Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йĕрсем çухалмаççĕКулăш кустăрмиХуркайăк çулĕҪавраҫилЮрату ҫӑлкуҫӗĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томХĕçпе çурла

«Кĕтсе ил…»


Кĕтсе ил.

 

Кăшăлне пуçĕнчен халиччен ӳкермен

Сар Хĕвел патшалла утăмлатчĕ куллен

Паян çеç иртеймерĕ — çитмерĕ термен1

Тăруках, çăкăнтах чĕркуçленчĕ хуллен...

 

Хăмăшпа хăрпăкланнă2 Пĕве куçĕнче -

Сар Хĕвел темĕскер шыраса тупас пек -

Сив Хĕлле тĕртнине — йăлхаха3 — çиппинччен

Йĕпсипе4 çаклатса васкасах сĕвĕмлет...

 

Мĕн тупасшăн унта? — тĕлĕнет çут тĕнче -

Ыттине тирĕнтернĕ пулсассăн тиркев

Шур илмен вăхăтра кăн-кăвак куçĕнче

Асăрханă пулас темĕскер сар пике...

 

Хупласан чал куçна5 вĕçтерсе шур кĕпсе6

Сив Хĕлле тĕртнĕ чух ман ятпа шур пĕçмех7,

Тыт асра — пĕрлешместĕп унпа. Ил кĕтсе

Çуркунне, çакăнтах — тĕл пулатпăр каллех.

 

Кăн-кăвак куçлăскер, чуп туса хăварам:

Çураçса хунине çирĕплеттĕр пичет.

Сив Хĕлле евчисем хăвалаççĕ хыçран,

Таврăнсан — санпалах эп тăратăп венчет.

 

Кĕтсе ил.

«Йăлтăр-ялтăр капăр çурт…»


Йăлтăр-ялтăр капăр çурт;

Капăр çуртăн çĕр-çĕр хут;

Çĕр хутра пин тĕрлĕ Хурт;

Шĕкĕлчеççĕ пин-пин хут;

 

Пин хутра пин-пин расхут —

Вĕç-хĕрне шыра та туп.

Саплашмасть пулсан — прихут

Çыр та хур, шайла та хуп!

 

Яп-яка, таса, çап-çут —

Пĕр пăхсассăн кăлтăк çук!

Тытăнсан тумашкăн сут —

"Хам туман, тултарнă çум"

 

Çумăн вунă çумĕ пур...

Ĕненместĕн? Кай та кур!

Çутăр çумăр, çутăр юр —

Кунтисем курмаççĕ хур.

 

Ир те, каç та, яра кун —

Çакăнта çапла саккун:

Илтмĕш-курмăш пул, ан тун;

Ман: мĕн "ăс" вăл, мĕн вăл "чун".

 

...Хурт-кăпшанкăллă кантур

Таврара татах та пур...

Ĕненместĕн? Пăх та кур:

Суясран сыхлатăр Тур.

«Шавласа-карласа юхакан ПУРНĂÇА…»


Шавласа-карласа юхакан ПУРНĂÇА

САМАНА васкатсах хăвалать МАНĂÇА.

 

Хĕстереççĕ ăна — ик енчен ик çыран —

САВНĂÇПА ХĔН-АСАП — ейĕве каясран;

 

Салатать аркатма килекен КУНСЕНЕ

Хытса ларнă ĔНЕР — чиккине тивсенех;

 

ПАЯНТАН ЫРАНА пăракан авăкра

Чарăнма юрамасть — авăссам хăвăртрах!

 

Ывăнсан, йăлăхсан, тарăхсан та — тӳссем!

Аллунтан ан вĕçерт, ӳкĕтлетĕп, кĕсмен!

 

ÇЫЛĂХПА пăтранса тăракан авăра

Пăрăнса иртмеллех! Манпа чух — ан хăра!

Суту-илӳ ăсĕ


Кашни ĕмĕр

çынна çĕклет,

вăхăт туйма

вăл вĕрентет.

Анчах та çын

вăл пурпĕрех –

пур ĕмĕр те

вĕр-çĕнех.

 

Те вăл

пурнăç лайăххипе,

те ăс

мăнтăрланнипе –

халăх

ăслăланса пымасть,

пĕр утăмран

ытла курмасть.

 

Суту-илӳ

пынă çĕрте,

пĕр-пĕрне

пурте улталаççĕ.

Ун пеккисем

çак ĕмĕрте

урса кайнă пек

çуралаççĕ.

 

Вăл ултава

халăх курать,

анчах хăй

çулĕпе пырать.

Туркăсем патне

каясшăн,

е упиçансене

курасшăн.

 

Малалла

Вĕçкĕнсем


Вăл кун эпир, хамăр-урамри ачасем, Йăлăм вăрманне кайăксем мĕнле пурăннине, вĕсен йăлисене пĕлме ятарласах кайма калаçса татăлтăмăр. Анчах ман тĕле пĕр инкек сиксе тухрĕ: пĕррехинче эпĕ вăрманта компас çухатса хăвартăм. Компассăр вăрмана кайма хăрушă. Ăçтан пĕлетĕн, килтен тухса кайнă вăхăтра çанталăк уяр, вăрмана пырса кĕрсен, пĕлĕтсем хупласа илме, асар-писер сиксе тухма пултарать. Çӳре вара çĕтсе вăрманта. Çавăнпа эпĕ ку кун вăрмана кайма килĕшмерĕм. Ачасен компас нихăшĕн те пулмарĕ, компас туянсан, тепĕр кун кайăпăр, терĕм.

— Хэй, хăравçă эс, — витлерĕ мана Геша. — Пĕлĕтлĕ çанталăк чух вăрманта çил хăш енчен вĕрнине пăхса кăна çӳре, нихçан та çĕтсе каймастăн, — терĕ.

