Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Суя телейПограничниксемКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...ЙĕрсемКĕмĕл кĕперХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхÇавал сарăлсан

Çумăр витĕр...


Аякра ялкăшать асамат,

Чунăма асамлать çак самант.

Илĕртет инçете çут кĕпер,

Кĕтрете ĕненеттĕм ĕнер.

 

Кĕтрете ĕненеттĕм ĕнер,

Сан ятна янтăларăм кĕпер.

Аçа çапрĕ, салатрĕ чăл-пар,

Ăшăмра ялкăшать халь кăвар.

 

Ăшăмра ялкăшать халь кăвар

Куç умне шав тухать пĕр сăнар.

Асилсе иртсе кайнă куна

Ахалех асаплатăп чуна.

 

Асамат çухалать аякра,

Пĕр сăнар çаплипех асăмра...

Апат çав


Çуркунне. Хура кураксем килнĕ.

Юр кайса пĕтмен. Ирпе-каçпа шăнтать. Хĕвел тухать. Ăшăтать, çанталăк уяр. Ăшă. Вунă çул ытла ĕнтĕ вăл.

Ун чухне эпĕ чухăн пурăннă. Çăкăр çитмен пирĕн. Мĕскĕн çын пулнă эпир.

Ут-улăм çитмен. Выльăхсем те мĕскĕн, выçă пулнă. Шăннă юр çинчен ирпе вăрмантан выльăхсем валли чĕрĕ çапă сĕтĕрнĕ эпир.

Халĕ мана пуян-куштан теççĕ. Пуянни ытла пуян мар та икĕ лаша, икĕ ĕне, вуник сурăх, виç качака, икĕ хур, пилĕк кăвакал, вунпилĕк чăх, вунă вĕлле хурт усратпăр эпир.

Тăхăнмалăх кĕрĕк-сăхман, кĕпе-йĕм пур.

Виçĕ шĕшлĕ, икĕ çĕçĕ, çичĕ калăп пур ман.

Çирĕм мăшăр хуçнă çăпата, икĕ çыхă туса хунă пушăт, çирĕм пĕр мăшăр мунча милки кашта çинче çакăнса тăрать.

Урапа-çуна лайăх, пурне те хам тунă. Виçĕ пĕкĕ ĕç патне лаша кӳлме. Иртнĕ çулла тепĕр хурама пĕкĕ сых ятне авса хутăм.

Чĕн урхалăх виççĕ, сӳс урхалăх çиччĕ, мунчалапа пушăта кустарса явнă урхалăх саккăр.

Халĕ ман пурĕ вунсакăр урхалăх учетра тăрать.

Сӳс вĕрен-тилхепе, хам хăлаçпа хăлаçласан çĕр çитмĕл хăлаç ытла, пичатнăйпа виçсен пурĕ ман вĕрен-тилхепе çитмĕл çичĕ чалăш ытла пуль.

Малалла

Тĕлĕкре эп — ирĕк...


Тĕлĕкре эп — ирĕк, тĕлĕкре — хуçа:

Темĕн те кĕрет-çке манăн ват пуçа.

 

Эп — каллех çунатлă, çичĕ тӳпере

Вĕçсе куртăм мар-и тепĕр хут, эре.

 

Кĕç çĕре ансассăн куртăм сан сăнна,

Хӳхĕм питлĕ-куçлă, ватăлман çынна.

 

Шел, çаплах пулмарĕ каласа сăмах,

Вăрансассăн выртрăм кулянса вăрах.

Тĕнче хĕсĕк теççĕ мар-и...


Тĕнче хĕсĕк теççĕ мар-и,

Ку — чăнах-тăр та...

Сана пач тĕл пулаймарăм

Пĕчĕк ушкăнта.

 

Хамăн пит курассăм килчĕ

Сана çавăн чух.

Пĕр сăмах кăна хушасчĕ —

Эсĕ çук та çук!

 

Чĕрем çеç çунайрĕ вутăн,

Хыттăн сурчĕ тек,

Тӳпери таса та ылтăн,

Çутă çăлтăр пек.

