Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пăва çулĕ çинчеÇавал сарăлсанЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеТаркăнСар ачапа сарă хĕрВăхăт таппиСӳнми хĕлхем

«Сивĕсем пыраççĕ хавшаса...»


Сивĕсем пыраççĕ хавшаса,

Сар Хĕвел утсассăн тăрăшса.

Сар хăват саланĕ сарăлса,

Сар кунсем тăрсассăн ăшăнса.

 

Сар этемĕн чĕрери палнай

Кĕввине вылятĕ хумханса.

Сар Çĕршывăн пултăр çирĕп ай

Сар Хĕвел ăшшийĕ сарăнса.

 

Пит çинче йăл! кулĕ пайăрки,

Савăнтарĕ: пушă мар сăпки.

Сар Хĕвелĕн пайăрки — ялав,

Хумханать ун ăшшипе хунав.

«Тĕлкĕшекен кăвайт çинче...»


Тĕлкĕшекен кăвайт çинче

Кăвак хĕлхем,

Шашлык патакĕ вĕçĕнче

Кăра чĕрем.

 

Илсе перес-и-ха, эчче,

Кăшт аякка.

Таçти çĕре чĕнет инçет...

Тухса каям!

«Таçта пур Кӳршĕхир...»


Чăвашла пĕлекен Уçă Куç Халиле

 

Таçта пур Кӳршĕхир,

Таçта пур Кăчкисар,

Çук, илĕртмест мана

Олту, Хурахисар...

 

Пулса курасчĕ ман

Туркутлă ялĕнче,

Анчах унта çитме

Мана ытла инçе...

 

Пулсаттăм пĕринче

Турпаслă ялĕнче.

Ытлах та пысăк мар

Иккен пирĕн тĕнче!

 

Пулса курасчĕ ман

Сăрт-туллă Ван енче,

Анчах унта çитме

Мана ытла инçе,

 

Инçи инçе пулин!

Ман шухăш çав енчех:

Рифкат-Халил-Метин

Ман асăм тĕпĕнчех!

 

Вĕсем калаçнине

Итлетĕп те темччен,

Чăваш пĕтмессине

Шанатăп виличчен...

 

1997, çу. 26.

Ататюрк Йелилькей, ТУ-154 яраплан.

Кĕтӳç


Хура вăрман варринче

Шурă çăка пӳртĕнче

Тĕлĕнтермĕш пурăнать.

Те лаша вăл, те тиха

Вĕçет ăмăрткайăкла.

 

Тӳпере çунат сарать,

Урипе çĕре чавать,

Хушăран чĕвен тăрать.

Питĕ сăнсар та хăрушă,

Вĕçкелет çĕрле пĕр хушă.

 

Уйăх тухнă-тухманах

Вĕçтерет вăл уялла.

Çунатне хăй саркалать,

Тӳпенелле кармашать,

Инçетренех курăнать.

 

Питĕ кутăн ку тиха —

Çиçет куçĕ шурăпа.

тӳпене вăл улăхсан

Аслати янрать ялан,

Чĕтренет çĕр таврара.

 

Асар-писер çил-тăман

Пуçланать те йăмрана

Авать, хуçать, турткалать,

Мăнтарана хавшатать.

Çапах мĕскĕн парăнмасть.

 

Пӳрт тăррине тапратать,

Сехремĕре хăпартать!

Ǎйăр вĕçнĕ вăхăтра

Тĕнче курать хур, нуша.

Мĕн тумалла, тупата?

 

Тахçан авал çак лаша

Çамрăк каччах пулнă-ха!

Ваçук ятлă сар ача

Пурăннă тăван ялта.

Пулнă вăл ĕçре малта.

 

Ǎсла, тăнлă та ĕçчен,

Малалла

Манăн пĕрремĕш чечек


Сашук вăраннă чух амăшĕ чечек лартаччĕ.

— Кил, чечек лартар иккĕн, — терĕ амăшĕ Сашука, — санпа пĕрле лартсан, сан пекех çирĕп те патвар ӳсĕ ку чечек, — тесе калаçса ĕçлереç вĕсем.

Саша хăй лартнă чечеке пăхсах тăчĕ, ăна вăл шăварчĕ, тăприне кăпкалатсах тăчĕ.

Унтанпа вăхăт аванах иртрĕ. Пĕррехинче амăшĕпе ывăлĕ уçăлма тухрĕç. Урамра — хĕлле. Кӳлĕ хĕрринче йывăçсем ыйха путнă. Юр ахахĕ илемлетнĕ вĕсене. «Ытла та илемлĕ лараççĕ йывăçсем, пас тытнă вĕт вĕсене» — терĕ ача.

Тин çеç лайăх çанталăкчĕ, акă çурçĕртен хаяр çил вĕре пуçларĕ. Унтан асар-писер тăманĕ те вĕçтере пуçларĕ. Урамри йывăçсен тураттисене силле-силле ывăтрĕ. «Атя килелле, пирĕн чӳрече уçă-çке» — аса илчĕ амăшĕ. Пӳлĕме уçăлтарас тесе чӳречене уçă хăварнă пулнă. Усал çилĕ пирĕн пӳрте те çитнĕ. Эпир лартнă чечек те пуçне уснă.

Тепĕр кунне Саша урамра выртакан пĕр патакка илсе кĕчĕ те чечек çумне тăрăнтарса хучĕ. Аманнă чечеке тĕревлесе çыхрĕ. Пирĕн чечек аптрамарĕ, халĕ те ӳсет. Анчах, пĕччен мар!

— Анне! — кăшкăрса ячĕ Сашук, пĕрре çапла чечек шăварнă чух — Аннеçĕм, ман патак çулçă кăларнă!

