Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ту енчи ҫӗр-шыв
— Апла туйсем тăрăх кăна çӳретĕр? — йĕкĕлтеме чарăнмарĕ улан. — Ырă çынсем кĕркунне çитсен ясак пуçтараканччĕ. Эсир ясак пуçтарма та шутламастăр пулас?
— Ăна пуçтарма тытăннă та-ха, кăштах пĕтереймен. Кăçал çулĕ йывăртарах пулчĕ. Тыр-пул начар…
— Ав мĕнле иккен! — терĕ улан. — Пĕлмен эпĕ кăна, пĕлмен. Апла сирĕн тырă пулман тесе Хусан ханлăхĕн выçах ларма тивет пуль? Эс мĕнле шутлан, тен, сире, Тау ягы çыннисене, пурне те ясакран хăтармалла пулĕ? Клан, харадж, тутун саны тӳлеттерес мар сире?
Урасмет сăмах чĕнме шикленсе ассăн çеç сывласа ячĕ. Улан, сĕтел хушшинчи калаçу пĕтнине систернĕ евĕр, ура çине тăчĕ, сассине хăпартса каласа хучĕ:
— Эсĕ ман аттене паллатăп тетĕн. Вăл çапла каласа ячĕ: çак ик эрне хушшинче эсир Хусана ясак турттарса çитермесен эпĕ улуссем тăрăх хам çӳреме пуçлатăп терĕ. Ăна хан, Магмет-Эминь, хушнă. Эп мĕн каланине ăнлантăн-и? Эс тутарла лайăх пĕлетĕн пуль?
— Пĕлетĕп-çке ара, тутар чĕлхи вăл пирĕншĕн тăван чĕлхе пекех, — май пур таран кăмăллăн калама тăрăшрĕ Урасмет.
— Апла питĕ лайăх. Кăна асра тыт тата таврăнсан Тукай мăрсана та каласа пар. Аттешĕн дустым-и вăл, дустым мар-и, çапла хушса хăварчĕ те. Тĕнчере туссемсĕр пурăнма кансĕр, ясаксăр пурăнма пачах май çук.
Тĕттĕм пулас умĕн алманчă Урак ывăлне тата унпа пĕрле килнĕ çирĕм çынна кӳршĕ яла çитиччен ăсатса ячĕ. Вăл çамрăк та хитре уланран: «Эсĕ мĕн ятлă пулатăн-çак?» — тесе те ыйтса пĕлеймерĕ.
— Мур тĕпне! — терĕ вăл вĕсем куçран çухалсан. — Кирек те мĕн ятлă пултăр. Тасални паха. Тупăннă çамрăк улан, ашшĕ ячĕпе хăратса çӳрет!
Урасмет пырса кĕрсен ун килĕнче чăн-чăн ахăр самана пуçланчĕ. Алманчă пăхма хăрушă тилĕрсе кайрĕ. Чинпа хăйĕнчен аслă çын умĕнче вăл вĕçĕмсĕр пăхăнакан йăпăлти çын пулнă пулсан, халĕ пурне те хушакан, пăхăнтаракан, тем те пĕр каласа хăртакан çын пулса тăчĕ. Сăмала пек хуп-хура тата путек çăмĕ пек кăтра çӳçĕсем тăраткаланса кайрĕç, хитре пичĕ çине темле шурă пăнчăсем тухса тулчĕç.
Чи малтан Урасмет хăйĕн тăван амăшне вăрçса тăкрĕ.
— Мĕнле-ха эс çавăн пек çын валли ырă апат-çимĕç лартса пама пĕлмерĕн? — терĕ вăл. — Чухларăн-и, кам пулчĕ вăл каччă — Урак ывăлĕ! Темле какай пĕçернĕ эс паян. Миçе каланă сана, Хусан çыннисем килсен лайăхрах пăхас пулать тесе.
— Какайĕ чиперех пекчĕ-çке, — ывăлĕн кăра çиллине пĕлсе сăпайлăн та асăрхануллăн хуравларĕ амăшĕ, Нетӳç инке. — Эрехне те ятнех лайăххине илсе кĕтĕм. Ăна иртнинче Тукай мăрса та юратса ĕçрĕ. Ку тутар кăмăлне каймарĕ. Тен, вăл çынни апат тиркекенскер пулчĕ-тĕр?..