Хĕвĕшӳ


Вĕçсĕр-хĕрсĕр хĕвĕшетпĕр,

Пуршăн-çукшăн кĕвĕçетпĕр.

Ним тăрлавсăр тиркешетпĕр,

Ним сăлтавсăр тĕркĕшетпĕр.

Ыр тумашкăн ӳркенетпĕр,

Чапшăн, мулшăн хĕртĕнетпĕр.

Ырлăхра чух иртĕнетпĕр,

Хурлăхра чух ӳкĕнетпĕр.

 

Мĕн тери пирте айванлăх,

Çавăнпа йăшать тăванлăх.

Мĕн тери пирте наянлăх!

Çилпеле вĕçет пуянлăх,

Ашкăнать пирте куштанлăх,

Çураçтарĕ çынлăх, танлăх.

Тăрăшатпăр та паянлăх —

Çухалать пин хут яланлăх.

 

Эй, этем! Тĕнче илемĕ

Саншăн тепĕр хут килеймĕ.

Мул çитеймĕ туянмашкăн,

Ырă пул эппин, ан ашкăн.

Пурăн пурте савăнмалăх,

Ăшшăн-ăшшăн асăнмалăх.

Тупăн чăн телей, тăванăм,

Пурнăçпа маттур йăпанăн.

Çăлтăрăм, çун!


Çăлтăрăм, çăлтăрăм,

Йăлтăрăн-йăлтăрăн

Çун, çун, çун!

 

Ирттĕрччĕ халсăрлăх,

Çиттĕрччĕ харсăрлăх, —

Çун, çун, çун!

 

Юсăнтăм вăхăтсăр,

Юлтăм-çке хăтлăхсăр, —

Çун, çун, çун!

 

Сирĕлтĕр тĕттĕмлĕх,

Вилĕмлĕх-çĕтĕмлĕх, —

Çун, çун, çун!

 

Ĕмĕт ан татăлтăр,

Ĕмĕр ан катăлтăр, —

Çун, çун, çун!

 

Çимĕçлĕ кунăмçăм,

Имлĕхлĕ чунăмшăн, —

Çун, çун, çун!

 

Ытлă-çке шырлăхĕ,

Хутшăнтăр ырлăхĕ, —

Çун, çун, çун!

Икĕ çыру


Пĕр çыру илтĕм эпĕ. Хамăр çĕр-шывран мар, ют çĕртен килнĕ вăл çыру.

Чехословаксем Хусана пырса кĕнĕ вăхăтра ман пĕр юлташ, офицер пулнăскер, чехословаксен çарне кайнăччĕ.

Кайрĕ те таврăнмарĕ, çухалчĕ. Пĕр хыпар та пулмарĕ.

«Вилнĕ пуль ман юлташ», — тесе ку таранччен пурăнаттăмччĕ эпĕ.

 

* * *

Кĕтмен хушăран вăл мана çыру ячĕ.

Çырăвне вырăсла та, чăвашла та хутăш çырнă.

Хăш-хăш вырăна, сăмах хушшисене, вăрттăн паллăсем туса çырса янă вăл — мĕн-мĕн çырнине манран пуçне никама та ытла пит пĕлтерес мар тесе çырнă пулмалла хăй.

Леш, 1918 çулта, ясмăк акнă чухне, эпĕ те унпала Совет йĕркине хирĕçлерех калаçаттăмччĕ те.

Çавăнпа çапла çырнă ĕнтĕ вăл ман юлташ.

 

* * *

Çырассине вăл çапла çырать:

«Сана кил-йышупах салам яратăп. Пирĕн килтисене те салам кала.

1918 çулта эпĕ чехословаксен çарне служба кĕтĕм.

Совет йĕркине хирĕç тăрса эпир Хусана пырса кĕтĕмĕр.

Анчах хĕрлисем пире Хусанта нумай тăма памарĕç.

Эпир Хусантан чакса кайрăмăр.

Малалла

Языково


Ятне илтме тахçан илтсен те,

Пулса курманччĕ ку тĕлте.

Çапах та инçетри килте

Памарĕ канăç аслă витĕм.

