Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çут пайăркаКайăк тусĕШăплăхри аслатиВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртХĕн-хур айĕнчеĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томПирвайхи юрату

«Хĕвел ури пулса эп килтĕм çĕр çине...»


Хĕвел ури пулса эп килтĕм çĕр çине,

Кунта эп илсе килтĕм çĕн пуласлăх.

Çĕнтертĕм çут тĕнчен мĕнпур хĕн-асапне,

Пиллерĕм çынсене хĕвел çути, хаваслăх.

 

Ялав туса çĕклерем эп чăвашлăха,

Çав туйăмпах çĕн юрăсем çуратрăм,

Парнелĕх пултăр терĕм савнă халăха,

Кашни çынна юлташ тесе юратрăм.

 

Ман юрăсем — ман чун-чĕре парнийĕсем,

Эп вĕсене çĕршыв тăрăх вĕçтертĕм.

Кашни чăваш çыннийĕшĕн вĕсем,

Пулăшакан юлташ пек пулччăр терĕм.

 

Ман юрасем — сап-сар хĕвел кайăкĕсем,

Çӳл тӳпене çунат сулса çĕкленчĕç.

Шартламара ăш çил пулса вĕсем

Кашни çула тухакана иленчĕç.

 

Пит шăрăхра та лăпкă çил пулса,

Çынсен чун-чĕрине, ав, канăç кӳчĕç.

Çĕрле, çӳл тӳпери çут çăлтăрсем пулса,

Çут тенчене илем те çутă кӳчĕç.

 

31.08.2007.

«Хусанти хумсасçă Петĕр...»


Петĕр Мирова, «Тутарстан» хумсас тĕременне

 

Хусанти хумсасçă Петĕр

Сассине тĕнче итлет-тĕр:

Сасси уçă та хитре —

Пĕрре сăнă е йĕтре,

Тепре — кăйкăр пĕлĕтре!

 

Петĕре эсир пĕлетĕр —

Çивĕч кăмăллă çын Петĕр:

Çупăрлать савса пĕрре,

Сăвăрать тепре хивре —

Итлĕр, тимлĕр Петĕре!

 

Петĕр тутарпа кунаклă,

Нимĕçпе вăл пĕр сăмахлă,

Матярла парса тĕрек

Вырăса тăна кĕртет,

Чăваша вăй-хал кӳрет,

 

Хусанти маттурăм эсĕ

Тет сана Чăваш Конгресĕ.

 

1996, раштав, 6.

Шупашкар — Хусан.

 

1996, юпа, 28

Хусан - Ĕпхӳ пуйăсĕ

«Хăлăх хусанçă пек хăраххăн...»


Петĕр Мирова, «Тутарстан» хумсас тĕременне

 

Хăлăх хусанçă пек хăраххăн

Çӳренĕ чух пĕррехинче

Тăван сăмах ăшши пĕр ахрăм

Чуна вăй пачĕ çул çинче:

 

Çут пайăрка пек тараватлăн

Ютри çула такăрлатса

Хусан сасси пĕрер сăмахăн

Кăтартрĕ эткерне салтса.

 

Ĕнентĕм. Шантăм. Çунатлантăм.

Туймарăм тăлăххăн хама.

Пĕтмест, пĕтмест пирте нихçан та

Сум паракан тăван сăмах!

 

1996, юпа, 28

Хусан - Ĕпхӳ пуйăсĕ

Эпир çăлтăрлă йăхран


Тĕрĕссине пĕлес тесессĕн

Итле, аваллăх мĕн калать.

Тăван сăмах, тăван кĕтесĕм

Çĕр тĕрлĕ вăрттăнлăх упрать.

 

Ăçтан эпир çуралнă-килнĕ

Çак аслă çутă тĕнчене?

Мĕнрен хăват та шанчăк илнĕ?

Кĕл тунă хăш турăсене?