— Ан янраса тăр, пуçтар часрах сĕтел çинчен! — тӳсĕмсĕррĕн алă сулчĕ ывăлĕ. — Сирĕншĕн тăрăшни те харам, пур пек япалана çынла пĕçерсе çитерейместĕр. Пĕркунах каларăм-çке сана, кил-çурта тирпейлеме çамрăк хĕрарăм туп терĕм. Итлеместĕн…
— Ун пек мар, Урасмет, — утма тăнă çĕртен каялла çаврăнчĕ амăшĕ. — Кин тупас пулать, кин. Ют хĕрарăм вăл ют хĕрарăмах. Авланасси çинчен шухăшласа пăх эсĕ.
Элентей хăйне кăштах тăван тивет пулсан та Урасмет ăна чĕп-чĕр юн пуличчен хĕнесе тăкрĕ, вара тек кунта килсе ан кĕр тесе тарçа пахча хыçне кăларса ывăтрĕ.
Элентей вырăнне урăх тарçă тупасси çинчен алманчă темиçе хутчен те шутласа пăхнă, анчах та ку таранччен тарçа илме юрăхлă çын тупайман. Тем тесен те Урасмет тарçи çамрăк та вăйлă çын пулмалла, вăл килте темиçе лаша пăхма çеç мар, унпа пĕрле сунара тухма, çул çӳреме тата Урасмет çук чух пĕтĕм хуçалăха тытса тăма пултар-тăр.
Пур ун пек çын ялта, уншăн чи лайăх тарçă Ахтупай пулнă пулĕччĕ, анчах вăл юлашки эрнере кĕтмен çĕртен тăшман пулса тăчĕ. Тен, ун ашшĕне нӳхрепе хупма кирлĕ марччĕ пуль? Каччă Тукай патне ашшĕне хăтарас тесе кăна кайса кĕчĕ. Çитменнине, Чураппа умĕнче йăпăлтатса ăна хăтарма та пултарчĕ. Паллах, вăл Тукай килĕнче нумайччен ĕçлес çук, Тукан иртнĕ çул панă тихашăн вĕсем мăрсана ĕçлесе татнă. Апла пулсан ăна çавăрма тăрăшас пулать. Ахтупая тарçă тумалла, вара, вара вăл ниçта та вĕçерĕнеймĕ!
«Айван, — терĕ Урасмет хăй ăшĕнче. — Пăхăнмасть пулать ĕнтĕ мана! Анчах эсĕ çакна пĕлетĕн-и, Ахтупай: алла илмен юпах тиха та малтан нихçан тата никама тыттармасла ĕрĕхсе çӳрет; лаша тытса курман çын вара унпа иртен пуçласа каçчен айкашать; Урасмет пек улшуç вăл юпах тихана пĕрре куç хупса иличчен йăлмак тăхăнтартать, сан пек каччă ура сырнă тĕле ял тăрăх пĕр-иккĕ чуптарса тухса чăм шыва ӳкерет. Эс халь юпах тиха та мар, амăшне ĕмекен кăçалхи тиха кăна, сана пĕр чĕл çăкăрпах илĕртме пулать».
Ахтупая Урасмет каçхине Тукай çурчĕ умĕнче тĕл пулчĕ. Лешĕ алманчăна курсанах айккинелле пăрăнасшăнччĕ, анчах Урасмет ăна чĕнмесĕр иртсе кайма памарĕ.
— Э-э, эпĕ сана иртенпех шыраттăмччĕ-ха, — терĕ вăл кăмăллăн калаçма тăрăшса.
— Тем тума кирлĕ пултăм ĕнтĕ тата? — терĕ Ахтупай.
— Манăн лаша сахапа аптрать, пырса пăхмăн-ши? — суйрĕ алманчă. — Эсĕ ун пек ĕçе ăста пулакан.
— Эпĕ лаша чирĕсене пĕлсех каймастăп. Пирĕн атте ун пек ĕçпе хутран-ситрен аппаланкалать.
— Эп сана ахаль тумăп, — çине тăчĕ Урасмет. — Паян така пуснăччĕ, кукар яшки çиме кĕрсе тух ĕнтĕ.
