Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Петр Николаевич, чăматансене йăтса пыма калăр-ха! — астутарчĕ хуçа арăмĕ.
— Халех, Ольга Ивановна! — килĕшрĕ капитан. Ванюка чăматансене леçсе пама хушрĕ.
Урăх чухне Ванюк лакей вырăнĕнче çӳреме кăмăл тумĕччĕ. Хуçа арăмĕпе капитан ăна хисеплеме тăрăшнипе юлташĕсем писме пултарасса та аса илĕччĕ. Халь ӳсĕртерех пуçа унашкал шухăшсем пырса кĕмерĕç.
Вĕсем иккĕмĕш хута хăпарчĕç. Аслă пӳлĕм витĕр тухса, пĕчĕкреххине кĕчĕç. Сулахай енче капăр шăтăклапа витнĕ сарлака кравать. Юнашарах çаврака пĕчĕк сĕтел. Стена çумĕнче çемçе пукансем.
— Ав, — сĕтел еннелле кăтартрĕ çамрăк арăм, — çавăнта лартăр!
Сĕтел çывăхне пырса чăматансене вырнаçтарчĕ те Ванюк тухса кайма хатĕрленчĕ. Капитан каютинчи пекех, çамрăк арăм ун çулне пӳлчĕ.
Иккĕшех чухне йĕкĕте ыталама темех мар пекчĕ. Анчах саманчĕ килсен, хăю çитереймерĕ. Юнĕ паçăрхи пекех вĕриленсе чупать пулин те, упăшкине улталаса курманскере, намăслăх çыхса хучĕ. «Хăват çитеймест...» — капитан сăмахне хăвăрт аса илчĕ вăл.
— Ма ура çинчех тăратăр? Ав, пукан çине ларăр! — терĕ вара Ванюка.
Йĕкĕт килĕшесшĕн марччĕ. Хуçа арăмĕ мĕн шутланине пĕлес килни çĕнтерчĕ. Пăрахута хăтарнăшăн укçа пани те ытлашшипех-çке. Эрех те ĕçтернĕ. Тата мĕн тăвасшăн?
Прислуга сĕтел çине тĕрлĕрен çимĕç хатĕрлесе хучĕ. Чăматанран эрех кăларса уçрĕ.
— Сĕтел хушшине ларăр! — йыхăрчĕ хуçа арăмĕ, тарçи тухса кайсан. — Ларăр, ларăр! Хăвăра пĕрле ĕçлекен юлташусем хушшинчи пекех шутлăр! Пытармастăп, Ванюк... паянхи пек хавасланнине астумастăп. Эсир мана хуткупăс каласа, ташласа-юрласа йăлтах тыткăнларăр. Сирĕн сывлăхшăн, сирĕн телейшĕн ĕçер-ха!
Икĕ черккине те хуçа арăмĕнчен юлмасăр пушатрĕ Ванюк. Унччен те пулмарĕ, чĕри çине вутпуççн ӳкнĕн вĕриленсе кайрĕ. Хуçа арăмĕ ăна мăйĕнчен ыталаса пăчăртарĕ. Сирсе пăрахас вырăнне йĕкĕт хăрах аллипе ăна çупăрласа илчĕ. Тепĕр алли хăй тĕллĕнех, чĕтрекен ӳт тăрăх шуса, кăкăрĕ патне çитрĕ. Анчах çав самантра куç умне Зина тухса тăчĕ. Чĕрине никамран ытларах килентерекен сан-сăпат тĕксĕмленнĕн курăнчĕ: «Юрататăп тесе сăмах патăн та виçĕ утăм кайсанах мана сутăнчăк хĕрарăмпа улăштартăн-и?»
Йĕкĕт сивĕннине çамрăк арăм сасартăках сисрĕ, турленсе ларчĕ. Çуйланса куçран пăхрĕ.
— Тиркетĕр-им? Çав териех начар-ши вара эпĕ? Е сирĕн кăмăлăра ларма майне тупаймарăм?
Çамрăк арăм сасси хурлăхлă илтĕнни Ванюк чĕрине çемçетрĕ.
