Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăвайт çутисемИлле ТăхтиВӗре ҫӗленСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеЙӳçĕ кулăКĕтмен венчетХĕрес хывнă хĕвел

«Çĕрле, юнашар пахчара...»


Çĕрле, юнашар пахчара

Шур çӳçлĕ хăва макăрать.

Унпа юнашар ват йăмра

Ăна çӳçĕнчен ачашлать.

 

Ирхи çут хĕвел йăл çиçет,

Ăна шевлипе сĕртĕнет.

Ан макăр, тет, хуйхă иртет,

Манпа чух кулни килĕшет.

Çĕн кун аки


Кăвак çутăран шăратнă ака пуç

Туртийĕ хушшинче хĕвел ташлать.

Çĕн Кун — шевле сарриллĕ ылтăн пуç —

Чăваш уйне ака тума тухать.

 

Çĕн Кун аки пуçĕн хĕп-хĕрлĕ тимĕрри

Касса-касса уй урлă кас тăвать.

Кас-кас айне чăвашăн иртнĕ ĕмĕрри

Вилсе выртса пытарăнса пырать.

 

Сĕн Кун пăхать: ун ылтăн аки пуç

Кăпăшласа хуратрĕ [хытнă] уйсене;

Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç

Уйсем çине савса сапать шывне.

 

Çĕн кун пин-пин кăварлă хурăç аллипе

Сар-хĕрлĕ кунтăкран уйсем çине

Кăварлă ывăçпа пин, çĕр пин çăлтăр акрĕ.

Ирхи шевле ун хыççăн ылтăн сӳрипе

Çйр [-çĕр] пин çăлтăрлăн çунан Чăваш Çĕрне

Тĕр тĕрлесе, сӳрелесе пăрахрĕ.

 

Çĕн Кун акни шăтма вăхăт çитсен,

Çĕн Кун умне хура çĕр айĕнчен,

Хĕвел калчи пулса, хĕвеллĕн сарăлса, хăюллăн

Чăваш çыннин кун-çулĕ тухĕ.

Укаллă, ылтăн-кĕмĕллĕ хĕлхемĕ унăн

Кĕсле сасси пулса çĕр тăрăх шуххăн юхĕ.

 

Хăватлă, çĕн чĕреллĕ çĕн ĕмĕр чăвашĕ,

Малалла

Çуралнă кун


Иртенпех йăшкарĕ те йăшкарĕ чĕре. Хушшăн-хушшăн йĕппе чикнĕ пек ыратрĕ, вăхăт-вăхăтпа тем усала е ырра кĕтнĕн ирĕкелле туртăнакан кайăк пек тапăлтатрĕ. Çук, çывăрасси пулмĕ текех. Çутă çутса ячĕ çамрăк хĕрарăм. Тăрас-ши, тăрас мар-ши, тенĕн ыррăн карăнса илчĕ, чĕнтĕрлĕ сорочка айĕнче карăнтарса тăракан кăкăрĕсене ачашшăн сĕртĕнчĕ. Тутисем сисмен-туман çĕртенех йăл-л-л! кулса илчĕç. «Парса хăвар эс вĕсене, пурăнаймастăп вĕсемсĕр, мĕн тери илемлĕ, мĕн тери тутлă вĕсем санăн...» — тени аса килчĕ-тĕр. Асаилӳ тыткăнĕнчен хăтăлас тенĕн, лăстăр-р силлерĕ Алиса вăрăм çӳçне. Вăш-ваш диван çинчен сиксе тăчĕ, магнитофон пускăчне пусса лартрĕ.

 

Пĕччен кашкăр, эс хăратăн çут кунран,

Пĕччен кашкăр, мĕншĕн ним те шарламастăн...

янăраса кайрĕ пӳлĕмре кĕвĕ. Кĕвĕ майăн илемлĕ пӳ-сине ун-кун хуçкаларĕ çамрăк хĕрарăм, пит-куçне аллисемпе çăтти-çатти çупкаларĕ, юлашкинчен ваннăна чăмрĕ. «Пăхăпăр унта, мĕнле кашкăр вăл, пурĕпĕр манăн пулать вăл...» — шухăшларĕ хăй.

