сăнра вара — нимĕн те çук.

Ыр сунам пек тăван, — амантасшăн!

Тем чухлать, тем виçет сан куçу.

 

Чĕрӳне тăнламастăн эс халĕ,

Йăлт картатăн эс сивĕ ăспа.

Сивĕ куç — пасарта пулăшкалĕ,

Туслăха — тупаймастăн унпа.

Тĕл пулăпăр чунсен ытамĕнче


(2 пайлă пьеса)

 

Вылякансем:

Ултияр — художник, вăрăм та хураскер, 40 çулсенче.

Пинерпи — çыравçă, вăтам пӳллĕ те çутăскер, 30 çулсенче.

Марина — Ултиярăн арăмĕ, 35 çулсенче.

Алена — вĕсен аслă хĕрĕ, 17 çулсенче.

Петĕр — Ултиярпа пĕрле вĕреннĕскер, вĕрискер.

Олеся — Маринăпа пĕрле вĕреннĕскер, питĕ шухă та çивĕч хĕр.

Вера — Пинерпи упăшкин хĕр-тусĕ пулнăскер.

Сергей — Пинерпи упăшкин юлташĕ.

Зинаида — Ултиярăн аппăшĕ, кăра кăмăллăскер, 45 çулсенче.

Пĕчĕк Пинерпи — 14 çулсенче.

Алина — Пинерпин вилнĕ аппăшĕ, 16 çулсенче.

Пинерпин вилнĕ ашшĕ — вăрăм та хура арçын. 40 çулсенче.

Пинерпин вилнĕ асламăшĕ — 40-45 çулсенче.

Ултиярăн вилнĕ амăшĕ — 40-45 çулсенчи илемлĕ хĕрарăм.

Вăйă картинчи хĕрсемпе каччăсем.

Вилнĕ çынсен чунĕсен ушкăнĕ.

Ĕçсем 2000-мĕш çулсем пуçламăшĕнче Шупашкарта пулса иртеççĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 146 147 148 149 150 151 152 153 154 ... 796