Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки
— Сан хуйхуна пĕлетĕп, Тукай абзы, — терĕ вăл. — Эпĕ те кулянатăп кĕçĕр пулнă инкекшĕн. Алли типсе лартăр çав вăрăсен. Анчах ун çинчен калаçиччен малтан мухмăрна чĕрт. Лашусене тупатпăр санăнне, ан хăра. Ним те мар тупатпăр. Эп кунти лаша вăррисене пурне те витĕр пĕлсе тăратăп.
— Туп, Карамыш мăрса! — терĕ Тукай ирĕксĕртен тенĕ пек ун аллинчи алтăра тытса. — Унсăрăн сăмахĕ сана тивет. Сан витӳнтен çухалнă ман утсем!
— Ну, кăна пĕлмесĕр калаçатăн! — пӳлчĕ Карамыш. — Лашусем хăвăн витӳнтенех çухалнă санăн. Эс ӳсĕрпе аслă хан сăмахĕсене манса кайнă пулас. Мантăн-им, ĕнерхи кунран эсĕ, Тукай абзы, крепость коменданчĕ, ку витесем — санăн витӳсем. Çапла мар-и?
— Хитре калаçатăн! — терĕ Тукай. — Анчах мана ун пекех ухмах тесе ан шутла. Ху каларăн, кунти лаша вăррисене пурне те витĕр пĕлсе тăратăп терĕн, апла сана тупма та йывăр мар. Туп лашасене, унсăрăн эп сана куншăн каçармастăп, Карамыш!
— Хе, каçармастăн! — çилленес вырăнне кулса çеç илчĕ Карамыш. — Тупасчĕ апла. Кун пек питĕ хитре мар пулса тухать-çке-ха. Крепость коменданчĕн лашисене вăрласа кайнă! Хан мĕн калĕ ĕнтĕ сан пирки? Асту, тытса хупма ан хуштăр. Часрах Юмансара тармалла мар-и сан, Тукай абзы!
— Эс маншăн ан хăра! — хыттăн каларĕ Тукай. — Хана кĕтсе илме эпĕ çуран каяс çук. Тукай лаша кĕтĕвĕнче ырă утсем пĕтмен-ха, вĕсем пĕринчен тепри элккен!
— Ну, апла кăмăлтан ытлашши хуçăлмалли çук-ха санăн, — куллине пытарса ушкăнти ытти çынсене ĕçтерме пикенчĕ Карамыш. — Çапах та паян ытлашши ан ӳсĕрĕл ĕнтĕ, Тукай абзы, ĕнерхи пекех ан пул, крепоçе манран тем тесен те урăлла йышăнса юл. Герай-хана ăсатма сана эпĕ хамăн ăйăра та пама пултаратăп. Ырă-и, усал-и, вунă çул пĕрле сыхларăмăр Чалăм крепоçне санпала. Ме, çав ятпа тепре ĕçсе пар.
— Çитет, — терĕ Тукай мăрса. — Крепость коменданчĕн ӳсĕр пулма юрамасть. Сана та сĕнместĕп çармăс сим пылĕпе ытлашши иртĕхме. Унсăрăн Хусана çитсен пуçу ыратма пултарать.
Карамышпа ытти мăрсасем пăрăнсан Тукай Яхуте çине тепре сиввĕн пăхса илчĕ те ăна ним тума пĕлменнипе лач! сурчĕ, вара тепĕр тĕкĕрçе хăйĕн Султанне йĕнерлесе тухма хушрĕ.
— Мухмăр чĕртме Ар-Сĕнтĕре каятпăр, — терĕ вăл вĕçĕмсĕр ун хыççăн йăкăртатса çӳрекен алманчăна.
14. Яхуте шăпи
Малтан вăл хăйĕн аяк пĕрчи хуçăлнă пулĕ тесе шутларĕ. Пĕтĕм вăйпа, вĕлермелле тапрĕ-çке-ха ăна Тукай шыв сапса вăратнă хыççăн. Яхуте чыхăнса кайрĕ, нумайччен сывлăш та çавăраймарĕ. Кăшкăрма сас тухмарĕ унăн. Тата кăшкăрсан та кам хӳтте кĕресси пур çакăн пек пăтăрмахла ĕç пулса иртнĕ хыççăн? Шăлна çырт та чăт. Чунна кăларса илменнишĕн тав ту пӳлĕхçе.