— Сударыня, тиркеме мар, сирĕн çинчен шухăшлама та хăймастăп, — терĕ те Ванюк, кирлĕ мар сăмах персе янине çав самантрах тавçăрчĕ, анчах каярах пулчĕ — çамрăк арăм аллисем мăйран явăнма та ĕлкĕрчĕç...
X
Килте чухне капитан яланах пахчара кĕрмешнĕ. Халĕ те арăмĕпе хĕрне илсе тухрĕ вăл. Анчах нумай та ĕçлеймерĕç — телеграмма килсе çитрĕ.
— Мĕн тесе çаптарнă, атте?
— Хуçа çула тухма хушать. Малтан Балаковăна кайса баржа кăкармалла. Унтан Атăлкассине кĕрсе илмелле. Вăхăтлăха сиртен уйрăлма лекет...
Зина пăшăрханса ӳкрĕ. Ванюк каять-çке. Хĕрĕн пĕр кун, пĕр сехет те йĕкĕтсĕр пурăнас килмест. Мĕн тăвас? Сасартăк ашшĕ пĕррехинче сăмах панине аса илчĕ те.
— Атте, — терĕ ачашланса, — ман хамăн та курса çӳрес килет. Хăвпа пĕрле илсе каймăн-ши?
— Эй, хĕрĕм... Ванюка юратса пăрахмарăн пуль те эсĕ? — шӳтлерĕ ашшĕ.
Зинăн хăлха тăррисем çуна пуçларĕç. Ванюка юратнине ашшĕ чăннипех сиснĕн туйăнчĕ ăна. Хуравламасан пушшех аван маррипе ӳпкеленçи турĕ:
— Йĕкĕт пирки çеç курса çӳреççĕ-ши? Е санпа пĕрле пырасси çинчен паян çеç калаçнă-и? Экзаменсене ăнăçлă тытсан, илсе кайăп тенĕччĕ мар-и?
Пуян çын ачи ăмсанать пулсан, матрос мĕне кирлĕ-ши тесе шухăшларĕ Зина амăшĕ. Мĕн тумалла йĕкĕт чиперрипе? Вăй тени те упапа тытăçнă çĕрте çеç кирлĕ. Пĕччен юлма лекесрен упăшки хутне кĕчĕ: .
— Атăл тăрăх çӳреме, асту, темех пур унта. Хамăр хула та ытармалла мар. Канма килтинчен аван вырăн шыраса тупаймăн. Кĕçех çырла пиçĕ.
Капитан чăниипех сăмах панăччĕ-çке.
— Ан тив, пытăр. Кашни хулан хăйĕн илемĕ. Кĕнеке вуласа пĕлнине куçпа курса çирĕплеттĕр, — вырăнсăр шӳте тӳрлетме васкарĕ вăл.
Капитан арăмĕ парăнасшăн марччĕ те, çине тăрсах кутăнлашма сăлтав çук. Çитĕннĕ хĕр амăш куçĕнчен пăхса лараймĕ. Тата ашшĕпе пĕрле чух пур енчен те шанăçлă.
Амăшĕпе сывпуллашнă май Зинăна асамлă пурнăç килсе çитнĕн туйăнчĕ. Ĕнер Атăл хĕрринче киленнисем сивĕнсе те çитейменччĕ, паян каллех Ванюкпа пĕрле пулĕç:
— Хайхи маттур матроса кăтартăп сана... — астутарчĕ капитан.
Зина вутлăн-хĕмлĕн пулса кайрĕ. Ашшĕ Ванюка ырăпа асăнни савăнтарчĕ ăна. Анчах вăрттăнлăхне сиснĕн калаçни канăçсăрлантарчĕ.
— Ой, атте, тархасшăн, ан култар! Пит курмалласкер мĕнле йĕкĕт вара вăл? Ман шутпа, пирĕн хулари çамрăксене çитекенни урăх пулас та çук! — пĕлмĕше печĕ Зина.
Вĕсем тек сăмах хушмасăр Атăл хĕррине тухрĕç.
Матроссем кимĕпе килсе çитрĕç. Зина чĕри халь сиксе тухĕччĕ те савнийĕ патне вĕçтерĕччĕ. Хĕр ирĕксĕрех аллине кăкăрĕ çине хучĕ.
