Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки
— Вăрмантан кам та пулин килчĕ тĕк, эсĕ, тăванăм, унран упапа кашкăр çинчен мар, чи малтан пиччӳ çинчен ыйт — вăл сывах-и, ун алли-ури тĕрĕсех-и? — ват çын йăлипе вĕрентсе каларĕ Иштерек пичче. — Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм, — терĕ Пихтула. Ун малтанхи савăнăçĕнчен нимĕн те юлмарĕ ĕнтĕ.
— Çавнашкал, ывăлăм. Упа тытасси вăл ай-ай кансĕр япала! Паян вăл утамана эсĕ тытатăн, ыран сана вăл хăй тытать.
Анчах хальхинче Иштерек пичче ахалех пăшăрханчĕ. Ахтупая нимле пысăк инкек те пулман иккен, урине вăл упа тытнă хыççăн, каярахпа, темле шăтăка кĕрсе ӳксе сиктернĕ.
Ялтан лавсем çитсен сунарçăсем упа тирне вăрмантах çӳрĕç те какайне ушкăнри çынсен шучĕпе тăватта пайларĕç. Упи чăнах та тĕреклĕскер пулнă-мĕн, какайĕ питех те нумай тухрĕ. Кунсăр пуçне, Иштерек пичче лав тулли пакша, мулкач тата тĕрлĕ вĕçен кайăк тиерĕ.
— Кур-ха, пит ăнăçлă çӳренĕ эсир, кун чухлĕ кайăк тытасси сайра пулать, — терĕ утайми пулнă ывăлне пĕчĕк ачана вырнаçтарнă пек çуна хыçне меллĕн лартса.
Ахтупай ашшĕне сăмах тавăрса калас вырăнне хыттăн йынăшса çеç илчĕ, унтан тăлăпне лайăхрах пĕркенчĕ те çавăнтах тĕлĕрсе кайрĕ.
Ку çуркунне Ахтупайăн тек сунара каясси пулмарĕ. Ура сыппи сикнине амăшĕ çийĕнчех лартрĕ пулин те каччă пĕр эрнене яхăн пӳртре те, картишĕнче те патак çине таянкаласа çеç çӳрерĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл ватă аслашшĕне кӳрентермерĕ: унпа пĕрле пулă тытмалли хатĕрсем юсарĕ тата вăл хуçса пăрахнă çăпатасене тăрăшса тирчĕ.
Пушă вăхăтсенче Ахтупай алла ялан сĕрме купăс тытрĕ, унпа темиçе кĕвве (малтанлăха чи ансатраххисене) авамах калама вĕренчĕ. Купăс тытмассерен вăл хăйĕн тусне Ятламаса аса илчĕ, чылай вăхăт курманнипе уншăн тунсăхлама та пуçларĕ.
Пĕррехинче, вăрмантан таврăннă хыççăн темиçе кунран, Ахтупай хăйĕн йăмăкне кĕлете чĕнсе кĕртрĕ те ăна тĕкне татса тасатса хунă икĕ карăк тыттарчĕ.
— Ятламаса кайса паратăн, — терĕ вăл кунта иккĕленсе тăма çуккине систерсе. — Кала, Ахтупай пирĕн пата кĕрсе тухма хушрĕ те.
Альпи ун çине тĕлĕнсе пăхрĕ.
— Ятламас сан пиччӳ пулать-и, хăту-и, кам вăл саншăн кун пек какай леçсе пама, кала-ха?
— Вăл сан ĕç мар. Эс, атя, леç часрах.
— Анне хушсан леçсе паратăп! — хăюллăн тавăрчĕ Альпи. — Кур-ха, тупăннă пирĕн килте хуçа! Ыйтрăн-и-ха аннерен, вăл мĕн терĕ сана?
Ахтупайăн вара какай пирки ирĕксĕрех амăшĕнчен ыйтма тиврĕ.
