Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки
— Мĕнле кĕпĕрленсе кĕрĕпĕр-ха кун пек йышпа? — кăсăкланчĕ килнисенчен паттăртараххи. — Тен, пӳрте пĕр-иккĕн кĕрсен те çитет?
— Пӳрте кĕме кирлĕ мар, — мала тухса тăчĕ Пикпав. — Хăй тухтăр урама. Эпир халăх ячĕпе калаçма килнĕ, çă-кăр татки ыйтма мар.
— Тĕрĕс, — терĕç пурте. — Эпир мĕскĕнленсе çӳреместпĕр. Тарçăсем урлă чĕнтерĕр, хăй тухтăр.
Тарçăсем — мĕн хушнине итлекен çынсем. Кĕрсе кайрĕç те хуçасăрах каялла тухрĕç.
— Тукай ĕнерех Кривĕше кайнă. Паян килессипе килмесси те паллă мар, — пĕлтерчĕç вĕсем.
Хапха умĕнчи ватăсем пĕр вăхăт хушши чĕмсĕр çынсем пек хытса тăчĕç. Унтан халăх кĕрлесе кайрĕ.
— Халь мĕн тăватпăр ĕнтĕ?
— Тарçисем хуçисĕр парса ярĕç-и лашине?
— Лаша хуçи Тукай мар — Яхуте. Ăçта пирĕн Яхуте?
— Килте ара. Вăл эпир лашапа пырса çитессе кĕтет. Тарçăсем лашана хăйсемех витерен çавăтса тухрĕç, ун-кун пăхкаларĕç те сирĕн чи ватти çакă пулас-ха тесе йĕвен чĕлпĕрне Пикпава тыттарчĕç.
Хапхаран тухас умĕн старик ваттисене асăрхаттарса хучĕ:
— Куратăр, эпир çын лашине мăрса пек, алманчă пек туртса илместпĕр. Вăрламастпăр ăна. Ку ĕçе халăхпа турăмăр. Эппин, енчен мĕнле те пулин пăтăрмах сиксе тухас пулсан, Тукай кĕлешме тытăнсан пĕтĕм халăхпа явап тытатпăр. Çапла-и, ватăсем?
— Çапла пулмасăр!
— Çапла!
— Çапла!
— Тавах сана, Пикпав, ырă ĕç тума пулăшнăшăн.
Юлашки сăмахсене никам та мар, Иштерекпе юнашар тăракан Ятламас каларĕ.
Çул çинче, Яхуте килнелле утнă май, ваттисем вĕçĕмсĕр Турикас вĕçнелле пăхрĕç. Куçсем улталамаççĕ пулсан вăл енчен кунталла, тупата туршăн, виçĕ юлан ут килет.
— Ак хайхи! — терĕ Пикпавпа юнашар пыракан Пикментей.
— Тукай хăй килет!
— Тем тесен те çавă. Ну, лекрĕмĕр!
— Ним те лекмен! — кăшкăрса пăрахрĕ Пикпав лашипе пĕрле чарăнса тăма шутламасăр. — Ан çухăрашăр, хăравçăсем! Калаçса татăлтăмăр-çке: халăхпа явап тытатпăр терĕмĕр.
Тукайпа ун икĕ тарçи ваттисем тĕлне çитсен тăпах чарăнчĕç. Мăрса лаши çинчен анса çиллес пит-куçпа Пикпав умне пырса тăчĕ.
— Ак тĕл пултăмăр, Пикпав мучи, — терĕ вăл. — Эсир мана кĕтменччĕ, паллах. Çапăçатпăр-и ĕнтĕ халь е этемле калаçса татăлатпăр-и?
— Мĕн пирки, çак лаша пирки-и? — лăпкăн çеç ыйтрĕ старик.
— Çавăн пирки пулмасăр. Ку Яхуте лаши-и?
— Çавăн.
— Эсир ма ăна çын витинчен вăрласа тухрăр?
