Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Аслă халалЮманлăхра çапла пулнăКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеШăплăхри аслатиПирвайхи юратуТаркăнТаркăн

Мехел çитсен...


Сунман, пĕлмен сана тĕл пуласса...

Чĕре, ăнман чĕре, темле куçларĕ.

Пит ĕненмесĕр урăх курасса,

Çапах, çапах малашлаха шанса.

Пĕр кулянса та пĕр хавасланса

Вун-вун çынран пĕртен-пĕрне упрарĕ.

 

Анчах Джоконда евĕрех сăну

Тĕлĕкри пек хăш чух: халь-халь çĕтессĕн.

Вара сисмесĕр çуралать чĕнӳ

Иртин — иртни! Ан юлтăр куляну —

Çĕмĕрт сивви кăшт тĕкĕннĕ чуну

Чĕрĕлмеллех — мехел çитсессĕн!..

Чул чĕреллĕ эсĕ...


Чул чĕреллĕ эсĕ. Санăн юн тымарĕсенче юн мар, шыв юхать. Ниепле те вăхăт тупса мана шанкăравламастăн. Çур сăмах та пулсан каламастăн. Чунăма лăплантармастăн. Эпĕ вара асапланатăп та асапланатăп. Çавăн чухлĕ асапланма пулать-шим? Пуçăмри шухăшăмсемпе чĕрене çивĕч çĕçĕ евĕр пайăн-пайăн ваклатăп. Кам валли ваклатăп? Мĕн тума ваклатăп?

Миçе ĕмĕр пурăнма пултарать-ши асап чĕрере? Чĕре тĕпĕнче ерипен çывăрса кайса çĕнĕрен те çĕнĕрен вăранмалли вăрттăнлăха пĕлет-ши вăл? Кам вут пăрахса тăрать-ши асаплану кăвайтне? Чĕре-ши е чун-ши? Тен, пурнăçланайман ĕмĕтĕм?

Мĕн тума кĕтетĕп-ши эпĕ санран пĕрех хут шăнкăрав? Пĕлетĕп-çке нихăçан та шăнкăравлас çуккине. Пĕлетĕп-çке! Мĕн пĕлмелли мар унта. Ытла та ансат вăл, çав тупсăм. Ĕмĕрсен тупсăмĕ... Çăлтăрсен тупсăмĕ... Ытла та ансат... Эсĕ мана юратмастăн! Çав анчах!..

Асаплă чăтлăх


Йӳç асилӳллĕ кĕçĕр шăплăх,

Йывăрăшпе пусать... пусать...

Хĕл каçĕ — вĕç-хĕррисĕр чăтлăх,

Шеллевсĕр шухăш — хĕç-турат.

 

Пĕлетĕп лайăх: ĕçкĕм-тертĕм

Сĕм чăтлăха илсе кĕрет.

Туса сăлтавсăр кӳрентертĕм,

(Курка çеç лайăх ӳсĕре).

 

Пуç кăшт хĕрсессĕн ăсăм катăк,

Çыртма пĕлместĕп чĕлхене.

Халь çавăнпа ак тăрăнатăп

Эп çивĕч хĕç-турат çине.

 

Пăшăлтатать чун-чĕм, мăнтарăн:

«Куклен те чĕркуççи çине

Ыйт каçару, эп пуртă парăп...

Вăл кастăрах тăмсай пуçне».

 

Каçарĕ-ши кӳреннĕ тусăм

Ăсне çухатнă ухмаха?

Ах, мăраланчăк-çке пит шуçăм.

Хăçан-ши сирĕ чăтлăха?

Киле таврăнни


Пурнăç — вăрăм вĕрен,

Тăршшĕ — ман ĕмĕре.

Явăнать, сӳтĕлет

Иккĕлле, виççĕлле.

Çухалассăм килмест

Çĕр çинчен, тĕнчерен:

Ман тăван килĕме

Пуснă халь вĕлтĕрен.

Ятăма çĕклеме,

Килĕме таврăнма,

Картишне тасатма

Тытрăм эпĕ кӳме.

Эй, çĕлен пек утсем!