— Памасăр ара, памасăр, — терĕ амăшĕ, — халь какай нумай ĕнтĕ пирĕн. Уншăн эпир çукка тăрса юлмăпăр. Ятламас, касмăк тăваканскер, сунара çӳресех те каймасть. пулĕ-ха. Леçсем пăртак, ывăлăм. Амăшне манран салам кала. Вăл та килсе лартăр пĕрре пушă вăхăтра.
— Итле-ха, Ахтупай, сан сĕрме купăсун хуçи Ятламас мар пулĕ те? — вăрттăнтарах ыйтрĕ Альпи какай йăтса каяс умĕн.
— Çавă, — терĕ пиччĕшĕ. — Мана вăл ăна ахалех парнелерĕ. Ну, халь ăнлантăн-и ĕнтĕ?
— Пайăр ăнлантăм, пайăр ăнлантăм, — кулса тавăрчĕ йăмăкĕ.
Альпи Ятламас патĕнчен мăкăнь çеçки пек хĕп-хĕрлĕ питпе таврăнчĕ. Вăл киле çитсен те пӳрте кĕмерĕ, часрах лупас айнелле пытанма васкарĕ. Сисрĕ вара Ахтупай — хĕрпе каччă хушшинче теветкел калаçу пулса иртнĕ. «Çапла çав, йăмăкăм, — терĕ ăшра Ахтупай. — Сан пеккисен пит çăмартийĕсене хĕретме ăста пулас вăл купăсçă. Асту, хăйĕн майлă çавăрса ан пăрахтăр вăл сана, хăйĕн варлийĕ туса ан хутăр. Пĕтрĕн вара ун чух, йăмăкăм! Нумай хĕр ача куççуль тăкнă теççĕ вăл элккен каччăшăн».
Ятламас ял вĕçне, Ахтупайсен еннелле, вăл кун та, тепĕр кунне те хăпармарĕ. Ку вара унăн çĕнĕ тусне самаях шиклентерсе пăрахрĕ.
— Эс мĕскер, ман сăмахсене каламарăн-им ăна? Кунта килме хушмарăн-им? — çиллессĕн ыйтрĕ вăл йăмăкĕнчен.
— Каларăм-çке, — терĕ Альпи.
— Ма килмест тата?
— Эп пĕлеп-им! Ан ыйтса тăр манран ун çинчен. Килсессĕн те пӳрте кĕртместĕп вăл тĕнĕ пăккине!
— Тĕнĕ пăкки апла, хи! — терĕ Ахтупай. — Мĕн усал турĕ-ха вăл сана?
— Нимĕн те туман. Анчах чĕлхи ытлашши чарусăр. Ун пек чалпашка çынсене юратмастăп, эп сана та çыхланма хушмастăп вăл çăмăлçакпа.
Пиччĕшĕ ăна айван-ха эс мана ун пек вĕрентме тесе-вăрçса тăкасшăнччĕ, анчах хăймарĕ. Чĕлхе çаврăнмарĕ хĕрачана унашкал сăмах калама.
Вăл купăсне илчĕ те уксахласа пусма вĕçне тухрĕ. Пĕр-ик хутчен сĕркĕчне сĕрчĕ, чарăнчĕ — пурин куçĕ умĕнче те купăс каласа тăма аван мар терĕ. Майĕпен анса мунча умне пырса ларчĕ, пĕр самант улăм çивиттинчен чăх сăхнă пек хăвăрттăн юхакан тумла çине, çамрăк йăмра тăрринче хăйĕн савăнăçлă юррине шăрантаракан шăнкăрч çине, юр ирĕлме тытăннă-тытăнман папка кăларма хатĕрленекен çӳçе йывăççисем çине киленсе пăхрĕ. Ун чĕринче савăнăç ӳснĕçем ӳссе пычĕ, вара, çак çурхи илемпе хăпартланса кайнăскер, Ахтупай сĕркĕчне хыттăн кăна аялалла туртрĕ.