Вăл хапхаран тухса хӳме çумĕпе вăрманалла упаленчĕ. Ура çине тăма хăтланчĕ — пултараймарĕ, карта вĕрлĕкĕнчен çакăннăскер, çерем çине тĕшĕрĕлсе анчĕ. Аллипе пит-куçне хыпашласа пăхрĕ — сăмси-çăварĕ пĕтĕмпе шыçăнса кайнă, апла Тукай ăна питрен те тапнă иккен.
Вăрман хĕрринче вăл хăйсен ялĕнчен килнĕ тĕкĕрçĕсем вут çунтарнине курчĕ. Тӳрех вĕсем патне кайма тытăнса тăчĕ, тем тесен те кĕçĕр мĕн пулса иртни пирки пĕччен каялла та, малалла та шухăшласа пăхас пулать.
Ун хуйхи чăнах та виçесĕр иккен. Мĕн çине шанмалла ĕнтĕ халь Яхутен пурнăçра? Тукай ăна хăйĕн Асаматне тата Хусан патши парнеленĕ юпах тихана вăрлаттарнăшăн ĕмĕрне те каçарас çук. Яла таврăнсан акă мăрса ун кил-çуртне сăпса йăвине аркатнă пек аркатĕ, килти пур-çук выльăхне çавăтса тухса кайĕ, унăн ачисем ĕмĕрлĕхех мăрса тарçи пулса тăрĕç.
Яхуте ĕнерхи каç хăй Тукай мăрса куçĕ умне курăннă саманта ылханчĕ. Мĕнле майпа пырса тухрĕ вăл крепость таврашне, Тукая асăрхасанах мĕншĕн хуралтă хыçне пытанмарĕ? Мĕншĕн Яхутен хуралламалла пулнă-ха ĕнтĕ çав лашасене ĕнерхи ахăр саманаллă каç? Мăрса çыннисем мĕн чухлĕн иккен те, инкекĕ вара никама та мар, ăна çеç пырса тиврĕ.
Шутласан тĕлĕнсех кайăн çав: халиччен ĕçкĕпе супнă çын пулсан ним калама та çук, ĕçке пула шар курчĕ теме пулать, ара, Яхуте ĕçке ярăннă çын мар-çке. Такам сĕннĕ ăна тӳрех ураран ӳкерекен сим пыл, темле майпа ун пекех шалтти ĕçнĕ Яхуте çав япалана. Халь Яхуте астăвать те пек хăйне пусмăрласа ĕçтерекен этеме, астумасть те пек. Вăл хăйне хăй те шанмасть. Тата ăна халь каласан та никам та ĕненес çук.
Вут йĕри-тавра ларакансенчен вăл нимрен малтан хăйĕн лаши пирки ыйтрĕ.
— Лашу кунтах, — терĕ Ахтупай. — Тăлли кăшт пушаннăччĕ те, хытарса ятăм. Эс ан кулян, хамăр пăхатпăр ăна.
— Уншăн мар, — йăвашшăн каларĕ Яхуте. — Эпĕ мĕн тетĕп, Тукай ăна туртса илмĕ-ши тетĕп…
— Илме тивĕçлĕ мар пек, — сăмах хушрĕ тепĕр ватăрах тĕкерçи. — Эс вăрламан-çке ун лашисене! Мăрсасем пĕр-пĕринпе çапăçнăшăн ма санăн лашасăр юлмалла вара? Çапла-и, тăвансем?
— Тĕрĕс! Тĕрĕс! — илтĕнчĕ темиçе сасă.
— Пĕлетпĕр вăл лашасем ма çухалнине!
— Кам вăрлаттарни те каламасăрах паллă!
— Ан çуйăхăр! — терĕ Ахтупай, — Ав Урасмет килет кунта…
Çынсем шăпăртах пулчĕç. Ахтупай хурăн хуппинчен тунă куркапа Яхутене чей тултарса пачĕ, лешĕ, ĕнертенпе апат курмасăр йăлт касăлса çитнĕскер, тути-çăварне пĕçерте-пĕçерте матрӳшке ярса тутлăлатнă вĕри шыва васкаса ĕçме тытăнчĕ.