Кайрĕç. Лёва, Миша, Витя. Ертсе пыраканни — Геша. Эпĕ, вĕсем манран кулчĕç пулин те, пачах кӳренмерĕм, хам ăшра: «Кайăрах, мухтанакан хăйĕн килĕнче те алăк тупайман, теççĕ», — терĕм. Вăлта илтĕм те Атăл хĕррине кайса лартăм.

Пулă та питех туртмарĕ вăл кун. «Çанталăк пăсăласса ку», — пулăçсем сăнаса пынине аса илтĕм эпĕ. Çапла вĕсем, пулăсем, мĕнле çанталăк пулассине барометр пекех сисеççĕ. Çапах та эпĕ пĕр шӳрпелĕх тытрăм-тытрăмах: 7 уланкă, 9 кăртăш, 3 вĕт çупах, 2 хĕç пулă.

Малалла

«Якăлти Çăлтăрсен ялтăравĕн…»


Якăлти Çăлтăрсен ялтăравĕн

Йӳнлĕхне ăнлансах çĕр хута

Алăка леш енчен хупса кайрĕ

Сар Хĕвел упăшки çич юта...

 

Çăлтăрсем çĕрĕпех ташлаттарчĕç

Ясара ерекен Уйăха:

Çылăхпа тулакан кăлтăрмачĕ

Тикĕслерĕ хура тунсăха...

 

Сас-хура салатса çитермесĕр

Канăçне тупайман Çилсемех

Çĕрĕпе ĕсĕкленĕ Хĕвелĕн

Çытарне типĕтеççĕ ирех...

 

Ӳпкевпе ӳкĕнӳ тумлатмасăр

Ялкăшса хăпарать, кур, Хĕвел:

Иртнинчен хитререх! çутă! харсăр!..

Пушанса, шел, юлать сар тĕпел...

 

— Халĕ тин курпунне тӳрлетеймĕн, —

Çырлахтарччăр шупка Çăлтăрсем.

Ылтăнпа укаланнă хĕлхемĕм

Хакланать пур-пĕрех — çĕкленсен...

 

Кускалать алăкпа сар тĕпелĕн

Килĕнче упăшка таврăнсан...

Ярăнса хăпаратчĕ илемлĕн

Сар Хĕвел çӳлерех кармашса...

 

Шурса кайнă питрен, кăвакарнă

Уйăха — асăрха — каçсерен...

Ĕлĕкхи упăшка, пулнă арăм

Тĕл пулмаççĕ — сăна — ӳлĕмрен...

Нăрик-нăрик


Самăркка сысна çурин

Пит илемлĕ-çке юрри:

— Нăр-нăрик, — тет, — нăр-нăрик,

Пар апат мана, Юрик.

Ту-ту-тут


Тĕрлĕ тĕслĕ парăсран

Эп ăсталăп пăрахут.

Çырана шуса пырсан

Вăл сас парĕ: ту-ту-тут!

«Кĕтсе кӳтсен…»


Кĕтсе кӳтсен,

тӳссе тӳнсен

Çитсе çĕкле:

пинтен — пĕрре.

Хĕври хĕлхем —

чăнна чĕлсен —

Синкер сирсе

тивет тепре...

Кӳршĕ


Пире, хулари пĕр учрежденире ĕçлекенсене, пĕр çуртрах хваттер пачĕç. Хула çумĕнчи поселокра. Çурчĕ — йывăç çурт, тăватă хваттерлĕскер. Туянасса пурĕ виçĕ çурт туяннă та — пĕрне, мур пĕлет-и, такам пĕчĕккĕн туртса пĕтернĕ. Вăл çуртран виç-тăват пĕрене те ик-виç хăма, темиçе алăк та виçĕ чӳрече хашаки тăрса юлнăччĕ. Кайран ăна, хваттерĕсенче пурăнма пуçласан, улттăн-çиччĕн пайласа илчĕç. Пĕренисемпе хăмисене пăчкăпа тататчĕç-ха, виç чӳрече хашакине çиччĕне мĕнле пайларĕç-ши? Пĕр-пĕринпе килĕштереймен тăвансем, пиччĕшпе шăллĕ, пурлăх пайланă чух шыв валашкине çурмаран татни çинчен калакан юмах пур-ха. Çавнашкалах пулчĕ кунта та. Пĕри форточкисене илнĕччĕ, тепри сылтăм еннелле уçăлакан пайне, виççĕмĕш — сулахай енчине…

Хваттерĕсене пире, сакăр çынна, çурт пурисене хăпартсанах валеçсе пачĕç. Çурт лартнă чух çур ĕçне хваттер илекенĕ хутшăнтăр тесе çапла турĕç-ха ăна. Çапла вара эпир, хамăр хваттерсем хăшĕ пулассине малтанах пĕлсе тăрса, çурт тунă çĕрте пулăшма тытăнтăмăр. Е кирпĕч тиесе каятпăр, е акшарпа цемент турттаратпăр, кăмака хатĕр-хĕтĕрĕ туянатпăр. Паллах, укçалла мар ĕнтĕ, хваттер панăшăн хавхаланса, çав çуртра часрах пурăнма пуçлас тесе.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 16 17 18 19 20 21 22 23 24 ... 796
 
1 термен — вăй
2 хăрпăк — куç тĕкĕ
3 йăлхах — хупă, витенкĕç
4 йĕпсе — çыхмалли варăм йĕп
5 чал куç — витĕр куç
6 кĕпсе — пушинки при тканье, тĕртнĕ чух тухакан юлашкисем
7 пĕçмех — хĕр перенчĕкĕ