Чуптарса, уттарса

Халь вĕçтерĕр вĕçсех,

Шăнкрава янратса.

Çитрĕм эп килĕме

Çĕр хута, çĕр çурса.

Ак тăрать вăл: хӳме,

Чӳрече... эх, курсам...

Нумай иртрĕç çулсем,

Нумай пулчĕç çулсем...

Тăван кил, тăван кил,

Аса ил, аса ил...

Пурнăç — вăрăм вĕрен,

Тăршшĕ — ман ĕмĕре.

Явăнать, сӳтĕлет

Иккĕлле, виççĕлле...

Вучах


«Садра çунать хĕрлĕ пилеш вучахĕ,

Анчах вăл никама та ăшăтмасть», —

Чуна кĕрет Есенинăн сăмахĕ,

Вăл çуратать çĕн юрă, çĕн сăмах.

Хуркайăк картисем, ăçта вĕсем халь

Вĕсемсĕрех халь йывăр-ха чуна.

Тен, çавăнпах-ха шухăшсем пит шухă,

Тен, çавăнпах садра пилеш çунать.

Садра халь кĕркунне пек хăш чухне.

Асри ачалăх уйăх пек çап-çутă.

Çут пайăрка пек сӳннĕ çуркунне.

Садра халь кĕркунне, ман пурнăçра та.

Анчах вăл çуркунне пек хăш чухне.

Асри ачалăх уйăх пек çап-çутă,

Çут пайăрка пек сӳннĕ çуркунне.

Хĕрлĕ палан та пилеш


Хĕрлĕ палан та пилеш

Савнă анне пахчинче,

Халь эс манпа ан кӳлеш

Иртнĕ кун-çул вĕçĕнче.

Килтĕм эп халь инçетрен.

Улшăннă йăлт тăван кил.

Ма савăнмастăн, сирень,

Мĕншĕн шăплантан эс, çил?

«Альăк-çке килчĕ», — тесе

Савнă пахчаçăм хыçне

Хирĕç тухмарĕ кĕтсе.

Алăк уçмарĕ анне.

Тăлăххăн, хурлăхлăн, тен,

Пĕр иртĕхсе, шăхăрса,

Аскăнчăк çил-çулçӳрен,

Иккĕн юрлар-и ларсах?

Çак пилешпе палана,

Çак кăн-кăвак сирене

Ват аннеме курнăнах

Эп ыталап пĕчченех.

Шаннă кĕл чечек


— Геннадий Петрович машинăпа çапăннă! — кăшкăра-кăшкăра Тĕрек ялне хĕвеланăç енчен чупса çитрĕ Кĕтерне.

— Ăçта? Мĕнле? Хăш тĕлте? — çухăрашрĕ пусă патне пуçтарăннă темиçе хĕрарăм.

— Çулăн хамăр енне пăрăнса кĕнĕ çĕрте, — ăнлантарать хыпарçă пит çăмарти тăрăх шăпăртатса анакан куççулĕпе пĕрле тарне тутăрĕпе шăлса. — Машини йăвансах та кайман. Анчах хăйĕн сăмсинчен палкаса юн юхать. Эпĕ ăна уçă çĕре аран-аран кăларса вырттартăм. Вăл сăмахсемпе перкелешрĕ, вара кăтăш пулчĕ. Ах, — ассăн сывларĕ Кĕтерне тепĕр хут. — Эпĕ ял енелле чупма пуçларăм çеç — Геннади хăрăлти сасăпа йынăшса илчĕ: «Ăнланмарăн эсĕ мана, Тариç... Çавна пула юн тымарне... Сывă пул, Тариçĕм, сывă пул, çутă тĕнче те... Л-е-е-ре тĕл пуличчен..."

— Чим, мĕн туса тăратăр? Марук аппа, сирĕн телефон пур вĕт. Хăвăртрах «Васкавлă пулăшу» чĕнĕр...

Марук текенни çийĕнчех пӳрте кĕчĕ. Ыттисем ял вĕçнелле, инкек пулнă çул еннелле васкарĕç. Вĕсем хыçĕнчен кĕçех темиçе арçын чупса çитрĕ.

— Мĕнле астăвайман-ши тата?