— Ав ăçта иккен пирĕн ялсем! — терĕ алманчă вучах патне çитесси ик-виç утăм юлсан. — Эсир киле каясшăн та мар пулас, кунтах, çармăс вăрманĕнчех пурăнасшăн пулас?
— Каясчĕ, — терĕ çунакан вут çине çатăрка пăрахса тăракан тĕкĕрçĕ. — Мĕн туса пурăнмалла пирĕн кунта, ют çĕрте?
— Апла пуçтарăнăр, — терĕ Урасмет. — Эп паян сире киле ертсе каятăп. Кунта Тукай мăрсапа пĕрле темиçе çын кăна юлать.
— Кам-кам юлать-ши, ăна пĕлмесне, Урасмет? — ыйтре ватăраххи.
— Ăна мăрса хăй калĕ. Яхуте, сана Тукай хăй патне чĕнет, — йывăç куркапа чей ĕçсе ларакан тĕкĕрçĕ умне пырса тăчĕ алманчă.
— Чĕнет пуль те… Мĕнле çитес-ха ун патне? Утаймастăп-çке, — терĕ мĕскĕн сасăпа Яхуте.
— Вăл ман ĕç мар ĕнтĕ, Яхуте. Чупса пыратна, утса-и, упаленсе-и, ху мĕнле пултаран. Асту, часрах. Мăрса халех килтĕр терĕ.
Урасмет, хăйĕн лашине тытма пулас, вăрмана кĕрсе кайрĕ. Çынсем пĕр вăхăт нимĕн те чĕнмерĕç.
— Лаша утлантарса яма юрамасть ăна, — терĕ кăшт тăхтасан Ярахви. — Памасть вара мăрса ун лашине! Юлан утпа ан кайнă пул эс, Яхуте.
— Мĕн калаçмалли пур — йăтса каятпăр! Анчах лере ху тĕллĕн кĕрейĕн-ши мăрса патне? — терĕ Ахтупай.
— Кĕрĕп мĕнле те пулин, — пĕтĕм вăйне пухса тăрса ларчĕ Яхуте.
Тĕкĕрçĕсем вăрмантан лашине утланса тухнă Урасмет куçран çухаласса кĕтрĕç. Вăл курăнми пулсан тĕмсем хушшипе, варсем тăрăх Яхутене крепость хапхи еннелле сĕтĕрчĕç.
Ял çыннисем ура çинче тăрайми пулнă çынна мăрса кăшт та пулин хĕрхенĕ тесе шутланăччĕ, çук иккен, Тукай чĕри хĕрхенӳ мĕн иккенне пачах пĕлмест иккен.
Яхуте крепость коменданчĕн пӳртĕнчен чĕп-чĕр юн тухрĕ, тĕрĕссипе каласан, ăна икĕ иçник алăкран йытă виллине кăларса пăрахнă пек кăларса пăрахрĕç. Кăшт тăхтасан вăрмана тепĕр хут Урасмет пычĕ, каялла вăл Яхутен çӳрен утне утланса таврăнчĕ.
— Пĕтрĕ, — терĕ юман кутĕнче юн сурса выртакан Яхуте. — Пурнăç пĕтĕмпех пĕтрĕ манăн! Лашасăр тăрса юлтăм, кĕлмĕç çын пулса тăтăм. У-у, ылханатăп ку мăрсасен ĕçкине! Аçа çаптăр мана çапла шар кăтартнă Чалăм хулине, çĕр тĕпне анса кайтăр вăл хăйĕн хуçи-мĕнĕпех!..
15. Инçе çул
Урасмет Герай-хана тепре курасшăнччĕ, вăл çеç те мар, ăна кĕтсе илсе Чалăмран килелле хан çыннисемпе тата Карамышпа пĕрле таврăнасшăнччĕ. Май килмерĕ. Хан Сăр шывĕ урлă каçса вырăс ялĕсене кĕрсе кайрĕ пулас, унсăрăн вăл икĕ кун хушшинче ним мар çаврăнса çитмеллеччĕ.
Нумай пулатчĕ-ха тутарсем Ту енчи çĕр-шыв тăрăх ясырь хăваласа иртменни. Магмет-Эминь вилнĕренпе те курман Урасмет Атăл тăрăх вырăссене илсе аннине.