— Тавах хисеплесе чĕннĕшĕн. Темĕн, ĕçрен пушанаймастăп пуль…
— Пырас теместĕн апла? — тӳсĕмне çухатрĕ алманчă. — Эп сана кĕтнĕччĕ, йĕкĕт. Манăн санпа пĕрре те вăрçас килмест, анчах эсĕ çыннăн ырă кăмăлне ним вырăнне те хумастăн пек туйăнать.
— Мĕнле пырас-ха ман, эп Тукай тарçи-çке? — терĕ Ахтупай. — Ун ирĕкĕнчен епле тухас?
— Апла аçуна кăларассишĕн каллех Тукай тарçи пулса тăтăн?
— Ма уншăн пултăр? Манăн кăштах парăм пурччĕ…
— Ан суй, — терĕ Урасмет. — Эсир мăрсана тахçанах ĕçлесе татнă. Мĕншĕн урлă пултăмăр-ха эпир? Çав ăнман вырăссемшĕн-и? Мур тĕпне кайччăр вĕсем! Ĕнен, эп сире усал тума шутламанччĕ. Пачах урăхла, эп сана тарçă пулма сĕнсе пăхасшăнччĕ. Пыр ман пата, хуçа пулатăн. Чăнах, чăнах. Ĕçĕ-хĕлĕ унти чухлĕ çук манăн, мĕншĕн тесен хуçалăхăм пысăк мар. Тумлантаратăп, авланас пулсан çурт лартма пулăшăп. Каларĕ тесе калăн, сана кунта, Тукай патĕнчипе танлаштарсан, темиçе хут лайăх пулать. Тупата, ырă сунса чĕнетĕп.
— Çук, Урасмет, — чăн сăмахне каламасăр тăраймарĕ Ахтупай. — Пымастăп эп сан патна. Тарçă пулса куртăм, тăрантарчĕ…
— Ав мĕнле? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Урасмет. — Тарçă пулас килмест апла? Хăвăн кăмăлу. Эппин, сан мăрсана тухмалла. Пĕлмен, паян яла Урак ывăлĕ килнĕччĕ, ăна каламаллаччĕ-çке, пирĕн çĕтĕк йĕмлĕ мăрса пур темеллеччĕ…
Ахтупай ун сăмахне итлесе пĕтермерĕ, çăм шлепкине пусарах лартрĕ те ним сăмах чĕнмесĕр хапха еннелле утрĕ.
Урасмет ăнланчĕ: кун хыççăн Ахтупая ыррăн хăйĕн майлă çавăрасси çинчен шухăшлама та кирлĕ мар. Мĕнех вара, ирĕкре çӳрекен лашана хăвалаканăн яланах хăрах алăра çăкăр чĕлли, тепĕр алăра тăлă е чĕлпĕр пулать. Çăкăрпа тăк çăкăрпа, тăлăпа тăк тăлăпа. Пурнăçра ун пек те пулать: тепĕр чух çăкăр чĕлли парăнтарайман лашана пăхма пĕрре те хăрушă мар чĕн пушă парăнтарать.
Çапла шутларĕ Урасмет. Ахтупай кайсан ăна хăй тĕллĕн нумайччен вăрçса тăма унăн вăхăт пулмарĕ — Тукай мăрса килĕнчен шап-шур кĕпе тăхăннă çамрăк хĕр ача чупса тухрĕ те ăна пĕр сасăсăр кăчăк туртрĕ.
Урасмет Тукай çурт-йĕрĕ умĕнчи çĕр купаласа тунă тем çӳллĕш синкер урлă çăмăллăн сиксе каçрĕ, пусма çине хăпарчĕ.
— Сана анне чĕнет унта, — терĕ хĕр ача.
— Аçу килмен-и-ха, Нухрат?
— Çук, килмен. Анне пит пăшăрханать.
— Ну, аннӳ патне кĕрер эппин. Эпĕ ăна икĕ кун курман та йăлтах тунсăхласа çитрĕм. — Унтан майĕпен çеç йăпăлтатакан сасăпа каларĕ: — Сана курманнипе те тунсăхларăм, Нухрат.
— Кĕрсем, кĕрсем, — васкатрĕ Нухрат.
Урасмет вара Ахтупая маннă пек пулчĕ, Тукай мăрсан хăна йышăнмалли пысăк пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ.
