Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ту енчи ҫӗр-шыв
— Такам илтĕр ĕнтĕ халь пире? Хĕрсене парсан та тем пекехчĕ, вĕсем те ват хĕрсем пулса юлаççĕ пулĕ, — терĕ Альтук.
— Хăвна систерсех хурас-ха: эпĕ пĕрне вăрласа каясшăн, — аллине татах эрех кĕленчи еннелле тăсрĕ Урасмет. — Анне ватăлса çитрĕ пирĕн, хуçалăх пысăк.
— Ара ĕнтĕ, çапла пулмасăр! — ун умне çăкăр касса хучĕ Альтук.
— Анчах хам валли мар, Патирек валли çураçасшăн эп сан хĕрне.
— Ан тĕлĕнтер, — черккене шакăртах лартрĕ Альтук инке. — Кулса калатăн-и?
— Кулса мар. Патиреке авлантарас тетпĕр. Сывалса çитме пуçларĕ ĕнтĕ вăл. Ялан янкăртатать: юрататăп эпĕ ăна чунтан, юрататăп тет. Эс ан кулян, Альтук инке, саншăн ку пайталлă япала пулать. Пĕлсе тăр: пуйтаратăп. Килĕш çеç…
— Чăнласах калатăн-и кăна? — ĕненмерĕ Альтук инке. — Чăнласах.
— Хăшне çураçасшăн эсир?
— Кĕçĕннине.
— Ун пек юрамĕ, Урасмет. Эрнепие памастăпах. Алмак мар эпĕ уншăн, çапах памастăп кĕçĕннине.
— Эс мана ăнланмарăн пулас-ха, — ун çывăхнелле куçса ларчĕ Урасмет. — Кил-ха, ĕçсе пар. Тата ак çакна тыт, — Альтук инке ывăçне çап-çаврака ылтăн кĕрсе ӳкрĕ. — Эрнепи сана пуйтаракан çын пулать. Ун хыççăн Северпипе Неспикене те качча паратпăр. Вĕсене те хам вырнаçтаратăп. Каланă сана, килӳнте улпут майри пек ыр курса пурăнатăн тесе…
Тепĕр кунне Урасметпа амăшĕ Альтук инке килне тулли чĕрес сăра тата пысăк кĕленче эрех йăтса пычĕç. Альтук инке хĕрĕсене хальхинче те пӳртрен кăларса ячĕ, анчах лешсем кунта мĕн пулса иртнине сисмесĕр тăма пултараймарĕç ĕнтĕ. Часах пӳртре икĕ хĕрарăм çинçе сасăпа юрă пуçласа ячĕç, алăран алла курка та черкке çӳрерĕ.
Ĕçкĕ-çикĕ тата мĕн пур тутлă сăмах пĕтсен Урасмет Альтук инкене хулăм укçи кăларса тыттарчĕ, хăй хĕр çураçнă ятпа вĕсен килне сӳсрен явса тунă пушă хăварчĕ.
— Асту, тăхлач, кунта пĕтĕмпех мар-ха, ыттине хĕрне илсе кайсан парса тататпăр — терĕ вăл тулли енчĕк çине кăтартса. — Ху пĕлетĕн, Урасмет сăмаха çилпе вĕçтерме юратмасть.
Пӳртре укçине пытарма вырăн шыраса çӳрекен Альтук инке ăна ним тавăрса калама та пĕлмерĕ, хĕрĕшĕн куляннă пек туса саппун вĕçĕпе типĕ куçĕсене çеç шăлкаларĕ.
Хăнасем тухса кайсан киле пырса кĕнĕ Эрнепи хăйне Патирек валли çураçни çинчен илтрĕ те пĕтĕм чун хавалĕпе çари-и! çухăрса ячĕ, пӳртрен тухса тарчĕ. Неспикепе Северпи ăна вĕтлĕхре хăваласа çитсе киле сĕтĕрсе таврăнчĕç.