Купăсçа ăна пĕр хускатса ярасси, пĕр пуçласан, кăмăлтан çĕкленнĕ çынна тытса та чараймастăн вара. Уçса янă валакри шыв пек юхрĕ те юхрĕ мунча умĕнче кĕвĕ. Ахтупай пуçланă кĕвĕ ташă кĕвви пулчĕ пулмалла, мĕншĕн тесен купăсçă сĕркĕчне вылятса хăлаçланнă май сывă урипе вĕçĕмсĕр урайне тапăртаттарса тăчĕ. Купăс çинче, тепĕр чухне каччăн сарă çӳçĕ çинче те, хăма çурăкĕнчен пытанса кĕрекен хĕвел ури вылярĕ. Çук, Ахтупай ăна пĕрре те асăрхамарĕ, çак вăхăтра вăл ачашшăн нăйлатакан кĕвĕсĕр пуçне нимскер те илтмерĕ, хăйĕн умĕнче маттур хĕр аллинчи ăса пек вылянакан сĕркĕч вĕçĕсĕр пуçне ним те курмарĕ.
— Ах, чĕре суранĕ! — илтĕнчĕ çывăхрах хулăн сасă. — Çынна кун каçиччен пĕр кĕвĕ калаттарать çав, тупата!
Ахтупай сасă илтĕннĕ еннелле çаврăнса пăхрĕ — умра аллине йывăç кĕреçе тытнă Ятламас тăрать.
— Килях, Ятламас, ак пукан, ларсам, — купăсне часрах пăтаран çакса именчĕклĕн сăмах хушрĕ Ахтупай.
— Кун пек тăрăшсан эсĕ манран лайăхрах калама вĕренетĕн, — терĕ Ятламас. — Пăхатăп та, эсĕ купăс тĕлĕшĕнчен пултаруллă этем. Анчах малтанлăха сĕркĕчне хытă пусмасăр кала, вара вĕренме çăмăлтарах пулать, кунсăр пуçне хул та ывăнмасть.
— Чăнах та, ман хул питĕ ывăнать çав, ав сĕркĕч тытнă алă ыратакан та пулчĕ, — хăпаланма пуçланă аллине тăсса кăтартрĕ Ахтупай. — Ну, мĕнле те пулин кĕвĕ каласа памасни, Ятламас?
Вăл хăйĕн тусĕн палламалла мар çамрăкланса кайнă сăн-питне сăнаса пăхрĕ. Ятламас вăрăм çӳçне кĕп-кĕске туса кастарнă, мăйăхне пӳрнепе тытса чĕпĕтмелĕх çеç хăварнă, кĕске сăхман айĕнчен тĕрленĕ кĕпе тăхăнса янă.
— Халех калатăп, — кĕреçине алăк хыçне таянтарса шалалла кĕчĕ Ятламас, унтан кĕсйинчен пĕр чĕптĕм тӳнĕ çулçă кăларчĕ те, ăна ал тупанĕ çине хурса темиçе хутчен тутлăн шăршларĕ.
— Эс мĕн, Сахвине карчăк пек, типĕтнĕ çулçă шăршлатăн? — кулчĕ Ахтупай.
— Ара, эпĕ ват çын çав, — лайăхрах вырнаçса ларса юри ĕхлетсе илчĕ лешĕ. — Çут тĕнчере ман чухлĕ пурăн-ха, вара ху та мĕнпе те пулин йăпанма пуçлăн ак.
— Çук, пĕрре те ват çынла мар-ха эс паян, — терĕ Ахтупай. — Йăлт якалса кайнă, Урасмет пек, капăрчăк çӳретĕн.
— Хĕр пăхма килтĕм, çавăнпа, — куç хĕсрĕ Ятламас.
— Чăнах те?
— Чăнах ара! Кӳр, çав ятпа пĕр савăнăçлă кĕвĕ шăрантарса парам. Анчах эс алăкна хуп вара.