— Вăрласа тухман, халăхпа калаçса татăлса опчă ячĕпе турăмăр ку ĕçе, Тукай ĕмпӳ. Ял халăхĕ çапла шутлать: Чалăмра сан лашупа юпах тиху ĕçкĕ вăхăтĕнче мăрсасемпе тавлашнă хыççăн çухалнă. Уншăн Яхуте айăплă мар. Вăл пĕр каçлăха лашасене пăхаканни кăна пулнă, Чалăм крепоçĕнче хуралçăра тăман.
— Апла иккен, сан шутупа, Яхуте нимĕн чухлĕ те айăплă мар пулса тухать?
— Айăплă пуль, анчах ыттисемпе тан, хăвăнпа тан. Тĕрĕссипе каласан, ху ытларах айăплă.
— Çук, Пикпав мучи, эп санпа килĕшместĕп, килĕшме те май çук. Яхуте лаша пăхаканĕ пулнă, эппин, лашасене ун хуралламалла пулнă.
— Вити ăçта вырнаçнăччĕ çак, Тукай ĕмпӳ? Крепоçре мар-и? Çапла-и? Крепоçе кам хуралланă? Тукайпа Карамыш çыннисем. Вĕсен лашисене туртса илсе пăх-ха, параççĕ-и?
Тукай Пикпавпа, ваттисемпе тавлашни усăсăррине ăнланчĕ ĕнтĕ, йĕри-тавра кĕпĕрленсе тăракан халăх çине тепре куштаннăн пăхса илчĕ те аллине сулчĕ.
— Яхуте лашине мансăр, кил хуçисĕр, çавăтса тухрăр пулсан эп сире ушкăнĕпе суда паратăп. Сирĕн ман лашасен хакне пĕтĕм ялпа сапламалла пулать. Илтрĕр-и ваттисем?
— Илтрĕмĕр те-ха, темле çав, ун пек вĕçне тухайăпăр-и? — терĕ Пикментей.
— Суд вĕçне тупса парать. Эп ик лаша çухатрăм иккен те, эсир ялĕпе те пĕр лаша хакне тӳлесшĕн мар-и? Астăвăр, лашана витерен кăларса кайнине ăна судра вăрă ĕçĕпе танлаштараççĕ. Тата ку вăл тӳре-шарана пăхăнманни пулать. Уншăн, хăвăр пĕлетĕр, пуçран шăлмаççĕ.
— Санран ыррине кĕтмен, кĕтместпĕр те, — чунтан эрленсе каласа хучĕ Пикпав. — Анчах хальхинче сан умра чакмастпăр, лашана Яхутене кĕртсе паратпăрах.
Çапла каласа старик лашана çилхинчен ачашшăн лăскаса илчĕ. Унтан чĕлпĕрне кăрт туртрĕ.
— Атя, янавар, майĕпен уттартăмăр. Унта саншăн кулянса куççульпе макăраççĕ.
19. Юмăçпа алманчă
Çанталăк шăрăхланнăçемĕн шăрăхланса пырать. Çумăр çук. Хирти тăпра йăлтах хытса, чулланса ларнă. Çынсем инкеке сиссе чĕмсĕр çӳреççĕ. Калаçас пулсан та, кашни сăмахра «ах» та «ах» çеç илтĕнет. Салма е çăнăх янă яшка çиекенни ялĕпе те темиçе кил анчах, ыттисем пурте тенĕ пек серте-пултран шӳрпи пĕçереççĕ.
Ачасем çывăхри кӳлĕсенчен е Атăлтан пулă тытса килсен амăшĕсем вăл пулла яшкана ярас вырăнне часрах типĕтме çакаççĕ.
— Халлĕхе унсăр та пурăнăпăр, ӳлĕмрен кирлĕ пулĕ, ӳлĕмрен вăл ак çăкăра перекетлĕ, — теççĕ хĕрарăмсем.
Сунарçăсем вăрмантан тухма пĕлмеççĕ: выçлăх пулас пулсан вĕсене, яланхи пекех, тир ытларах хатĕрлени çеç çăлса хăварма пултарать.