Урамра килĕсене таврăнакан сунарçăсемпе ĕçрен килекен ытти çынсем те курăнми пулчĕç. Ял хушши пĕчĕккĕнех тӳлекленсе пычĕ. Унăн хĕсĕк те кукăр-макăр тăкăрлăкĕсем кăнтăр кунĕнче те ытлашши шавлă тăмаççĕ, халĕ вара унта нимĕнле сас-чĕв те илтĕнмест.
Ял çийĕнчен каçхи апат пĕçернĕ вăхăтра çĕкленнĕ тĕтĕм те сирĕлсе пĕтнĕ ĕнтĕ, ун вырăнне таврана Атăл енчен çăра тĕтре сарăлать.
Çуртсен çывăхĕнчи картасенче кун каçа сĕтеклĕ апат çинĕ ĕне-сурăх кавленине илтме пулать, теплере пĕрре тата çĕр хута çывăрма пĕлмен кушакпа е хăйсене сыхлакан йытăпа тавлашса хурсем шуйханса илеççĕ.
Тилĕ-кашкăр халь яла кĕрсе выльăха аптратмасть, вĕсем кĕркунне унсăрăнах тутă. Çапах та хăйĕн малтанхи сукмакне манайман çăткăн кайăк тĕттĕм пулса çитсен ял патнелле çывхарса ун йĕри-тавра пĕрре чупса çаврăнатех. Вара ăна сиссе йытăсем тулашма пуçлаççĕ. Çăткăн кайăк вăрмана кĕрсе çухалсан ял шăпланса каллех тутлă ыйха путать.
Пĕр çĕрте — Тукай çурчĕ умĕнче çеç темиçе çын çывăрмасть. Аллисене хăйсенчен вăрăм сăнă тытнă хуралçăсем мăрса пуянлăхне куç хупмасăр сыхлаççĕ.
6. Тукай мăрса
Вунă çухрăма яхăн юлан утсем шав юртăпа та юртăпа пычĕç. Утсем, çăрăлса тăракан усал çула ылханнă пек, пĕр-пĕрин çине тата ывăнса халтан кайнă çынсем çине вĕçĕмсĕр пылчăк сирпĕтеççĕ. Малта та, хыçалта та лаша тулхăрни илтĕнет. Сăмсана тар шăрши пыра-пыра çапать.
Кăшт чарăнса сывлăш çавăрма та вăхăт ĕнтĕ, анчах тĕкĕрçĕсен ушкăнĕн пуçлăхĕ Тукай мăрса, хăй хыçĕнчи çынсене манса кайнă евĕр, урхамахне малалла та малалла хăвалать. Ара, мĕскер уншăн ыттисен лашисем ĕшенсе кăпăка ӳкни? Ун çил çуначĕ пĕр хулă кăтартмасăрах çирĕмшер-вăтăршар çухрăм кайма пултарать.
Яла çитесси ытлашши инçе мар — Кивĕ хула вырăнĕпе Юмансар хушши çирĕм çухрăма яхăн çеç шутланать.
Çавал шывĕ урлă каçсанах таврана тĕттĕм каç чатăрĕ карса илчĕ, çул икĕ айккинчи хура вăрман, юлан утсене хĕссе лартма хатĕрленнĕ пек, кармашсан алă çитмелле çывăха килсе капланчĕ. Вăрманти çул та тăвăрланчĕ, харăс пыма кансĕр пулнăран утсем пĕччĕккĕнех, хур карти пек, пĕрин хыççăн тепри тăрса тухрĕç.
Çынсем пурте ларса пынă çĕртех ыйха путнă тейĕн, ниçта та калаçни е юрлани илтĕнмест. Тепĕр тесен, юрлама никамăн та кăмăл çĕкленес çук: Сăр хĕррине кайса çӳрени пĕрре те ăнăçлă пулмарĕ. Вырăссем çар ушкăнĕ килессе пĕлсе вĕсене кĕтсех тăнă иккен, пĕр харăсах икĕ енчен тапăнчĕç те нумай çынна тураса тăкрĕç. Яланах çапла: тутарсем хăваланипе ирĕксĕртен хĕç çакса тухатăн та маттур çынсене çухатса каялла таврăнатăн.