— Эрехпе супăшаканни те мар вĕт.

— Ара, инкек куçа курăнса килмест. Паян чиперех пурăнатăн, ыран... — Çапла калаçа-калаçа Тукас çыннисем аслă çултан ялалла пăрăннă асфальт хĕррине, хăяккăн выртакан симĕс «Жигули» патне çитсе те тăчĕç. Машина ним пулман пекех кĕрлет. Моторне те сӳнтермен. Ăна чĕртекен уççи çăринчех. Анчах Геннадий Петрович, урапаллă тусĕпе юнашар выртаканскер, ни вилĕ, ни чĕрĕ: никама та палламасть, куçĕсем шăвăçланнă, пырĕ хăрăлтатса кăна тăрать. Арçынсенчен пĕри, шофер таврашĕ — çийĕнчех машинăна сӳнтерчĕ, унтан аманнă çынна асфальт хĕррине йăтса тухрĕ. Ăна ыттисем те пулăшрĕç. Çав самантра тахăшĕ аптечка çинчен аса илчĕ. «Часах!» тесе ăна илме такам «Жигули» ăшне хĕсĕнсе кĕнĕччĕ кăна — тул енчен пĕри йывăррăн тухакан сасăпа хуллен сăрхăнтарчĕ: «Ви-и-лчĕ...» Самантрах иккĕшĕ Генăна ирĕксĕррĕн сывлаттарма, алли-урине лăскама тапратрĕç. Ку вăхăтра «Васкавлă пулăшу» килсе çитрĕ. Анчах тухтăрсем тинех пулăшаймарĕç. Санитари машини вилене тăван килне — ял варринчи пĕлтĕр çеç пурăнма кĕнĕ пилĕк стеналлă çурта — турттарса пыма çеç кирлĕ пулчĕ.

Малалла

Эс — вăл мар...


Эс — вăл мар...

Урăхла эсĕ — ырă.

Юратма çеç

хăратăп тата:

виçĕм çул

арканса ӳкнĕ хырăн

тымарри тăсăлать

ман пата...

Çĕнĕ кун


Асамлăх пур вăраннă кунăн:

Йыхравласа тĕнче хĕрне

Хĕвел хевте хушать халь чунăн

Кашни-кашни тĕпренчĕкне.

 

Мана эс вăратан хĕвел пек,

Шевле пек сĕртĕнсе питрен...

Сисетĕп: нихăçан кĕвелмĕ

Хĕвелĕм иккĕ чух — чĕре!

Пăлатка йăмрисем


Мĕн-ши пулнă, кур-ха,

Çак йăмрасене?

Ларса тухнă чуххăм

Пĕве хĕррине.

Пилĕке çитеççĕ

Çивĕт-туратсем,

Ман çула шăлаççĕ

Çыранта вĕсем.

Çамрăк-ха хунавĕ,

Ав, пĕрин, курап,

Чи илемлĕрех вăл —

Яштака турат.

«Çакăн пекчĕ мар-и

Эпĕ те вара? —

Ват аннем каларĕ, —

Хĕр чухне, ара».

Шыва утса кĕнĕ

Чĕркуççи таран

Йăмрасем çӳçеннĕ

Те кăшт сулхăнран.

«Эп кĕпе чӳхеттĕм

Çакăн пек ялан, —

Тет каллех аннеçĕм, —

Пурччĕ вăл йăла».

Эпĕ çеç пĕлмерĕм

Пĕр сăмах хушма:

Аякра çав иртрĕ

Çамрăклăхăм ман.

Миçе çул курман эп,

Миçе каç савман

Çак йăмрасене те,

Ватă аннеме?!

Савнă тăван ялăм

Пăлатка тесе

Яланах упрарăм

Пĕртен-пĕр тĕсе:

Ав, пĕве, йăмралăх,

Юнашар — анне.

«Сывă-и, — тет, —

Альăк», —

Шăннă кĕркунне.

Мĕн каласшăн — калĕç

Йăмрасем мана.

Ларса канăп халĕ

Эп те çырана...

■ Страницăсем: 1... 510 511 512 513 514 515 516 517 518 ... 796