Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Авăн уйăхĕЙӳçĕ кулăСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеКайăк тусĕҪул пуҫламӑшӗАсамат кӗперӗ сӳничченХуркайăк çулĕ

Урампа пике пырать


Пырать пике урамра,

Акăш евĕр ярăнса.

Çулăм тухрĕ чунăмра,

Тăтăм эпĕ чарăнса.

Хушса юрламалли:

Ах, пике! Сар пике!

Акăш евĕр чиперкке!

Ма эс тухрăн ман ума?

Пăлхантартăн чунăма.

 

Сăмах хушрăм эп хĕре:

— Паянран ман чĕрере

Эсĕ çеç пĕртен-пĕрре!

Сан пекки çук тĕнчере!

 

Йăлтăр-йăлтăр кулăпа

Сăмахларĕ, ак, хайхи:

— Ут эс хăвăн çулупа:

Манăн каччă — урăххи.

 

Пирĕшти пек сар пике

Утрĕ-кайрĕ малалла.

Йăл кулмарĕ вăл текех,

Калаçмарĕ манпалан.

Çĕрлехи çулпа


Çурхи çĕрле. Асфальт çулпа,

Тĕттĕмлĕхе çурса, касса

Сар фарă сапнă çутăпа

Чупать машина васкаса.

Вĕçсе пырать малтан-мала

Ман «Жигули». Умра ман — руль.

Хыçра, ак, юлчĕ çут хула:

Пĕр çирĕм çухрăм кайрăм пуль.

Яри эп уçнă салона,

Çил шăхăрать чӳречерен.

Илсе килет сан сассуна

Вăл ĕнерхи ăш çĕрлерен.

Çил, калăн, çепĕç сан аллу

Çӳçрен мана тек ачашлать.

Умрах тăрать сăну, куллу:

Асилӳпе пăлхантарать.

Ĕнер-çке çак çут хулара

Каçпа тĕл пултăм эп сана.

Савăнăçпа çиçсе вара

Куçсем йăл кулчĕç çавăнпа.

Чĕрем тăнк! турĕ. Тутамсем

Часрах васкарĕç чуп тума.

Санпа ирттернĕ самантсем

Тухаççĕ халĕ те ума.

Мĕн пулчĕ? Кайрăмăр эпир

Малалла

«Темшĕн лăпланмарăм...»


Темшĕн лăпланмарăм

Тупнă тăнăçра.

Тĕрĕслĕх шырарăм

Çакă пурнăçра.

 

Пур тесе шутларăм

Миçе çул ăна.

Яш чух ывăнмарăм,

Ватрăм хам тăна.

 

Тусăмсем кулатчĕç,

Юлташла манран.

Тарăхса калатчĕç:

— Ахалех анран.

 

Тĕрĕслĕх пулман вăл

Çутă тĕнчере.

Çап чунна эс савăл,

Чăнлăх — ĕçкĕре?..

 

Кил, атя, яратпăр

Вутлă «çуттине».

Ун чухне тупатпăр

Санăн çуккине.

 

Виçĕ пилĕкçуллăх

Пултăм çав «туспа»,

Тĕрĕслĕх мар, хурлăх,

Куртăм шав унпа.

 

Чунăм лăпланмарĕ,

Тартăм ĕçкĕрен.

Чăнлăх тупăнмарĕ,

Иртрĕм хĕрĕхрен.

 

Тӳсĕм пур, шыратăп,

Виличчен ăна.

Шыравра пурнатăп,

Шыравра кăна!

Анне


Салху ларать кйвелнĕ çуртăм,

Кичемлĕх унăн ăшĕнче.

Хăпать майпен хуралнă шур тăм,

Тусан, çӳп-çап урайĕнче.

 

Ав кĕтесре çатма аврийĕ,

Пĕр енĕ хуçăлнă ухват,

Хуçи вĕсен — анне — Мария —

Çынсемшĕн пулчĕ тарават.

 

Ирех ĕне сусан васкатчĕ

Çум çумлама колхоз хирне.

Ĕçрен килсен кĕпе çăватчĕ,

Сыхла пĕлместчĕ çав хăйне.

 

Урай сĕрме вăл вĕрентетчĕ

Пире хăй татнă шăланпа.

Таса çусассăн хĕпĕртетчĕ,

Кăштах мухтатчĕ çавăнпа.

 

— Анне! — тесе халь ман чĕнесчĕ,

Анчах, кам илтĕ-ши мана?

Анне çумне ларса йĕресчĕ

Пĕр сасăсăр кана-кана.

 

Кăштах ун чух, тен, чунăм канĕ

Ăшран «сив чирĕ» тасалсан.

Пур ырату ванса арканĕ

Çумра тăван анне ларсан.

 

Çук çав, пуш-пушă халĕ çуртăм

Карать карта, ав, эрешмен.

