Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Каш! кашласа лараççĕ вăрмансем,
Илемлĕ те хитре ялан вĕсем.
Анчах паян типеççĕ юмансем,
Пĕр çулçăсăр вĕсен турачĕсем.
Çакна курсан ман чунăм хурланать,
Нимпе пулăшайманшăн юмана.
Шăтса вăл тухнă пин çул пурăнма,
Анчах пуçланă вăхăтсăр хăрма.
Шăваççĕ пĕлĕтсем çӳл тӳпере,
Сенкер тӳпе тĕсне тĕксĕмлетсе.
Вăрманăн симĕсне çав евĕрех
Тĕксĕмлетеççĕ типнĕ юмансем.
 Пĕлĕтсем, татăлса ӳкес пек,
Васкамасăр аяллăн шăваççĕ.
Чарăнмасăр, вĕсем кунĕпе
Çумăрне лăстăр-лăстăр тăкаççĕ.
Явăнать çавраçил шăхăрса
Йĕпе çĕр çийĕпе айĕн-çийĕн.
Шавлă тăвăл килет тулхăрса
Тинĕсрен. Çиçсе илчĕ, ав, çиçĕм.
Шыв çинче тĕксĕмленчĕç хумсем,
Çырана тапăнма вăй шырарĕç.
Кăпăкланчĕç хумсен умĕсем,
Килсе çапрĕç çĕре харăс-харăс.
Пăтранать çĕрпе тинĕс çинче
Сивĕ тăвăл, ак халь, шывпа хутăш.
Таврана вут сапса куçĕнчен,
Ӳхĕрет хум çинче шурă вутăш.
Çутçанталăк урса ахăрать.
Шторм шавлать, пĕр самант чарăнмасăр...
Анчах, пурпĕр пырать пĕр карап
Хумсем çийĕн, нимрен хăрамасăр.
 Эс мĕнле пурăнатăн-ши мансăр,
Çамрăк чух юрату чĕртнĕ чун?
Эс пĕлесчĕ: мана та пит кансĕр,
Сан çинчен шухăш ман кашни кун.
Шухăшпа сан патна эп çитетĕп,
Ачашлатăп кăлкан çӳçӳнтен.
Ку вăл ĕмĕт кăна. Эп пĕлетĕп
Уйрăлса эсĕ кайнă пиртен.
Ку ман ĕмĕт пустуй, эс пĕлетĕн,
Тек кураймăп сана нихăçан.
Пурпĕрех паян кун та чĕртетĕн
Эс манра çĕнĕ вут-хĕм, тăван.
02.02.2007.
 Хĕл сиввинчен тарса, кунсем вăрăмланаççĕ,
Хĕл тексĕмĕ, йĕрсе, сирет хăй чаршавне.
Çуркуннене кĕтсе, çынсем маттурланаççĕ,
Шур юр витет шур кĕмĕл хăй çине.
Хĕвел те чĕнтĕрне çӳлте çыхма пуçларĕ,
Çерçи те, савăнса, ташлать сукмак çинче.
Шап-шурă кăвакарчăн кулюклатма пуçларĕ,
Савантарать ăна хĕвеллĕ çут тĕнче.
Хĕвелшĕн савăнса, тапать чĕре те манăн,
Чунра чăнах та ăшă туйăмсем.
Килес çуркуннене кĕтсе те саламланăн,
Таçтан вĕçсе килеççĕ çĕнĕ сăвăсем.
01.02.2007.
Тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнта çуралнă эпĕ. Кунта çырми-çатри те, юхан шывĕ те, çăл куçĕ те тулăх. Тури Выла теççĕ эпĕ çуралнă яла. Ялăн кăнтăр хĕвел анăç енчен ăна çӳллĕ чул хӳме пек хулăн çăра вăрман хутĕлесе тăрать. Тахçанхи, авалхи сĕм вăрман ку. Çак вăрман чăтлăхĕнчи çăлкуçран Выла шывĕ авкаланса юхса тухать. Выляса юхакан Выла шывĕ вăй илнĕ вырăна Выл пуçĕ теççĕ. Ялне, Выл хĕрринче вырнаçнăран, Тури Выла тесе каланă. Çулла пушшех те илĕртӳллĕ кунта. Ик куç тулли, чуна шăнăçайми илем.
Çуркуннепе çулла, лапсăркка йăмрасем кăчка ларсан, шап-шурă хурăнсем çӳçе-шерепине çĕре çитиех уссан, тухас та килмест ялтан. Вăййа тухнă хĕрсем пек чиперленнĕ çĕмĕртсемпе улмуççисем çывăхĕнче вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт, сĕрлесе вĕçет.
Кĕр мăнтăрĕпе, хĕрӳ ĕçсем вĕçленсен, Тури Выла тăхлачисем хăна-вĕрле умне чыс туса, хисеплесе кăпăклă сăра, хĕр пичĕ пек хĕп-хĕрлĕ те сĕтеклĕ пан улми, питĕ тутлă çĕнĕ пыл кăларса лартаççĕ.