— Ан тытăр мана! — терĕ Эрнепи. — Манăн ăрăсăм çапла пулсан эпĕ халех Атăла путса вилетĕп…
— Эрнепи, ан ухмахлан, — йăпатма тăчĕ Альтук инке. — Манран тата аппусенчен вăтанма пĕл! Çынсем сана телей сунаççĕ, эсĕ…
— Эсĕ ман пуçа çиесшĕн, мана телейлĕ тăвасшăн мар! Ама çури! — ялан анне тесе чĕннĕ çынна пĕрремĕш хут çак ятпа каларĕ Эрнепи. — Вĕсем сана укçапа илĕртнĕ. Эс мана выльăх вырăнне сутасшăн. Кай, кай, ан тăр эс ман куç умĕнче!..
Тек вăл нимĕн те калаймарĕ, чунĕ тăвăлса çитнипе хыттăн уласа йĕрсе ячĕ. Ун хыççăн пичĕсене тутăр вĕçĕпе хупласа аппăшсем те сассăр макăрма пуçларĕç. Альтук инке ним тăвайман енне аллисемпе хăлаçланса хĕрĕсене тем те пĕр каласа ятларĕ.
— Ухмахсем! — терĕ вăл. — Мур тĕпне кайманскерсем! Мĕн чухлĕ пăхрăм эп сире, мĕн чухлĕ терт куртăм! Эсир тав тăвас вырăнне ман куçа чавса кăларма хатĕр. Мĕн хăрамалли пур çав Патиреке качча кайма? Ячĕ çеç пулать. Вилсе выртать те, пуян çын килĕнче кин пулса юлатăн. Качча каяс тесен тепĕр хут качча кай, кам чартăр сана? Тупнă уламалли! Кĕлмĕçленсе пурăнни йăлăхтарман-ха апла сире…
Каç пуласпа Эрнепи вĕтĕ-вĕтĕ уттипе ял вĕçне, вăрман хĕррине, йăпăртатса çитрĕ те йăмра хыçне пытанса инçе мар ларакан пĕчĕк пӳрт çине чылайччен тунсăхлăн пăхса тăчĕ.
— Ахтупай, эх, Ахтупай! — терĕ ун типсе çуркаланса пĕтнĕ тути. — Ăçта-ши эс халь, ман куç çутийĕ? Манăн инкеке кăшт та пулин сисет-ши сан чуну?
Ăна çак самантра Ахтупайсен кĕçĕн алăкĕ уçăлса хупăнассăнах, унтан Эрнепи чĕрине ĕмĕрлĕхе тыткăна илнĕ каччă сиксе тухассăнах туйăнчĕ. Анчах çук, алăк уçăлмасть. Карта çумĕнче Ахтупайăн юпах тихи хыçаланать, пусă патĕнче сăмсипе таса мар шыва пăтратса кăвакал нартлатать, пӳрт тăрринче катăк чӳлмекрен тунă мăрьерен тĕтĕм мăкăрланать, Ахтупай ниçта та курăнмасть.
— Пĕртен-пĕр шанчăкăм, Ахтупай, ăçта-ши эс, ăçта? …Ахтупая, ялти чи хитре те паттăр качча, çак вăхăтра Эрнепи çеç мар, Урасмет та аса илчĕ.
«Кансĕрлемĕ-и, туя пăсса хумĕ-и вăл, упа çури? — терĕ хăй ăшĕнче Урасмет. — Эрнепи савнийĕ çавă тесе калаçаççĕ. Унпа çыхлансан мĕнле те пулин пăтăрмах пуласса кĕтсех тăр вара».
Ахтупай çинчен шухăшланăран Урасмет куçĕ умне темиçе кун каялла Иштерек килĕнче пулса иртнĕ ĕç тухса тăчĕ.
Урасмет ун чухне ял тăрăх ясак пуçтарса çӳретчĕ. Иштерек ăна кĕлетрен виçĕ тĕрке тире ним хирĕçмесĕрех илсе тухса пачĕ, икĕ çулшăн ясак тӳленине паллă тунă тăмхана хăй аллипе тĕрĕслерĕ, тинех хăтăлтăмăр иккен тесе турра кĕл турĕ.
— Кăçалхишĕн татăлман-ха сирĕн, — терĕ ăна алманчă.
— Мĕнле татăлман пултăр-ха тата?
— Эсир пĕр лашашăн çеç тӳленĕ. Лашашăн хушса тӳлемелле пулать.
— Пирĕн икĕ лаша мар, — терĕ Иштерек.
— Пĕлетпĕр миçе иккенне. Ав картишĕнче юпах тиха çӳрет.