Капитанпа юнашар Зина тăнине пăрахут çумĕнчен хăпсанах асăрхарĕ те Ванюк тĕлĕнчĕ. Хĕр юриех вăл хӳре тытакан çĕре пычĕ. Ун çине пăхса йăл кулчĕ. Канăçсăрланса пынипе Ванюк пăрахут патне çитнине те асăрхаймарĕ. Кимме борт çумне тăрăнтарчĕ.
— Ой!.. — шартах сикрĕ Зина, ашшĕнчен ярса тытрĕ.
— Эс мĕн, хӳре тытма маннă-и? Е ыйху уçăлман-и?! — хăтăранçи турĕ капитан.
Савнă хĕр умĕнче намăса кĕме лекнĕрен Ванюк пĕр хĕрелсе, пĕр шурса кайрĕ. Анчах шарламасăр ирттернипе инкеке сиреймĕн.
— Ыйхă çитменни пур çав, Петр Николаевич. Аван мар тĕлĕк курнă. Шывран усалсем тухрĕç те Федьăпа Сашйнв сĕтĕрме пуçларĕç пек. Çавсене çăлса хăварасшăн канлĕ çывăрайман пулмалла...
Зина кулса ячĕ. Матроссем, çакна çеç кĕтнĕн, Ванюка йĕпĕслеме пикенчĕç:
— Петр Николаевич, Юман Паттăран пĕр сăмахне ан ĕненĕр! Авланас шухăш кĕнĕ ăна! Çавăнпа утнă çĕртех çывăрать.
— Кам хĕрĕ патне хăтана каясшăн вăл?
— Водолив хĕрне юратса пăрахнă! — ахăрчĕç матроссем.
— Аван хĕр. Эпĕ евчĕ пулма та хатĕр. Кирек мĕн пулсан та, Ванюк водолив хĕрĕ пирки сăмах хускатасса кĕтмен. Юратакан хĕрĕ умĕнче намăса кĕртрĕç. Ним тăвайман енне чĕлхи çине килнине персе ячĕ:
— Авланма шутласан, сире евчĕ туса ярăп, Петр Николаевич. Халь иртерех-ха.
Хĕрне пушă каюта патне ертсе пычĕ те капитан:
— Ку сан пӳлĕмӳ пулать, — терĕ. — Кĕр, ан имен! Хуçасем килсе хăвалас çук.
Зина алăк пуканĕ урлă каçрĕ. Ятарласах сăнарĕ. Капăр çиттиллĕ çавра сĕтел. Ун тавра çемçе пукансем. Малти чӳрече умĕнче диван.
— Тавтапуç, атте. Кунта ытла та ырă!
Зина чăматанне уçрĕ. Таса çивиттисемпе утиял, çитар кăларса вырăн сарчĕ. Сĕтел çине пĕчĕк тĕкĕр, духи кăларса лартрĕ.
Вăл палуба çине тухнă çĕре ащшĕ пăс çĕклеме хушнă. Умран Ванюк иртсе пынă чух капитан хуллен астутарчĕ:
— Эп калакан йĕкĕт çак ĕнтĕ вăл... Мĕнле, майлă пек-и?
— Ыттисем евĕрех! — терĕ Зина.
«Улмăш куçлă пуль эппин эсĕ», — тесе тăрăхласшăнччĕ капитан. Чĕлхи çине килнĕ сăмахне çăтрĕ те: — Атя, штурвал патне хăпарăпăр! — терĕ.
Зина тавралăха сăнарĕ. Ав кимĕсем тăраççĕ! Ванюкпа иккĕшĕ чупса çӳренĕ çыран хĕрри те инçе мар. Мĕн тери савăнăçчĕ унтă!..
Ирхине Ольга Ивановна пуçне йывăр япала лексе анратнăн вырăн çинчен йăраланса тăчĕ. Минтер куççулĕпе шӳнĕ иккен. Пултăр, вăхăт çитсен хăех типĕ. Пăрахут кĕçех тапранса каяссине аса илчĕ те курса юлма шутларĕ. Вăл çитнĕ çĕре пăс çĕклеме те ĕлкĕрнĕ. Матроссем якăра кăларчĕç. Ванюк та пĕрлех. Пăрахут кĕлĕ тума кăшкăртсан, хуçа арăмĕ штурвал патнелле пăхрĕ те, чĕри сисчĕвлĕн тапма пуçларĕ. Капитан хĕрĕ те унта иккен. Вăл Ванюкпа пĕрле пуласшăн çула тухнине, йĕкĕт çак хĕр пирки хăйне тиркенине те хуçа арăмĕ йăлтах ăнланчĕ.