Хăюллă хăтланать Сахиб-Гирей, мăрсасем пек каласан — Герай-хан. Вырăссенчен те хăрамасть. Алманчă вырăс çĕр-шывĕнче пулса курман, çапах та илтнĕ: пысăк теççĕ, вăйлă теççĕ Мускав патшалăхне. Герай-хан Хусантан Мускав лартнă хана хăваласа янă, вырăс воеводине халĕ те хупса усрать имĕш. Мăрсасем ун умĕнче йăпăлтатса çеç тăраççĕ. Карамыш тесен, вăл та юрама тăрăшать ăна, хăрать пулас. Шигалее ним вырăнне те хумастчĕ.
Ахаль мар çав тери кĕтрĕ ăна Чалăм мăрси, çĕнĕ хан ăна чапа кăларасса сиснĕ тейĕн. Çуркуннех каларĕ çав, ман атте Крымри Гирейсемпе туслă терĕ. Халĕ Карамыш мăрса Хусанта Герай-ханăн чи çывăх çынни пулать. Аван япала ку Урасметшăн, пайталлă япала. Пурнăç урапи кăшт пăрăнăç чупма тытăнсан Хусана çеç кай, Карамыш мăрсана çеç систер. Тем тесен те, Карамыш мăрса Урасмет тунă ырă ĕçсене манас çук. Сахал тăрăшрĕ-и вăл уншăн Хусан мăрси чăваш мăрсипе урлă пулсассăн?
Алманчă пĕр япалана çеç вĕçне çити ăнланса пĕтереймест: Тукай мăрсана мĕншĕн юратать-ха çĕнĕ хан, ăна мĕншĕн çĕнĕ вырăн пачĕ? Карамыш калас пеккине каласа кăтартайман-шим вара Тукай мăрса пирки? Паллă, халь ĕнтĕ Тукай мăрса тата ытларах пуйса каять. Ку таврари çармăс ялĕсем ун аллине кĕрсе ӳкеççĕ, ăна ясак тӳлеме тытăнаççĕ. Хăйне çеç пăхăнса тăракан, ăна çеç ясак тӳлекен темиçе ял туянĕ-ха тата мăрса Чалăм çывăхĕнче, тем пысăкăш вăрман касса илĕ, улăх-çаран, акмалли çĕр…
Çапла, Чалăмра ĕçсем хальхинче пĕртте вăл шутланă пек пулмарĕç. Тукайăн ячĕ-шывĕ пĕтмен иккен-ха аслă ханпа пысăк карачи умĕнче. Сапантуйĕнче мĕнле чапа тухрĕ тата чăваш ĕмпĕвĕ! Паттăр çын паттăр çынах çав — Карамышпа кушак шăшипе вылянă евĕр вылярĕ.
Хăй те сисет алманчă, Тукайăн ĕçсем çапла ăнса пынине курсан унăн чĕринче темле вĕчĕрхенӳ туйăмĕ капланса хăпарать, Урасметăн чăваш мăрсине Хусан патшипе пысăк карачи калайман усал сăмахсемпе вăрçса тăкас килсе каять. Карамышне те ятлас килет, эх, çав мăрсана çĕнтерейместĕн, Герай-хан хӳтĕленĕ çĕртен Тукая ура айне таптаса чикейместĕн тесе вăрçас килет.
Ним тума та çук, халлĕхе апла калама пултараймасть Урасмет. Вăхăт çитмен-ха, çунатсем ӳсмен.
Урасмет хăйне лăплантарма тăрăшать. Ну, Тукай мăрса Карамыш мăшкăлĕ пулмарĕ, хан ăна хăйĕн аллипе пĕр алтăр сым пыл пачĕ. Ма хурланмалла-ха куншăн? Урасметшăн мĕнрен начар вара Тукай мăрса Чалăм крепоçĕн коменданчĕ пулса тăни? Вăл ăна тек манăн алманчă пулмастăн тесе каламарĕ вĕт-ха? Пачах урăхла, Тукай çук чухне Урасметшăн Юмансарта ирĕкрех пулĕ, пуçтарнă ясак ун кĕлетне ытларах кĕрĕ. Мăрса ăна Чалăма илсе килсен те япăх мар. Пĕр сăмахпа каласан, Урасметшăн ункайлă вăхăт çитрĕ. Карамышпа Тукайшăн çеç телей пур-и çут тĕнчере? Урасмет та аптраса тăмĕ-ха, вăл та хăйĕн телейне тупма пĕлĕ.