— Юпах тиха вăл лаша мар, уншăн куланай тӳлеттермеççĕ.
— Çĕнĕ ярлăх тăрăх тӳлемелле çав, Иштерек пичче, — хăйĕнпе пĕрле килнĕ çынсемпе тир тĕркисене йăтса кайма тăчĕ Урасмет.
— Суятăн! Каллех хăвна валли хăварасшăн! — тилĕрсе кайса хыттăн каларĕ Иштерек. — Иртнĕ çул та манран тир ытлашши илтĕн, тăранман хырăм! Ял çыннисене çаратса пуясшăн. Асту, Урасмет, хăçан та пулин пырна ларать санăнне пирĕн пурлăх! Тăранатăн ак, выçă хырăм!
Алманчă ăна чĕп-чĕр юн пуличчен хĕнесе хăварма тесе аллине çĕкленĕччĕ, анчах Ахтупайăн вутпа çунса тăракан куçĕсене асăрхарĕ те хăйĕн çиллине тытса чарчĕ.
Унтанпа вăл Иштерек килне пĕрре те пырса кĕмен.
Тем пек пуçа çĕмĕрсен те Урасмет Ахтупая вăхăтлăха та пулин ялтан ăсатма нимле сăлтав та шыраса тупаймарĕ. Ма мăрса мар-ши Урасмет? Мăрса пулсан ăна халь хăйĕнпе Хусана илсе каймалла та унта ĕç хушса хăвармалла — пурăнтăр вара яла чĕнсе илессе кĕтсе!
Ясак тӳлеменшĕн хупса лартас — Ахтупай кил хуçи мар, ашшĕ пур çинчех апла тума май çук. Çапах та Хусана каяс умĕн юлашки хут ясак пуçтарнă чухне вĕсем патне тепре кĕрсе тухма тивет. Ун хыççăн тĕплĕрех шутласа пăхма та пулать — ырăпа кăларса ямалла-и качча ялтан е усалпа-и?
15. Чĕн йĕвен
Урасмет килне таврăнчĕ те пӳрте кĕриччен малтан вите умне пычĕ. Кунта темиçе йĕвен çакăнса тăрать. Кил хуçи вĕсенчен чи тĕреклине — чĕнрен виççĕлле явса тунине суйласа илчĕ.
— Акă сана валли, Ахтупай! — терĕ вăл. — Малтан юпах тихуна çăвархлатăп, унтан — хăвна.
Лайăх шухăш пырса кĕчĕ ун пуçне — пĕтĕм ĕçе юпах тихаран пуçламалла.
Иштерек тиха ӳстерет тенине Урасмет пĕрре çеç мар илтнĕ, анчах вăл ун пекех чаплă пулассине ĕненме пултарайман. Тиха кĕлеткипе шăратса тунă пекех иккен, ун çине пăхнăçем пăхас килет. Урисем çинçе те вăрăм, пуçне яланах каçăр тытать, хăлхине чанк! çеç тăратнă. Утти çăмăл та илемлĕ.
— Ăçтан тупма пĕлнĕ эс çак пакраса, Иштерек пичче? — хăйĕн çыннисемпе карта умне çитсе тăчĕ Урасмет.
— Тукай ырлăхĕ, — терĕ Иштерек ирĕксĕртен пуç тайса.
— Ырă ут пуласси тихаранах паллă теççĕ. Чăнах иккен…
— Ним каламалли те çук, ăнăçлă тиха пулчĕ. Хăйне те пĕтĕм çын ырлать çав, куç ӳкесрен шикленсе çеç пурăнатпăр.
— Ун пек шикленсе пурăниччен сутса яр эс ăна, Иштерек пичче. Тем тесен те ăна кӳлме хыçлă çатан, чĕн йĕвенпе чĕн тилхепе кирлĕ, санăн вĕсем те çук. Сут, тупата, хамах илетĕп.
— Сутас пулсан пурлăху çитес çук санăн ăна илме, — хăйне мăшкăлланăшăн тарăхса каласа хучĕ Иштерек. — Уншăн çур çул тарçăра ĕçленĕ.
— Вăл тĕрĕс ĕнтĕ, — çав-çавах тиха çине киленсе пăхрĕ Урасмет. — Эпĕ ăна илме вăй çитереймен пулăттăм. Çапах та хаклă тăрать-и? Манăн сан патăнта миçе çул тарçăра ĕçлеме тивет?