Малта инçетре те мар çутă йăлтăртатса илчĕ. Тукай утне чарчĕ те пурне те йывăçсен хӳттине пытанма хушрĕ. Хăш-пĕрисем тĕттĕмре шĕшкĕ тĕмĕсем хыçне кĕрсе тăчĕç, нумайăшсем лашисене çултан кăшт пăрма çеç ĕлкĕрчĕç. Алăсем хĕç тыткăçĕсене шыраса тупрĕç: мĕн пулать те мĕн килет.
Йышлă ушкăн пĕр сас-хурасăр пытанаймарĕ пулас, çулпа килекенсем кунта такам пуррине сисрĕç-сисрĕçех.
— Камсем çӳреççĕ çĕр хута? Бĕтес мар тетĕр пулсан — тухăр! — илтĕнсе кайрĕ çиллес сасă. Ăна хирĕç никам та чĕнмерĕ.
— Тухатăр-и эсир е тухмастăр-и?
— Тăхта, — терĕ Тукай çынна сасăран палласа. — Тăхта, Карамыш тусăм.
— Э-э, хамăрăннисем-çке. Тукай абзы булас ку?
— Çавă. Ну, хăратрăр та эсир пире!
— Хăратăн пулсан çĕр хута ан çӳре, арăмупа юнашар çемçе тӳшек çинче вырт.
— Выртма тĕл килмерĕ çав, — çывăха çитсе Карамыша алă пачĕ Тукай. — Бурнашпа пĕрле Сăр шывĕ хĕрне сунара кайса килмелле пулчĕ.
— Пĕлетĕп, пĕлетĕп, — терĕ Карамыш. — Мĕнле çапăçкаларăр вара, ясырь курăнмасть-çке?
— Ясырь терĕн-ха. Хамăр та аран-аран çеç тарса хăтăлтăмăр. Эпĕ виçĕ çын çухатрăм ак…
— Вăрманта пĕр йывăç тӳнет те, ун вырăнне çĕр йывăç шăтса тухать, Тукан абзы. Пирĕн çынсем те çавах. Тĕнче бĕтмесĕр халăх бĕтмест. Ытла эсĕ вырăссене ялан çĕнтересшĕн. Ялан эпир çĕнтерсен Мускава мĕнле çитсе кĕнине те сиссе юлаймăн. Ну, сывă пул-ха эппин. Чураппа ханума салам кала. Таврăннă чухне, тен, чей ĕçме кĕрсе тухăпăр унта.
— Кĕрсе тух, кĕрсе тух. Ырă хăнана йышăнма яланах хавас.
Тукай йĕри-тавра утсем çинче ларакан ытти мăрсасене пĕлесшĕн пулчĕ, анчах тĕттĕм пирки пĕрне те палласа илеймерĕ. Çав вăхăтра Карамыш тутине хыттăн чăплаттарчĕ те лашине малалла уттарчĕ. Ун хыççăн ытти юлан утсем те тапранчĕç. Ăçта каяççĕ вĕсем — Чалăма-и е каллех Сăр хĕррине? Тукай кăна ыйтса пĕлме те ĕлкĕреймерĕ. Ара, кирек те ăçта кайччăр, унăн мĕн ĕç пур? Юрать-ха вăрманта йăнăшпа çапăçу тапранса каймарĕ, пулатчĕ вара мыскара! Карамышпа унпа ан çыхлан. Уншăн çын шăрка вырăнĕнче кăна. Кур-ха, ав мĕн терĕ вăл: вăрманта пĕр йывăç тӳнет те, ун вырăнне çĕр йывăç шăтса тухать. Пирĕн çынсем те çавах. Тĕнче пĕтмесĕр халăх пĕтмест…
Халĕ ĕнтĕ Тукай мĕн яла çитиччен Карамыш çинчен шухăшласа пычĕ. «Мĕнле-ха ман çул çинче, хура юпа пек, ялан Карамыш тăрать? — терĕ мăрса хăй тĕллĕн. — Чалăмра — вăл хуçа, Хусана каятăп — ăна тĕл пулатăп, килте каллех Карамыш. Çитменнине тата, сĕм-çĕрле те кĕтмен çĕртен никам та мар, вăл тĕл пулать. Ырлăха-и ку е хурлăха?»