Ахтупай алăка хупрĕ те, Ятламас тăрăшса, васкамасăр тата сĕркĕчне вылятнă майăн кӳлепипе енчен енне сулăнса хурлăхлăран та хурлăхлă кĕвĕ калама пуçларĕ. Ку вăл чăвашсен тахçанхи ака-суха юррийĕ пулчĕ. Ахтупай ĕçкĕсенче ăна ваттисем юрланине пĕрре çеç мар илтнĕ. Ав купăсçă ун сăмахĕсене те каласа пырать:
Алран кайми аки-сухи,
Асран кайми ати-анни!
Ай ĕçер-и, ай çиер-и,
Ĕмĕр те пĕрле ай пурнар-и?
Аки-сухинчен уйрăлас çук,
Ати-аннине ай манас çук.
Ай-йа-ра-ра, ай-йа-ра-ра,
Ай-йа-ра-ра, ай-йа-ра-ра…
— Тата калас-и савăнăçлă кĕвĕ? — ыйтрĕ Ятламас.
— Кун пек хурлăхлă та сăлăк юрă тĕнчипе те çуккă пулĕ, — ассăн сывларĕ Ахтупай. — Ăна итленĕ чух манăн яланах куçран куççуль тухать. — Эс шăл йĕрсе ан тăр-ха, чăнах та, кăшт чуна уçакан кĕвĕ кала.
— Чуна уçаканни кирлĕ-и? — кулчĕ купăсçă, хăй вара кăшт шухăшласа тăнă хыççăн каллех хурлăхлă кĕвĕ ĕнерчĕ. Ку Ахтупай пĕлекен юрă, çара каякансен юрри пулчĕ.
— Эс юрласа пыр, — хĕтĕртрĕ Ятламас.
Ахтупай ун хыççăн ĕнĕрлесе пыма тытăнчĕ, анчах нимĕн те тухмарĕ.
— Сас çук ман, — терĕ вăл.
— Алăкна тачăрах хуп, иксĕмĕр юрлатпăр.
Ахтупай алăка тачăрах хупсан Ятламас сĕркĕчне майĕпентерех çӳретсе хăйĕн кăмăллă сассипе çыпăçуллăн пуçласа ячĕ:
Çеçен хир варринче ай лăс хурăн,
Çил силлемессерен силленет,
Çил силлесен пушшех силленет.
Ăйхаях та пуçăм, çамрăк чунăм,
Çын хурламассерен хурланать,
Çын хурласан пушшех хурланать.
Хитре юрлать çапах та Ятламас! Пĕтĕм чунпа, сăмахĕсене лайăх каласа пырса юрлать, çав вăхăтрах купăс çеммине те пăтраштармасть. Сăмахĕсене те чи витĕмлисене, кăмăла каяканнисене суйласа илме пĕлет:
Алăкран та тухрăм, çӳле пăхрăм
Хур кайăксем епле кайнине.
Пĕчченех те лартăм, шухăшларăм
Çамрăк ĕмĕр мĕнле иртнине.
Хур кайăксем каяç ай картипе,
Кайри мала тесе ан калăр.
Эпир кунтан тухса ай кайнă чух
Кайччăр-пĕтчĕр тесе ан калăр.
Шăппăр та пĕр шăппăр çумăр çăвать,
Карăнтăк та витĕр курăнать.
Эпир ырлăх курасси ай курмасси
Виç çул малтан пăхса курăнать.
Хура вăрман хĕрне ай вут хунă,
Епле пырса кĕрем-ши вут çине?
Эпир каяс хулана ай вут хыпнă,
Епле пырса кĕрем-ши вут çине?
Икĕ кăвак лаша ай тан юртать,
Ик чĕлпĕрĕ тăрăх тар юхать.
Ах, пирĕн пек çамрăк ай ачасем,
Ик куçĕнчен куççуль тан юхать.