 

Мĕнле çулсем илсе çитернĕ

Пире çут Атăл хĕррине?

Мĕнле сăмах чуна витернĕ?

Мĕн лăплантарнă чĕрене?

 

Мĕнле çăлтăрсене шутланă

Мĕн авалтан асаттесем?

Çут телее епле туптанă?

Камсем эпир, эй, чăвашсем?

 

Тĕрĕссине пĕлес тесессĕн

Итле, аваллăх мĕн калать.

Ăна чунпа туйма пĕлсессĕн

Мĕнпур вăрттăнлăхне уçать…

 

* * *

Пӳлер тесен, кашни пăлханнă.

Хула ятне илтсессĕнех

Пĕри тавар сутма васканă

Ун аслă çутă лапамне.

 

Тепри васканă туянмашкăн,

Суту-илӳ кунта пуян.

Пĕри сутать сăсар та шашкă,

Тум-тир тем тĕрлĕ пурçăнтан.

 

Ав, караван килет мăраннăн

Те Индинчен, те Ирантан.

Малалла

Виçĕ çăлтăр


Пуян та сарлака чăваш çĕрĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр хумханса ларакан тулли пучахлă уйĕсем, кайăк-кĕшĕкпе, çырли-кăмпипе пуян вăрманĕ, сарăлса выртакан кăвак шывĕсем — вĕçех Аслă Пӳлер ытамĕнче вырнаçнă.

Аслă Пӳлер халăхĕ нихăçан та пушă лармасть, уйра вăй хурать, ниме тăвать.

Йăла-йĕрке уявĕсене: Мăн куна, Калăма, Çимĕке, Карта пăттине тата ыттине — пĕрле пухăнса ирттерет.

Мирлĕ тӳпе айĕнче пурăнать халăх пĕр нуша курмасăр нумай-нумай çул, анчах та халĕ аялти тĕнчерен Эсрел вăй пухса Çут тĕнчене хăпарать. Эсрел ури пуснă çĕрте курăк ешермест, унăн хаяр сасси таврана янратсан илемлĕ кайăксен юррисем илтĕнме пăрахаççĕ. Хăратнă вăл этеме, хăйне итлемесен, пĕрин хыççăн теприне ĕмĕрлĕхех çемйинчен уйăрнă. Никам та, Таса Ама йывăççи те ăна хирĕç çапăçайман, пурте вăйсăр пулнă.

Часах çак хыпар Пӳлер çыннисем патне те вĕçсе çитнĕ. Çак хула хăйĕн виçĕ паттăрĕпе, тăшманран хӳтĕлекен виçĕ çăлтăрĕпе, Этнерпе, Юманпа, Сентеирпе, паллă пулнă. Çак паттăрсен аслашшĕсем ĕлĕк тăшмана çĕнтернĕ, халĕ вĕсен черет — Эсрелпе вăй виçме. Пӳлер халăхĕ вĕсене, Улăпсене, ĕненет, шанать. Арăмĕсем те, ачи-пăчи те ырă çул сунаççĕ вĕсене.

Малалла

Эс çуралнă паян...


Эс çуралнă паян. Эс çуралнă паян.

Кайăксем юрласа саламлаççĕ сана.

Эс çуралнă паян.

Çут хĕвел те паян

Тӳперен саламлать йăл кулса, ав, сана.

 

Эс çуралнă паян.

Çут тĕнче саламлать.

Саламлаççĕ сана пахчари чечексем.

Ашă çил сан çинчен савăк юрă юрлать,

Тӳпере саламлаççĕ сана пĕлĕтсем.

 

Эс çуралнă паян.

Мĕн тери, кур, хитре

Пирĕн хаклă юратнă çĕршыв çакă кун.

Хитре юрă çуралчĕ паян чĕрере

Çак юрра парнелетĕп сана, савнă чун.

 

25.08.2007.

