Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тĕлĕнтермĕш юмахсемШăплăхри аслатиÇул хыççăн çулÇич çунатлă куракЯл калавĕУтартаХусан

Кĕтсе илнĕ...


Кĕтсе илнĕ,

Чĕнсе илнĕ

Шурă парăслă кимме

Пĕр сăмахсăр,

Уямасăр

Тĕксе ятăм,

Тĕксе ятăм тинĕсе.

Чĕрепе теме сиссе,

Пултараймăп:

Тунсăх мар мана теме.

Кимĕ ишрĕ, ишрĕ,

Каялла чĕнме

Хал çитмерĕ,

Çыхланчĕ пек чĕлхе,

Ал сулам-и,

Хыççăнах утам-и

Тинĕс тĕпĕпе,

Сан ятупа хăть

Янратам-и

Чĕрери

Пĕртен-пĕр хĕлĕхе?..

Шурă парăс —

Шурă пăнчăн курăнать

Уç тинĕсре...

Тĕнчипе янрать

Хăватлă кĕвĕ...

Тинĕс шавĕ,

Тинĕç шавĕ чĕрере,

Хăй чĕри вара,

Чĕри вара —

Шурă парăслă,

Шап-шурă кимĕре.

Кушак


— Усраман та ăна, усрамастăп та, — эпир кил хуçипе унăн пӳрчĕ умĕнчи сак çинче ларатпăр.

— Ялта кушаксăр кил çуккă пуль, — тетĕп эпĕ сăмаха шутарса.

— Пĕлместĕп. Хам усрамас, анчах килтен кушак татăлмасть. Эп кĕлете çимелли хурса паратăп. Кушакне усрани-и вăл? Шкелет пек çуреççĕ. Çитермесен, выльăха ячĕшĕн усрас-и? Ман пата килсе йăл илеççĕ кушаксем. Кӳршĕ кушаккисем ман килрен хăпмасăр йĕкехӳре банди пек çӳреççĕ, — вăл çурмалла шуралнă мăйăхне пӳрнипе якатать, хĕвелпе тĕссĕрленнĕ кепкине тĕксе хăпартать, унăн кукшаланнă çамки татах пысăкланать.

— Сăлтавне пĕлеймерĕм-ха, — кăштах пӳлетĕп Африкан пиччене. Итлесе пĕтерме тӳсĕмлĕх çитменнишĕн пăшăрхантăм та...

— Май уйăхĕнче Берлинта амантăм. Вăрçă чарăниччен виçĕ кун малтан. Суранĕ те йывăр пулмарĕ ман: осколкă хул кăкĕнчи аша тăпăлтарса кăларчĕ. Вăрçă вăхăчĕ пулсан, фронтри лазаретрах сыватмалла. Сурана çуса çыхса, Тулăри госпиталех ăсатрĕç мана. Икĕ уйăх пек юсарĕç, сывалтăм. Манăн çулхисем салтак кутамкки çакса çӳреççĕ. Салтака яраççĕ пулĕ, теттĕм. Врачсене тав: "Демобилизировать по состоянию здоровья" тесе хут пачĕç, эсĕ çырнă пек "виççĕмĕш ушкăнри чăлах" эппин.

Малалла

Хуралçă


Ман тăван çĕршывăн аслă чиккисем

Эп сыххипе тăшманшăн çитейми,

Ирĕк пек тем анлăш уй-хирсем,

Ылтăн хĕвел пек ун вăйĕ çĕнейми,

Хăйĕн канăçшăн ĕç çарĕ сехремет.

Сыхласа упрать ăна ун хуралçи.

Пилсĕр тăшмактан ман халăх шикленмест,

Вăхăтпах тулать пур пилсĕрсен шалчи.

Таврара шăл хăйраç тăшмансем, — илтетĕп.

Тапăнма тăрсассăн пире, шанăçлăн

Хамăн çĕршыва ӳтпе эп хӳтĕлетĕп.

Эпĕ хĕрнĕ вăрçăсен вучаххинче,

Туйнă тупă, сĕрĕм... Хурăç тăрпапа,

Караппа чĕвеннĕ тинĕссем çинче

Вилĕм ташшипе кисретнĕ хăлхана.

