Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
Ашшĕ килĕшни Зинăна чун кĕртрĕ. Мĕнпур хуйхи-суихи иртнĕн туйанчĕ ăна.
— Атте, атте... Сан аслă кăмăлна нихçан та манассăм çук... Шан, ухмах шухăша пуçра тек тытмăп. Ванюка кăна тупасчĕ. Вăл маншăн пурнăç е вилĕм...
Зина чĕри яланхи пекех хавасланчĕ. Энĕшкассинче Ванкжа тĕл пулăлăр та пĕрле Ярославле таврăнăпăр тесе шутларĕ. Амăшĕ хирĕçкелĕ ĕнтĕ, анчах, ашшĕ хута кĕрсен, вăл та килĕшĕ. Ĕнтĕ хăй качча тухнине пытарма та кирлĕ мар.
Çамрăк хĕрарăм ашшĕ хыççăнах палуба çине тухрĕ. Команда умне курăнма аван мар пулсан та, пĕр хут тӳссе ирттерме лекетех. Ярославле çити каютăран тухмасăр лараймăн. Зина матроссенчен йĕплĕ сăмах илтме те хатĕрччĕ — лешсем ăшшăн кĕтсе илчĕç. Унăн юратăвĕ çирĕппи пурне те тĕлĕнтерчĕ.
Трюма анса, Зина Ванюкăн хуткупăсне, кĕпипе шăлаварне пуçтарса килчĕ.
— Мĕн тăватăн вĕсемпе? — терĕç матроссем.
Зина ăнланчĕ — Ванюка вĕсем те çилленнĕ иккен.
— Арăмĕ пулмасан, кам тирпейлĕ ун япалисене? — Ванюка тӳрре кăларма тăрăшса, хуравларĕ Зина.
— Халь ăçта-ши вăл?
— Кирек ăçта пулсан та, Атăлкассинче курнăçăпăр. Каллех пăрахут çине таврăнĕ.
Матроссем Зинăпа ашшĕ хушшинче ырă татăлу пулнине сисрĕç те Ванюка хурласа çăвар та уçмарĕç.
XVII
Ванюк Саратова тепĕр кун кăнтăрлачченех çитрĕ. Пăрахутран ансанах хăйне кирлĕ пристань çине пычĕ. Чи малтан тĕл пулнă матросран ыйтрĕ:
— Сударь, Макарова... пристань агентне ăçта тупма пулать-ши?
— Кама терĕн? — ăнланмарĕ лешĕ. — Кунта Макаров хушаматлă агент çук.
Ванюк, тĕлĕнчĕ пулин те, шанăçне çухатмарĕ-ха. Ытти пристаньсене те кĕре-кĕре тухрĕ. Макаров хушаматлă агент çуккипе аптраса ӳкрĕ. «Мĕнле япала ку? Мĕняе майпа çав териех йăнăшнă капитан?» Сасартăк тавçăруллă шухăш пырса кĕнипе вăл конверта васкаса уçрĕ. Хут укçасем курăнчĕç. Теме сиснĕн канăçсăрланса, мĕн çырнине вулама тытăнчĕ. «Хисеплĕ Юман Паттăр. Чыс та, намăс та çук иккен сан. Ырă сунса ĕçе илнĕ чухне сана тумланма хăв ыйтмасăрах укçа патăм. Хуçа умĕнче ятна çĕклеме тăрăшрăм. Эсĕ вара, вăрттăн çыртакăн йытăлла, ман хĕр пуçне çавăрса пире хур кутĕн... Пире шыраса хыçалтан ан хăвала. Эс тем пек вăйлă пулсан та, хамăр чыса упрăпăр. Ку укçи пăрахут çине юлнă хуткупăсшăн, кĕпе-тумтиршĕн. Тата шалу та пĕрле. Сывă пул...»