Матроссем пĕр çĕрелле кĕпĕрленнĕ те чиперех тем калаçатчĕç, Зина çывхарнине курсан, шăпăртах пулчĕç. Ванюк вĕсенчен айккинерех тăрать. Зина тӳрех ун патне пырасшăнччĕ, чĕрине хускатнă сăмахне пуçарасшăнччĕ. Матроссенчен именчĕ. Вара вăрттăнлăха упрас шутпа малтан вĕсемпе паллашма тĕвтурĕ.
Буржуй чĕпписем, мĕнле пурăнатăр?! — кулкаласа чĕнчĕ Зина. Мăтроссем вăтанса куçĕсене тартрĕç. — Шăла çыртрăр-им? Ан мăшкăллăр! Çапах вĕчĕ тытать тесе ан шухăшлăр.
Зина хăйне пысăка хумасăр калаçни матроссен кăмăлне уçрĕ.
— Хисеплĕ барышня... — терĕ хăю çитерсе Федя. — Пит аван. Пытармастăп: эпир сире чăнах буржуй чĕппи тесе шутланă. Халь, камне пĕлнĕ хыççăн, каçару ыйтатпăр.
— Пурте каçару ыйтатпăр! — Федя шухăшне çирĕплетрĕç ыттисем. — Ыттисем камсемччĕ тата?
— Ыттисем буржуй чĕпписемех. Гимназинче пĕрле вĕреннипе кăна вĕсемпеччĕ эпĕ, — пытармарĕ Зина.
— Лешĕ, турат çине çакăнни, мĕнле хуçа ывăлĕ тата?
«Сирĕн хуçа ывăлĕ», — тесшĕнччĕ Зина, матроссене хăратса ӳкересси килмерĕ.
— Вăл чи пуян буржуй ывăлĕ, — терĕ кăна.
— Çавăнпа яланах пĕрле пулĕ-çке эсир унпала? Зина хĕремесленсе кайрĕ. Сережа пирки Ванюк ним те пĕлмен пулсан, хуçа ывăлне сирме тăрăшĕччĕ. Халь шӳтлемен пек татса хучĕ:
— Куна тĕрĕсех тавçăртăр. Мана качча илес йĕкĕт вăл.
Матроссем ĕненчĕç. Капитан хĕрĕ умĕнче чĕлхене ирĕке яма юраманнине тавçăрчĕç.
— Юман Паттăр! — урăх сăмах çине куçасшăн пулчĕ Федя, — хуткупăсна илсе тух-ха! Пĕр юрлар та пĕр ташлар!
— Сирĕн хуткупăс та пур-и? — пĕлмен пек пулчĕ Зина. — Итлесе пăхсан пăсмĕччĕ.
Юлташĕсем шӳтленипе Зина камăлсăрланнă пек туйăннăччĕ Ванюка. Хĕр йĕркеллех калаçни чун кĕртрĕ ăна.
— Халех, — терĕ Ванюк. Самантрах трюмран хуткупăс йăтса тухрĕ. — Эп сассине кăларкалăп-ха. Эсир ташлама пултарайăр-и?
— Ун пиркн ан иккĕленĕр! — хуравларĕ Зина. Хуткупăс каланă май ыттисем алă çупрĕç. Кĕçех кочегарсем те персе çитрĕç. Анчах хĕр умĕнче намăс курасран пĕри те ташă пуçарма хăяймарĕ.
— Хе! — терĕ вара Ванюк. — Кăна пĕлнĕ пулсан, хут-купăса илсе те тухмăттăм.
— Юнтарса ан ларăр ĕнтĕ, калăр! Хам пуçарса парăп, — терĕ Зина.
Ванюк хуткупăсне тепĕр хут туртса ячĕ. Çамрăксем хаваслăн ал çупрĕç. Зина, ункă тавра çаврăнса, Федя патне пычĕ. Урисене тăпăртаттарчĕ.
