Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Юлтăм пулас
эп пурнăçран.
Юлсассăн та,
халь мĕн тăван?
Çулсем хăвăрт
иртсе пыраççĕ,
пачах вĕсем
çамрăклатмаççĕ,
тĕлсем патне
хăваламаççĕ.
Ах Тур нумай
кирлĕ тесе,
манăн пуçа
çавăртармаççĕ.
Нумай, чăнах та,
кирлĕ мар.
Чăваш калать –
çăкăр-тăвар.
Килте куллен
ăшă пулсан,
калаçма
юлташсем пулсан,
чирлĕ чĕре
сикмест пулсан –
манăн мĕншĕн
хурланмалла;
Савăнмалла,
пурăнмалла.
Мĕн кирли
вĕçех ман пур –
ĕненмесен эс,
кил те кур.
Керменте
пурăнмасан та,
машинасем
çуккă пулсан та,
пин япала
ман пулмасан та –
ман пек
пурăнаканни çук!
Хăвалакан
кĕтӳç те çук.
P.S. Юлтăм тени вăл,
ним те мар –
чĕртсе ямалли
кăвар.
Çĕнĕ çулпа
утас тесен,
ăçта каймаллине
пĕлсен –
чупса кăна
эп кайăттăм,
çитсессĕнех
савăнăттăм.
Çулĕ те
питĕ такăр мар,
ăçта каймалли
паллă мар –
чупса каймалăх
вăй та çук,
савăнăç
куççулĕ çук.
Вара мĕнле
пурăнмалла?
Паян ăçталла
каймалла;
Манăн пуçпа та
пĕлмесен –
мĕн тумалла
вĕренмен çынсен?
P.S. Хамшăн пĕрре те
хăрамастăп –
никама та
пулăшаймастăп.
— Барби ятлă ПУКАНЕН
Савнă каччă пур иккен!?
— Эс пĕлмен-им?
— Çу-ук, пĕлмен...
— Çӳллĕ яшăн ячĕ — Кен:
Пушă пуçлă пикенне
Çӳллĕ-çӳллĕ пуканне
Шăлса тăрать тусанран
Йышăнма ăна кайран.
— Йăкăл-якăл майрана
Нумаях та кирлĕ мар
Капăр пушмак — урана,
Çие шукăль кĕпе пар!..
Яту тумпа çук ăса
Çӳрет Барби хупласа.
Кен вĕрентнĕ сăмаха —
Калама пĕлет та-ха —
Чăмлать çавна пур çĕрте,
Кирлĕ — çук... Ăна пĕрех!
Кам чĕнет ăна тӳртен!?
Вăл сĕксе таптать пĕррех! —
Вăрттăн-шăппăн, усалне
Тутарать кăра Кенне;
Леш шеллет пур-çук халне —
Ĕç куçать тарçи çине;
Кенăн, паллă, урăх шут:
Укçа тума шурă хут
Варласа сĕтев тума
Хушмалла часрах çума...
— Пĕр каварлă мăшăра
Тем курман ку хушăра?
— Пуçтарать-тăр чăматан
Хăвăртрах тарма кунтан
Çич ютран иленнĕ Кен —
Вăррипе çакланнă, тет;
Кăвак куçлă сар пикен
Халь явап тытма тивет;
...Эх, мĕн чухлĕ ыр ЭТЕМ —
Малалла
Карман тавра
хура карта
Хура карта
çинче автан,
Хура автан
автать пулсан
Халне пухать
хура усал...
Хура усал —
хура хурах —
Ташша тухать
ура хуçсах
Ахрать, асать,
тусать тусан:
Куçа пăвать
нумай курсан.
Пăхма хушман?!
Хушмашкăн кам?
Пăхма хăям,
хăйсах курам:
Тарçа тухман,
чура пулман...
"Хуçам" темен!
Хăвнах хуçам!..
Карта тавра
кăра кавар,
Кăра кавар
туртать кăвар...