Хăйне çĕр шăтăкне путмаллах хур кӳни Ванюк пуçне пырса кĕреймерĕ-ха: Ытла çăмăллăн улталанипĕ йĕтĕм чун-чĕри чĕтрерĕ. «Пăрахут çине çитем кăна. Зинăна пурпĕр сан ирĕкрен туртса илетĕп...» Çапла тĕвтурĕ те Ванюк анатран хăпаракан пăрахутсене сыхларĕ. Каçкӳлĕм Саратовран ларса тухрĕ.
Балăйовăна тепĕр кун тĕттĕмленеспе çитрĕ те тӳрех пăрахут тăнă çĕрелле чупрĕ...
XVIII
«Победа» пăрахут Атăлкассине ирех çитрĕ. Пристаньсенчен кăшт тăварахрн тулли баржăт кăкарса каймалла унăн. Халь илсе килнине юнашар лартрĕ те пăра хут пристань çумне çыпçăнчĕ.
— Баржăсене кăкарма пултаратăр! — тесе, хуçан шанчăклă çынни ăшшăн кĕтсе илчĕ вĕсене.
— Кăкарăпăр-ха та... Ман пĕр яла кайса килесчĕ. Хирĕçлемĕр-и? — терĕ каçару ыйтнăн капитан.
— Тархасшăн, манран ирĕк. Ашшĕпе пĕрле Зина та пуçтарăнчĕ.
— Юман Паттăра кĕтсе илме хатĕрленĕр! — тесе хăварчĕ вăл Федьăна.
Çыран хĕррине тухсан, капитан лав тытасшăнччĕ. Хуçан шанчăклă çынни урăхла май тупрĕ.
— Янашов чи лайăх урхамахне парса ярĕ. Часах çитсе килĕр, — терĕ вăл.
* * *
Тарçисем мĕнле ĕçленине сăнаса çӳренĕ хыççăн Михха рейда каясшăнччĕ. Пӳрчĕ тĕлĕнче пăрахут кăшкăртнипе балкон çине тухрĕ.
— Пирĕн тырра илсе кайма çитрĕç!
— Çапла пулас... — килĕшрĕ Михха арăмĕ Елюк.
Вăхăт нумай та иртмерĕ — Ярославль хуçин шанчăклă çыннипе капитансем кунталла утни курăнчĕ. Михха вĕсене хаваслăн кĕтсе илчĕ:
— Килĕрех, Егор Степанович. Пурнăçсем мĕнле? — балкон çинчен утса анчĕ Михха.
— Малаллах щуçать, Михаил Петрович. Баржăсене кăкарса каяс теççĕ. Паллашăр!
— Эпир пĕр-пĕрне тахçанах пĕлетпĕр!
— Ырă кун сунатăп, господин Янашов! — евĕклĕн саламларĕ капитан.
Зина пуç тайрĕ.
Елюк кунашкал илемлĕ хĕрне нихçан тĕл пулман-тăр.
— Ку кам вара сирĕн? — терĕ çынна çын вырăнне хумалла сасăпа.
— Ман хĕр вăл, сударыня...
Куçне илмесĕр сăнаса тăнă май Михха Клавьене аса илчĕ те, ăна çухатнăшăн чĕри ыратса кайрĕ. Унăн та çакăн пек ытарма çук хĕр пурччĕ-çке!..
— Столовăйне ăтьăр! — йыхăрчĕ çав хушăра Елюк.
— Хисеплĕ Михаил Петрович. Хисеплĕ Елена Павловна,.. — пуç тайса чĕнчĕ Ярославль хуçин шанчăклă çыини. — Сĕтел хушшине ларассинчен ытларах эпир ĕçпе килнĕ.
— Мĕн ĕç-ши?
— Петр Николаевич инçех мар пĕр яла кайса килесшĕн. Урхамахăра парса ямăр-ши? — терĕ те хуçан шанчăклă çынни, çавăнтах хушса хучĕ: — Пристаньри ямшаксен лашисемпе каçсăр та çаврăнса килеймĕç. Капитанăн васкамалла.
— Хăш яла каясшăн? Кам патне?
— Энĕшкассине, господин Янашов. Ванюк патне.
