Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ту енчи ҫӗр-шыв
— Çавăн пек халăх эпир, тутарсемпе те, вырăссемпе те кӳршĕллĕ пурăнатпăр, — терĕ старик. — Пирĕн аттесемпе асаттесем те чăвашсемех пулнă…
Пикпав хăйĕн ашшĕсемпе аслашшĕсем çинчен тĕплĕрех каласа парасшăн пулчĕ курăнать те, çав вăхăтра пӳрте Ахтупайпа ун юлташĕ, Ахтупай пекех тĕреклĕ, ун пекех сап-сарă çӳçлĕ те кăвак куçлă Иливан, кĕрсе тăчĕç. Вĕсем çак хушăра Тукай мăрса патне çитсе килме те ĕлкĕрнĕ иккен.
— Мăрса килтех-и? Каласа патăр-и йăлтах? — терĕ Иван Дормидонтович сасартăк хыпăнса ӳксе.
— Каласа патăмăр, — именнĕ пек сăпайлăн кулса тавăрчĕ Ахтупай.
— Мĕн терĕ-ха вăл? Хăваласа кăларма хушмарĕ-и? Северьян, йăлт куçарса пыр.
— Çук, чиперех йышăнчĕ. Ма пахча хыçĕпе хăйсем килмерĕç терĕ. Тăватă çын валли тăватă лаша пачĕ. Ав лашисем картишĕнче тăраççĕ. Пире те, Иливанпа иксĕмĕре, Кăрмăша çитичченех кайма хушрĕ.
— Пыратăр-и ĕнтĕ?
— Пыратпăр, — Иливан çине пăхса хуравларĕ каччă. Унтан аслашшĕпе ашшĕнчен ыйтрĕ. — Кайма чармастăр пуль пире? Пирен питĕ кайса курас килет.
Пурте Пикпав старик мĕн каласса кĕтрĕç.
— Теветкеллĕ япала-ха ку, — терĕ вăл. — Кайма та хăрамалла, тепĕр енчен, каймасан та май çук. Лашасăр тăрса юлмасан пырать те-ха…
— Чиперех кайса килетпĕр, асатте, эс пĕрре те ан пăшăрхан, — ăна ӳкĕтленĕн каларĕ Ахтупай.
— Телейĕр пӳлĕхçĕ аллинче! Пуçтарăнăр эппин. Кин, эсĕ вĕсене кăшт апатлантаратăн пуль…
Пинеç инке кун çинчен паçăрах шутласа хунă ĕнтĕ. Вăл сĕтел çине пуçламан çăкăр, тепĕр чашăк кăмпа, какай тата ытти çимелли кăларса хучĕ, юлашкинчен пысăк чĕреспе максăма лартрĕ.
Дружинниксен апата йĕркеллĕ çиесси те пулмарĕ. Вĕсем васкарĕç. Иван Дормидонтович пуринчен малтан сĕтел хушшинчен тухрĕ те хуçисемпе сывпуллашма тапратрĕ. Ун хыççăн ыттисем те алăри çăкăр таткисемпех ура çине çĕкленчĕç.
— Хăнана чĕнме аптăрамалла сире, мĕншĕн тесен пĕр-пĕринчен ытла аякра пурăнатпăр, — терĕ Иван Дормидонтович. — Мĕнле калас, вырăссен çакнашкал сăмах пур: сăрт-тупа сăрт-ту тĕл пулмасть, çынпа çын тĕл пулать. Ĕнтĕ сире ырăшăн ырăпа тавăрма тӳрĕ килтĕрччĕ.
Ахтупайпа Иливан дружинниксене, килнĕ чухнехи пекех, пахчапа та хуралтăсем хушшипе вăрмана илсе çитерчĕç. Кунта вĕсене Пикпав старик кĕтсе тăрать иккен. Вăл хăйсен пурнăçĕнче пĕрремĕш хут инçе çула тухакан çамрăксене утсене çул çинче мĕнле хăваласси, ăшăлла пуласран вĕсене мĕнле шăварасси тата нумай япала пирки вăрахчен вĕрентсе тăчĕ. Ун вăрăм сăмахне итлесе пĕтерсен тин юлан утсем каçхи чĕмсĕр вăрмана кĕрсе çухалчĕç. Старик каялла таврăннă чух та лашисем пиркиех пăшăрханса пычĕ.