— Кала, мĕн кирлĕ сана, Урасмет? — хапха алăкне уçса çиллес сăнĕпе ун умне тухса тăчĕ Иштерек.
— Ыйтать-ха тата. Куланай кирлĕ! — урипе тапса кăшкăрчĕ Урасмет. — Ыран Хусана ясак леçме каймалла, эсĕ ку таранччен тӳлесе татмастăн, кĕлмĕç!
— Пысăк сăмах каличчен пысăк чĕл çăкăр тытма хушнă, Урасмет, — лăпкăн çеç тавăрчĕ Иштерек. — Кĕлмĕç пулса эп санран пĕр пус укçа та тархасласа ыйтман-ха. Эсĕ ав пиртен ытлашши ясак пуçтарса чунна сутса çӳретĕн. Тихашăн тӳлеместĕп, ан та çыпăç.
— Тӳлетĕн.
— Тӳлеместĕп!
— Тӳлетĕн! Çурăму çинче хулă ташлама тытăнсан хăвах чупса пырса паратăн.
— Упине тытмасăр тирне ан сӳ, — тек калаçма та шутламаннине систерсе картишне кĕрсе кайрĕ Иштерек.
Урасмет ку мăшкăла чăтма пултараймарĕ, чăмăрĕпе юнаса пĕтĕм вăйпа çухăрса ячĕ:
— Элентей, Мăрсук, тихине çавăтса тухăр унăнне! А ну, часрах!
Алманчă çыннисем хăйсене чарма тăнă Иштереке тĕртсе хăварса картишнелле кĕрсе кайрĕç. Вĕсенчен пĕри чупса пырса вите умĕнчен йĕвен илчĕ, тепри çилхинчен ярса тытса тиха çине утланса ларчĕ. Тăватă уран упаленекен Иштерек вĕçĕмсĕр: «Ахтупай! Ахтупай! Ахтупай!» тесе кăшкăрчĕ.
Хыçалти хапхаран Ахтупай сирпĕнсе кĕчĕ, кунта мĕн пулса иртнине чухласа илсе тиха патне ыткăнчĕ. Йĕвен тăхăнтартакан Элентее вăл урапа тапса таçта çити вăркăнтарчĕ. Мăрсукне тиха çинчен сĕтĕрсе антарса çĕре çĕклесе çапрĕ. Элентейĕ те, Мăрсукĕ те ура çине тăнă-тăманах унпа кĕрешес вырăнне часрах карта урлă сикрĕç.
— Сире тиха кирлĕ пулчĕ-и-ха? — аллине тем вăрăмăш вĕрлĕк илчĕ Ахтупай. — Кăтартăп эп сире тиха! Шăммăр-шаккăра пуçтарса пĕтереймĕр!
Алăри вĕрлĕк кирлĕ пулмарĕ. Алманчăпа ун çыннисем урам урлă каçса тăкăрлăка кĕрсе çухалчĕç.
Çакăн хыççăн ашшĕпе ывăлĕ хăйсен тихине витене хупса хучĕç те алăкне çăрапа питĕрчĕç. Пуçтах Урасмет пысăкрах ушкăнпа килессине кĕтсе Иштерек йĕвене çын курмалла мар çĕререх çакрĕ, çĕнĕрен тĕрмешӳ пуçланас пулсан ярса тытма вите кĕтессине йывăç сенĕк таянтарса хучĕ. Ун пек-кун пек пуласран ывăлне те килтех ларма хушрĕ.
Çывăрма выртсан вара Иштерек тихана темиçе хутчен туха-туха тĕрĕслерĕ. Хăй çеç мар, арăмĕ те çĕрĕпех çывăрмарĕ Иштерекĕн.
Пинеç Урасмета тем те пĕр каласа ылханчĕ.
— Ăçтан килсе тухрĕ пирĕн тĕле ку эсрел? Хамăр ял çынни пулсан та тутар мăрсинчен хаяр. Мĕнле хăтăлмалла ĕнтĕ ку сехметрен? Вăл паян-ыран Хусана каймалла теççĕ. Çул çинче ун телейне вăрă-хурахсем тĕл пулччăрах! Кайнă чухне Атăл çинче ахăр самана сиксе тухтăр. Килнĕ чух ăна пĕр-пĕр çăткăн пулă хыпса çăттăр…
Çавăнтах Пинеç упăшкине те ятларĕ.