Çулла сунара çӳренинчен пайта сахалтарах — вĕри çанталăкра какай вăрмантан илсе тухичченех пăсăлса каять. Упа, пăши, тĕрлĕ вĕçен кайăк тытакансем тăвар çитменнипе антăхаççĕ. Çывăхри исадсенче ниçта та тăвăр çук, ăна тиеме Шупашкара е Чалăма каймалла. Аякри çула тухса çӳреме те хăрушă — пĕтĕм таврара паян-ыран вăрçă пуçланасса кĕтеççĕ.
Çĕнĕ хан вĕçĕмсĕр куланай та ясак ыйтать. Темиçе кун каялла кăна ялта хаким пулчĕ, вăл халăха пухса çар валли ытларах утă хатĕрлеме хушрĕ.
Ял çыннисем хăйсен алманчинчен йăлтах тĕлĕннĕ: Урасмет çăва тухнăранпа иккĕмĕш хут ясак пуçтарать.
— Эпир пĕтĕмпех тӳлесе татнă, мĕнле ясак памалла тата сана? — теççĕ ял çыннисем алманчă умĕнче хăйсен тăмхисене çавăркаласа.
— Мăрса валли, — тет алманчă.
— Халиччен мăрса валли уйрăммăн пуçтаракан марччĕ-çке? — парăнмаççĕ лешсем. — Мĕнле çĕнĕ йĕрке туртса кăлартăн тата?
— Кăçал çапла пуçтарма хушнă. Курмарăр-им, иçниксем мĕн пур ясака турттарса тухса кайрĕç? — тет Урасмет.
— Сан валли хăвармарĕç апла?
— Начар сыхлатăп мăрса ясакне!
— Халь ĕнтĕ пирĕн тепре тӳлемелле иккен!
— Тӳлетĕр çав! Сирĕн ĕç — тӳлесси, манăн — пуçтарасси.
— Калама çăмăл-çке ăна! — кĕр-р! кĕрлеççĕ ял çыннисем.
— Эс ху çавăн чухлĕ ясак парса пăх-ха!
— Тĕрĕс мар ку ĕç!
— Иртĕхсе хăтланаççĕ!
Кашни ялта çапла кăшкăрашаççĕ çĕр ĕçлекенсем. Пыр-ха, ӳкĕте кĕрт вĕсене. Итлеттер. Пĕр çын та сан майлă сăмах хушмасть, пурте хирĕç. Пĕр çын та хăйĕн ирĕкĕпе парасшăн мар, пуринпе те вăрçмалла, тавлашмалла. Тепĕр çĕрте стариксем сухалĕсене чĕтретсе алăри патакĕсемпе хăлаçланма тытăнаççĕ, унта та кунта чукмарсем курăнса каяççĕ.
— Хăйне валли пуçтарать вăл, Урасмет!
— Саккунлă мар ку!
— Саккунлă пулсан ма тăмха картса памасть эппин!
Йывăр Урасмета вĕсемпе çапăçма. Элентейпе Мăрсук пăхса çеç тăраççĕ. Хăть кала вĕсене, хăть ан кала. Вĕсен мĕн пур усси те илсе тухнă ясака киле турттарса кайни çеç. Ытла мĕскĕн, ытла хевтесĕр-çке ун тарçисем, тупата! Кун пек темиçе ялтан ясак пуçтарасси пулмасть. Çурса тăкаççĕ ăна пĕр-пĕр тăкăрлăкра е пуçран чукмарпа хаплаттараççĕ.
Темиçе кун ялсем тăрăх Элентейпе те Мăрсукпа çеç асапланса çӳренĕ хыççăн Урасмет хăйĕн ула кĕсрине утланчĕ те Криуша хаким патне çитсе килме шутларĕ. Кайса пуç çапас килмест хан представительне, чун туртмасть ун патне пĕрре те, анчах урăхла май çук, иçниксемсĕр ясак пуçтарма та йывăр.
Чи малтан Урасметшăн тĕлĕнмелли çакă пулчĕ: хаким вырăнĕнче халь кунта никам та мар, Чапкун ларать. Юмансарта çапăçса каяс пек вăрçнă, вăл тем пек асапланса пуçтарнă ясака ним хăварми тиесе тухнă Чапкун!