Çӳл ту çинче çил арман ай авăрать,
Çăнăх-кĕрпе тухни курăнмасть.
Пирĕн çамрăк чĕрере ай вут çунать;
:Тĕтĕм-сĕрĕм тухни курăнмасть.
Йăмра ӳсет, ӳсет, пысăк пулать,
Çулçине сараймасть — хур пулать.
Тантăш ӳсет, ӳсет, пысăк пулать,
Савннне илеймест — хур пулать.
— Çитет-и? Эп ывăнтăм! — терĕ Ятламас. — Ку юррăн унăн, сĕм вăрманăнни пекех, вĕçĕ те, хĕрри те çук.
— Çитĕ, — терĕ Ахтупай. — Ман чуна пăртак йăпатрăн эс паян, Ятламас. Çапла час-час килсе çӳре.
— Эх, чĕре суранĕ! — кайма хатĕрленсе ура çине тăчĕ купăсçă. — Хăюсăр пулни кансĕрлет пулмалла сана, Ахтупай. Пăртакçă сатуртарах пул-ха тупата. Е унпа хамăн ăш пиллĕн калаçса пăхас мар-и?
— Кампа? Мĕн çинчен пуплетĕн çак эс? — пĕлмĕш пулчĕ Ахтупай.
— Эс манран ан пытар! — пӳрнипе юнарĕ ăна юлташĕ. — Эп сан ăшу мĕншĕн çуннине пайăр пĕлсе тăратăп. Тен, пулăшма та пултаратăп, мĕншĕн тесен эс унта ниепле те кĕрейместĕн, саншăн хапха хупă унта, эпĕ сăлтав тупса вăр-вар кĕрсе кайма пултаратăп. Систерес-и ăна, тĕл пулма май туса парас-и, э?
— Кирлĕ мар, — терĕ Ахтупай. — Эп ăна маннă ĕнтĕ.
— Çапла пуль! — кулчĕ Ятламас. — Маннă пуль çав. Ват çынах пулса кайнă-тăр ĕнтĕ? Шухă ут час ватăлать теççĕ çав.
— Эсĕ тух часрах, — чӳречерен пăхса илнĕ хыççăн алăк еннелле тĕртрĕ ăна Ахтупай. — Ав пусма вĕçĕнче Альпи тăрать. Тух теççĕ сана!
— Маншăн ан пăшăрхан, эп сан пек аптраса тăмăп, — васкамарĕ Ятламас. — Ăçта пыма калас Эрнепие?
— Эсĕ чăнласах-и? — терĕ кăшт именнĕ Ахтупай.
— Санпа шӳт туса тăма эп хĕр ача мар пуль? Кала, ăçта пыма хушас ăна?
Ахтупай курчĕ: Ятламас пĕрре те çăвар вылятса калаçмасть, тем тесен те, вăл ăна юлташла пулăшма шутлать.
— Хăйсен хыçĕнчи туйралăха пытăр, — терĕ вăл купăсçа тав тунă евĕр чавсаран чĕпĕтсе.
11. Кăнтăр енчи хапха
Хан керменĕн чӳрече кантăкĕсем лутра та тĕксĕм. Вĕсенчен çутă пăртак çеç сăрхăнса кĕрет. Анчах хулăн кан-тăк çинче «хĕвел ачисем» мĕнле ытарлăн вылянинченех паллă — тулта пĕтĕм тавралăх çурхи хĕвелпе ялкăшса тăрать. Куçĕпе курмасан та, çак вăхăтра урамра мĕн пулса иртнине чунĕпе лайăх туять çамрăк хан: Казанкăпа Булак еннелле ĕнтĕ халь пур çĕртен те шыв юххисем кĕрлесе анаççĕ, хуралтăсемпе йывăçсем хушшинче унта та кунта шăнкăрчсем пăр та пăр-р! вĕçсе иртеççĕ, посадра кашни кил умĕнче çынсем шыв валли çул уçса канав чаваççĕ, пăр катаççĕ.