Алманчă çул çинче тĕл пулнă пысăк уçланкă урлă каçрĕ те лашине тытса чарчĕ, тĕкĕрçĕсем ытла кая юлман-ши тесе каялла çаврăнса пăхрĕ. Майĕпен уттараççĕ хăйсен лашисене мăрса çыннисем, Урасмет хыççăн ĕлкĕрсе пыма тăрăшмаççĕ.
Вăл ялккасне хыврĕ те ăна пуç тĕлĕнче нумайччен çавăрчĕ, вара лашине малалла уттарса татах шухăша путрĕ. Халь ĕнтĕ вăл хăйне килте те, çул çинче те канăç паман Нухрат пирки шухăшларĕ.
«Мăрса, паллах, хĕрне Чалăма илсе килес çук, — терĕ вăл. — Нухрат ялта амăшĕпе çеç пулать. Ку енчен те ĕçсем лайăхланаççĕ манăн. Ыррăн тесен — ырăпа, ытла мăнаçлансан — вăйпа хам майлă çавăратăп. Халь ĕнтĕ ăна алăран вĕçертме юрамасть».
Юлашки вăхăтра Урасмет мăрса хĕрĕпе ăш пиллĕн калаçманччĕ-ха, хăйне качча тухма килĕшмен хыççăн вĕçкĕн хĕр ачаран йăшт пăрăнарах çӳренĕччĕ. Кунсăр пуçне вăл тата Кĕчкейри пĕр пуян хĕрĕпе паллашнăччĕ. Чиперччĕ хĕр ачи, ашшĕ-амăшĕ те качча ялан ырă сунса йышăнатчĕç, анчах те хĕр ачана ют ялтан çураçасса пĕлсе, те пĕлмесĕрех çуркунне ăна хăйсен ялĕнчи пĕр каччă вăрласа кайнă та арăм тума ĕлкĕрнĕ. Урасметăн вара вăл пуян килĕнчен хуçисене намăслантарса тухса каймалла пулчĕ. Ăçти çук çын хĕрĕсемпе çыхланма та кирлĕ мар иккен. Ята янисĕр пуçне вĕсемпе нимĕн те тухас çук. Уншăн чи юрăхлă мăшăр — Нухрат. Туртать чуна, илĕртет хăй патне мăрса хĕрĕ, мĕн чухлĕ кутăнланать, мĕн чухлĕ пуç çаптарать, çавăн чухлĕ ытларах та ытларах ăмсанать ăна алманчă.
Çак икĕ çул хушшинче пушшех якалса, илемленсе кайрĕ Нухрат. Пĕвĕпе çӳллĕ, яштака, Атăл хăви пек; утнă чух ярăнса утать, пăхса тăранмалла мар. Юлан утпа çӳренĕ чух уйрăммăнах чипер ăш çунтармăш! Çинçе пилĕкне тӳп-тӳрĕ тытса пырать, айккинелле пăхмасть, çын курать-и ăна, курмасть-и — уншăн ним те мар. Çурăм çине тар тапса тухать Урасметăн Нухрат çапла йĕнер çинче сиккелесе çӳренине курсан!
Иртнĕ ака туйĕнче алманчă ăна хăйне ут янă чух виççĕмĕш вырăна тухнăшăн парнеленĕ ал шăллие парасшăн пулчĕ. Йышăнмарĕ мăн кăмăллă хĕр ача, «ун пек парнене çынна памаççĕ!» терĕ те алла илнĕ япалана каялла тыттарчĕ.
«Çук, кунта кӳренсе, тутана усса тăнипе ĕç тухмасть, — терĕ Урасмет хăй тĕллĕн. — Манăн Чураппа патне час-часах çӳреме тытăнмалла. Амăшне çавăрмалла, унтан — хĕрне. Вĕсене Тукайсăр кансĕр пулать. Халь ĕнтĕ вĕсем алманчăсăр ним ĕç те тăваймаççĕ».
