Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çут пайăркаҪавраҫилАкăшсем таврăнаççĕÇул хыççăн çулХĕрлĕ тюльпанТанатаĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш том

Пĕрремĕш хут


Пĕрремĕш хут ман çамрăк мăшăр

Çăкăр хывать кăмакана,

Çунать тип вутă шăтăр-шăтăр,

Хавассăн пăлхатса чуна.

 

Тăрса атте те чĕлĕм чĕртнĕ,

Анне шăлать хуллен урай.

Паян вĕсен телейĕ çитнĕ:

Тек ĕнтĕ сӳнмĕ хуранай.

 

Сисетĕп, питĕ хумханаççĕ:

Кине-çке янă вут умне.

Халь сăнне мар, ĕçне сăнаççĕ,

Пĕлеççĕ халăх йăлине.

 

«Чаплах пулаймĕ-ха, тен, çăкăр.

Кулач пек пиçмĕ хăпарса.

Çу пек юхса пыран ĕç çук-тăр,

Пĕрремĕш хут алла тытсан.

 

Анчах пуçламăшĕ пит хаклă,

Текех çĕн çын килте ют мар.

Алли ун çыпăçуллă, хапăл, —

Эппин, пулать-ха пархатар».

 

Çапла шутлать кил-çуртăн ашшĕ,

Çавăн пекех шутлать анне,

Çĕнĕ çынра весем курасшăн

Юратнă ывăл телейне.

 

Мĕнех, телейĕм — çакă, курăр.

Кашнийĕ килтĕр хăнана:

Пĕрремĕш хут ман çамрăк мăшăр

Çăкăр хывать кăмакана.

Ваштак


Халĕ пĕлместĕп: е кушак çынтан пурăнма вĕренет, е çын — кушакран?!

Сисмесĕрех юр ирĕлсе кайрĕ. Мулкача ури тăрантарать тенĕ пек, ял çыннине çĕр тăрантарать. Пахчара çурхи хĕрӳ ĕçсем пуçланчĕç.

Пĕр кунхине, ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн, кăнтăрла, тĕлĕрсе кайнă. Анчах тутлă ыйха путнăччĕ, тем кĕмсĕртетни шарт! сиктерчĕ. Куçа чар! уçса ятăм.

Пăхатăп: пӳрт алăкĕ яр! уçă, сĕтел çинче — кĕтмен хăна (самăр сăрă кушак çури).

Урайĕнче мăн çăм атă выртатчĕ. Илтĕм те — петĕм. Çăм атти аслă, кушакĕ — пĕчĕк. Кушак çури çухалса каймарĕ, çăм атă ăшне чăмрĕ. Самант та иртмерĕ — çăм атă тăхăннă кушак çури пăлтăралла тухса шăвăнчĕ.

Тем вăхăтран хайхи каллех вăшт-вашт чупса кĕчĕ, макăрма, ура çумне сĕртĕнме пуçларĕ.

Аса илтĕм: кăнтăрлахи апат юлашки — ăшаланă чăх шăмми-шакки çут хутаçра, йытă валли хатĕрлени пурччĕ. Авă мĕн кирлĕ имĕш кушак çурине, тинех ăнкарса илтĕм. Вара, çитĕрех терĕм, веçех кăларса патăм. Çакна сиссе хăма купи хыçĕнчен тепĕр кушак сас пачĕ. Ку тата мăнтăртарах, аслăрах, сĕмсĕр, тилĕ пек хĕрлемес тĕслĕ кушак аçи пулчĕ. Мяук! мяук! тесе мăрлатса ларать.

Малалла

Çăкăр


Çăкăртан пулаймăн аслă

Тенĕ пирĕн ватăсем.

Питĕ тĕрĕс, питĕ ăслă,

Килĕшӳллĕ сăмахсем.

Çăкăрпа çула ăсатнă

Аякка та инçене.

Çăкăрпа чунне вăйлатнă

Ĕççынни — инкек чухне.

Çăкăрпа кĕтсе илейнĕ

Хăнана мĕн ĕлĕкрен.

Çăкăрпа этем телейлĕ

Пулнă ĕмĕр-ĕмĕртен.

Кил-çуртра та хăтлăх пулнă

Çăкăрпа тăвар ларсан.

Пит-куçсем хаваслă кулнă

Кирек камăн та ялан.

Çăкăрпа каятпăр халĕ

Уйăх-çăлтăрсем патне.

Çăкăр—халăхăн вăй-халĕ,

Вăл çĕклет этем ятне!

Урхамахпа юланутçă


«Черный крнь умирает на белом снегу.„»

К. Кулиев

 

Çĕр салтак,

Пин салтак,

Рет те рет...

Сар тусан

Хыçалта

Вĕçтерет.

 

«Малалла!

Малалла!» —

Тет трубач.

Ыткăнать

Тăвалла

Юрăпа:

 

«Ыткăнах.