Хăпать майпен хуралнă шур тăм

Вăл хăпасса анне пĕлмен.

Атте каласа панисем


Арçури

Хам çамрăк чух эпĕ час-часах сунара (ухатана) çӳреттĕм. Вăрмăнĕ ун чух пирĕн питĕ пысăкчĕ: ялтан çур çухрăм каятăн та, сĕм вăрман пуçланать. Ун урлă каçма 60 çухрăм ытла — Пăрачкав патне çитичченех каять вăл. Тăршшĕ темиçе çĕр çухрăм та пулĕ — эпĕ ăна пĕлместĕп...

Пĕррехине, хура кĕркунне, мана инçетри вăрмантах сĕм тĕттĕм кăç пусса лартрĕ. Пĕчченскер, тĕттĕм вăрманта çĕр выртма çӳçентĕм. Ял енне хура вăрманти кукăр-макăр çинçе сукмакпалах васкаса утатăп. Тĕттĕм пирки куç курмасть те, лакăм-тĕкĕмсенче такăнкалатăн, хăш-пĕр çĕрте сукмакран аташса кайнисем те пулаççĕ.

Утатăп васкаса ансăр сукмакпа. Сасартăк таçта, питĕ инçе, хам хыçăмра вăрăммăн кăшкăрса янратнă сасă илтĕнчĕ. «Эх, шеремет! Такам сунарçи манран та хыçаларах юлнă иккен», — терĕм те эпĕ çакна паттăрлатас тесе ăна хирĕç хам та хыттăн кăшкăртăм... Эх, унччен те пулмарĕ, çав кăшкăрни ман паталла хăвăрт çывхарса-çывхарса пычĕ. Эпĕ шăпăрт пултăм. Ку çын мар иккен, арçури пулчĕ пулас тесе çӳç-пуçăм виреле тăрса кайрĕ. Хай арçури мана хуса çитрĕ: вăл пĕрре ман хыçра, тепре ман умра ӳхĕрешсе кăшкăрать. Хам та илтетĕп: таврара хăрăк йывăçсене шăтăрт-шатăрт хуçса, туратсене ватса çак арçури пĕрре ман умалла, тепре хыçалалла иртсе каять, ух! та ух!.. ух! та у-ху-хух! тесе кăшкăрать. Каярахпа вĕсем иккĕн пулчĕç. Иккĕрен пĕри — умран, тепри хыçран кăшкăрса пыраççĕ. Хам турра кĕл тăватăп, текех турă ятне асăнатăп, — анчах та ахалех! Вĕсем пур пĕр манран юлмаççĕ, турăран та хăрамаççĕ. Хăранипе тата васкаса утнипе хамăн пит-куçран шапăртатса тар юхать, пит-куçа текех çĕлĕкпе шăла-шăла пыратăп. Çан-çурăм та тарласа лăчах шыва ӳкрĕ. Аран уя тухрăм та, арçурисем кăшкăрашса каялла сĕм вăрман ăшнелле кĕрсе кайрĕç. Чылай утсан Йĕкĕс шывĕ хĕррине çитсе канма лартăм... Ларатăп канса. Çак самантра хыçал енчен такам хашăлтатса, тур çырлах! çырлах турă! тесе пыни илтĕнчĕ. Чĕнтĕм те хайхине — ку хамăр ялсемех, тепĕр сунарçă — Каскăн Йăванĕ пулнă иккен...

Малалла

Çумри телей


Ма эп сана курман хальччен?

Курсан та сан çине пăхман.

Сана пĕлсен те çак кунччен

Эс хитрине асăрхаман.

Эп суккăр пулнă-ши элле?

Куçсемпе мар, паллах, чунпа.

Çӳренине çумрах телей

Сисмен пуль эпĕ çавăнпа.

Ĕнер, ак, куртăм та сана

Яланхилле эп урамра,

Эс йăл кулса илни мана

Çĕклерĕ çулăм чунăмра.

Ăнланаймарăм ма иккен

Çак çулăм илчĕ пĕçертсе

Мана çав самантра. Каçчен

Вара çӳрерĕм тĕлĕнсе.

Ăнлантăм пулнине эс кам,

Чунпа илемлĕ пулнине.

Ăшра калать мана такам

Мана эс чăн-чăн кирлине.

Ĕмĕтленсе эп çавăнпа

Паян çӳретĕп мĕн иртен.

Ман тулчĕ чун савăнăçпа.

Шухăшсем те — пĕр сан çинчен.

Çиле хирĕç сан ялна


Шур çĕр çине хăяккăн

Ӳкет юр чалăшса.

Питрен çапать çил-аскăн

Çиллессĕн, тавлашса.

Вăл шăхăрать çиленнĕн

Мана хăлхасенчен.

Хĕрелнĕ, кĕренленнĕ

Ман питĕм ик енчен.