Хамăн тăп-тăрă çĕршывăн сенкерне

Улăп-завода, кăварлă домнăна,

Караппа чĕвеннĕ тинĕссем çинче

Пуç тӳнмесĕр эп карттармăп тăшмана.

Сыхлăх чапĕпе, тăван çĕр чиккинче

Эп хуралçăра тăратăп питчипер.

Пролетар чĕнсен — ман алă хĕç çинче;

Авăрланнă ман пăшалăм — тыт та пер.

Сывлăша хускатмасăр сывлать çутçанталăк...


Сывлăша хускатмасăр сывлать çутçанталăк:

Тĕмĕсем хыçĕнче — шăпăртланнă шăв-шавĕ

Тĕнче еккинчен иртеймесĕр выртать.

Сăмах-хускану та тума хăяймасăр.

 

Этем чĕринче, хăйне-хăй чараймасăр,

Саманан çĕн юрри антăхса çул шырать,

Çутатса йĕр тăвать хĕмленсе ун кăварĕ...

Сывлăша хускатмасăр кĕтет çутçанталăк...

 

Сывлăша хускатмасăр итлет çутçанталăк,

Çĕнĕ кун хĕмĕпĕ кĕмĕлленнĕ хавалĕ

Тĕнчене сăрхăнан кĕвĕпе пĕр пулать —

Яланлăх юлать унпалах хăпаймасăр.

 

Вара, пăшăл-пăшăл сасса тăнламасăр,

Çĕкленсе-çĕкленсе, çĕнĕ вăй пуçтарать.

Тĕлĕри-тĕлĕрми юлтăр пушă шăв-шавĕ...

Çĕн юрра хĕмленсех халь юрлать çутçанталăк.

Эп — эс каланă сăмах...


Эп —

Эс каланă сăмах

йывăçин

тураттиччĕ.

Пĕр сĕткенпе пурăнса-и —

пĕр пекчĕ

çырли.

Пылакки те пылакчĕ,

пурччĕ — йӳççи...

Такам

вăш! касрĕ те

ют турата

сыптарчĕ...

Вара —

паллаймарăм хама.

Мĕнлерех-ши ку йывăç?

Мĕнлерех-ши çырли?

Кам паян ман сăмахăм

хуçи?

Çулла


Йĕри-тавра илемлĕ çут тĕнче:

Пин-пин çĕн çулçă туратсем çинче

Вĕлтĕртетсе лараççĕ йĕркипе —

Кашни туратăн ешĕл çĕн кĕпе.

 

Эп тĕлĕнсе тăратăп пĕр самант —

Уçланкăра та пур-мĕн асамат;

Чечексемпе тĕреннĕ пек тĕнче,

Пуçа ухса лараççĕ çил çинче.

 

Уяр тӳпе пек сеп-сенкеррисем,

Хĕвел пек саррисем, хĕп-хĕрлисем.

Шур лĕпĕшсем вĕçеççĕ çаврăнса,

Канаççĕ чечексем çине ларса.

 

Çӳл тӳперен хĕвел кулса хĕртет,

Ĕçчен пыл хурчĕ савăнса сĕрлет,

Çĕмĕртлĕхре сар кайăк кĕвĕлет,

Пуриншĕн те мухтать çут хĕвеле!

Тарас килет — ăçта тарас?!


Çынтан çын кулать-и?!

Манран кулакан — макăрать…

Иртен-çӳрен сăмахĕ

 

1

Чулхулана кайма тухнăччĕ.

Перрон çинче пĕр чун та çук.

Чугун çул станцинчен пĕр çын тухрĕ те, эпĕ йышăннă сак çине пырса ларчĕ.

Чылай вăхăт иртрĕ. Хаш сывлать иртен-çӳрен.

— Тарас килет — ăçта тарас? — терĕ вăл ăнсăртран.

Эпĕ чĕнмерĕм. Илтменçи турăм.

Çак çын каллех калаçу пуçласшăн пулчĕ.

— Ахтунг! — терĕ вăл. — Василий Иванович!