Юрату чечекĕ


Сап-сар чечек, сар чечек,

Ман юрату чечекĕ;

Сап-сар чечек, сар чечек,

Усал çынсен элекĕ.

 

Эп çак сарă чечеке

Пит юратса ӳстертĕм.

Чăтаймарăм элеке

Куççульпеле йĕпентĕм.

 

Пурĕпĕрех чечеке

Куллен-кунах шăвартăм.

Ĕненмерĕм элеке

Юратăва упрарăм.

 

Сап-сар чечек, сар чечек,

Эс — юрату чечекĕ.

Сап-сар чечек, сар чечек,

Кай эс, çынсен элекĕ.

 

25.08.2007.

«Ешĕл улăхĕ астарчĕ...»


Ешĕл улăхĕ астарчĕ

Кăн-кăвак чечексемпе.

Тусăм чĕрене çунтарчĕ

Хура çĕмĕрт куçсемпе.

 

Чечек татрăм та — вăл шанчĕ

Çурăлса çитичченех.

Туса саврăм та — вăл манчĕ,

Тăрса юлтăм пĕчченех.

 

Ман пуласчĕ кăвакарчăн,

Вĕçеесчĕ тӳпене.

Тек нихçан та курас марччĕ

Çак ултавлă куçсене.

«Шурă юр çине ятна...»


Шурă юр çине ятна

Эп çырса хăвартăм.

Мантăм санăн сăнарна.

Халь ятна та мантăм.

 

Çурхи шывĕ шавласа

Çырмана васкарĕ.

Чунăм юлчĕ пушанса,

Сӳнчĕ пуль кăварĕ.

 

Сив юр выртнă вырăна

Тухрĕ ешĕл курăк.

Пурнăç кĕчĕ таврана,

Эп те халĕ урăх.

Эх, тĕнче-е-е!


Отчечĕсене лайăх йышăннипе савăннă Сергей Алексеевич лӳшкекен çумăра пăхмасăрах урам тăрăх шăхăрса юрласа пырать. Ĕнтĕ йĕпенмен вырăн та юлмарĕ пуль хăйĕн çинче, пурпĕрех ертӳçĕн кăмăлĕ уçă. Ара, кун пек лайăх пулса тухасса шутламанччĕ те вăл. Ĕнер кăнтăрла отчетсем хатĕр маррине пĕлсен çил-тăман кăларнăччĕ ертуçĕ кантурта.

— Укçа илекенĕ пĕр кĕтӳ, çапах ĕçне тĕплĕ тăвакана хунарпа шырасан та тупаймастăн! — хĕремесленсех кăшкăрашрĕ Сергей Алексеевич сĕтеле çапса.

— Çак сăмахсене пурте тивĕç мар-ха та, — лăпкăн кăна сăмах хушрĕ ăна хирĕç кадрсен пайне ертсе пыракан Алина Петровна. — Камăн туса лармалла тет Ингăшăн отчетсене.

Иккĕмĕш çул ĕçлет пирĕн патра. Экономист тивĕçĕсене халиччен те пĕр чĕптĕм те вĕренсе çитеймерĕ. Укçа тӳлесе виçĕ хут сессие кайса килнипе мĕн пĕлĕвĕ пултăр. Унăн бази те професси училищинчи курс анчах. Асăрхаттартăм-çке эп сире ăна ĕçе илнĕ чухне.

Çак калаçăва пĕр чĕнмесĕр итлесе ларчĕ Дмитрий Эдуардович, унтан лăпкăн кăна сăмах хушрĕ:

— Хам пулăшас пуль. Çĕрĕпех ларма тивет паллах. Чирлекелесе тăратăп та. Пулăшасах пулать.

Дмитрий Эдуардович ку кантурта вăхăтлăха анчах ĕçлет. Вăл пенсионер. Тавах турра! Хальхинче отчетсене çĕрĕпе ларса йĕркеллех хатĕрлесе панă.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 225 226 227 228 229 230 231 232 233 ... 796