— Ан çыхлан çав Урасметпа, ан çыхлан тенĕ сана, итле эсĕ ман сăмаха! Ахтупайпа иксĕр сунара кайса килĕр те ыйтнă пек хырçа тӳлесе татăр. Илтĕрех ĕнтĕ, эсремет, эпир ун вĕçне юлман…
— Çук, амăшĕ, пĕлмесĕр пуплетĕн, — хирĕçлерĕ Иштерек. — Ун пек тума юрамасть. Кăçал ăна юпах тихашăн хырçă тӳле, тепĕр çул вăл тин пăрамланă путекшĕн ясак тăпăлтарма тытăнать. Ун умĕнче чакма юрать-и?
— Эппин, Тукай патне çитсе йĕркине ыйтса пĕл. Тихашăн куланай тӳлемелле-и, тӳлемелле мар-и?
— Ку тĕрĕс сăмах ак санăн. Куланай пирки мăрсапа калаçма тивет. Тул çутăлсанах кайса ыйтатăп.
Тул çутăлсан Иштерек Тукай патне кайма мар, тăрса тумланма та ĕлкĕреймерĕ, пӳрте хĕç-пăшаллă иçниксен пĕр ушкăнĕ кĕпĕрленсе кĕрсе тăчĕ.
— Картишне илсе тухăр! — илтĕнчĕ Урасмет сасси.
Алли-уринчен çыхнă Ахтупая тата хăрах çăпатине çеç сырнă Иштереке пусма вĕçне сĕтĕрсе тухрĕç.
— Ну, тепре çапăçатпăр-и санпа е ясак тӳлесе тататăн-и, Иштерек? — ун умне вĕçкĕннĕн пырса тăрса йĕкĕлтесе ыйтрĕ алманчă. — Пирĕн сан кукăрăлса тухнă пилĕкне авма вăй çитмест терĕн-и? Айван! Кирлĕ пулсан эпир сана çакăнтах нимĕр туса хăваратпăр. Мĕн пур çурт-йĕрӳнтен пĕрре куç хупса иличчен кĕл кăна тăрса юлĕ. Кала, тӳлетĕн-и е тӳлеместĕн-и?
Иштерек ăна сăмах калас вырăнне вите еннелле çаврăнса тăчĕ. Курчĕ вăл: вите алăкĕ уçă. Тихана çавăтса кайма та ĕлкĕрнĕ иккен.
— Юн ĕçен! — мĕн пур хаярлăхне пуçтарса кăшкăрчĕ Иштерек. — Суятăн, сана куланай кирлĕ мар, пирĕн тиха кирлĕ! Эх, Урасмет…
Вăл каласа пĕтереймерĕ, вите умне çитнĕ Пинеç тăнсăр пулса кайса ӳкнине курсан часрах ăна пулăшма васкарĕ.
Иштерек килĕнче пулса иртнĕ ĕç Тукая ним чухлĕ те тĕлĕнтермерĕ. Хăй алманчи çынсенчен виçерен ирттерсе ясак пуçтарнине вăл пĕрре çеç мар илтнĕ, Урасмет иртĕхнĕ пирки ун патне пĕр çын кăна мар килсе ӳпкелешнĕ. Мăрса Иштерекрен кулма çеç пăхрĕ.
— Ну, Ахтупай! — пуçне пăркаларĕ вăл. — Вĕрлĕкпе хăваланă тет-и-ха сан ывăлу Урасмета? Эс ху куртăн-и вара; хытă тарчĕç-и?
— Тарчĕç паллах, — кăмăлсăр пулчĕ Иштерек. — Такам та вĕрлĕк тытмалла: мĕнле асаппа тиха ӳстертĕмĕр пулать те, вăл ăна мăшкăлласа илсе тухса каясшăн. Ăçтан чун чăттăр?
— Урасмет калать: сан тиху пит селĕм тет. Чăнах-и, Иштерек?
— Тихи лайăхран çапла тăрăнчĕ пуль çав. Туртса илме севеп шырарĕ пуль, тата мĕншĕн пултăр?