Эпĕ хамран кулнă пекех туйрăм. Чĕнмерĕм.

— Гутен морген! (Ырă кун!) — терĕ иртен-çӳрен.

— Ауф фидер зейн! (Сывă пулăр!) — çавăрса хутăм эпĕ сиввĕн.

— Вер бист ду ден? (Эсĕ кам?) — чарăнмарĕ вăл.

— Вас браухст ду? (Сана мĕн кирлĕ?) — парăнмарăм эпĕ.

— Вас мёхьтест ду? (Эсĕ мĕн ятлă?) — тăсăлчĕ малалла калаçу.

— Ви хайст ду? (Санăн яту мĕнле?) — тепĕр майлă çавăрса хутăм эпĕ…

Тем вăхăт тăсăлатчĕ ĕнтĕ калаçу. Анчах иртен-çӳрен йăл! кулса илчĕ те çапла хушса хучĕ:

Малалла

Уйра


Сулхăн каç, çĕре тăм ӳкнĕ,

Çурçĕр çилĕ сип-сивех.

Çамрăк хурăн шăннă, кӳтнĕ,

Вĕт хумпа чĕтрет Сĕве.

 

Юрламасть-ха сарă кайăк,

Илĕм-тилĕме кĕтет.

Ансăр уйăх пайăн-пайăн

Каскалать шур пĕлĕте.

 

Ак хирте кĕрлерĕ трактор,

Уçрĕ, сирчĕ шăплăха:

Çĕрĕн-кунĕн хурçă паттăр

Ирттерет çурхи ака.

Хĕрлĕ тутăр


Пин хĕр çинче эп паллăттăм

Хам чунăм савнине:

Ĕç хĕрĕшĕн халаллăттăм

Юн тĕслĕ тутăрне.

 

Хастар утти, хул чăмăрĕ

Паллах ун аякран,

Сапаланать çӳç хăмăрĕ

Яштак вĕчи таран.

 

Çиçет-çке ирĕк çиçĕмĕ

Ун çивĕч куçĕнче.

Илемлĕ пурнăç сисĕмĕ

Вылять ун пуçĕнче.

 

Ун халь тытнă çип хутăрĕ

Тĕвленмĕ аллинче,

Нихçан та хĕрлĕ тутăрĕ

Шупкалмĕ пуç çинче.

 

Çак юн тĕсе ан улăштар —

Пĕр тĕс яланлăха;

Ăна кура тек хутшăнтар

Салам малаллăха!

 

Пур тĕнчери ĕç халăхшĕн

Таптатпăр хĕн-хура;

Вĕлкĕштерĕр малаллăхшăн

Юн тĕслĕ тутăра.

 

Туллаштăр мулăн вăкăрĕ,

Хăмач тĕсе курса;

Сывлать хĕрарăм кăкăрĕ

Çĕн ĕçшĕн вăй хурса.

 

Ан чар, нăхта тĕпренчĕкĕ

Танлаштăр тирĕспе.

Ар пусмăрĕн пĕркенчĕкĕ

Ваклантăр тĕнчипе.

 

Арçын!

Совет хĕрарăмĕ

Тек пулмĕ сан лашу.

Халь уншăн ирĕк сарăмĕ -

Тăванлăх!

Танлашу!

Тантăшăма


Пĕр кун канмасăр, ĕçченскер,

Утатăн чăнкă çулпала.

Сахал курман хĕн-хур та терт,

Хăпартăн пурпĕр тăвалла.

 

Шур юр витесшĕн сан пуçна,

Çапах эс халĕ паттăр-ха.

Пур вăй-хална, хăв пурнăçна

Пиллетĕн хамăр халăха.

 

Ĕçре пĕлмерĕн ывăнма,

Эс кĕтĕн вăрçă тăвăлне...

Çĕршывăм памĕ ватăлма

Сана — юратнă ывăлне.

 

Çулсем иртсен те, ăш пӳртре

Лармастăн, тусăм, тĕлĕрсе.

Пыратăн чи малти ретре,

Çĕн çитĕнӳшĕн хĕмленсе.

■ Страницăсем: 1... 628 629 630 631 632 633 634 635 636 ... 796