Сăртсем кармашнă пĕлĕте,

Кӳл тĕкĕрне курмашкăн килтĕм.

 

Шута кайса лараççĕ ретĕн

Сăртсен шап-шурă çамкисем.

«Мĕскер аса илеççĕ?» — тетĕн, —

Курни-илтни нумай, пĕлетĕн, —

Чи ăслă ватă пек вĕсем.

 

Пуç тӳпинчи кăтри те паллă:

Ем-ешĕл ешерет вăрман.

Вăл, халăх калашле, хăлхаллă,

Кайса курмасăр, кам курман!

 

Ку тăрăхра çӳренĕ Пушкин,

Çапла чап кӳнĕ çак яла.

Çав витĕме хуплаймĕ юшкăн,

Шусан та вăхăт малалла.

 

Кур: Вăхăт пурттипе тĕпретнĕ

Паркри шап-шурă кермене.

Этем ăс-тăнĕ пур. Вăл çитнĕ,

Шăварнă пурнăç калчине.

 

Çапла, йăлт пулнă... Пуç таятăн

Чи хаклă ишĕк никĕсне.

Халь урăх вăй кунта, туятăн,

Кивви, ав, ларнă чикĕнсе.

 

Каç-каç кĕрсе çӳрет яш-кĕрĕм,

Вылять-кулать çак шăплăхра.

Мĕн чухлĕ тĕс те ешĕл тĕрĕ

Куратăн авалхи паркра!

Йăмра


Каç карчĕ чаршавне мăн йăлăмра,

Çӳл тӳпере çут çăлтăрсем çунаççĕ.

Канать, çыврать кăшт тайăпнă йăмра,

Ун айĕнче яш-кĕрĕмсем выляççĕ.

 

Ĕç хыççăн лăпкă, савăк каçсенче

Кунта аван-çке вăйă вылямашкăн,

Йăмра айне сĕвеннĕ сак çинче

Чун савнипе сăпайлăн калаçмашкăн.

 

Çĕр çул та, тен, ларать çав ват йăмра,

Çавах хитре, çавах кăтра туратлă.

Мĕн чул, мĕн чул-ши каччă-хĕр чунран

Ун айĕнче пĕрне-пĕри юратнă?

 

Эп те хĕре юратрăм çакăнта...

Хальччен чĕре нихçан савса курманччĕ.

Лаштра йăмра хумханчĕ те пăртак —

Ăшра асамлă туйăмсем вăранчĕç.

 

Пăхсам, пăхсам: йăмраллă ял çинче

Çут çăлтăрсем ялтăртатса çунаççĕ.

Ахальтен мар сӳнми телей çинчен

Яш-кĕрĕмсем хавасланса юрлаççĕ.

Калайман сăмаха калаймасăр...


Калайман сăмаха калаймасăр,

Тен, эп кайăп сиртен уйрăлса.

Кӳрентернĕ пулсан, каçарсамăр:

Ĕмĕтсем ман пулсаччĕ таса.

Ĕмĕтсем ман пулсаччĕ çунатлă,

Çылăхсем, тен, тăлларĕç чуна.

Çĕр çинче паян кун кам сăваплă,

Кам пĕлет хаклама çут куна?

Чăннипе каласан, пурăнмарăм

Ăмсанса, вăрласа, кĕвĕçсе.

Пурпĕрех канăçа эп туймарăм,

Кунсем çийĕн чарланăн вĕçсе.

Хăш-пĕр чух сар кунсем хĕр аллийĕн

Ачашларĕç хура çӳçĕме.

Хура кун, курайман çын паллийĕ,

Сухаларĕ шап-шур питĕме.

Уйрăлас тăк сиртен уйрăлатăп

Тав туса, юратса, каçарса.

Чунăмпа сирĕнпех эп юлатăп,

Кирлĕ мар хухлеме хурланса.

Юлашки юррăма юрлаймарăм

Пӳрт тулли кĕреке пуçтарса.

Юрлама, тăвансем, юрататтăм,

Апла юрлăр мана асăнса.

■ Страницăсем: 1... 512 513 514 515 516 517 518 519 520 ... 796