Çамрăксем малти хапхана чипер хупса та хăварман-мĕн. Пикпав хăй тĕллĕн мăкăртатса ăна тăч хупрĕ, тĕкĕ ячĕ, анчах пăрăнса виç утăм тума та ĕлкĕреймерĕ, хапхана тул енчен шанлаттарма пикенчĕç.
— Эй, Иштерек, эсĕччĕ-и? Ан васка-ха питĕрме, сăмах пурччĕ, — илтĕнчĕ хулăн сасă.
Ват çын ăна çийĕнчех палларĕ — Тукай килчĕ ĕнтĕ. Чунĕ чăтмарĕ мăрсан, килсе тĕрĕслесшĕн пулчĕ иккен.
Хапхана çĕнĕрен уçмалла пулчĕ — Тукай лашине урамра тăратма юрать-и вара?
— Ĕлкĕреймерĕм пулас, тухса кайнă иккен, — старике пуç тайса хисеп турĕ мăрса..
— Халь çеç ăсатрăмăр, Тукай ĕмпӳ, — хальхинче мĕнле чĕнес-ха кăна тенĕ пек тытăнкаласа тăнă хыççăн каласа хучĕ Пикпав (иртнинче вăл ăна Тукай мăрса тенĕччĕ те, темшĕн килĕшмерĕ-çке, эп тутар мар, мана ун пек ан чĕн тесе асăрхаттарчĕ).
— Апла кĕрсе те тăмастăп. Каласа ярасшăнччĕ, Сăрьелĕнче Сарри çĕрпӳ патне кĕме ан манăр тесшĕнччĕ. Унта лашисене кантарма та майлă пулатчĕ.
Пикпав вырăссем хăйсем те пĕлеççĕ пулĕ-ха теме çеç пултарчĕ. Тукай урхамахне хапха патне тытрĕ, ăна чĕлпĕр вĕççĕн урама илсе тухрĕ.
«Халь пĕлтĕм, ĕмпӳ тени килĕшет ăна, — шутларĕ старик хăй тĕллĕн. — Ашшĕне пурте çапла чĕнетчĕç çав, чăваш ĕмпĕвĕ тетчĕç. Кăна юрама йывăр. Ĕмпӳ те, турхан та, мăрса та теççĕ. Тахăшĕ чаплăрах вĕсенчен. Маншăн пулсан пурте пĕрех. Пурте пуян çын ячĕ, куштан çын ячĕ».
2. Урасмет
Уй куçлă, вăрман хăлхаллă тесе ахаль каламан çав. Ялтан унта-кунта тухса çӳренĕ чухне çеç мар, кӳршĕ-аршă патне виç сăмахлăха каçсассăн та сана кам та пулин курса юлать-çке. Вырăс дружинникĕсем Ахтупайсем патне кĕрсе тухнă чухне ялта тĕттĕм пулса çитменччĕ-ха. Тахăшĕ асăрханă пулĕ çав. Чăтайман, халиччен курман çынсене курни çинчен ыттисене каланă.
Яла вырăссем кĕрсе тухнă тенине илтсен Урасмет алманчă хăлхине чанках тăратнă. Вырăссем пулнă тетре? Юмансара вырăссем килсе çӳреме пуçланă-и? Кам илсе килнĕ вĕсене? Миçен пулнă, мĕн тума килнĕ вĕсем? Урасмет йăрхăх çынни пулмасан та ăна ку çав тери кăсăклантарать. Çитменнине тата, дружинниксене ертсе килекенни ун тăшманĕ Ахтупай пулнă-çке-ха, вĕсене ун ашшĕпе аслашшĕ йышăннă, çавсем ăсатса янă. Пĕр япалана çеç пĕлеймерĕ-ха алманчă: хăш вăхăтра тухса кайма ĕлкĕрнĕ дружинниксем? Тукай мăрсана каласа хумалла-и вĕсем пирки е шарламалла та мар?
