Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Акăшсем таврăнаççĕИлле ТăхтиТĕлĕнтермĕш юмахсемВатă чĕре — çамрăк чунТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемПирĕн çулталăкСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнеке

Каплех çав тунсăх, юрату...


Опять тоску, опять любовь

В моей душе ты заронила...

А.Кольцов

 

Каплех çав тунсăх, юрату...

Каллех эп хăр турат пек тăлăх...

Вут евĕр чупрĕ сан яту

Ăс-пуçăмпа ӳт-пĕвĕм тăрăх.

 

Пурнăçланман ĕмĕтĕмсен

Тăпри çинче тăмашкăн йывăр.

Аса илӳ сĕлĕхĕсем,

Тархасшăн ан вăранăр, çыврăр!

 

Çук. Тăрăнчĕç тӳрех чуна.

Тĕнче тапранчă мана хирĕç.

Кала, чиперĕмçĕм, мана:

Çав мĕлкесем чăнах эпир-и?

 

Пĕлтер: сар уйăх çуттинче

Шур кăкăрна чуп тăваканĕ,

Сана вилсе ыталаканĕ

Эпех-и, е ку — тĕлĕк çех?

 

«Мĕнле-ха мансăрăн?» — тесе,

Пăшăрхану куççулĕ витĕр

Ăсатаканĕ кам-ши? Çитĕ!

Палларăм, чунăм: вăл — эсех!

 

... Сикет кун-çулăн урхамахĕ,

Çĕр кукалет, турта хуçать.

Пулнишĕн айăплă хамах-и?

Е кăшт сана та çыпăçать?

 

Халь пурпĕрех. Анчах та темшĕн

Малалла

Шерхулла


Эпĕ мĕн ачаранпах кĕтӳре çӳреп.

Анатри чăвашсем патĕнче — Кавалта, Чупайра, Шăхранта Хапăсра пĕрер çул кĕтӳ кĕтнĕ эпĕ.

Халĕ Вирьялта кĕтӳ кĕтетĕп. Кăкшăмра, Нурăсра, Тенире пĕрер çул кĕтӳре çӳрерĕм.

Шерхулла тесен мана пур çĕрте те пĕлеççĕ.

Вырăс тесен — вырăс мар, тутар тесен — тутар мар эпĕ.

Ман атти Кармăшкасси тутарĕ — Ахмет ятлă пулнă, анне вĕренерсем, Анук ятлăскер, чăваш хĕрĕ пулнă.

Атте Вĕренерте кĕтӳ çӳренĕ чухне аннене качча илнĕ.

Эпĕ ĕнтĕ çвăнпа чăвашпа тутар хутăшла çын.

Выльăхсене лайăх сапаласа çитеретĕп те эпĕ кĕтӳре çӳренĕ чухне ĕнесем сĕт лайăх параççĕ, выльăхсем самăр пулаççĕ.

— Шерхулла пичче кĕтӳре çӳренĕ çул ĕнесем, сурăхсем хĕсĕр юлмаççĕ, сыснасем кĕтӳрен тармаççĕ, — тесе калаçаççĕ маткасем.

Чăнах та, эпĕ ытти кĕтӳсем пек мар, выльăха нихçан та çапса амантман; мана çавăнпа пур çĕрте те юратаççĕ.

Кĕтĕве кĕрешнĕ чухнех халăх çинче малтанах каласа хурап:

— Кĕтĕве ир хăвалăр, кĕтӳ янă чухне урамра ача-пăча выльăха хăратнă ан пултăр, выльăх ирĕккĕн киле таврăнтăр; выльăха кам та пулин çапса, сурăх-сысна урисене персе хуçсан айăп манра мар, — тесе калатăп.

Малалла

Романс


Тĕл пултăм эп сана пĕр ăшă, çутă кун,

Хĕвел йăпатнă чух тăп-тăрă шыв питне.

Куç килчĕ хуралса, кăрт! сикрĕ кайăк-чун,

Эс лăпкăн тинкерсе пăхсассăн ман çине.

 

Эп сисрĕм: чĕрере тем вăрттăн чĕрĕлет.

Хаваслăх-ши унта е канăçсăрлăх çеç?

Анчах та сан çине пăхас, пăхас килет,

Анчах та сан çинчен куçа илес килмест.