Тухсам умма,
кăтарт хăвна —
Куратпăр:
кам пиртен хăна!
Лев Борисович Лембэ — вĕçен кайăксене тытса усраса, кайăксен пурнăçне сăнаса пĕлекен профессор, орнитолог. Ун çинчен мана Степан Лукич тахçанах каласа панăччĕ, сăн ӳкерчĕкне те, вăл çырнă кĕнекесене те кăтартнăччĕ, çавăнпа эпĕ ăна халь хăйне курсан тӳрех ас туса илтĕм. Вăл кам иккенне Микишпа ун тусĕсене те каласа парсан, ачасем ун патне ним хăрамасăрах пычĕç, вара эпир Лев Борисовичпа ал тытсах паллашрăмăр. Лев Борисович пире ку енĕпе хăй хăçантанпа ĕçлени, мĕн чухлĕ кайăк усраса, вĕсен пурнăçĕнче мĕн-мĕн пĕлнипе миçе кĕнеке çырни çинчен каласа пачĕ. Кăткăсемпе вĕсен çăмартисене вăл çав кайăксене çитерме пухать-мĕн. Çапах та Микишпа унăн тусĕсем — Гена та, Павлуш та, Лёша та — çак профессорпа килĕштермерĕç.
— Эсир, паллах, усăллă, питĕ кирлĕ ĕç тăватăр. Апла пулин те хăвăра кирлĕ кайăксемпе кăткăсене пирĕн вăрманта мар, урăх çĕрте тытăр, — терĕç.
— Юрать, — терĕ ун чух профессор, — апла пулсан эпĕ сирĕн шкула пырса ытти ачасемпе, учительсемпе калаçăп.
Çапла турăмăр та. Тепĕр виçĕ кунтан пурте шкула пухăнтăмăр. Унта вăрман хуралçине — Степан Лукича, пирĕн таврара чи ăста сунарçă шутĕнче хисепленнĕ Палюк мучие те чĕнтĕмĕр. Темиçе сехет хушши питĕ хирĕçӳллĕ тавлашу пычĕ. Малтан Лев Борисович каллех кайăксене хăй мĕн тума тытнипе мĕн сăнаса пĕлни çинчен каласа пачĕ. Çапах та ачасем пурте тенĕ пекех Микишпа ун тусĕсем енче пулчĕç.
Малалла
Ăшă, тараватлă
Янкăр тăрă ир.
Пулăра ларатпăр
Юлташпа эпир.
Шывĕ çутă-çутă,
Илĕртĕ таçтан.
Тен, çакланĕ çуйăн,
Лекмĕ-ши çăрттан?
Тем, путмасть-ха путăш,
Пушă мăн витре.
Чăтăмлăхăм, пулăш,
Кулă, çиç питре.
Ăсăмпа шĕвĕртсе çивĕчлетнĕ сăмах —
Асунта ĕмĕре çырăнса юлмаллах —
Çамкуна йĕрлесе чĕрмелерĕ часах.
Хăтăлма хăтланни, ĕненсем, кăлăхах —
Куллупа турттарса якатма тăрсанах —
Тăнлавна шăтарса йăрăмлать тарăнрах.
Ĕненмесĕр мана муталанăн вăрах;
Тасатма тăрăшса улталанăн пайтах;
Йăлăхсан - ман умра чĕркуçленĕн хăвах.
Тулса кайнă тĕнчемĕр-кĕлет...
Самана сăвăрса тĕшĕлет
Вăрлăха юлмалли çынсене:
Кӳлĕмпе1 тиесе килсенех
Куççульпе чӳхесе2 пĕрчĕлет.
Ытларах алине силлесен...
Чи хитре, чи паха этемсем
Сăрхăнса тăкăнаççĕ çĕре.
Вырттаратпăр - мехел çитейсен -
Кункăра-тупăка, кур, пĕрер.
Сăх-сăхсах ăсататпăр... ара...