Йĕкĕте вут-хĕм хыпса илчĕ. Пысăк шанăç пуррине пĕлтермест-ши ку? Тӳрех унпала ташлама шутланăскер, килĕштерсе пăрахмарĕ-ши? Федя ункă варрине сиксе тухрĕ...
Капитан паçăрах пăрахса кайнă ĕнтĕ. Çамрăксем çав-çавах савăнаççĕ. Йăлтах хĕрӳленнĕ Зинăшăн ку сахал пек туйăнчĕ. Унăн мăшăрăн-мăшăрăн ташлас килчĕ.
— Танци тума пирĕн урасем кукăр çав! — туймарĕç пăрахут çинче ĕçлекенсем.
— Ку темех мар, ачасем... Хам вĕрентĕп! Ванюк вальс кĕввине шăрантарса ячĕ.
Зина ташăн кашни пайне уйрăмăн-уйрăмăн туса кăтартрĕ. Çапла чылай вăхăт айкашсан:
— Ну мĕнле? Анлантăр пулсан, хăвăр тĕллĕн çаврăнкалăр-ха, — терĕ.
Пурте Зина пек тума хăтланчĕç. Анчах пĕрин те йĕркеллĕ пула пĕлмерĕ. Ахăра-ахăра пĕр-пĕрне перенчĕç, пĕр-пĕрин урине таптарĕç. Сăнакаланă май Зина паçăр хăйпе ташланă йĕкĕт май килтерсе пынине асăрхарĕ. Вара ун патне пычĕ те:
— Атя, Фёдя, иксĕмĕр çаврăнар, — терĕ ăшшăн. — Пурне те пĕр харăс вĕрентме çук. Эпир мĕнле ташланине тимлесерех пăхăр!
Федьăпа иккĕшĕ нумайччен çаврăнкаларĕç. Йĕкĕт хăнăха пуçласан, Зина Сашăна чĕнсе кăларчĕ...
Ыттисем ташласа пĕтерсен, Ванюк хуткупăсне хаваслăрах туртса ячĕ те, кĕнек çинчен тăрса, хăй каласа çаврăнкалама тытăнчĕ.
Хуткупăсне лартсанах, Зина ăна пырса тытрĕ. Хăй те сисмесĕр йĕкĕт ытамне кĕрсе ӳкрĕ. Ташланă пек мар, сывлăшра ярăнса вĕçнĕн туйăнчĕ хĕре. Ывтăнса юласран хăранăн кăкăрĕпе каччă çумне çыпçăнчĕ...
Каçпа вунă сехетре Ванюкпа Федьăн штурвал патне хăпармалла. Унччен çывăрса илсен аванччĕ. Ванюк та выртрĕ, анчах ыйхи çăва патне вĕçрĕ. Зина çывăхра, çав вăхăтрах ытла та инçетре пек туйăнчĕ ăна. Паян пĕрле пулса та ним чухлĕ калаçаймарĕç. Малалла май килĕ-ши?
— Юман Паттăр, кайрăмăр! — илтĕнчĕ çав вăхăтра Федя сасси.
Вĕсем штурвал патне хăпарчĕç. Икĕ матроса улăштарса, хӳре тытрĕç.
Тавралăха сăнакаласа, штурвал урапине çавăркаласа пынипе икĕ сехет сисмесĕрех иртрĕ. Çур çĕр тĕлĕнче вĕсене Сашăпа тепĕр матрос улăштарчĕç. Урăх ĕç çук пулин те, Ванюкăн выртас килмерĕ. Чĕри çав-çавах тунсăхлăн нăйкашрĕ, савнă хĕрпе тĕл пуласса кĕтрĕ. Федя кĕрсе выртсан, Ванюк сăмсана пĕчченех тăрса юлчĕ. Уйăхпа çăлтăрсем хура пĕлĕт айне кĕнĕрен Атăл çийĕ хуп-хуран курăнать. Ниçта пĕр чĕрчун, пĕр сас-чӳ çук. Ванюк сăмсари каюта еннелле пăхкалать. Унта — юратнă хĕрĕ. Каччă, серенадăри паттăр пек, чӳрече умне пырса ларчĕ. Хуллен юрласа ячĕ:
Накинув плащ с гитарой под полою,
К ее окну приник в тиши ночной.