Вĕрет çил чарăнмасăр,

Тĕкет вăл кăкăртан.

Утаймăн ăнтăлмасăр

Çил вăйлăн çапнăран.

Анчах та эп пăхатăп

Мала, куçа хĕссе.

Çитес çĕре васкатăп

Сана курас тесе.

Çак вырăн — санăн ялă!

Унта эс пурăнан.

Мана кĕтни эс паллă:

 

Çил витĕр курăнан.

Хĕрӳ юрату чирĕ

Канма памасть мана:

Утатăп çиле хирĕç

Çавна пула ялна.

Авланас умĕн


Сарăлса вăйланчĕ ман çунатăм.

Ма тесен, мана эс юрататăн!

Эп сана каларăм: «Пул ман арăм!»

«Санăн эп», — тесе эс хуравларăн.

 

Алла-аллăн, харăссăн утатпăр.

Кашни утăмрах чуптăвашатпăр.

Çепĕç тутусем кулса чĕтреççĕ,

Тапать хăвăрт кăкăрта чĕреçĕм.

 

Çăлтăр евĕр йăлкăшать сан куçă:

«Паянран ман чунăм саншăн уçă!»

Юратса сана эп ыталатăп.

«Манăн эсĕ!» — савăнса калатăп.

 

Темшĕн пит тĕтреллĕн ăнланатăп:

«Çак эпех-ши халĕ авланатăп?»

Анчах та çакна аван пĕлетĕп —

Эп сана чăнах качча илетĕп.

Прометей


И.Я. Яковлев çуралнă куна асăнса

 

Тĕп асатте сăпки ман ялăм,

Кунта пуçлать тапма чĕри.

Мĕн ачаран, тĕреклĕ халлăн

Çĕре таптанă ун ури.

 

Çурла тытса тыр-пул та вырнă,

Сăнанă халăх пурнăçне.

Çăпатине те хуçнă, сырнă,

Анчах, çухатнă канăçне.

 

Чунне кăшланă тĕрĕсмарлăх,

Пĕрин — пурри, теприн — çукки.

Çынра юратнă пархатарлăх,

Кĕçех вăл çакнă шкул сумки.

 

Ачаранах темскер чухланă,

Тем кĕтнĕ тĕттĕм кĕтесре.

Мала утма сукмак шыранă,

Пĕр вĕçсĕр ишнĕн тинĕсре.

 

Çав тинĕсре Йăван, тен, курнă

Маякăн çутă пăнчине.

Кĕç тытăнать шыравлă пурнăç,

Çул чĕннĕ Кушкă ачине.

 

Халь янăрать тăван чĕлхеçĕм,

Вăл — пирĕн пурлăх та телей.

Тавах сана, Мăн Асаттеçĕм, —

Чăваш титанĕ, Прометей.

Йăлай Йăкăначĕ


Ĕлĕкрех, туя-мĕне кайсан, Йăлай Йăкăначĕ: «Вăлтă хулли — пĕвĕм пур, авкаланать, хуçкаланать, туй илемне вăл кӳрет», — тесе юрлатчĕ хăй куçĕнчен пĕтĕм халăха пăхтарса. Анчах, чылай авланнă хыççăн, Йăлай Йăкăначĕн пĕйвĕ авкалăнми пулчĕ, ĕлĕк туй илемне кӳнĕскер, колхоз илемне яракан пулса кайрĕ.

Колхоз йышĕ ывăна пĕлмесĕр тырă вырать. Йăлай Йăкăначĕ ĕнтĕркесе çӳрет. Кĕлте кутне тăрсан та, уй куçласа тăрать, кĕлтине çыхнă чухне те тем çинчен шухăшласа вăхăта ирттерет. Кăштах ĕçлесен, выртса канса илет. Тем амак пулнă?

Арăмĕ ăна:

— Мĕн ӳрĕк-сӳрĕк ĕçлетĕн? Çынсем тар юхтарса ĕçлеççĕ. Эсĕ пур —пĕççӳне тăратса выртатăн! — тесе вăрçать.

— Чирлерĕм, — тет Йăкăначĕ, ĕнсине хыçса.

— Мĕнле чирпе? — ыйтаççĕ колхозниксем.

— Рак чирĕпе, — тет Йăкăначĕ, ним шухăшласа тăмасăр. — Хырăма рак кĕрсе кайнă. Ой, ыратать! Чĕрем шартах татăлса кайрĕ пулмалла. Ой!.. — çĕленле авкаланнă пек пулать, пичĕ çине асап йĕрĕсем кăларать.

— Йытă çитĕрех! Йăкăнатăн чĕри сылтăм енне куçса ларнă. Сылтăм енчен тытса кăтартать, — тесе кулаççе колхозниксем.

— Апла пулсан, чĕре мар, хăмпу ыратать пулĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 296 297 298 299 300 301 302 303 304 ... 796