Çуралнă кун пулчĕ Алисăн ĕнер. Шефĕ — Николай Спиридонович: «Ресторана кайăпăр, ĕмĕр асăнса пурăнмалăх савăнăпăр», — терĕ. Укçа нумай-ха унăн, тăкаклантăр. Арăмĕ, ав, патша майри пек тăхăнса-сăрланса çӳрет. Алиса ларакан йышăну пӳлĕмне кĕрет те вара саркаланса: «Ман Миккуль пек лайăх упăшка лектĕрччĕ сана»,— тет, юрланăн калаçаканскер. «Ийя çав, Николай Спиридонович пек арçынсем сахал паян. Мĕн тери тимлĕ, ачаш вăл сирĕн,— килĕшет унпа Алиса та. -Пирĕн шефа çитекенни çуках».

Малалла

Панулми


Аттен ем-ешĕл аслă сачĕ

Таса хĕвелпе тулнăçем

Йăл-ял кулаççĕ, çуталаççĕ

Кĕрен те хĕрлĕ улмасем.

 

Кив сăвăпа мана пĕрре те

Сĕнксе ларма халь ырă мар.

Эп савăнсах сада кĕретĕп

Вĕр çĕнĕ сăвă шырама.

 

Сипетлĕ сулхăнра утатăп,

Сиретĕп вăйлă курăка.

Сад ыр сунать мана унтан та,

Кунтан та янкăс юрăпа.

 

Юрлаççĕ кайăксем хĕрӳллĕн,

Тавралăх меллĕн чӳхенет.

Пĕр улмине татса эп илтĕм,

Сулмаклине те хĕрлине.

 

Ман ывăçа чĕр çимĕç кĕчĕ,

Чух уçă çимĕç, ĕмĕрхи

Хăватлă çутçанталăк сĕчĕн

Чечен те çирĕп чăмăркки.

 

Çак улмара — хĕвел хĕйхемĕ,

Ирхи янравлă сывлăмсем,

Ăш çумăрсем те чĕрĕ тимĕр —

Йăлтах пĕрлешнĕ киленсе.

 

Ăна эп халь çӳле çĕклетĕп:

— Мухтав сана, анис улма!

Тантăшсене паян чĕнетĕп

Çак тимĕр çимĕç пек пулма.

 

Çамрăклăха ан тутăхтарăр,

Вăл пултăр çирĕп те таса.

Чĕресенчи хĕвел кăварĕ

Хаваслăн тăтăр çуталса!..

Каçхи Шупашкар


Каçхи автобус юрлă, сăлпăранлă

Çанталăка пăра пек пăралать.

Автобуспа кĕретĕп эп пăлханнăн

Тăван та çывăх Шупашкаралла.

 

Хула çинче çăра тăманпа хутăш,

Ярăмланса чăн çурçĕр шевли пек,

Ытарайми йăлттам хаваслă çутă

Çунать, вылять мĕнпур талккишĕпех.

 

Çак лапамра, çак çулăмра — ман кĕçĕн

Столицăм, тăван килĕм — Шупашкар.

Унта кĕретĕп савăнса эп кĕçĕр,

Чи çĕкленӳллĕ ырă шухăшпа.

 

Çĕршывăмра халь çук провинци-мăшкăл,

Çĕршывăмра — пĕр çутă, пĕр хĕвел.

Çав çут хĕвел лăпкать пурне те ăшшăн,

Республиксем тăраççĕ йĕркипе.

 

Кашни столица аслă тĕп Мускавăн

Ăшшипеле ӳсет те сарăлать.

Çак шухăшпа кĕретĕп чун хускалнăн

Тăван та хаклă Шупашкаралла.

«Шавлă-шавлă пин хутлă хула...»


Çевги Еренерола,

хулапа паллаштарнă ханума

 

Шавлă-шавлă пин хутлă хула

Ик тĕнче варринчи Ăстампул!

Эп сана саваканĕ пулам —

Эсĕ ман кăмăла хапăл ту!

 

Урлă-пирлĕ утсан сан тавра

Ман ура айĕнчи капăр чул

Чăваш çăлтăрĕ пек сапăнса

Кăмăла шуйлантарчĕ тем чул.

 

Сакăр вĕçлĕ чăваш çăлтăрне

Босфор çумĕн хитре керемре

«Чаракан» сăмахпа юнашар

Çырса хунă ахах-мерченпе.