— Эхе! — терĕ вăл Урасмета курсанах. — Ман тăшман килсе тухрĕ-и Криуша? Эс, мĕн, халĕ те ясак пирки ятлаçма килтĕн-и ман пата?
— Çук, эп урăх нушапа çӳретĕп, — терĕ алманчă. — Инкек сиксе тухрĕ манăн, Чапкун эфенди.
— Мĕн, хĕрне туртса илчĕç-им Юмансар каччисем? — çав-çавах мăшкăлласа калаçрĕ хаким.
— Хĕре туртса илни нимех те марччĕ-ха, лашана вăрласа кайрĕç манăнне.
— Ан тĕлĕнтер! Килтенех-и?
— Килтенех.
— Вăррине пĕлетни?
— Пĕлетĕп çав. Пĕр çĕтĕк чун пур ялта. Ахтупай ятлăскер. Эпĕ унăнне икĕ çул каялла юпах тнхине туртса илнĕччĕ. Халь çыпçăнчĕ ман çума — ман лаша та ман лаша ку тет. Хам çук чух илсе тухнă та кайнă…
— Эс кай та утланса кил, — пӳртре пăчă пулнăран сулхăн енчи чӳречине уçса пăрахрĕ хаким.
— Памасть-çке-ха вăл. Вĕсен килĕнче виçĕ арçын. Кашкăрсем пек харах тăраççĕ.
Чапкун шурă шăлне çеç кăтартрĕ.
— Э-э, эс начар алманчă иккен! Хăвăн лашуна та илейместĕн пулсан мĕнле тӳре-шара-ха эсĕ? Сан умăнта ял халăхĕ чĕтресе тăмалла, урампа иртнĕ чух сана пĕтĕм халăх çĕлĕке хывса ăсатмалла. Тĕрĕс калатăп-и эпĕ?
— Тĕрĕссине тĕрĕс те-ха, анчах кунта ĕçĕ урăхларах-çке. Ахтупай текенни вăл Тукай мăрса тĕкĕрçи.
— Апла пулсан ку ĕçре сана эпĕ те пулăшаймастăп, — кулма пăрахса каларĕ Чапкун. — Хуçи Тукай пулсан унпа калаç. Кирек мĕн тутăр хăйĕн çыннине — персе пăрахать-и унта е таканласа Хусана леçет — ун ирĕкĕ.
Урасмет ăшра хăйне хăй вăрçса илчĕ: мĕн хăюсăр калаçать вăл çак ăçти çук уланпа? Вăл ун патне тарçа кĕрĕшме килнĕ-им? Урасмет ханлăх валли ясак пуçтарать — пулăштăр. Хакимĕн ĕçĕ çавă.
Вăл çапла каларĕ те:
— Ман ясак пуçтарассипе те ĕç йывăрланчĕ, Чапкун эфенди. Памасть халăх. Эпир тӳлемеллине тӳлесе татнă теççĕ…
— Сана миçе иçник кирлĕ? — тӳрех ыйтрĕ хаким.
— Миçе? Ик-виç çын та çитет. Маттуртараххисем пулсан…
— Виçĕ çын паратăп. Ыран ирех ялта пулаççĕ. Маттурисене уйăратăп, унсăрăн, куратăп, эсĕ ясак пуçтарма вĕренсе çитеймен пулас-ха. Хĕрхенетĕн эс хăвăр ял çыннисене. Асту, вĕсем сана хĕрхенсе тăмаççĕ, пĕр-пĕр тĕттĕм кĕтесре аяк пĕрчинчен пекĕпе яш тутараççĕ акă, — мĕнле яш тутарнине аллипе туса кăтартрĕ улан. — Илтмен-и, Аманикре алманчăна вĕлерсе юман тăрне çакса хунă. Пĕр эрнерен çеç тупрăмăр. Хытăрах тыткала ял çыннисене, иртĕхме ан пар.
— Чăнах та, халăх усалланчĕ юлашки вăхăтра, — терĕ Урасмет.
