Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТанатаАслă халалПахчапа мунча хуҫиХурапа шурăКулăшла калавсемАли-паттăрСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнеке

Тăван ялта


Кăвак-ха ир, тулта кĕрхи пăтранчăк.

Куçа уçатăп, тарлă кантăка

Сăрлать тумлам, ыйхă таçта тумланчĕ,

Вăраннă ял ĕне сума васкать.

Ялта, ялта эп, ма ытла вăл ырă?

Тен, вăхăтлăх кăна-ши килнĕрен?

Çĕрулмипе эп юратап сĕт-турăх,

Ялта сĕтел тулли вăл килĕрен.

Пĕве çинчи лаштра йăмрасемпе эп,

Çатан карта çумне кăшт таянса,

Çĕр каçипе пĕччен тăрса ирттерĕп,

Ял каçĕ савнă хĕр пек туйăнсан.

Ирĕксĕрех, ак, вĕçрĕ шухă шухăш

Ял пики пек именчĕклĕн таçта.

Ман кантăк умĕн иртрĕ хăвăрт тахăш,

Ăшра кăртах тем туртăнчĕ — тăхта!

Ах, ял, паллах, çавах темле пулсан та,

Шур кăмака ăшшиллĕ шур пӳртре

Сайра хутран кушак, тен, пит çусан та,

Кĕç такама кĕтетĕн инçетрен.

Кăвак-ха ир, тулта кĕрхи пăтранчăк.

Куçа уçатăп, тарлă кантăка

Сăрлать тумлам, ыйхă таçта тумланчĕ,

Вăраннă ял ĕне сума васкать.

Кашкăр ами тата кăкăр ачи амăшĕ


Каяс çула çил-тăман хупларĕ. Автобус кустăрми çул урлă вĕçтерекен юкана çĕнтереслĕн хăвăртрах та хăвăртрах кусрĕ... Юкавара çул кĕтессинче те юлмарĕ, айлăмра та лăпланса выртса юлма пĕлмерĕ, сăртра пушшех туллашма пуçларĕ — чӳречеренех чĕлхипе çулласа илчĕ. Каçа хирĕç çил-тăман тамалаканччĕ. Паян, темскер, ирĕкне йӳле ярсах алхасма пуçларĕ. Тӳпере чарăна пĕлми ал арманĕ аврăртать тейĕн, кĕрпине те, çăнăхне те тăкать çеç уй-хире. Куç курми сăлпăран вĕçтерет. Юр кĕрчĕсем авă, иртсе пыракан çуртсен пӳрт тăррине çивитти таранах хӳсе лартрĕç. Алăка уçса кĕме çук шăлса лартрĕ. Çурт çамкисем те кантăк ани таранчченех шур çĕлĕк тăхăнчĕç. Таврари ялсем çил-тăман чаршавĕпе хупланса каçхи ыйха пута пуçларĕç..

Хушшăн-хушшăн çула та кĕрт хӳсе пырать. Пĕр ПАЗик çеç, сурăх путекки пек паттăрланса, хăй хыçĕнчен кăтра шу-рă хӳре пăркалантарса, малаллах сиккелесе-чупкаласа каяс çула кĕскетрĕ. Автобусĕ ăшă, хăтлă. Ларса пыракансем урамри ахăр-саманана кинори евĕр чӳречерен çеç курса пыраççĕ-ха. Анчах камăн анса юлма вăхăт çитет, сăнран улшăнса самантарах темле çирĕп шухăшлăн хевтеленсе ӳкеççĕ те куç курми тĕттĕм çавра çил ăшне чăмаççĕ, пач çухалаççĕ.

Малалла

Кĕр хыççăн, кĕт, сив хĕл килет...


Кĕр хыççăн, кĕт, сив хĕл килет

Хăй йĕркипе, хăй кĕввипе.

Пире çанталăк тĕрĕслет

Пĕр шăрăхпа, пĕр сивĕпе.

 

Хӳме пек çӳллĕ кĕрт лартма

Пултарĕ тăвăл çĕрĕпе.

Шатăртаттарĕ шартлама, —

Çӳçенмĕп, тĕнмĕп, чĕрĕп пек.

 

Чунра — хавал, хулра — вăй-хал,

Чĕре — вĕри, тĕллев — таса.

Хăлатланас та ак халь-халь

Вĕçсе каяс пек космоса.

 

Çанталăк тĕрĕслет пире, —

Ăс-туйăма тăрăлтарать.