Михха пăлханса кайрĕ. Çапах пытарма тăрăшса тĕпчерĕ:
— Ăна ăçтан пĕлетĕр?
— Вăл ман пăрахут çинче матросра ĕçлет. Килне кĕрсе тухма ирĕк патăм та, пристаньте кĕтессе шаннăччĕ — курăнмарĕ.
Михха куçĕ умне сасартăках пулн-иртнисем тухса тăчĕç. Клавье хăйĕн хĕрĕ пулсан, Ванюк тупăннăшăн савăнĕччĕ те вăл. Ашшĕне вĕлерейменшĕн çунни сахал имĕш — ывăлĕ те тупăннă. Курайман тăшманĕ каллех унран телейлĕрех те хăватлăрах. Тăнне-пуçне çухатман пирки çиллине шăмарчĕ.
— Кучера калăр, урхамаха култĕр! — терĕ.
Ыраш пуссине кĕрсен, капитан çакна асăрхарĕ: кăçал тырпул тухăçлă пуласси палăрать. Хăмăлĕ лаша пĕкки курăнми, пучахĕсем куç тулли. Инçех те мар, ыраш пусси урлă, вăрман курăнать. Çуркуннехиллех ем-ешĕл мар, хĕвел çунтарнипе шупкалма ĕлкĕрнĕ пулин те илемлĕ вăл. Куçне ӳсентăрăнсем çинчен илсенех капитана канăçсăр шухăшсем тыткăнларĕç. Хĕрне Ванюкла пĕрлештерме шутлани йăнăш пек туйăнчĕ ăна. Ял çынни ял çынниех. Хулара вăл вăрманти чурăс кайăк пек пулĕ. Вăт нуша...
— Энĕшкассинче кам патне кĕрес тетĕр? — каялла çаврăнса ыйтрĕ кучер.
Капитан ним хуравлама аптрарĕ. Чăнах, кам патне теес? Вунă çул каярах тĕрмере пуç хунă çынна хуçа кучерĕ чухлаймĕ. Кукашшĕпе кукамăшне асăнма та ятран пĕлмест. Çапах чĕлхене çыртса пыни килĕшӳсĕр.
— Унта Юман Паттăр хушаматлă йĕкет пур. Çавăн патне каятпăр...
— Николай Степанович ывăлĕ патне-и?..
Капитанпа хĕрĕ мĕн кăна пĕлмерĕç-ши çакăн хыççăн! Ванюк Элнет юханшывĕпе мольă хăваланă çĕрте пĕр-пĕччен упа тытнă иккен. Зурин хуçа бурлакĕсене çĕнтерсе, Михха йывăçне мала кăларнă. Энĕшкассинчи Прахăр хĕрне тĕрмерен хăтарасшăн уĕсри тӳре-шарасене тустарнă. Натюша тытма пырсан, Ванюк хăй пек çамрăксене пухнă та милиционерсене хĕçпăшалсăрлантарнă...
Капитан куçĕ умне Ванюк тата маттуррăн тухса тăчĕ. Анчах, хĕрĕн ăраскалĕ пирки урăхла шухăшланăран, ырласа сăмах хушма аптрарĕ.
Зина вĕçсе каяс пек хавасланчĕ. Ун упăшки ав епле паттăр иккен. Хăй сăпайлипе арăмне ним те каласа паман.
Кучер, сасартăках кулма чарăнса, ассăн сывларĕ:
— Эсир шыракан йĕкĕт килте çук.
Капитан лăштах пулчĕ. Урхамаха каялла çавăрма та хатерччĕ. Хĕрĕ сасартăках пăшăрханса ӳкнипе хăйпе хăй калаçнăн ыйтрĕ:
— Таврăнман-ши вара вăл?
— Мăнкун иккĕмĕш кунĕнче тухса кайнăранпах хыпар çук теççĕ. Хăвăр ăçтисем эсир? Юман Паттăра мĕнле пĕлетĕр?
Капитан чăннине каласа пама шутларĕ:
— Эпĕ буксир пăрахучĕн капитанĕ. Ванюк ман патăмра матросра ĕçлет. Ăна киле янăччĕ те халь илме каятпăр.