Тĕкĕрçĕсен ушкăнĕнче çынсем урăххи çинчен шухăшларĕç, калаçасса та пачах урăххи çинчен калаçрĕç. Вĕсене нимрен ытла Яхуте шăпи пăшăрхантарчĕ. Кĕлетки кăна таврăнать вĕт яла çыннăн! Чунĕ пĕтнĕ, ĕмĕчĕ сӳннĕ. Пăрахса хăвар ăна çакăнта сĕм вăрмана — нимĕн те калас çук çав тупата! Анчах юлташĕсем ăна пăрахмарĕç, утпа çӳреме вĕренеймен пĕчĕк ачана илсе килнĕ пек, хăйсен умне лартса тата ӳкесрен пилĕкрен тытса черетпе Хыркасси улăхне илсе çитерчĕç. Ку улăхра ушкăн çĕр каçса лашасене кантарма шут тытрĕ.
Урасмет çĕр каçма çывăхри яла кайрĕ, ыттисем юманлăх хĕррине вут хурса апата пикенчĕç. Çимелли пурин те тенĕ пекех вĕçне тухнăччĕ ĕнтĕ, камăн мĕн юлнине ушкăнпа çирĕç. Чĕмсĕртерех Пикментей, кунта пуринчен те аслăраххи, хăйĕн хутаççинчен пуçламан пĕчĕк шăрттан туртса кăларчĕ те ăна вакласа пĕрер татăк валеçсе пачĕ.
— Çук — çурмалла, пур — пĕрле, — терĕ вăл.
Яхуте, çул çинче йăлтах халтан кайнăскер, лаша çинчен аннă хыççăн турех çывăрма выртнăччĕ, ăна ирĕксĕр апат çиме тăратрĕç.
— Çук, çиес килмест ман, — пуçне сулкаларĕ мĕскĕн тĕкĕрçĕ.
— Çиес килместпе мар, эс кăшт çырткала! — хăтăрса тăкрĕ ăна Пикментей. — Капла эс киле те çитейместĕн!
— Пур пĕр мар-и маншăн? — терĕ Яхуте, хăй çапах та ыттисемпе пĕрле каçхи апат тума ларчĕ.
— Эх, пурнăç! — ассăн сывларĕ Самук ывăлĕ Ярахви. — Мĕн тесе илсе кайрĕ-ха ĕнтĕ пире мăрса çав çĕр çăтман Чалăм хулине? Атте-анне пур-и ман унта, савни пур-и?
— Куккуна — Герай-хана курса таврăнтăн, юрамасть-и сана? — кулчĕ Ахтупай.
— Пĕрре кайса килни вăл пирĕншĕн, асап тӳсме вĕреннĕ çынсемшĕн, ним те мар, ак Тукай мăрса пире эрнере пĕрре хăвалама тытăнсан мĕн тăвăпăр? Ĕлĕк эпир Чалăма ухă леçме е çакăн пек урăх ĕçпе çеç каяттăмăр, халĕ акă…
— Халĕ вăл хула пуçлăхĕ!
— Эпир — ун тĕкĕрçисем!
Пикментей вĕсене кăшт лăплантарма пăхрĕ.
— Ман шутпа, ĕнтĕ эпир часах тĕкĕрçĕсен шутĕнчен тухатпăр, мĕншĕн тесен мăрса аллинче иçниксем йышлă пулаççĕ, — терĕ вăл.
— Иçник кам? — ыйтрĕ унран Шалт-шалт Пачури текенни, Чалăма çу кунĕнче хăлхаллă çĕлĕкпе кайнăскер. — Вăл сан пек çынах. Тытаççĕ те иçник туса хураççĕ сана та мăрсасем. Ĕçĕ те пĕтнĕ…
— Пире хăйĕн кил-çуртне сыхлама хуштăрах, — терĕ Ахтупай. — Тем тесен те, хамăр ялта, тăван-пĕтенсемпе пĕрле.
— Вăрçи çеç ан пултăрччĕ, — Атăл еннелле пуç сулчĕ Пикментей. — Эп Хусан мĕнле те пулин пăтăрмах пуçласран хăратăп. Вара пĕтĕм пурнăç каялла каять пирĕн…
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...