Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТантăшсемПирвайхи юратуÇăлтăрчăксемĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томАкăшсем таврăнаççĕКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Синкер

Пушă чун варринче...


Пушă чун варринче —

Хăвăл хăмăш.

Касса ил,

Ту-ха шухă

Шăхлич.

Шăхăртсан —

Шăхăртсассăн вара

Кайса яр

Атăлти авăра.

Ан кĕттер.

Чĕрĕ пурнăç сĕмне

Сĕмленсе,

Сывлăшпа та шывпа

Пĕрлешсе,

Мĕн пулни те

Курни,

Çĕнĕрен çуралса

Пурăнассăм килни

Йăлт таврăнĕ кайран

Каялла.

Хĕррипех тулса ларĕ

Чĕре

Ĕмĕре...

 

Халлĕхе —

Пушă чун варринче

Хăвăл хăмăш.

«Аптрамансен» çĕнĕ тусĕсем


Мумукпа Пĕçук пĕр-пĕрне пулăшса пурăннă. Аш-какай пĕтсе çитсен вĕсем сунара кайма тухнă. Утсан-утсан çултан пăрăнса çĕтсе кайнă.

Сасартăк шăв-шав илтĕннĕ. Сасă еннелле утсан хайхисем кашкăрпа мулкача курнă. Кашаманĕ «кĕске хӳрене» кӳрентернĕ иккен. Кушакпа старике курсан мулкачĕ вĕсем патне сиксе килнĕ, кашкăрĕ çырманалла тарнă. Малалла Пĕçукпа Мумука мулкач çул кăтартса пынă. Кĕçех вĕсем вăрман варринчи чӳречесĕр, алăксăр пӳрт патне çитнĕ. Шалта темле сасă илтĕннĕ. Мулкач пӳрт тăррине çитсе ларнă — çурт ишĕлсе аннă. Унта шăши çури макăрнă иккен.

— Мана арăслан хупса хучĕ, — евитленĕ вăл.

Кĕçех юлташĕсем çав шăши пулăшнипе çул та тупнă. Малашне пурте пĕрле пурăнма пуçланă.

Юхмасть шăнкăртатса, палка-палка...


Юхмасть шăнкăртатса, палка-палка,

сан чĕрӳнтен кĕтмен талант çăлкуçĕ.

Тытасшăн пурпĕрех япшар алпа

çырулăх хирĕнче эс сухапуçĕ.

 

Пăрах ăна — хăмпăланать аллу,

чĕртеймĔ ниепле те критик-тухтăр.

Пĕлместĕн-и? Шăшин пек ăс-халун

ăна тытма, чăнах та, тивĕç çук-тăр?

 

«Эппин, колхозăн хирĕнче çу каç!» —

тесе калас килет сана ман йĕплĕн.

Санран çырулăх анинче сухаç

пулмасть, тăванăм, шухăшла-ха тĕплĕн.

 

Пĕл именме (ку туйăм чыс кӳрет!):

Кунта Толстой та Шолохов çӳрет.

Мулкач


Ĕлĕк-авал пĕр мулкач пурăннă тет. Вăл хальхи пек мар, тилĕ евĕрлĕ кĕрĕк тăхăнса çӳренĕ тет. Вăл хăйне никам та тытаймасть пулĕ тесе шутланă тет. Анчах та пĕррехинче, пĕр хресчен пахчинче тăраниччен апатланнă хыççăн мулкач киле васканă. Курах каять, сунарçă ун çине тĕллесе тăрать. Мулкач хăраса каять те вăрманалла чавтарать, сунарçă та унран юлмасть тет. Мулкач васкать, сунарçă хыпаланать. Пĕр çырма патне çитрĕç тет хайхисем. Мулкач сиксе каçрĕ тет, сунарçă пăхса тăрса юлчĕ тет. Çапла хăтăлчĕ тет мулкач сунарçăран. Киле çитсен тӳрех хĕрлĕ кĕрĕкне хывса пăрахрĕ тет. Халĕ ăна сунарçă тӳрех кураймасть тет.

Чи чакли...


Чи хакли —

юлашки татăк çăкăр,

Чи йӳнни —

ютă çыннăн укçи...

Мĕн хак тăрĕ, апла,

тӳпери çутă çăлтăр,

Мĕн хак тăрĕ, апла,

ăшă кăмăл уççи?..

Тин çулçă сарнă вăрманта касса...


Тин çулçă сарнă вăрманта касса,

çăка туратĕнчен шăхлич тăваттăм.

Кайран эп тĕрĕслеттĕм хам сасса —

куçатчĕ пек юрра шалти хăватăм.

 

Çӳреттĕм эпĕ кĕвĕ ĕнĕрсе —

тен, чун хĕлхемĕ чăн-чăнах та çиçĕ?

Манра талант лармасть-и тĕлĕрсе?

Вăраххăн шурĕ вăхăт урапи çеç...

 

Сасран пĕлеççĕ юрă ăстине —

çакна тӳр килчĕ кăтартма çĕр хут та.

Тем, халĕ те çĕн юрă нотине

пăхатăп шиклĕн: тĕрĕс-и ман утăм?

 

Хăратăп эп кĕвве куçас сасран

çын кĕтнĕ кирлĕ юрă пулмасран.