 

Таçти тинĕссенче кĕрленĕ хум сасси

Сан сассупа пĕрле вăранчĕ çĕнĕрен.

Кала: пулни-и эс, е чăн та — пуласси?

Сыв пуллашу-и эс, е шанмалла чĕрен?

 

Çук, ним те ан кала... Çав вырăнтах тĕнче.

Тĕл пулăва кăна çĕр хут, пин хут мухтав.

Ан пултăр çеç суя куçу йăлкăшнинче,

Туту пĕçертнинче ан пултăр çеç ултав.

Каллех пуçланчĕ, тупата...


Каллех пуçланчĕ, тупата,

Çак çут тĕнче нуши...

Мĕн тупрăм эп сан çумăнта —

Çăтмах-ши, тамăк-ши?

 

Мĕн-ма пĕр сивĕннĕ чĕрем

Вутланчĕ çĕнĕлле?

Нивушлĕ шăннă пĕрчĕрен

Калча та кĕтмелле?

 

Персе ӳкернĕ кăйкăра

Чĕнет-шим-ха вĕçев?

Е тĕлĕк те тăрантарать

Хӳтевсĕр кĕлмĕçе?

 

Мĕскер ку — чăнлăх е юмах?

Кала-ха пĕрех хут,

Кала пĕртен-пĕрех сăмах —

Тăван-и эс е ют?

 

Сан куллуна, сан ăшшуна

Ĕненмелле-ши ман?

Ĕненĕттĕм те — ăш çунать:

Хăçантанпа курман!

 

Хăçантанпа, сан ытамун

Ачашлăхне туйса,

Вĕрин-вĕрин чупманăш юн —

Хаваслăн, тап-тасан!

 

Ак халь те симĕс пуйăспа

Эс вĕçнĕ аякка,

Мĕнле мулпа, мĕнле сăйпа

Эп тытăп кайăка.

 

Çук марччĕ-ха ăс паракан:

«Лăплан та сапăрлан...»

Анчах çавна илтмест-çке ман

Чĕремçĕм-шăпăрлан.

 

Мĕн-ма пĕлсе тăрсах тарать

Вăл канлĕх сăпкинчен,

Мĕн-ма тек асаплантарать

Малалла

Тымар хăрман пулсассăн


Пуçларĕ тăвăл ахăрма,

Ав, йăмрана çĕре ӳкерчĕ.

Анчах йăмран тымар хăрман —

Тункатаран хунав çĕкленчĕ!

 

Инкек кĕтмен çĕртен килет.

Пурăнăçра пулать вăл тем те.

Хăш чух кăшт такăнса илет,

Хăш чух çĕрех ӳкет этем те.

 

Сана лексессĕн çак шăпа,

Пачах та ан сывла эс ассăн —

Хунав вăл пурпĕрех шăтать,

Енчен, тымар хăрман пулсассăн!

Кĕрхи ӳкерчĕк


Шурă хурăн сапрĕ

ылтăн çулçине

Хывнă май вăраххăн

çуллахи тумне.

Телеграф ленти пек

ансăр çул çине

Тăрăшсах вăл çырчĕ:

«Çитрĕ кĕркунне!»

Çанталăк


Çанталăк пĕр килмест çав. Уяр та пулать çанталăк, йĕпе-сапа та пулать.

Юман вăрман, тĕллĕн-тĕллĕн çăка та пур кунта. Вăрман çумĕнче Тĕрлемес станци. Пысăк станцă мар ĕнтĕ вăл.

Тĕрлемес, Муркар, Туканаш, ытти ялсем — пурте чăваш ялĕсем.

Шуршу сали, Куславкка — вырăс ялĕсем.

Атăл сарăлса юхать.

Атăл леш енче — хыр, чăрăш вăрманĕ, аслă вăрман.

Сĕм вăрманта — уçланкăсем, уйсем. Унта çармăс ялĕсем.

Кавал пасарĕнчен инçе мар — Кармăшкасси, Йăвăнчă, ытти ялсем — тутар ялĕсем.

Тутар, чăваш, вырăс, çармăс çав таврара авалтан пĕрле пурăнаççĕ.