Самана аллинчи алара
Тăрса юлнă ассиллĕ3 хыçрам4
Пĕр кана ахăра-ахăра,
Сиккелет те çухалĕ куçран.
Ни вĕтти, ни шултри — вăтамми!..
Пуракне-сăпкине шăлами5
Тултарать суйласа вăрлăха
Ĕмĕрсен-çуллăхсен Самани
Çĕнĕрен çĕклеме халăха.
Чăххинчен иртеймен Автана
Пĕр-пĕр кун яраççех яшкана...
Çăмарта йăтакан ушкăна
Чуптарсан та çӳле хăтана
Нумаях тытăнса тăрас çук.
Те пусса6 çитермен вăхăтра:
Тем тесен те Автан катăкрах;
Чăнахах ӳстермен пуль хăтра7 —
Тăранма пĕлмесле, хăвăртрах
Çăмарта пуçтарать майлă чух.
Каштаран каçайман Автана
Пĕлсе çитнĕ пускил те тавра:
Пухнине пĕтĕмпех сутăна
Кăларать тăхтамасăр: «Ара,
Ĕмрипех çакăнта пурнас çук...»
Тĕкне май кунран-кун шăлакан,
Ăйхипе8 вылякан Чăхăпа
Кăт-кăтик! Кăт-кăтик юрлакан
Автана тиветех çак шăпа —
Авăтман автанран усă çук.
Йăлăмра кăткăсем мĕнле пурăннине курса-пĕлсе килнĕ хыççăн виçĕ кунтан ман пата Микишпа унăн тусĕсем — Гена, Лёша, Павлуш тата Валерий пычĕç. Икĕ хĕвел тухнине курнă пекех савăнăçлă хăйсем.
— Хăвăртрах пуçтарăн! — хушрĕ мана Микиш. — Вăрмана каятпăр.
— Мĕн тума? — ыйтрăм эпĕ.
— Ак мĕн тума, — терĕ Лёша, ман ума хĕç тимĕр татки тытса, — вуласа пăх!
Тимĕрĕ çине çапла çырнă:
«Граждансем! Кăткă йăвисене ан çĕмĕрĕр! Кăткăсем вăрмана сиен тăвакан хурт-кăпшанкăсене çисе пĕтерсе пысăк усă кӳреççĕ».
— Куна ăçта çапма çыртăр? — ыйтрăм эпĕ.
— Ку çеç мар, мĕн пурĕ 20 штук çыртăмăр. Вăрмана каятпăр та кашни çул юппине юпа лартса çапса тухатпăр, — пĕр харăс каласа хучĕç хайхи туссем.
— Питĕ усăллă ĕç тăватăр, — мухтарăм эпĕ. Микиш та, унăн тусĕсем те манран темиçе çул кĕçĕн, апла пулин те вĕсем кун пек ырă ĕç тума ăс тупнă, куншăн вĕсене мĕнле мухтамăн-ха.
Ку вăхăтра, ерçӳ пулман пирки, эпĕ вĕсемпе пĕрле вăрмана каяймарăм. Вĕсем кайрĕç.
Пĕр сехет иртрĕ-и, иккĕ-и, çак туссем ман пата каллех чупса пычĕç. Анчах хальхинче вĕсем нихăшĕ те паçăрхи пек хаваслă мар, темĕнле тискер кайăка курнипе хăраса ӳкнĕ евĕр шăлтах хăшкăлса, пӳлĕнсе çитнĕ.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 17 18 19 20 21 22 23 24 25 ... 796
1 кӳлĕм – çаврăм, çаврăнса килни 2 чӳхе – ятарлă хутăшпа сирпĕтни 3 асси – чăлах, катăк 4 хыçрам – юлашки 5 шăлами – тăкăниччен тулли 6 Пус — çăмарта ту 7 Хăт — хăтлăх 8 Ăйхă — чăххăн кут ани
|
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...