Чуна уçакан ырă вăхăт-çке вăл, çуркунне. Пĕтĕм çĕршыв ыйхăран вăранать, пĕтĕм чĕр чун вырăнтан хускалса кĕшĕлтетме пуçлать, мĕн пур ӳсен-тăран нӳрĕпе те ăшăпа йăл илсе чечеке те çеçкене ларма васкать.
Шигалей Хусан престолне шăп кăна çакăн пек хăтлă вăхăтра йышăннăччĕ. Канлĕччĕ, лăпкăччĕ, ытармалла мар илемлĕччĕ 1519 çулхи çуркунне! Дмитрий Бельский бояринпа пĕрле çамрăк хан ялан хăна кĕртетчĕ, ĕçкĕ ĕçетчĕ, княçсемпе мăрсасем, улансемпе сеидсем ун патне çĕклемĕ çĕклемĕпе хаклă парне йăтатчĕç.
Пĕлтĕрхи çуркуннене те начар пулчĕ тесе калама сăлтав çук унăн. Çак вăхăтра Арск хулинче темле шавлă уяв ирттернĕччĕ, Шур Атăл тăрăх мăрсасемпе сунара кайса килнĕччĕ, юр ирĕлме пуçласан пулас-ха, хыçлă çунасем çине тиенсе Хусан йĕри-тавра катаччи чупнăччĕ.
Ак виççĕмĕш çуркунне çитрĕ, Шигалее чунтан пăшăрхантаракан ăнман çуркунне. Керменте чĕмсĕр аскерсемпе сана вăрттăн сăнакан мулласемсĕр пуçне никам та çук. Хан хăйĕн пӳлĕмĕнче пĕр-пĕччен ларать. Кичем, тунсăх, хăрушă. Пуçра канăçсăр шухăшсем пăлханаççĕ. Никампа пĕр сăмах калаçма çук. Вырăс çар ушкăнĕн воеводи Поджогинпа Мускав элчи Карпов хулана Шигалее хирĕç кавар тунă çынсене тытса хупма тухса кайнă. Тытнă-и, тытман-и вĕсем çав ылханлă каварçăсене — керменте никам та пĕлмест. Пĕр ратникне те пулин хыпарпа ярасчĕ ун патне воеводăн!
Ханăн чунĕ лăпкă мар. Хулара мĕн пулса иртет-ши тесе кĕтсе ларма ытла та япăх! «Кун пек май килмест, — тет хан хăйне, — итлемен тата шанчăксăр княçсене хытăрах тыткалама пуçламалла. Эп ытлашши йăваш. Вĕсем эпе ырă пулнине вăйсăр пулни вырăнне хураççĕ. Никама та хĕрхенсе тăмалла мар, çакмалла, вĕлермелле».
Шигалей ирĕксĕрех III Василий хăйне асăрхаттарса каланă сăмахсене аса илет. Халь вĕсем тĕлех килчĕç иккен. Мускавра пурăннă чухне патша палатине пымассерен аслă князь ăна тараватлăн йышăнса çапла калатчĕ: «Çамрăк-ха, тӳсĕмсĕр-ха эс, Шигалей Шейх Аулиярович, пĕлейместĕн-ха, мĕнле йывăр вăл Мономах çĕлĕкĕ», — тетчĕ. Шигалей пуçĕнче Мономах çĕлĕкĕ мар, Ахмат хан халалласа хăварнă чаплă келеппуç-тӳпеттей кăна, анчах вăл та пуçа акăш-макăш пусать. Хусан ханлăхĕ пек патшалăхра хан пулса пурăнма калама çук йывăр иккен. Çак вĕресе тăракан хуранта икĕ çул хушшинчех темĕн чухлĕ тăшман тупăнчĕ. Юнаççĕ, хăратаççĕ ăна. Ĕнтĕ Шигалей хăйĕн керменĕнчен те сайра тухса çӳрекен пулчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...