Урасмет чи малтан кил хуçине, ăна темĕн чухлĕ тарăхтарнă Иштереке, тустарса илме шутларĕ.
— Килте-и? — терĕ вăл лаши çинчен анмасăрах хапхана чĕн саламатпа шатлаттарса.
Хăй çак ял куштанне çав тери кураймасăр пурăнать пулин те Иштерек ваттисен йăлине пăсмарĕ, хапхаран тухрĕ те алманчăна пуç тайса сывлăх сунчĕ, ăна пӳрте кĕрсе чыс тума сĕнчĕ.
— Вăхăт çук! — çиллессĕн татса каларĕ Урасмет. — Кала, мĕн пулса иртрĕ кунта сирĕн ĕнер?
— Нимех те пулман-çке. Кам мĕскер элеклесе пачĕ тата сана пирĕн çинчен?
— Элеклесе мар, чăннине каларĕç. Вырăссем мĕн тума кĕчĕç сирĕн пата? Мĕн çинчен калаçрăр вĕсемпе, пирĕн тăшмансемпе?
— Вĕсем çул ыйтма кăна кĕчĕç, Урасмет, — терĕ Иштерек. — Аташса кайнă та Атăл хĕрринчен Сăр тăрăхне тухма çул пуррипе çуккине ыйтрĕç. Кăтартса ятăмăр, çавă çеç.
— Кăтартса ятăр апла? Ма мана е мăрсана пырса каламарăр?
— Кам пĕлет сирĕн йĕркесене? Тем тусан лайăх, тем тусан юрамалла сире.
— Пĕлмене ан пер, Иштерек, эсир ывăлăрпа хан тăшманĕсем, Хусан тăшманĕсем пулса тăнă. Хаким хушнипе эпĕ сана вырăссемпе çыхăну тытнăшăн Кĕревĕше ăсататăп. Унта пăртак ăс кĕртĕç сана.
Çапла каларĕ те Урасмет икĕ пӳрнине çăвара чиксе ши! шăхăрчĕ, йăмрасем хыçĕнчен ун патне çавăнтах икĕ çын — алманчă тарçисем шутланакан кашта пек Элентейпе кутамас Мăрсук чупса пычĕç.
— Миçе хутчен каламалла сире вырăссене йышăнма юрамасть тесе. Итлемеççĕ. Ак Тукай нӳхрепĕнче ĕнтĕркесе ларса пăхсан ывăлупа иксĕр те итлекен пулатăр. — Ку сăмахсене алманчă Иштерекшĕн, унтан та ытларах Элентейпе Мăрсукшăн каларĕ. Курччăр вĕсем хăйсен хуçи мĕнле вăйлине. — Çыхăр ун аллине!
Элентейпе Мăрсук иккĕн ик енчен пырса Иштерек аллисене хыçалалла хирсе илчĕç те сӳс кантрапа туртса çыхса лартрĕç.
— Ут! — саламат аврипе Иштереке хул пуççинчен тĕкрĕ Урасмет. — Ывăлу ăçта тата сан? Вăрманта тарса çӳрет-и? Ăна та тупатпăр, пиртен тарса хăтăлаймасть.
Иштерек вырăнтан тапранмарĕ-ха, вăл алманчă кăмăлне çемçетме тăрăшрĕ.
— Йĕркеллĕ хăтлан-ха, Урасмет, — ун еннелле çаврăнчĕ вăл. — Мĕн усал турăм эпĕ? Кунашкал çыхса илсе кайма эп вăрă таврашĕ мар пуль?
— Вăрăран та сарăплă эсĕ. Çитет! Нумай тертлентер-тĕн эсĕ мана. Ут, ут!
— Арăма систерме ирĕк парсам эппин. Этем евĕрлĕ пул-ха кăштах.
— Хăех шыраса тупать, малтанхи хут мар, — шурă шăлне кăтартса лĕх-лĕх-лĕх кулчĕ алманчă. — Ак Элентей кĕрсе калĕ, арăму апат-çимĕç ытларах илсе пытăр, мĕншĕн тесен сан унтан час таврăнасси пулас çук.