— Сирĕн ялсенче ясак пуçтарасси вăл нимех те мар-çке. Чăваш — йăваш халăх. Сана ирçе таврашĕнче усраса пăхасчĕ пăртакçă. Ай харсăр-çке вĕсем, никамран та хăрамаççĕ. Икĕ çул пурăнтăм, пӳртре пĕччен çывăрса курман. Юрать, Атăл тăрăхне килме телей пулчĕ. Кунта эпĕ таврари ялсене те пĕччен çӳретĕп. Ырлăх вăл сирĕн улуссенче пурăнасси!
Урасмет унпа тавлашмарĕ. Ырлăх пулсан пурăнса пăхтăр-ха эппин! Чăвашсем мĕнле йăвашшине хăй куçĕпе куртăр.
Вăл хакиме сывлăх сунчĕ те ула кĕсрине килелле юрттарчĕ.
Чапкун улталамарĕ, тепĕр кун ирхине яла юлан утлă иçниксем пырса та çитрĕç.
— Салах пуçтарма килтĕмĕр, — терĕ вĕсенчен пĕри.
— Мĕнле салах пуçтарма? — тĕлĕнчĕ Урасмет.
— Çаплах ара. Чапкун пире: Урасмет патне кайăр та калăр, паянах салах пуçтарма тытăнтăр терĕ.
— Суятăр, сире хаким мана пулăшма янă! — çиллессĕн кăшкăрчĕ алманчă.
— Сана пулăшма çав, — вăл мĕншĕн çав териех тарăхнине ăнланаймарĕ иçник. — Салах пуçтарнă çĕрте пулăшма…
— Нимле салаха та пĕлместĕп эпĕ. Ман мăрса валли ясак пухмалла. Çитет мана улталама! Эсир кашни килмессерен мĕнле те пулин мерекке туртса кăларатăр.
— Ăна пĕлместпĕр ĕнтĕ, — терĕ тепĕр иçникĕ. — Пире мĕн хушаççĕ, эпир çавна тăватпăр. Хаким пире салах пуçтарма хушнă, эпир çавна пуçтаратпăр.
— Хăй килсе калатăр! — терĕ Урасмет.
— Кăнтăрла тĕлне хăй те çитет. Эппин, эпир канатпăр.
Урасмет иçниксене канма памарĕ, лайăх кăна хăналарĕ те Чапкун çитиччен пăтăрмахлă ĕçрен пушанас тесе вĕсене Иштерек патне илсе кайрĕ. Систерчĕ вĕсене: кунта кăшт хаяртарах пулсан та юрать.
— Вăл сан тусу-и? — терĕ ватăрах иçникĕ.
— Чи çывăх тус.
— Апла вĕрентетпĕр ăна. Вĕчине хуçатпăр та Атăла кайса пăрахатпăр.
Иçниксем хыттăн тапа-тапа хапхана çĕмĕрсе тăкрĕç те картишне кĕпĕрленсе кĕчĕç. Тем калама тăнă Иштереке ураран ӳкерсе темиçе хутчен чышкă пачĕç.
Ывăлне пулăшма чупса çитнĕ Пикпав старике Мăрсукпа Элентей витене хупса лартрĕç.
Картишĕнче çухăрашнине илтсе пӳртрен Альпи сиксе тухрĕ, вăл таçта Ахтупая чĕнме каясшăн пулчĕ курăнать, анчах ăна хапхаран тухма памарĕç, пĕççĕн-каççăн тыткаласа, ахăра-ахăра аслашшĕ патне витене кайса хупрĕç, вите алăкне тул енчен питĕрсе илчĕç.
Урасмет ăйăра утланса часрах килелле вĕçтерчĕ. Унăн кăмăлĕ тулчĕ. Вăл Ахтупая чĕп-чĕр юн пуличчен хĕнейменшĕн çеç кăшт кулянчĕ; паллах, çав «упа» килте пулнă пулсан аванрахчĕ ĕнтĕ, анчах ĕç халĕ те лайăх майлашрĕ. Шыра ĕнтĕ халь, Ахтупай, хăвăн лашуна! Ăна туртса илме хăтланса пăх. Сана валли мăрса нӳхрепĕн алăкĕ ялан уçă.