Вирхĕнех,

Урхамах,

Санпа ман

Пĕр тĕллев,

Пĕр сăмах.

 

Санпа эпĕр

Хисеплĕ

Ретре,

Пулас тетпĕр

Ялан

Ирĕкре.

 

Санпа манăн

Тăшман халь

Пĕрре —

Таптаса

Ирсе кай

Ирсĕре!

 

Вĕçтерех,

Вĕçтерех,

Вĕçтерех,

Эп çĕклем

Ялава

Çӳлерех.

 

Вĕçтерех,

Анчах çул-йĕр

Тăрук

Татăлсан,

Çăлтăр евĕр куççулĕ

Типмесĕр юлсан, —

 

Пĕл: санпа эпĕр

Иккĕн

Нихçан парăнман.

Пĕл: санпа эпĕр

Вирлĕн

Кĕрешнĕ ялан.

 

Пĕл: санпа эпĕр

Малалла

Эх, каçĕ ăшăччĕ!..


Шупашкара килсессĕн хăнана

Пĕрре кăна эп курнăччĕ сана.

Каç. Атăл. Август. Йăлтăркка хумсем

Хумсем çинче —

Йĕпеннĕ çăлтăрсем.

 

Хальччен нихçан курманччĕ чуптуса —

Тăрать пек Атăл хăй те ал çупса,

Тӳпе тăкать пек ик чĕре тĕлне

Чи чаплă çăлтăрсен çут çыххине.

 

Тем йыхăрса, ĕсĕклесе-йĕрсе,

Пăрахутсем каяççĕ те иртсе —

Çухатас мар тесе пĕрне-пĕри

Сывлатпăр пĕр-пĕрин çине вĕри.

 

Шупашкара килсессĕн хăнана

Пĕрре кăна эп курнăччĕ сана.

Эх, каçĕ ăшăччĕ, тĕнчи хитре...

Пулаймăп-ши тепре вунçиччĕре?..

Тĕлĕнтермĕш чечек


Телейлĕ кĕркунне çаврăнса килчĕ иртнĕ çул маншăн. Мĕншĕн тесен пирĕн пата хăнана Мускавран икĕ сыпăкри аппа курма килчĕ. Эх, мĕн тери хытă савăнтăм эпĕ уншăн. Ара шутласа пăхăр-ха, ăна хам пурăнакан ялта пĕчĕк çул çӳрев ирттереетĕп-çке. Пĕр сăмахпа каласан, эпĕ: экскурсовод та, историк–краевед та, вăрманта ертсе çӳрекен сăнавçă та, кăмпаçă та пулма пултаратăп.

...Пĕр ирхине анне пире аппапа иксĕмĕре кукамай патне юнашар яла çыру кайса пама хушрĕ. Эпир хаваспах килĕшрĕмĕр. Пирĕн çул çывăхах мар. Эпир пахча хыçĕпе анса Пăнтти вăрманне çитсе тухрăмăр.

 

Пăнтти вăрманĕ — тĕлĕнмелле вырăн, кунта ытларах илемлĕ хурăнсем кашласа ӳсеççĕ. Ку вăрман Хирпуç çĕрĕ çинче вырнаçнă, (Чăваш Республикинчи Вăрнар районне кĕрет). Тĕрĕссипе вăл вăрман та мар, уйсене çилсенчен хӳтĕлеме лартнă вăрман тăрăхĕ. Çак вăрман Уравăш чиккинчен пуçланса хĕвелтухăçнелле Анча ял çĕрĕн чикки таран Хирпуç çĕрĕпе Рункă çĕрĕн чикки тăрăх тăсăлать. Сарлакăшĕ 10-12 метр. 1948-1949 çулсенче лартнă хурăнсем халĕ вăрман пек кашласа лараççĕ. Ку хурăнсене ун чухнехи колхоз председателĕ Андреев Пантелеймон Андреевич пуçарăвĕпе лартнă пулнă. Ялта ăна чăвашла Пăнтти тесе чĕннĕ. Унăн ятне хисепе хурса вăл йĕркелесе ларттарнă вăрман тăрăхне Пăнтти вăрманĕ тенĕ.

Малалла

Ĕмĕтри ĕмĕте...


Ĕмĕтри ĕмĕте

пурнăçа куçараймăп,

Тăрса юлтăр чунрах

çырăнман сăвăлла.

Тен, кайран,

темиçе вун çултан,

Уншăнах хама хам каçараймăп

Янрама тытăнсассăн

пуш чун хăвăлла.

Çырăнман сăвăра

юлтăр манăн ачашлăх,

Ĕмĕтри ĕмĕте

çĕрсерен шыраса...

Телей мар-и вара,

Çакă мар-и малашлăх,

Вăлах мар-и чĕнет

Шанчăка йăпатса.