 

* * *

Чăваш Республикин тĕп хулине — Шупашкара — тĕрлĕ-тĕрлĕ ĕçпе каяс-килес пулсан инçетрен чугун çулпа Тĕрлемес станцине пыраççĕ, лашапа, хăшĕ çуран Куславккана çитеççĕ; унтан пăрахутпа Шупашкара каяççĕ, таврăнăçла та çав çулпа çӳрекенсем сахал мар*.

Этем çул çӳрет хăшĕ. Этем пĕр-пĕрне курать.

Этем пĕр-пĕринпе калаçать, сăмахлать, пуплет этем.

 

* * *

Çанталăк пĕр пулмасть çав. Йĕпе-сапа та пулнă-çке.

Малалла

Çурхи çĕмĕртлĕхре


Йĕс чĕлхеллĕ çĕр-çĕр шăнкăрав,

янăравлă йĕс-йĕс шăнкăрав

вĕтлĕхре çакса янă пулас

тараватлă Чике Хурсухал.

Шăпчăксем! Шăпчăксем! Кĕмĕл сас!..

Ах! — ăсран та чунран ан çухал.

Шăпчăксен кĕввинчи кĕмĕл сас:

мĕн тесе кăмăла ман хуçас?

 

Чим-ха, чим-ха, тăри, тăр-тăри!

Юррупа хир кĕвви юхтăр-и?

Эс тӳпен кăн-кăвак пурçăнне

шух çилпе вăркăштар, ялкăштар.

Саламла ял çыннин шуçăмне,

сар хĕвел пек хĕрпе паллаштар.

Чечексем куç уçсан эс юхтар

«пăчăрти, пăчăрти кĕмĕл тар!..»

 

Тараватлă Чике Хурсухал,

кăн-кăвак куçупа эс çутал

пĕчĕк кӳлĕсенче йăл! та ял!

Чуптăрах шăнкăр-шăнкăр çăлкуç.

Ун таса кĕввинче — ман хавал,

кĕвĕçсе сăнсăрлантăр тăм пуç.

Мĕн тесе кăмăла ман хуçас?

Ман чунра янăравлă пин сас!

 

Тунсăхларăм кĕсле кĕввипе,

куççульлентĕм тăмра юррипе

чăвашла йăвашланнă сăнпа

кĕвĕçӳсĕр чăваш шыраса.

Вăл калаçрĕ çурхи сăввăмпа

манăн аслă чунра çуталса.

Эп упрам кĕввине, çĕннине

Малалла

Вĕçетĕп Моцарт тĕнчинче...


Вĕçетĕп Моцарт тĕнчинче...

(Эй, чунсăр йăх, ан çуйăх!)

Тӳпе — кĕтессĕр, сулнăк çук. Пĕччен

чĕкеç пек эрленсе

шыратăп сулхăн хирсенчи аваллăха

куççульленсе:

— Эй, чунсăр йăх, ан çулăх!

 

Туй пуçĕ пек хавас сăнпа çӳрет

манпа сар уйăх,

сенкер хĕлхемлĕ çăлтăрсем —

утмăл турат чечекĕсем.

Эп уçрăм Моцарт тĕнчине:

«Килсем, савни, килсем...»

Умра — тĕнчен мăн уйĕ.

 

Ку тĕнчере пач çухалать сăлтавсăр

кӳлешӳ те,

Ку тĕнчере йĕпне хуçать кӳренчĕк

кулăш шучĕ,

ăс çупăрлать чуна.

 

Эп куçрăм Моцарт тĕнчине...

хавхалану çуначĕ,

мана ачашшăн сĕртĕнсе,

тĕлĕнмелле вăй пачĕ

сан авăрна чăмма...

Тăраççĕ чĕнмесĕр иккĕн...


Тăраççĕ

чĕнмесĕр

иккĕн

юр кайнă çырма пуçĕнче.

Пĕрин куçĕнче — аçа-çиçĕм,

куççулĕ — теприн куçĕнче.

 

Пĕри çунтарса аркатасшăн —

мĕн пулнă йăлтах — çиçĕмпе.

Тепри упраса хăварасшăн

хуть мĕн те пулин куççульпе.

 

Пĕри телее ĕненесшĕн,

тепри телейрен пăрăнать.

...Усал çиçĕме сӳнтересшĕн

куççулĕ юхать те юхать.

■ Страницăсем: 1... 530 531 532 533 534 535 536 537 538 ... 796