Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ту енчи ҫӗр-шыв
Эх, йыснаçăм, йыснаçăм!
Куç хăрпаххи пит вăрăм,
Çавăнпа куçне уçаймасть.
Путĕр-путĕр путене
Йăви тĕлне тупаймасăр
Çерем çинче çĕр каçнă.
Эх, йыснаçăм, йыснаçăм!
Хăй арăмне тупаймасăр
Урайĕнче çĕр каçнă.
Кунта çапла шăл йĕрсе те ахăрса юрлани пĕрре те килĕшменнине юрлакансем хăйсем те туйса илчĕç тейĕн, пурте сасартăках шăпланчĕç, ăçта килнĕ унта ларса тухрĕç.
— Ĕнтĕ, кин, пĕр алтăр сăра ĕçсе пар-ха, — çав-çавах хăй вырăнĕнче хытса тăракан Эрнепи патне шиклĕ çывхарчĕ Нетӳç инке.
Эрнепи ун çине сиввĕн пăхса илчĕ, çапах та пурне те тĕлĕнтерсе сăрине шалттиех ĕçсе пачĕ.
— Ак халь ĕнтĕ пӳрте кĕрсен те юрать. Çапла пултăр ĕнтĕ, турă çырнă пек пурăнмалла пултăр. — Нетӳç инке ăна какай татăкĕ илсе пачĕ. Унтан пĕр хĕрарăм аллинчи тирĕкрен капăртма илчĕ те ăна икĕ пая пайласа пĕр пайне Патиреке, тепĕр пайне Эрнепие тыттарчĕ.
Таçтан килсе кĕме ĕлкĕрнĕ Сахвине юмăç темле сăмахсем пăшăлтатса Патирек умне пушă хурса пачĕ. Икĕ хĕрарăм Эрнепие упăшки çывăхнелле тĕртсе ячĕç.
Патирек иккĕленсе тăчĕ, çапах та йăлана пăхăнса пушша хăй аллине илчĕ, ăна Эрнепи хушпăвĕ тĕлне çĕклерĕ.
— Çап! — терĕ Эрнепи хăюллăн. — Анчах пĕлсе тăр: эп сан арăму пулмастăп. — Унтан вăл вутла çунса тăракан пит-куçпа ыттисем енне çаврăнчĕ. — Илтетĕр-и эсир, ман пуçа çиме пуçтарăннă çынсем, эп ун арăмĕ пулмастăп!
Юлашки сăмахĕсене вăл пĕтĕм чун хавалĕпе кăшкăрса каларĕ, вара урайне тĕшĕрĕлсе ӳксе хыттăн макăрса ячĕ.
Патирек аллинчи пушшине таçта аякка ывăтрĕ те вырăн çине кайса ӳкрĕ. Темиçе туй арăмĕ кунта ĕç ыррипе пĕтес çуккине сиссе кĕлетрен тухса килĕсене васкарĕç. Урасмет та ку мыскарана куç ан куртăр тесе айккинелле пăрăнчĕ. Сахвине юмăçпа Нетӳç инке çеç Эрнепие тĕрткелесе тем те пĕр каласа вăрçма тытăнчĕç.
— Мĕн ухмахланатăн çак эсĕ, Эрнепи? — темиçе шăлĕ ӳкнипе селĕппĕн тата çĕлен пек чашкăрса калаçрĕ Сахвине. — Пӳлĕхçĕрен хăра. Ĕмĕр-ĕмĕр тамăкри пек çунмалла пулĕ! Сан пек хăтланни вăл пирĕн ялта тĕнче пуçланнăранпа та пулман. Кун пек эсĕ мĕн пур киреметсене çиллентеретĕн. Тем курса ларăн, сана пула пĕтĕм ялшăн ахăр самана килсе тухĕ. Унашкал пулсан асту, сана ял çыннисем урама сĕтĕрсе тухса çурса пăрахĕç. Итле мана, эпĕ турă çынни, ун пек тараплă ан пул, хĕрĕм. — Унтан кăшт шухăша кайса тăчĕ те сассине хăпартса çапла каларĕ. — Юрĕ, Нетӳç, эппин, ăна пӳлĕхçĕ пулăшнипе урăхла çавăрăпăр. Чĕн-ха эсĕ пĕр-пĕр ват çынна. Кам пур унта?
— Хамăр пăятам Теней старик пурччĕ, — терĕ Нетӳç инке.
— Чĕн, чĕн часрах.
Теней старик кĕлете кĕрсен Сахвине ăна пĕр сăмахсăр, куçĕпе сиввĕн пăхса çеç хăй патне чĕнчĕ.
— Теней хăта, — терĕ вăл, — эсĕ ваттисен йăлисене манса кайман-и? Туй хыççăн чипер пурăнаймаççĕ пулсан ваттисем çамрăк мăшăра мĕнле килĕштереççĕ-ха?
— Ун пек чух киремете парне параканччĕ, — юмăçран хăранипе тытăнчăклăн каларĕ Теней.
— Эппин, Теней, эп хушнине туса пыр. Чи малтан Эрнепи кĕпинчен пĕр сĕвем çип туртса кăлар, Патирек кĕпинчен тепĕр сĕвем çип туртса кăлар. Ну, мĕн мĕшĕлтететĕн, часрах эсĕ! Пулчĕ-и?
— Халех, халех, — чĕтрекен аллисемпе пĕрре Эрнепи кĕпи аркине, тепре Патирек кĕпи аркине хыпашларĕ старик.
— Халĕ икĕ сĕвемне тĕвĕлесе çых та мана пар. Пулчĕ-и? Часрах эсĕ! Ĕнтĕ итле, Эрнепи, — Сахвине Эрнепи патне пĕшкĕнчĕ. — Сан кĕпӳнтен илнĕ çип сĕвемне эпир Патирек кĕпинчен илнĕ çип сĕвемĕпе пĕрле çыхса хутăмăр. Патирекпе пурăнмасан ку çипе киремете кайса паратăп. Киремет сана усал чир ярать, эсĕ кунсерен типсе хăрма пуçлатăн. Асту, хĕрĕм, итле пирĕн сăмаха, Патирекпе чипер пурăн!
Çав-çавах урайĕнче выртакан Эрнепи çак чуна сехĕрлентерекен сăмахсене илтсе тата хытăрах ĕсĕклесе йĕчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...