Сăн-пит çуталнă çиçĕмре,

Хĕвел тасалăхĕ чунра.

Çуна праçникĕ...


Çуна праçникĕ... çуна праçникĕ —

Телĕнмелле уяв.

Яш-кĕрĕм пĕрерĕн е иккĕн

Тухма тытăнать вăййа.

 

Çуна уявĕ иртсессĕн,

Тухаймăн эс çунапа.

Савни ют ялта кĕтсессĕн, —

Утаймăн шыв-шурлă çулпа.

 

Утаймăн...

Ним те тăваймăн.

Тăхта, эппин, ыр тĕлпулу.

Шăнкăртатса янратмĕ

Илĕртекен куллу.

 

Çĕр типĕ. Ем-ешĕл курăк

Чĕнĕ тухмашкăн çула.

Сана пирĕштийĕн курăп:

Ыталăп чăн-чăн паттăрла.

 

Утăпăр уйăх айĕн

Хĕвел шевлисем выличчен.

Калаçмалли нумай-мĕн... —

Пурнайăп-ши эп каçчен.

 

Çуна праçникĕ...

Яшлăх

Тухасшăн хĕрӳ акана...

Питравра анне тухасшăн

Килме сан патна

Хăнана.

 

Савни пуçне пĕкрĕ. Йăл кулчĕ:

«Ах, кирлĕ мар васкама...»

Пире вăрман урлă курчĕ

Хĕвел, васкаса тухнă май.

Çемье — вăл ырлăх та телей...


Çемье — вăл ырлăх та телей:

Ăна пĕлсессĕн упрама,

Çитетĕн эс çитес тĕле,

Хална ямастăн харама.

 

Çемье — вăл савнăç яланах:

Кулать, вылять ача-пăча.

Упрать вăл сан малашлăхна,

Пĕлместĕн тунсăха пачах.

 

Çемье — вăл хурлăх та асап, —

Ху пĕлмессĕн пурăнма:

Эрех сан вĕçĕмсер асать,

Памастăн ырлăх арăмна.

 

Çемье — татулăх, килĕшӳ.

Вылять йăл-кулă сăн-питре.

Нихçан та уссăр хĕвĕшӳ

Хуçаланаймĕ сан пӳртре.

 

Çемье — пĕршухăшлăх, хăват

Парса тăрать ĕмĕрлĕхе.

Вăл — чĕрери таса сăвап,

Упрать тек пирĕн пĕрлĕхе.

 

Турă пани, Турă çырни

Санпа пулсассăн юнашар,

Иккĕленӳ те чун çунни

Иртсе каять-çке, ним те мар.

 

Çемье — вăл никĕс те тĕрек,

Йăх-тĕп пĕрмай аталанать:

Çӳл тӳпери çут çăлтăр пек

Юрату куçĕ йăлтăрать.

Юратуçăм-юрату...


Эсĕ çумра çук чухне

Питĕ йывăр-çке чуна.

Ăшăм вăркать ман, çунать

Эсĕ çумра çук чухне.

 

Улăхри чечексене

Эп татап пĕр саншăнах.

Эп çыхап пуçкăшăльне,

Парнелесшен, саншăнах.

 

Утă çулма эп тухап

Санпала пуласшăнах.

Паккуссене тавăрап

Юнашар тăрасшанах.

 

Юратуçăм-юрату,

Чуна меншĕн çунтарать?

Çук-тăр туслăхпа тату?

Килĕшӳ çук, — çунтарать.

 

Юрату çак тĕнчĕре

Вăй парать, пĕрлештерет.

Çавăнпах кил-тĕрĕшре

Сăпка кĕвĕллĕн сикет.

 

Арăм çумра пур чухне

Питĕ çăмал-çке чуна.

Ман чĕреçĕм савăнать

Арăм çумра пур чухне.

Пит ла-йăх


Кĕркунне, çитрĕ çав кĕркунне.

Пĕр ула лаша пур-çке ман. Хăлхине усса çӳрет вăл. Хам та эпĕ хăлхана усса çӳреп те.

Ман хăла лаша пуçĕ хушка та. Хам эпĕ кукша та.

Çу каçах лайăх пăхрăм лашана, çерем çине кая-кая çитертĕм ăна, каю та çитернĕ, хăмăл çине те яман — кăкарнă-çке те ăна. Çапах тӳрленсе çитмерĕ-çке ман лаша.