Малалла

Чечексем


Чечексем садра санпа тунсăхланаççĕ,

Хӳхĕм кĕввипе ташланă май.

Шухăшсем сана савасшăн çуралаççĕ,

Туйăм хавасне çураçнă май.

 

Чечексем хĕмленнĕ ĕмĕте ырласшăн,

Тунсăх кĕввине çепĕçлетсе,

Савакан чуна чĕнсе савăнтарасшăн,

Шухăш тĕслĕхне илем чĕртсе.

 

Чечексем парнелĕх саншăн пулайсассăн

Тăхтасам, васкавлăн шутлама,

Чечексем савса сан куçунтан пăхсассăн

Шăпуна пулатчĕ сăнама.

Шухăшламăп


Çын пурнăçĕ хутлам чаршав пек,

Тĕтреллĕ, çумăрлă кун пек.

Килет çурхи янравлăн, шавлăн,

Каять кăра кĕр сăнĕпе.

 

Пулнах ун ихрешке илемĕ,

Çиçнех хĕмленнĕ ĕмĕтсем.

Пуçа ухса çӳренĕçемĕн

Сасартăк сĕмлĕхе кĕрен.

 

Шăпа мана куçран тĕллерĕ

Пĕр шеллемесĕр, хăратса:

Эс, имĕш, пурăнма пĕлмерĕн,

Юласшăн пултăн тап-таса.

 

Анчах кун аллинчен тараймăн,

Çултан иртеймĕн пăрăнса.

Тепре самант та пурăнаймăн

Пурне те тĕрĕс ăнланса...

 

Каллех — чаршав. Тĕнче хутламĕ.

Каллех — тĕтре. Йĕпху те пăр.

Ыран мĕн пулĕ — шухăшламăп.

Мехел çитсессĕн курăпăр.

 

Нарăс, 1992.

«Кĕрхи вăрманăн кĕр кĕрлевĕ...»


Кĕрхи вăрманăн кĕр кĕрлевĕ

Паян ман чунăмпа пĕр евĕр

Кĕтетĕп сивĕ çитессе

Çулçă тăкса, çуçентерсе.

Авалхи паттăрсем


Тахçан авал çĕр çинче,

Пĕр-пĕринпе савăнса,

Этем йăхĕ ыр сунса

Пурăннă килĕштерсе.

 

Авалхи хурăнташсем,

Атăл çи пăлхарĕсем,

Пирĕн паттăр несĕлсем,

Пулнă харсăр хастарсем.

 

Кунĕ-çулĕ тикĕс мар,

Вăрçă-харçă сахал мар.

Тăшмансен çапăçăвне

Хирĕç тухнă çĕнтерме.

 

Тӳснĕ пурнăçра пĕр май

Асап-нушине чылай.

Тан мар çапăçусенче

Пĕтнĕ тăшман аллинче.

 

Паттăртан паттăррисем

Пынă çуралса çынсем.

Ирĕк пурнăç — халăхра,

Курайнă малашлăхра.

 

Çĕр-анне вăрттăнлăхĕнче

Халăх шăпи упранать.

Пĕтĕм пурнăç тăршшĕнче

Сĕм аваллăх курăнать.

 

Ламтайсен çĕрне-шывне

Чăнласах юратнăран,

Паттăрсен ĕçĕсене

Манăçтармĕç нихăçан.

 

Пирĕн чылай халапра,

Мифсенче, легендăра,

Историре, преданире

Кашни паттăр хисепре…

 

* * *

Чăваш çĕрĕ çийĕнче

Пулнă тет виçĕ хĕвел.

Малалла

Асамлă Йăмра


Пурăннă тет ĕлĕк-авал пĕр хан. Вăл хуйхă мĕнне ăнланма пачах пĕлмен, мĕншĕн тесен унăн пурнăçĕ ялан пыл та çу çеç пулнă. Хан питĕ хаяр та çăткăн иккен. Çынсен нуши ăна нихăçан та кăсăклантарман тет. Пуяс шухăшĕ ăна пĕр май канăçсăрлантарнă. Унăн çĕр çинчи мĕн пур пуянлăха хăйĕн тăвас килнĕ. Хайхи хан вăрманта пĕр ватă Йăмра пурри çинчен илтет. Ку Йăмра ытти йывăçсем пек мар, асамлă тет. Ырă та чунĕпе таса çынсен ĕмĕчĕсене пурнăçланă.

Пĕррехинче хан тарçисене чĕнсе илет.

— Илтнĕ-и эсир Асамлă Йăмра çинчен? — ыйтать хан тарçисенчен.

— Илтмен, — теççĕ лешсем.

— Тăмсайсем! Çав Йăмра çинчен кам мĕн пĕлнине ыйтса пĕлĕр! — çиллине пытараймасăр урнă пек кăшкăрать хан.

— Юрать, часах ыйтса пĕлĕпĕр, — теççĕ хан патĕнче ĕмĕрех ĕçлесе пурăнакансем.

Тарçисем, Йăмра çинчен пĕлекенсене тупас тесе çӳресе хăшкăлса çитнĕскерсем, хан патне çитеççĕ те çапла калаççĕ:

— Тупрăмăр, пирĕн хуçа, — теççĕ ывăннăскерсем.

— Ну! Мĕн тума пултарать çав Асамлă Йăмра?! — сурчăкне сирпĕтсе тата ытларах тарăхса çухăрать хан.

— Мĕн ыйтакансен ĕмĕчĕсене пурнăçлать, — айăпа кĕнĕ çынсем пек пуçĕсене çĕрелле пĕксе калаççĕ лешсем.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 200 201 202 203 204 205 206 207 208 ... 796