Чи малтан Тукай Карамышпа Хусан тулашĕнчи сапантуйĕнче паллашнăччĕ. Ун чухне вĕсем иккĕшĕ те çамрăкчĕ-ха. Вăл çул ашшĕ илсе панă урхамахпа Тукай Хусанта пуçласа ут ярса курчĕ. Чиперех пуçланнăччĕ ăмăрту. Тукай темиçе çынна кая хăварса малтисене çитсе пыратчĕ, çав вăхăтра ăна ун умĕнче пыракан икĕ çынтан пĕри пит урлă чĕн пушăпа туртса çапрĕ те, Тукайăн куçран вут тухса кайрĕ. Урхамаха ирĕксĕрех чармалла пулчĕ. Ут яракансем кĕпĕрленсе тăнă тĕле вăл чылай кайран, мала тухнисене парнесем валеçнĕ чух тин пырса çитрĕ. Куççуль юхнипе аптранăран вăл хăйне кам çапнине палласа юлма пултараймарĕ. Анчах çынни унтан пытанма шутламан та-мĕн, хăех тупăнчĕ.
— Мĕнле, тăм шăхличĕ, парне илтĕн-и? — пырса тухрĕ ун умне хурарах кăна тутар ачи. — Çапла тăваççĕ сан пеккине, ӳлĕмрен ытлашши ан маттурлан…
Тукай ун çине сиксе ӳкме хатĕрленсе чышкисене чăмăртарĕ, лешĕн çумне тепĕр тутар ачи пырса тăнине асăрхасан çеç лач! сурса айккинелле пăрăнчĕ.
Кун хыççăн вĕсем çав çулах Чалăм крепоçĕнче тепĕр хут тĕл пулчĕç. Карамыш ашшĕне, Хусанти паллă мăрсана, Чалăм крепоçне тытса тăма янă иккен. Тукай ашшĕ ку крепоçре тахçантанпах çĕрпӳ — сотник пулса пурăнатчĕ. Вĕсене иçниксен пысăк ушкăнне панăччĕ, кунсăр пуçне унта хурала пуçтарăннă чăвашсемпе çармăссем те нумайччĕ.
Вун çичĕ çулхи тантăшсем, Карамышпа Тукай, ашшĕсем патĕнче çар ĕçне вĕренетчĕç. Вĕсем çапăçусене ытлашши хутшăнсах кайман ĕнтĕ, çапах вырăссем килсе тухсан çапăçуран аякра та тăман. Крепоçре вĕсем пек туслă юлташсем пулман темелле. Анчах пĕринче ăçти çукшăн тавлашса кайрĕç те, ĕç йĕнĕрен хĕç кăларасси патнех çитрĕ. Тукай, çамрăклах питĕ вăйлă пулнăскер, хăйĕн хĕçĕпе Карамыш хĕçне алăран çапса ывăтрĕ, тантăшне çĕре персе ӳкерчĕ. Пӳрнине çыртнăшăн тавăрас тесе пĕр йывăç çумне çурăмпа тăратса çыхса лартрĕ. Икĕ сехет ытла салтмарĕ вăл ăна, хальхишĕн те, иртнишĕн те йăлтах тавăрчĕ, юлашкинчен, хăй кăшт лăплансан, ним пулман пекех пырса вĕçертсе ячĕ. Çакăн çинчен Карамыш йăлтах ашшĕне каласа парать пулĕ тесе шутланăччĕ, анчах лешĕ шарламарĕ.
Часах Тукайпа Карамышăн тепĕр хут туслашма сăлтав сиксе тухрĕ.
Вун çиччĕ тултарсан Тукай авланчĕ те ашшĕ хистенипе тата Хусан мăрсисем илĕртнипе çамрăк арăма пăрахсах икĕ çуллăха Хусана «мăрсана тухма» кайрĕ. Тем пек чун туртмасан та выртса тăма унăн Карамышсем патнех кĕмелле пулчĕ.
Икĕ çул хушшинче Тукай чаплă княçсен, эмирсен, улансен ачисемпе паллашса çитме ĕлкĕрчĕ, мăхамет тĕнне йышăнса, ăна чиперех хăнăхса çитрĕ, арабла çырма тата вулама начарах мар вĕренчĕ, ку çеç те мар, мăхамет тĕнне йышăннă хĕрарăма качча илчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...