3. Вырăс саламачĕ
Сăр шывĕ сарлака мар, Атăлтан нумай пĕчĕкрех. Анчах илемĕпе вăл Ахтупая Атăлтан пĕрре те кая мар пек туйăнчĕ.
Çыранĕсем лутра, хăйăрлă. Шыв ик айккипе улăх тăсăлать, хăшпĕр кукăрсенче çеç Сăр тӳрех хыр вăрманĕ е юманлăх патне пыра-пыра çапăнать. Çуркунне ку лăпкă шыв таçта çити ейӳ ярать пулмалла, çавăнпа та çыран хĕрринче ниçта та ял таврашĕ курăнмасть.
Кăрмăш тĕлĕнче Сăр урлă хывнă нимле кĕпер те çук. Юлан утсене юри тунă тем пысăкăш сулăпа каçарчĕç. Ăна çӳретекенсем каçнă чух кĕсменсемпе ишмеççĕ, шыв урлă карса хунă канатран çеç тытса пыраççĕ.
Паром çинче ĕçлекенсем пурте вырăссем пулчĕç. Вĕсем те, çыран хĕрринче тĕл пулнă хула çыннисем те Ахтупайпа Иливан çине сивĕ куçпа çеç пăхкаларĕç — ку çамрăксем тем тесен те тыткăна çакланнă тутар ачисем тесе шутларĕç пулас.
Чăваш ачисем вара, ăна-кăна асăрхамасăр, аякран ывăç тупанĕ çинчи пек курăнакан хула çине тĕмсĕлсе пăхрĕç.
Кăрмăш сăртлă вырăнта ларать. Ун йĕри-тавра çӳллĕ хӳме тытса çаврăннă. Хӳме варринче темиçе чул çурт тата чиркӳ курăнать. Хулана ĕлĕк вăрман пулнă вырăнта лартнă пулас — урамсенче унта та кунта касмасăр хăварнă хыр йывăççисем кăвак пĕлĕтелле мăнаçлăн кармашса лараççĕ.
Хулана хăпармалли чăнкă çул тăмпа çăрăлса тăрать, унта çынсем çеç мар, лашасем те чылай асапланчĕç.
Крепоçе кĕрсен Ахтупайпа Иливана ытти вырăс дружинникĕсемпе пĕрле умран юличчен апат çитерчĕç, унтан выртса канма хушрĕç. Ахтупайпа Иливан хăйсене уйăрса панă мунчана çитнĕ-çитменех тăсăлса ӳксе вилнĕ çынсем пекех çывăрса кайрĕç.
Тепĕр кун ирхине вĕсем çывăрса тăнă тĕле мунчана Северьянпа Иван Дормидонтович пычĕç.
— Ну, тусăмсем, эп сирĕнпе сыв пуллашма килтĕм, — терĕ дружинниксен пуçлăхĕ. — Паян ман Чулхулана тухса каймалла.
— Эпир те паян çула тухма шутлатпăр, — терĕ Ахтупай.
— Паянах каясшăн-и апла, кăшт та пурăнасшăн мар-и? — куларах ыйтрĕ Иван Дормидонтович. — Ахалех васкатăр, тупата. Кăрмăш курма юлнă пулсан лайăхрахчĕ ĕнтĕ. Ну, хăвăр кăмăлăр ара. Халь çакна калăр: мĕн парса тав тăвас сире мĕн пур чăрмавшăн? Именсе ан тăрăр, ыйтăр.
— Çук, нимĕн те кирлĕ мар, — пуçне сулкаларĕ Ахтупай. — Пирĕншĕн пулсан килсе курни теме тăрать. Унсăрăн хăçан пулаттăмăр-ха эпир Кăрмăш хулинче?
— Каларăм-çке-ха, именсе ан тăрăр терĕм!
— Тупата, нимĕн те кирлĕ мар.
— Пăшал ыйт, сунара çӳреме пăшал пултăр, — хăйĕн тусне аяк пĕрчинчен тĕкрĕ Иливан.
— Юлташу мĕн тет санăн? Ну-ка, ну-ка, кала! — Ахтупая алăран ярса тытрĕ дружинниксен пуçлăхĕ.
Северьян Ахтупая тĕпчекелерĕ те ун сăмахĕсене вырăсла куçарса пачĕ.