— Апла яла таврăннă пулĕ-çке вăл?.. Халь ашшĕне кураймасăрах тухса кайĕ-ши вара сирĕнпе?
— Эсир, ырă çын, тем аташатăр?
— Ку ăçтан палăрать? — тĕлĕнчĕ кучер.
— Вунă çул каярах каторгăра пуç хунă çынпа епле тĕл пулĕç вĕсем?
— Эп мар, эсир аташатăр, ырă çын! — тавăрчĕ кучер. — Николай Степанович чиперех таврăннăччĕ. Чухăнсене ырă пурнăç туса парасшăн пуянсемпе кĕрешӳ тапратса янăччĕ. Шел, Атăлкассинчи митингра пулса курмарăр. Пасарти пĕтĕм халăх, Николай Степанович май кайса, кĕпĕрнипе паллă вакката ухмаха тăратса хăварчĕ. Те Шупашкарти, те Хусанти тӳре-шарасем Янашов мулне упрама отряд ярса панăччĕ. Николай Степанович вĕсене те хăйне май çавăрнă. Анчах кĕçех пĕр сутăнчăк салтакĕ ăна хăйне те персе амантнă. Халь вăл майĕпен сывалса пырать-ха.
— Мухтав турра! Часрах сывалтăрччĕ... — Ванюк ашшĕне ырă сунчĕ Зина.
Хĕр кăмăлĕ уçăлни кучера калаçма хистерĕ: — Николай Степанович чĕрĕ юлнăшăн таврари пĕтĕм чухăнсем савăнаççĕ. Большевиксем тăрăшнипе эпир те, Янашов тарçисем, çынла пурăнма пуçларăмăр. Ĕç кунне чакарчĕç. Ĕç хакне ӳстерчĕç...
Ванюк пăрахут çине таврăнсан, ашшĕ пĕччен епле пурăнтăр? Хăй ашшĕ пек хисеплекен çынна кинĕн пăхмалла мар-и? Пĕччен хăварма юрамастех ăна. Килĕшсен, пăрахут çине илсе каймалла, ывăлĕпе кинĕ тăрăшнипе лайăхрах сывалса çиттĕр. Килĕнчен тухасшăн мар пулсан, Ванюкпа Зинăн та Энĕшкассинчех юлма лекет.
Вĕсем Энĕшкасси тĕлне çитрĕç. Пус хапхи патне сĕмĕ çук халăх пухăннипе урхамаха тăратма лекрĕ. Кунта Енел çĕр общинин пухăвĕ пырать иккен. Трибуна çинче — кăшăлласа каснă çӳçне йывăç çу сĕрсе якатнă, чăл-чал сухаллă ватă.
Капитан нумай шухăшламасăрах ку чирку старости пулма кирлине тавçăрчĕ. Вĕсем хăйсене сăваплă çын пек тыткалама хăтланнине ăçти чиркӳре курман-ши?
Чăн та, Тĕмшер чиркӳ старости, Ĕнел çĕр общинин аслă уполномоченнăйĕ Касмухха иккен вăл. Самана май кайма шутланă çынсемпе сассине хăпартарах та витĕмлĕн калаçма тăрăшать:
— Эп ватă ĕнтĕ... Çапах çитмĕл çула çитсе те çын мулне туртса илес тенине илтменччĕ. Унашкаллисем тупăнсан, питлĕх çакса ял тăрăх çӳретекенччĕ.
— Тĕрĕс! Вăрă-хурахла шухăшлакансене малашне те ирĕк памăпăр! — шавласа илчĕç Касмухха майлисем.