…Иçниксем ялта икĕ кун пурăнчĕç. Салах пуçтаратпăр тесе вĕсем пĕтĕм яла айăн-çийĕн çавăрчĕç. Халиччен алманчă, тахçанхи йăлапа, Сахвине карчăкран ясак ыйтса курманччĕ, иçниксем ун килне те кĕрсе тухма ĕлкĕрнĕ иккен, юмăç карчăк тем те каласа ылханнине пăхмасăр ун кĕлетĕнчен темиçе чĕрес пыл йăтса тухнă.
— Эсĕ, мĕн, Урасмет, хăвна киреметрен те вăйлă тесе шутлатăн-и, — апат çисе ларакан алманчă патне чашкăрса пырса аллинчи патаккипе темиçе хутчен урайне таклаттарса илчĕ юмăç карчăк. — Эс вупкăн мар пулĕ-çке? Е пĕтĕм ял пурлăхне хыпса-çăтса ярас тетне? Çук, хыпса çăтаймастăн! Хырăму çурăлса тухать. Мана, турă çыннине, кӳрентернĕшĕн сана таса пӳлĕхçĕ çичĕ хут тавăрать, сан валли çитмĕл çичĕ тĕрлĕ амак ярать, сан кил-çуртна çитмĕл çичĕ тĕрлĕ хаса кӳрет. Эс, тутар тĕнне сутăннă кĕрмек, мана хирĕç тăрасшăн-и? Асту, пĕрре кăна тухататăп, мĕн пур усал вăй — хăрпан, хăтăм, шатăн, алпас, йĕрĕх, ăрăс тытан — сана хирĕç тухать, каларĕ тесе калăн, пĕтĕм тĕнче сана курайми пулать. Ун чухне мана асăнăн та, кайран пулĕ…
— Эс чарăнатни е чарăнмастăн? — ура çине сиксе тăчĕ Урасмет.
— Чарăнмастăп, вилсен те чарăнмастăп! — тата хытăрах кăшкăрчĕ Сахвине карчăк. — Мана çак таранччен никам та кунашкал эрлĕк кăтартман, Тукай мăрса мана çак тарана çитиччен пĕр усал сăмах каласа курман, эпĕ те ăна яланах юп курса пурăннă, ăна темĕн чухлĕ хунтă кӳнĕ. Эс çамрăклах элпуç пултăн та пĕтĕм яла пăтратма пуçларăн. Чарăнмастăп.
Урасмет тек унăн хаяр сăмахĕсене итлесе тăма пултараймарĕ, ăна хӳтерсе кăларса ярас тесе Сахвине патнелле утрĕ. Анчах юмăç карчăк вăл мĕн шут тытнине çийĕнчех тавçăрса илчĕ те алăкран хăй тĕллĕнех васкаса тухса ăна шалт хупса лартрĕ, тепĕр самантран вара кăшт çеç уçса:
— Хăрамастăп санран, сурханах! — тесе кăшкăрса хăварчĕ.
Пăлтăрта вăл кăвас чĕресĕ йăтса кĕрекен Нетӳç инкене пырса çапăнчĕ те пĕтĕм чун хавалĕпе çухăрса ячĕ:
— Хурах! Вĕлереç! Урасмет мана хăйĕн килĕнчех тĕп тума шут тытнă!
Çапах та кил хуçи пăлтăра сиксе тухнă çĕре хăй такăна-такăна пусма тăрăх анса тарма ĕлкĕрчĕ. Кунта ыррине курас çуккине сиссе вăл тек çаврăнса пăхмасăр урамалла васкарĕ.
— У-у, çĕр çăтман юмăç карчăкĕ! — вăрçса илчĕ ăна хыçалтан Урасмет. — Пулать те усал чĕлхе-çăвар. Кур-ха, алманчăран та хăрамасть, эсрел. Тепре кил-ха, эп сана чĕн пушăпа ăшаласа кăларса яратăп. Вĕрентĕп эп сана тӳре-шарана хирĕç тăма…
Сахвине карчăк ун сăмахĕсене илтмерĕ. Вăл, шăтнă пичке çул тăршшĕпе таса мар шыв тăкса пынă евĕр, мĕн киле çитиччен ылхан сăмахĕсем мăкăртатса пычĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...