— Тĕрĕс, хам пулсан та пăшал ыйтмалла! Эсир — вăрманти халăх, сире нимрен ытла вутпа перекен пăшал кирлĕ. Юрать, вăл япалана тупма тем пек йывăр пулсан та эп сире пăшал парнелеме тăрăшăп.
Кăшт тăхтасан Северьянпа Иван Дормидонтович мунчана чăнах та пăшал йăтса пычĕç. Анчах вăл пĕрре те каччăсем шутланă пек япала пулмарĕ, — пăшалĕ майсăр вăрăм та питĕ йывăрскер иккен.
— Ку çĕмрĕк пулмалла, Ахтупай, ан та ил, — терĕ Иливан.
— Кăшт çĕмрĕк çав, анчах ăна юсама ним те мар, кĕпçи ун лайăхах, — пăшала енчен енне çавăркаларĕ Северьян. — Ил, Ахтупай, эс тимĕрçĕ ĕçне кăшт пĕлетĕп терĕн.
— Эсир ан ухмахланăр, — калаçăва хутшăнчĕ Иван Дормидонтович. — Панă чух илĕр. Тĕрĕссипе, вăл парне памалли япала та мар та-ха… Сирĕншĕн тесе кăна ĕнтĕ…
— Ăна эпир хамăр пуçлăхран вăрттăн илсе тухрăмăр. Кунта никама та ан кăтартăр. Унсăрăн…
— Ăнлантăмăр, — пăшала йăпăр-япăр путмар айнелле чикрĕ Ахтупай.
Сисĕнмесĕрех каç пулчĕ. Ахтупайпа Иливан вăл кун киле тухса кайма ĕлкĕреймерĕç. Каччăсем Сăр хĕррине анса лашисене шăварчĕç, вĕсене унчченхи вырăна кăкарса хурса тепрер çĕклем утă пачĕç те каллех мунчана таврăнчĕç.
Северьянпа тепĕр дружинник каччăсем валли икĕ чӳлмек пулă шӳрпи йăтса пычĕç, вара пĕрле апатланса нумайччен калаçса ларчĕç.
Вырăс дружинникĕсем иккĕш те Чулхула çывăхĕнчи пĕр пысăк ялтан иккен. Вĕсем Кăрмăшра виççĕмĕш çул пурăнаççĕ. Çак вăхăт хушшинче дружинниксем темиçе хутчен çапăçăва кĕрсе тухнă, Северьян вара тутарсем патĕнче тыткăнра та пулса курнă. Ахтупайпа Иливан пекех, вĕсем иккĕш те сунара çӳреме тата пулă тытма çав тери юратаççĕ. Çавăнпа та вĕсен ку каçхине калаçмалли нумай тупăнчĕ.
— Паян пăхкаларăм та, ку таврара пулла çӳреме майлă вырăн темĕн чухлех пек туйăнчĕ, — хăй пушатнă йывăç тирĕке çума тытăнчĕ Иливан. — Шӳрпи те питĕ шеп вара, хырăм сарăличчен çирĕм. Ахтупай, эс ху мĕн шӳрпи çинине чухларăн-и, апăрша?
— Шĕкĕ пулă пулчĕ пек. Пулли кашăка питех лекмерĕ те…
— Пуллине аслă князь, Виççĕмĕш Василий, çисе янă, — терĕ Северьян. — Пĕлетĕр-и, Сăр шывĕпе Шексна шывĕнче тытнă шĕкĕ пулла Мускавра аслă князь юратса çиет тет.
— Апла эпир вăл çиекен пулла тутанса пăхрăмăр пулать-и? — тутисене кĕпе çаннипе шăлкаларĕ Ахтупай.
— Çапла пулса тухать.
— Ан манăр эппин князь яшкине. Тата килсе çӳрĕр.