Хирĕçлекенсем çуккипе Касмухха шухăшне малалла тăсрĕ:
— Хăшпĕрисем самана пăлхавăрлипе усă курасшăн. Вĕсен шучĕпе, паян Михаил Петрович утравне туртса илмелле, ыран ĕçлеме ӳркенменнисен пурлăхне çаратмалла. Мĕн тери çăмăлланĕ наянсен пурнăçĕ! Ĕçлемесĕрех кулач çисе ларĕç! Çапах та турă пилленĕ йăласене пăсни мар-ши ку? Михаил Петрович утравĕ çине пырса кĕме пите кĕççе çĕлемелле. Хамăр сутнă-çке. Хамăрах эрехне ĕçнĕ.
Тахăшĕ тӳсеймерĕ — Касмуххана пӳлчĕ:
— Халăх ĕнсине хырнипе çитĕ! Долой!
— Пирĕн утрава çулса пурăннăшăн укçа шыраса илмелле! — илтĕнчĕ çывăхрах тепĕр сасă.
Трибуна патнелле халăх кĕпĕрлене пуçларĕ. Вĕсен çулне ытти уполномоченнăйсем пӳлчĕç:
— Камăнне туртса илесшĕн эсир? Самана тесе ухмаха ермĕпĕр!
Утрава туртса илес кăмăллисем пушшех çивĕчленчĕç. Анчах Микула васкаса çывхарнине курсан, вĕсем те харкашма чаранчĕç:
— Юлташсем!.. — пĕр хушă шухăша кайса тăнă хыççăи хуллентерех ченчĕ Микула. Сире итлесе тăнă май эпĕ вунсакăр çул каярах пулса иртнине аса илтĕм. Сирĕн хушăра та астăвакансем тупăнĕç. Чиркӳ хуралçисен пӳртĕнче Ĕнел çĕр общини суйласа янă çынсем пухăннăччĕ. Паянхи утрав пирки, ăна тара парассипе парас марри çинчен сӳтсе яврĕç. Çав пухура эпĕ пуçламăш хут тухса каланăччĕ...
— Астăватпăр! — сас пачĕç темиçен харăс.
— Çавăн чухне эпĕ ăнсăртран тĕл пулнă вырăс çынни Кузнецов юлташ вĕрентннпе калаçрăм. Халĕ вăл большевиксен кĕпĕрне комитечĕн бюро членĕ. Ун сăмахĕсем питех вырăна килчĕç. Малтан Михха Касмухха йышшисем пулăшнипе çĕр общинисене çапăçтарса-сутлаштарса ячĕ. Сутлашма укçа кирлипе утрава тара пама тиврĕ. Ваккатсем ĕçе вĕçĕ-хĕррисĕр тăсрĕç. Юлашкинчен икĕ общини те ывăнса çитрĕç пулас та утрав çине ал сулчĕç. Миххана çакă çеç кирлĕ пулнă. Сехмет Касмуххасене те тӳпесĕр хăвармарĕ: пилĕкшер теçеттин касса пачĕ.
Касмухха çурăмĕ çинче пăрçа чупнăн хыçкаланса илчĕ. Ма хăшĕ те пулин Микулана хирĕç сăмах пуçармаççĕ-ши? Çынсен хӳттипе вăл та парăмра юлмĕччĕ.
— Касмуххасем çакна кăна ăнланасшăн мар, — сывлăшне çавăрсан, шухăшне малалла тăсрĕ Микула. — Вĕсен саманине патшипе пĕрлех вил шăтăкне ывăтнă, кĕçех Вăхăтлăх правительствăна та çавăнта тӳнтерĕпĕр. Утрав сирĕн! Эсирех усă курăр!
— Ыранах çулма каятпăр! — хăватлăн шавларĕ халăх.
— Пулеметпа ăшалама тытăнсан? — çунакан вучаха сунтересле илтĕнчĕ тахăшин сасси.
Халăх шăпланчĕ. Касмуххана аранах чун кĕчĕ. Савăннипе аллисене сăтăркаларĕ, йывăç çу сĕрнĕ çӳçне якаткаларĕ. Вăрттăн çыртма хатĕрленнĕ йытă пек, шăл витĕр сăрхăнтарчĕ:
— Çын мулне туртса илесси — чи пысăк çылăх. Атте турă çын мулне хапсăнма хушман. Эпĕ те сĕнместĕп!..