Ачалăхăм манăн çакăнта, ытарайми Тури Выла ялĕнче иртрĕ. Çавăн пек хаклă, чуна çывăх, яланах хăй патне кăчăк туртса ларакан Тури Вылăм нихăçан та манăçмĕ, чĕремре упранĕ. Чунăмпа паянхи кун та эпĕ Тури Вылтах пурăнатăп. Яланах куç умне савăнăçлă кунсем, ырă самантсем тухса тăраççĕ: Выла хĕрринче çара уран чупса çӳренисем, хур-кăвакал, ĕне черечĕ, сурăх кĕтĕвĕ пăхни ĕмĕрлĕхех асра юлнă. Ман кăна-и? Çук, çук. Ман тантăшсен, аттесен, асаттесен, вĕсен аслашшĕсен те… Атте каласа панă тăрăх Вылана çулла пĕвеленĕ. Ачасем, вĕт-шакăрсем вара, пĕверен тухма та пĕлмен. Чăма-чăма шыва кĕнĕ, ишнĕ, пĕр-пĕрне шыв сирпĕтсе хăваламалла вылянă, пулă та тытнă… Шăпăрлансем хăйсен пĕчĕк чунĕсене киленĕçпе тултарнă.
Малалла
 Кĕтес тесен, кĕтен.
Кĕтменшĕн хурланмастăп —
Мĕне чун сивĕнсен
Телей кӳмен хаваслăх?
Кĕретĕпех, килсен,
Кĕмешкĕн алăк каснă.
Кĕтмессине пĕлсен —
Текех кĕрсе тăмастăп.
Каяс тесен, каян.
Кайнишĕн ятламастăп. —
Кашни килен-каян
Çулне чараклаймастăн.
Кайма çулсем паян
Каяс текеншĕн аслă.
Çул майлă мар пулсан,
Ют сукмакпа утмастăп.
 Ача чух пит юрататтăм
Лашапа эп ярăнма.
Чуптараттăм, кустараттăм
Хамăн урхамахăма.
Уй, ту урлă, чăтлăх витĕр
Вирхĕнеттĕм эп тӳрех.
Çавăн чух хавассăн питĕ,
Час тапатчĕ ман чĕре.
Урхамахăм ман ишетчĕ,
Вăл путмастчĕ шыв çинче.
Путăк урлă вăл сикетчĕ,
Чăрмав çукчĕ умĕнче.
Урхамах çук хал манăн.
«Жигули» — ун вырăнне.
Шур сăрпа ăна сăрланă,
Капăрлатнă салонне.
Эп унпа ялан çӳретĕп
Асфальтпа нумай çĕре,
Каçайманшăн çеç шеллетĕп
Путăк урлă вăл тӳрех.
Тăрса юлчĕ ман ачалăх
Аякри ту хыçĕнче.
Ачашлать анчах ман алă
Лашана тĕлĕксенче.
 Шурă вулă тăрăх
Куççуль пек тăп-тăрă,
Çăлкуç пек сип-сивĕ
Юхать хурăн шывĕ.
Ĕçес килчĕ хытă —
Хурăн патне пытăм,
Аялти турачĕ
Сĕртĕнчĕ — вăй пачĕ.
«Тутан, — терĕ ыррăн,
Ман шыва», — шур хурăн.
Ун шывне тутантăм,
Чунăмпа лăплантăм.
 Каçпа чĕнчĕ пуçана
Çулма утă вăрмана.
Эп туптарăм çавана,
Сасă ятăм таврана...
Сывлăм ӳкнĕ ирхине.
Эх, çулатпăр утине,
Хутран-ситрен çырлине
Пăрахса чĕлхе çине.
Чашлатса çава çулать —
Хыçăмра паккус юлать.
Пĕрлешсе, тарла-тарла
Утине тăвар çулла!
Кăнтăрла апат çиме
Васкамасăр, çĕр çине
Вырнаçать хастар ниме —
Çывăхри юман айне.
Çу çиетпĕр, çăмарта:
Ĕç каçчен нумай малта.
Вăй илер те кал çулар,
Ĕç юрри шăрантарар.
Сулăнсан кун каç енне,
Мăкатсан çавасене,
Тытса сенĕк, кĕрепле,
Утă пухрăмăр пĕрле.
Тиесе çемçе мула,
Киле кайрăмăр каçпа.
Пит аван иккен çулла
Утă çулнă чух çынпа!
Ылтăн кĕркунне. Кĕрхи хĕвел хăйĕн ăшшине пĕр хĕрхенмесĕр сапалать. Çĕлен ăшши тăнăран Кушлавăш уйĕнче касу пăхма питĕ аван. Ĕнесем çумăр хыççăн вăй илнĕ симĕс курăк çийĕнче çӳреççĕ. Сурăхсем Мучи çурт çырминче канлĕх тупнă. Пĕр-пĕрин çумне кĕпĕрленнĕ те пашка-пашка сывлаççĕ. Качакасем юнашарти Паранк çырминче ик ура çине тăрсах симĕс çӳçе вуллисене кăшлаççĕ. Шăллăм кăсăклансах фотоаппаратпа тем çатлаттарать. Эпĕ пушă вăхăта сая ярас мар тесе çӳллĕ вырăнти тĕмеске çине лартăм та сăвă вĕренме тытăнтăм.
Кушлавăш текен вун икĕ ял уйĕ
Хура вăрманпа хупланса выртать.
Çулла е хĕлле такам та туйĕ
Вăрманлăх кунта хӳтлĕхне тытать...
Тук-тук! илтĕнет инçех мар пĕр сасă. Алăка такам шакканă пекех туйăнать. Ĕненмесĕр унталла-кунталла çаврăнса илетĕп. Ара темех мар-çке, ыран „Хĕн-хур айĕнче” поэмăн сыпăкне пăхмасăр каламалла та, ĕçе вăраха яма юрамасть. Куçа хупатăп та йĕркен-йĕркен Çемен Элкерĕн ахах-мерченлĕ йĕркисене аса илетĕп.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 264 265 266 267 268 269 270 271 272 ... 796
|
Шухăшсем
Tired of traffic that doesn't convert? S...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...