— Килесси тупăнĕ вăл, ĕнерхи пек…
Северьян инçе çула килнĕ тусĕсене Сăр леш енне каçарсах ăсатса ячĕ. Вăл чăваш тĕкĕрçисене хăйĕнчен те парне пачĕ — шăмă вĕçлĕ тăватă ухă. Ахтупайпа Иливан ку ухăсене çурăм хыçĕнчи укçăва чикрĕç те иккĕн икшер лаша кăкарса майĕпен çула тухрĕç. Анчах Северьянтан уйрăлсан инçе те каяймарĕç, вăрмана кĕнĕ-кĕменех вĕсене пĕр уçланкăра темле юлан утсем тытса чарчĕç.
— Камсем эсир? Ку лашасене ăçта илсе каятăр? — терĕ ушкăнран уйрăлса вĕсем патне сакăл ураллă хитре лашапа пырса чарăннă çамрăк воин.
Каччăсем ку вырăс воинĕ тутарла пĕлнинчен тĕлĕнсе хăйсем ăçта тата мĕн çăмăлпа кайнине каласа пачĕç. Лешĕ вĕсене пуçне йăлтăртатса тăракан шлем, çине ылтăн укапа илемлетсе пĕтернĕ епанча тăхăннă çын патне çывхарма хушрĕ.
— Ку лашасем пурте хăвăрăн-и? — çиллессĕн ыйтрĕ чаплă тумланни.
— Хамăрăн. Эпир тăватă çынна леçрĕмĕр. Çавăнпа тăватă лаша илмелле пулчĕ, — хăюллăн каларĕ Ахтупай.
— Кусем Горбатый кĕрӳшне леçме килнĕ йĕкĕтсем пулма тивĕç, — ăнлантарчĕ хăйĕн пуçлăхне пĕр ватăрах дружинникĕ.
— Çавсем пулĕ те-ха, анчах вĕсен ав пăшал та пур. Ку пăшала кам пачĕ сире?
Ахтупай ним хуравлама аптраса тăчĕ.
— Ну, эпĕ санран ыйтатăп!
— Çĕмрĕк вăл. Ăна пире парне вырăнне пачĕç.
— Кам пачĕ?
— Иван Дормидонтович.
— Ха, мĕнле пуйса кайнă Дормидонтыч! Тутарсене пăшал парнелет! — кулса ытти дружинниксене пăхса çаврăнчĕ пуçлăх. Унтан лашине Ахтупай патнерех уттарса каласа хучĕ. — Кӳр кунта пăшална!
Ахтупай вырăнтан та хускалмарĕ.
— Эс илтетĕн-и?
— Ара, ку пăшала пире парне вырăнне панă, — турткаланса тăчĕ Ахтупай.
— Ах, эсĕ унта тутар саламатне кăна тутанса пăхнă пулĕ-ха, вырăс саламатне тутанса пăхман курăнать. Ме ак сана, — терĕ те илемлĕ тумтир тăхăннă пуçлăх Ахтупая хул пуççинчен саламатпа туртса çапрĕ. Хул пуççи вут пек пĕçерсе кайрĕ, анчах Ахтупай чăтрĕ, шăлне çыртрĕ те нимĕн те шарламарĕ.
Тахăшĕ ун пăшалне туртса илчĕ, тахăшĕ ун лашине купарчинчен хыттăн çапрĕ. Ахтупайпа Иливан каялла çаврăнса пăхмасăр вăрманалла вĕçтерчĕç.
Пăртак кайсан вĕсене аллине тимĕр вĕçлĕ сăнă тытнă тепĕр дружинник тĕл пулчĕ, ăна вара Ахтупай хăй тытса чарчĕ.
— Кала-ха, ырă çыннăм, çавăнта сунарта çӳрекен тӳре кам вăл? — терĕ. (Шлем тăхăннă çын кунта сунара килни пирки вăл нимĕн чухлĕ те иккĕленмерĕ).
— Вăл-и? Вăл Дмитрий Бельский боярин ывăлĕ, — чăрр! пăхса тавăрчĕ дружинник. — Сана вăл мĕн… хĕрсем часрах уйăрса илччĕр тесе паллă лартса ямарĕ пулĕ те? Э-э, ун пеккине вăл ăста!
Ахтупай, боярин ун палланă çынни пулнă пек, «ăхă!» теме çеç пултарчĕ. Вăл чĕлпĕрне кăрт туртрĕ те лашине вăрман çулĕпе малалла уттарчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...