— Эх, хам пĕлмен, — пĕр кулмасăр сăмах хушрĕ Тукай. — Юпах тихуна хамăн илсе юлмаллаччĕ. Мана Туканаш валли тиха кирлĕччĕ. Чипер лашах параттăмччĕ, çийĕнчен хушса тӳлеттĕмччĕ.
— Ан мăшкăлла-ха, Тукай мăрса. Эп санран пулăшу ыйтма тесе килнĕччĕ…
— Пулăшу ыйтма апла? — пысăк куç харшийĕсене яштах çĕклерĕ Тукай. — Мĕн, манăн сана пулăшас тесе Урасметпа çапăçма чупас-и, э? Алманчăна вĕрлĕкпе хăваланăшăн сана пуçран шăлас-и? Кур-ха, мĕнле чарусăрланса кайнă вăл! Саламатпа пĕр-икĕ хутчен туртса çапам е сивĕ нӳхрепе хупса лартам — йĕкехӳресем кăшлаччăр! Пĕркунах систернĕччĕ мана Урасмет, эс ман çинчен темтепĕр лĕпĕртетсе çӳретĕн тет. Чĕлхӳне чарас пулать!
— Пĕр сăмахне те ан ĕнен унăнне, Тукай мăрса, — аллине кăкăрĕ çине тытса хуравларĕ Иштерек. — Путсĕр çын вăл, Урасмет. Алла çăкăр тытса тупа тума хатĕр, сан çинчен нимĕн те каламан эпĕ. Хырçă пирки те суять, йăлтах тӳлесе татнă. Тăмхине илсе тĕрĕслеме пултаратăн.
— Юрĕ, — чарчĕ ăна мăрса. — Тек алманчăпа та, манпа та ан тавлашнă пул. Халь ман сăмаха итле: санăн Ахтупаю Урасметпа пĕрле Хусана каять. Урасмет ăна паттăр каччă тесе хурала илесшĕн. Кала, хатĕрлентĕр.
— Тиха мĕнле ĕнтĕ? Каялла парап терĕ-и вăл ăна?
— Ун пирки Урасметпа хăйĕнпе калаç, эп ун ĕçне хутшăнмастăп.
— Тукай мăрса, турă пул. Эс хӳтĕлемесен кам хӳтĕлĕ ĕнтĕ пире? — Иштерек мăрса умне чĕркуçленсе ларчĕ, аллисемпе ун урисене çатăртаттарса тытрĕ. — Ĕмĕр манмăп, мĕскĕн çынсен хутне кĕрсем, пулăшсам пире…
— Ан йăралан, — вырăнтан тăрса тĕпелелле утрĕ Тукай. — Каях килне.
Иштерекĕн пуç çаврăннă пек пулчĕ. Пӳртрен тухиччен урайне тăсăлса ӳкес мар тесе вăл пĕтĕм чăтăмлăхне пуçтарчĕ. Ун куçĕсене вĕри куççулĕ тулчĕ. Иштерек ăна шăлмарĕ. Мăрсана тав тума та, унпа сывпуллашма та манса кайса, вăл чĕтрекен аллисемпе алăк хăлăпне шырарĕ.
16. Вăрманти тĕлпулу
Кĕркунне, авăн ĕçĕсенчен пушансан, Юмансар çыннисенчен никам та килте лармасть. Ял халăхĕ — ватти-вĕтти — вăрмана куçать. Кунта вара тырă вырнинчен е авăн çапнинчен темиçе хут йывăртарах ĕç пуçланать — çынсем кил-йышĕ-кил-йышĕпе вăрман хăртаççĕ.
Таврара пуртă сасси янраса тăрать, çапă е тунката çунтарнăран тĕтĕм йăсăрланать. Юрать-ха килте арçын нумай пулсан вăрман хăртнă çĕрте арçынсем ĕçлеççĕ, темиçе эрне хушшинче вĕсем пысăк лаптăках кăклама ĕлкĕреççĕ; арçын сахал йышра вара çитĕннĕ-çитĕнмен хĕрсен те аллисене хăрт, пуртă, кӳсек тытма лекет, вĕсем те арçынсемпе танах юман кĕрешĕ йăвантараççĕ, тем пысăкăш тункатасене хиреççĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...