Ман биографи палăрмасть нимпе...


Ман биографи палăрмасть нимпе:

ут утланса чупать унта ачалăх.

Ăмăртăва вăл тухнă шух çилпе,

йĕвен тытмашкăн пулнă ун ăсталăх.

 

Тасатнă тăрăшса лаша вити,

вăл шартлама хĕлле вăрман та каснă.

Ак çамрăклăх кулса тăрать хаваслăн —

вылять ун аллинче платник пуртти.

 

Ас пухнă эпĕ пурнăç шкулĕнче,

хам çăкăршăн ӳпкевсĕр тар юхтарнă.

Эй, биографи, йĕркӳсем йӳç тарлă,

шăв-шавлă саманамăр аллинче.

 

Ята ямасть пулсан суя йĕрке —

ман пурнăç çырнă тĕрĕс кĕнеке.

Хăвăртлăхне чакармĕ пирĕн пуйăс...


Хăвăртлăхне чакармĕ пирĕн пуйăс —

мĕнле пулать, историк, хыпару?

Темме шанмасăр пăхкалан пустуй эс —

кĕрсе ларман билетсăр ман ăру.

 

Иртеççĕ çĕнĕ ăрусем нумаййăн

хăйсен пуйăсĕпе кĕрле-кĕрле.

Вĕсем патне куçса ларасчĕ манăн

хыçри çулсен кутамккипе пĕрле.

 

Ытла та шелсĕр ăраскал сăмахĕ:

Кивелнĕ, — терĕ, — аллунти билет. —

Ыйтатăп ĕненмесĕр эп:

— Чăнах-и?

Шухăшласан, ларса йĕрес килет.

Илеймĕп пурнăç билетне тепре —

вăл çавăнпа шутра та хисепре.

Вĕçекен ручка


Таня аппана уяв ячĕпе ручка парнелеме шутларăм. Часрах лавккана кайса ручка туянтăм. Киле таврăннă чухне вăл кĕсьерен тухса ӳкрĕ. Илес тесе пĕшкĕнтĕм çеç — вăл вĕçме пуçларĕ, кĕçех куçран çухалчĕ. Питĕ тĕлĕнтĕм.

Каç та пулчĕ. Эпĕ çӳл тупери пĕлĕт çине улăхса лартăм.

— Мĕн тăватăн кунта? — тĕлĕнчĕ вăл.

— Ручка шыратăп-ха, — хуравларăм ăна.

— Эпĕ санăн ручка ăçтине пĕлетĕп, — терĕ уйăх. — Анчах малтан сана пĕр ĕç хушатăп. Кĕçĕр çăлтăрсем темшĕн пĕр енне пухăннă. Вĕсене сапаласа яр-ха.

Эпĕ ĕçе вĕçлесен каллех уйăх патне кайрăм.

— Санăн ручкуна хĕвел илсе хăпартнă, — ăнлантарчĕ вăл мана. Эпĕ хĕвел патне çул тытрăм. Вăл хăйĕн пĕр пайăркине çухатнă та ун вырăнне ручка чиксе лартнă иккен. Эпĕ мĕншĕн килнине пĕлсен хĕвел çапла хуравларĕ,

— Эсĕ мана валли пайăрка тупсан эпĕ сана ручка тавăрса парăп.

–Ман ăна ăçтан тупас-ха?

— Мана тимлĕ итле, эпĕ хушнă пек ту. Çитмĕл виççĕмĕш ту çинче кермен ларать, унта арча пур. Хĕвел пайăрки çав арчара выртать. Ăна илнĕ чух асăрхан, шăнкăрав янăраса кайсан хуралçăсем сана тытса каяççĕ.

Кĕçех эпĕ çитмĕл виççĕмĕш ту патне çитрĕм. Ун çумĕнче хыр ӳсет. Эпĕ йывăç çинчи кăвакарчăн çине лартăм та ту çине хăпартăм. Пысăк кермене кĕрсен арча куртăм. Ăна çăрапа питĕрнĕ. Арчана йăтсан шăнкăрав янăрарĕ. Хуралçăсем мана патша патне тытса кайрĕç.

Малалла

Ăçтан килессе те пĕлместĕп...


«...Ман айăп, чăнах, айăп мар-тăр».

М. Волкова

 

Ăçтан килессе те пĕлместĕп,

Ăçта каясса та пĕлмен.

Кĕтместĕп сана халь, кĕтместĕп,

Кĕтсен те — сисмен эс... килмен.

 

Сар уйăх шуралчĕ, çухалчĕ,

Те пĕлĕт хупларĕ ăна.

Çапах астăватăп: çуллаччĕ,

Чунра пĕр тĕнче — эс кăна.

 

Ман айăп, чăнах, айăп мар-тăр,

Хама манасла юратни...

...Таçта ĕсĕклет сарă кайăк,

Калас-и: «Иртет ыратни».

 

Иртет... Ма иртмест... Мĕн ан ирттĕр,

Унччен кĕтнине — халь кĕтмесп.

Çапах та чунри çĕвĕ йĕрĕ

Палли куранать-ха, пĕтмест...

■ Страницăсем: 1... 624 625 626 627 628 629 630 631 632 ... 796