Касмухха майлисем вăй илме хăтланни Микулана канăçсăрлантарчĕ. Çавăнпа, сывалса çитменнине мансах, хĕрӳленсе кайрĕ:
— Чирку старости атте турăпа та пулеметпа хăратасшăн! Вăхăтлăх правительствăн пулемет ямалли вырăнсем пирĕнсĕрех нумай. Пур çĕрте те рабочисемпе чухăн хресченсем çĕнĕ влаçшăн çапăçăва кĕме хатĕрленеççĕ. Улпутсен çĕрне турта-турта илеççĕ. Эпир те утрава çулнипе çеç çырлахмăпăр. Сехметĕн çаранне те çулăпăр, çĕрне те валеçĕпĕр. Пирĕн хамăрăн та пулемет, чухăнсен ырлăхĕшĕн çапăçма хатĕр Хĕрлĕ гварди отрячĕ пур. Çавăнпа татах астутаратăп: нимрен хăрамалли те çук! Утрава çулма хăюллăн тытăнар!
Халăх, пăлханса, трибуна еннелле ăнтăлчĕ. Касмухха никам сисиччен куçран çухалма ĕлкĕрнĕ.
Капитан затонра хĕл каçнă чух пуху-митинг таврашне курман мар ĕнтĕ. Нихăш парти майлă кайма та шутламаннипе йӳпсемен кăна. Чăвашсен пухăвĕ ирĕксĕрех кăсăклантарчĕ ăна. Трибуна çине кăвакара пуçланă çӳç-сухаллă та ырханкка пит-куçлă арçын хăпарни тимлеме хистерĕ. Хӳллен калаçать пулин те, сăмахĕ çĕре ӳкменни палăрать.
— Ванюк ашшĕ, Николай Степанович ку! — терĕ çак самантра кучер. — Ăна пасарти митингра тухса каланине курсаттăм та, ĕмĕрнĕ те манас çук.
Зина чипер ларнă çĕртех пархатарлă çил варкăштарнăн хумханса илчĕ. Упăшкин ашшĕ те килтех иккен.
Капитан та кучерпа килĕшсе сăмах хушасшăнччĕ — Микула шухăшне малалла тăснипе ĕлкĕреймерĕ.
— Вăхăтлăх правительство шавлăн хатĕрленнĕ наступлени путланнă. Меньшевиксемпе эсерсем вăй хурса тапаланни те пулăшайман. Рабочисемпе хресченсен юнне тата ытларах тăкни, ашшĕ-амăшĕсене, арăмĕсемпе ачисене тăлăха хăварни, Раççее шутласа кăларайми сиен куни кăна пулчĕ. Большевиксем вăрçă мар, мар кирлĕ тесе вĕрентнине хамăра хирĕçле çĕршывсенчи ĕççынисем те ăналанаççĕ. Фронтра тăванлашма тăрăшаççĕ. Вăхăт нумай та иртмĕ — большевиксем ертсе пынипе рабочисемпе чухăн хресченсем, салтаксем влаçа хăйсен аллине илĕç.
Вăхăтлăх правительствăпа унăн йыттисем тĕп пулччăр! Ленинпа большевиксем сывă пулччăр! Урра, юлташсем!
Халăх хăватлăн урра кăшкăрчĕ. Çав самантрах çамрăксем юрласа ячĕç:
Харăс утар, юлташсемĕр,
Кĕрешӳре вăй илер.
Харăс вăрçса, çĕнĕ ĕмĕр —
Ирек тĕнче никĕслер!..
Тĕттĕм чăваш ялĕнче те пурнăç вĕресе тăрать иккен. Капитан чăнласах хисеплекен Вăхăтлăх правительствăна ним вырăнне те хумаççĕ, çĕнĕ самана тăвасшăн кĕрешеççĕ.
Халăх саланма пуçлани, вĕсемпе пĕрле Микула та урам çулĕ çине тухни капитана сасартăк тăна кĕртрĕ, хăй мĕн ĕçпе килнине аса илтерчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...