Не разбужу ль я песней удалою
Роскошный сон красавицы младой…
Сасартăк чӳрече уçăлчĕ. Ванюк, шарт сиксе, чут малалла тăрăнатчĕ.
Зина хуллен кулса ячĕ:
— Рыцарь чикеленетчĕ мар-и?
Ванюк çаврăнса пăхрĕ те, чӳречерен Зина мар, юмахр-и асамлă хĕр пăхса выртнăн туйăнчĕ. Çивĕчĕсем сапаланнă. Аялти кĕпи чăлт-шурă.
— Çур çĕр иртнĕ, ма çывăрмастăр?
— Чĕре çывăрма хушмасть. Эс килессе систерчĕ. Палуба çинче асăрхакан пулмасан, чӳречерен кĕр...
XI
Зина пăрахут кăшкăртнипе вăранчĕ те хăвăрт тăрса ларчĕ, кăн-кан пăхкаларĕ. Ăçта вăл?.. Тавçăрсан, сехечĕ çнне пăхрĕ те ĕшеленсе ӳкрĕ. Турă çырлахтăр, вунă сехет çитет... Зина çавăнтах сиксе тăчĕ те, нихçанхинчен лайăхрах тирпейленме тăрăшса, çӳçне тураса якатрĕ, çивĕт тунине илемлĕ хăю çыхрĕ. Чи капăр кĕпине тăхăнасшăнччĕ. Чăматанран кăларнăскере каялла чикрĕ. Куç ӳкесрен хăрарĕ. Каютăран тухсанах матроссем хушшинче Ванюкпа Федя çуккине асăрхарĕ. Ку ăна ытлашши хумхантармарĕ. Ирчченех вахтăра тăнăскерсем çывăраççĕ пулĕ-ха терĕ. Унтан, ашшĕн пӳлĕмне кĕрсе, пуçтарса йĕркелерĕ.
Ашшĕне вăл штурвал патĕнче кăна тĕл пулчĕ.
— Ман хĕр ытла нумай çывăрать-çке тĕсе канăçсăрланаттăм, — шӳтлесе кĕтсе илчĕ ăна ашшĕ.
Зина пĕр вĕриленсе, пĕр шăнса кайрĕ. Ванюкпа пĕрле пулнине ашшĕ сиснĕн туйăнчĕ ăна. Каялла таврăнсан кăшт-кашт çырткаларĕ те кăнтăрлăхи апат пĕçерме хатĕрленчĕ. Чугуна шыв тултарса плита çине кайса лартрĕ.
Унтан каялла тухма кăна тăнăччĕ — чунне тыткăнлакан сасă тăпах чарса тăратрĕ:
— Салам...
Хĕрĕн савăнăçĕ тӳпене вĕçсе хăпарчĕ. Чĕри ыррăн варкăшрĕ. Зина хуравлама та сăмах тупаймарĕ.
Ванюк та ыйхинчен вăрансанах савнă хĕрне аса илчĕ. Унпа курнăçма ĕмĕтленчĕ. Телей пур иккен-ха — вĕсем тĕл пулчĕç.
— Мĕнле çывăртăн? — терĕ йĕкĕт хуллен.
— Пит аван... Ху мĕнле?
Юратакан чĕресемшĕн çак та çителĕклĕ. Ирпе те ним улшăнманнине, çав-çавах пĕр-пĕриншĕн çуннине ĕненчĕç. Кухньăна кочегар пырса кĕнипе çамрăксен калаçаймасăрах уйрăлма тиврĕ.
Сормовăран иртсен нумаях та кайманччĕ. Чулхула патнелле çывхара пуçларĕç. Сăртра ларакан хула ывăç тупанĕ çинчи пек курăнать. Тăварах — тавар пăрахучĕсене йышăнакан «Сибирь» пристань. Анатарах — пассажирсен пристанĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр пăрахут.
Ав йĕри-тавра чул хӳсе тунă кермен. Зина бинокльпе пăхнă, май çакна та асăрхарĕ: сăртарах вырнаçнă çуртçем чăлт-шурă та илемлĕ, Атăл хĕрринчисем тусан айне пулнă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...