 

Кам алли, кам хевти ман чуна

Авалхи ăс-халпа палăртса,

Ĕненсе эп килсе курасса

Чăвашла картса хунă кунта?

 

Манăн халь пуç тайса тăмаллах

Мăн маçак йĕр хăварнă çĕрте.

Турă пур! Турă пур! Эй, алла!

Çуртасем кунта саккăр чĕртем!

 

1997, çу. 18.

Ортăкĕй, Чаракан керемĕ.

«Тĕрĕк енче эрех мĕнне...»


Хӳсейин Адыгӳзеле,

вакăхри ĕç йĕркелӳçине

 

Тĕрĕк енче эрех мĕнне

Пĕлмест ни ватă, ни яш-кĕрĕм.

Ятарлă курăк имçамне

Чĕлхе çемçилĕх пултăр терĕм.

 

Ăна вара таса пăрпа

Хутăштарса самай чӳклерĕм.

«Шерефие!» сăмах пуртан

Сĕт евĕр черккене çĕклерĕм.

 

Ăстампулта таса шывпа

Хăна валли сĕтел лартаççĕ.

Чăваш сăйланă сăрапа...

Мĕн-ма халь эрехпе хуплаççĕ?

 

Аваллăх манăçрĕ пулех

Е катăлчĕ ăс-хал чăвашăн?

Тăванăмсем ĕлĕкхиллех

Пире тăр урăлла курасшăн.

 

Шерефие, Чувашистан! —

Тесе шывпа салам каларĕç.

Ура çине тăрса, чунтан

Хĕпĕртесе пуç тайрăм.

— Тавĕç!

 

1997, çу, 21

Босфор ресторанĕ.

«Савниçĕм, эп тăпра пулсассăн...»


- Савниçĕм, эп тăпра пулсассăн,

Кам пулăн эсĕ?

 

- Эп çуркунне пулатăп та сана

Чечексемпе витĕп.

 

- Савниçĕм, эп тӳпе пулсассăн,

Кам пулăн эсĕ?

 

- Эп çут хĕвел пулатăп та... асту,

Çунса ан кай.

«Хура куçсене курас мар...»


Хура куçсене курас мар,

Хура куçсенче — хура каç:

Пуласлăх, телей пире мар,

Хура куçсенчен тарса кай.

 

Чĕре халь ман юнлă çырма,

Пĕр канăç та çук чĕрене.

Амантрĕ ăна хура куç, —

Хура куçсенчен тарса кай.

Роза


I.

Вăрçă чарăнчĕ. Акă çĕнтернĕ Берлин урамĕпе кавалеристсен пĕчĕк ушкăнĕ урхамахĕсене шăварма Ландвер каналĕ еннелле каяççĕ. Сакăл ураллă хура лашасем снаряд урăлнипе çуркаланнă асфальт çийĕпе çăмăллăн юртса, ташласа пыраççĕ. Малта, чăлт шурă лаша çинче, пуç каçăртнă лейтенант. Çамрăк офицерăн пилотки хĕрринчен тухса тăракан сарă çӳçĕ çурхи çилпе чӳхенсе пырать, хăй ăшшăн кулса нухайккă тытман сылтăм аллипе чыс парать. Çак казаксен ушкăнне хула халăхĕ чарăнса çурекен пăхса ăсатать. Иртсе çӳрекен машинăсем те ытараймасăр чарăнчĕç. Çакнашкал ытармалла мар картина тĕнчере çĕнĕ пурнăç, тăнăçлă пурнăç пуçланнине кăтартса панăн туйăнать.

Тăватă çула яхăн тăсăлнă хаяр вăрçă чарăнчĕ. Çакнашкал ахăр самана пĕтнине вăрçа хăнăхнă салтакăн ниепле те шанас килмест. Çапах та юнлă çулпа ахăрса пыракан вăрçă машини сӳнчĕ, чарăнчĕ.

Берлинра çурхи кун. Вăрçă тип-шарĕнчен чиперех хăтăлса юлнă чиесемпе улмуççисем чечекре. Вĕсен ытармалла мар шăрши тарпа юн шăршине хуплать. Урамра вырăс салтакĕсен хаваслă шавĕ, юрри-кулли янăраса тăрать. Ăçтан-тăр çывăхрах хут купăс кĕвви шăранать.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 204 205 206 207 208 209 210 211 212 ... 796