Ик çунатсăр теместĕп ман шанчăк:

Чун туртать — çырăнман сăввăмах

çын çине хăварас пек,

Ĕмĕтри ĕмĕте,

Тус-тăван пил парса,

алăран тыттарас пек.

Илемлĕх


Илемлĕхре эп ирĕлместĕп,

Илемлĕхе —

кĕтместĕп те,

Ăна эп —

хисеплетĕп,

Хисеплетĕп

Этемлĕх

Ун умĕнче пуç тайнăшăн,

Нумайăшне —

Танатинче тытма пултарнăшăн,

Илемĕшĕн,

Хăвачĕшĕн...

Çапах та вăл

Эп курнине нихçан кураймĕ:

Асапланса çунма,

Шăлне çыртма,

Чунне парса савма, манма,

Татах çунма...

. . . . . . . . . . . . . . . . . . . .

Ăна пула нумай асапланаççĕ...

Тен, çавăнпа вăл лăпкă пурăнать?

Вĕри шухăшсем


«Ирĕке» тухса эп куртăм

Патша самани пĕтсен.

Çветтуйсем çине тек суртăм

Чунăм чăнлăхран çĕтсен.

Ирĕк пулчĕ пĕтермешкĕн

Тĕнче панă ырлăха.

Айван пуçăм тертлĕ, мĕскĕн,

Кĕтрĕ ырлăх кăлăхах.

Парта хушшинчех çуралчĕç

Чернобыль сехмечĕсем,

Çăвана çĕтсе çухалчĕç

Ырă кун сехечĕсем.

Меслет тупрĕç пĕтермешкĕн

Мĕнпур чĕрĕ чунсене,

Этемсене çитермешкĕн

Наркăмăшлă чуксене.

Тăпрана сиен кӳретпĕр –

Пирĕн çăкăр амăшне,

Чир-чĕр мелĕпе чӳхетпĕр –

Сип кураймăн малашне.

Халь айăплине шыратпăр

Ку чирсемшĕн каплалла,

Сăлтавне тупма пулать-тĕр,

Хамăр енне пăхмалла.

Çыран хĕрри куллен-кунах

Тип çырмана хăвалать:

Çут тĕнчери пĕр саккунах –

Этем шăпи йăванать.

Симĕс курăк сарăхайĕ,

Çĕр сĕткенĕ пĕтнипе.

Çӳлти Пӳлĕх те вырханĕ,

Этем ирсĕр пулнипе.

Пĕчĕк пепкесем пĕлеççĕ

Арлă-арăм пурнăçне.

Телевизорсем тĕслеççĕ

Кун пек ирсĕр пĕрлĕхне.

Курма хушманне кураççĕ

Пирĕн çамрăк ачасем.

Малалла

Таната


Пролог

Хучĕсем васкавлах пулман. Ытти чухне васкавлă мар теме те юраман вĕсене, анчах кĕтмен çĕртен килсе капланакан ĕçсемпе çак самантра татса памалли ыйтусем хушшинче ку хутсем пĕр кун-икĕ кун выртма та пултарнă. Выртасса вара, тĕрĕссипе, пĕр-икĕ кун çеç те мар, эрнене яхăнах сĕтел çинче выртнă вĕсем.

Вăхăчĕ канăçсăр та шиклĕ пулнă. Сенат площадĕнчи тĕтĕм сирĕлсе çитеймен, Францие вут хыпса илнĕ. Унтан Польша çĕкленнĕ. Хресченсем улпутсене вĕлернĕ. Салтаксем пăлханнă. Кавказ çаплах парăнман.

Июнь варри тĕлнелле тата Питĕрте çынсене мур хирме тытăннă. Хăрушă чир кĕçех таврари хуласене сарăлнă...

Çанталăк çунтарса ярасла пĕçертнĕ, тусан мăкăрланнă, вăрмансем çуннă. Çумăр çуман.

Патша çемйи Петергофран Патша Салине куçса пынă. Йĕп хыççăн çипписем те юлман: его величество патшан собственнăй текен канцедярийĕн III-мĕш уйрăмĕ, кадетсен корпусĕ, хитре хĕрсемпе хĕрарăмсем.

Хулана халăх тулса ларнă.

Çапла, ку хучĕсем ытла васкавлах пулман. Анчах ытти докладсемпе пĕрле Бенкендорф паян вĕсене те илчĕ.

Юлашки çулсенче çĕр-шыв хуçи Николай Романов патша мар, жандармсен шефĕ Александр Христофорович Бенкендорф генерал пулнă. Раççей тăрăх каркаланă эрешмен картин пур çипписем те ун аллкне пынă. Жандармсен корпусĕ, вăрттăн агентсем, çар... Кашни хулара мар, кашин присутствире, кашни кĕтесре унăн хăлхасем, куçсем пулнă.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 643 644 645 646 647 648 649 650 651 ... 796