Вĕренлеп лашана çырма пуçне, çеçем çине, улах çĕре: «Пăртак çыртмалăх курăк пур, çитĕр-ха çакăнта, самайланмĕ-ши ку ман лаша», — тесе шутланă-çке те эпĕ.

Çиессине çиет, аванах çиет темелле пек, темле, хăрарах çиет, шарт-шарт сикнĕ пек, мăш-мăш тăвать, темрен хăранă пек; пуçне çĕклемест, пуçне чиксех, ун-кун пăхкаланă пек тăвать. «Пуçне çĕклесе пăхма та хăрать-ши вара ман хăла лаша?» — тесе шутласа та пăхнă пуль эпĕ. «Сывă-ши ку, вар-хырăм хирĕçмест-ши ун?» — тесе чĕркуçленсе, лаша хырăмне сулахай хăлхапа тăнласа та пăхнă эпĕ (сылтăм хăлха клуххуй та ман). Вар-хырăмĕ хирĕçни туйăнмасть.

Çапла пăха тăркачах ула лаша тӳрленмерĕ, начарах çӳрет, хырăм айĕнчи юпахĕ те тăкăнмарĕ ун. Хамăн та ман янах айĕнчи юпах тăкăна пĕлмерĕ те, мăклансах çӳрет — лаша юпахĕ пекех. Çавăнпа пуль çав «юпах янах», «кокшă пăç» теççĕ мана çынсем.

Малалла

Сывлăш пĕр тусансăр...


Сывлăш пĕр тусансăр. Тăрă:

Хурăн-шăпăр тасатать ăна.

Эп утап Кĕтне çыранĕ тăрăх,

Тĕкĕр-шыв кăтартрĕ ман сăна.

 

Аякра кăвакалсен сассийĕ,

Ват йăмра — тӳлеклĕхе хурал.

Шурă пĕлĕтсем сивлек юр сийĕн

Курăнаççĕ янкăр тухăçра.

 

Кĕрхи каç илемĕ маншăнах-тăр.

Вĕçертсе яратăп шур плаща.

Асăмра-çке «акăр çулĕ такăр»,

Чунăмра — «юрт, юрт, лашам».

 

Асаттем юратнă çак тавралăх

Тăнăç пурнăç илемне мухтать.

Ĕçпе чапшăн тĕнче курнă халăх,

Манăн халăхăм, çакна упрать.

Тамаланса сӳнсен шевкен...


Тамаланса сӳнсен шевкен,

Уя каç сĕмĕ хупласан,

Тăванăм, хăш-пĕр чух пĕччен

Ларатăп шухăша путса.

Тăкать сар çулçине пахча,

Куратăп, шурă ĕнтрĕкрĕ,

Уй вĕçĕнче, çӳрет ача.

Таçта пĕччен чепчен йĕрет.

Çук, чепчен мар, ку ман чĕре.

Ачи вара — чăваш чĕлхи.

Хура çĕре хуплать тĕтре,

Ак, курăнмасть ача мĕлки.

Пин-пин çут çăлтăр айĕнче,

Чăваш чĕлхи, сана валли

Ытла та тăвăр-им тĕнче?

Тен, ку хура элчел палли!

 

Тамаланса сӳнсен шевкен...

Çутă


Çӳл тӳпене çут уйăх тухнă.

Ăшă ыйха ман ялăм путнă.

Çиçсе выртать шур юр — тасалăх,

Ытарма çук хитре тавралăх.

 

Мĕнпур ял-йыш çыврать халь тутлă,

Пĕр чӳрече сапать-ха çутă.

Вăл çунмасан, итле-ха, тусăм,

Сӳнсе ларатчĕ çутă уйăх.

 

Пĕр мăрьерен тухать-ха тĕтĕм,

Шăп çур çĕрте эп çитрĕм, кĕтĕм.

Çынсем кураççĕ тутлă тĕлĕк,

Кунта кĕтсе вулаççĕ кĕлĕ.

 

Çак çутă та вучах ăшши —

Ман пурнăçăн таппи, тĕшши.

Вĕсем сӳнсен — сӳнет хĕвел те,

Вĕсем те эсĕ — ман телейĕм.

 

Пĕр мăрьерен тухать-ха тĕтĕм,

Эп çав пӳрте, туссемĕр, кĕтĕм.

■ Страницăсем: 1... 511 512 513 514 515 516 517 518 519 ... 796