Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Мускав ҫулӗ
Тукайпа Сарыев, Шигалей вĕрентнĕ тăрăх, хăйсен çыннисене вăхăтлăха пурăнма кремль çывăхне, Мускав шывĕ леш енчи Балчуг урамне, илсе кайрĕç.
— Паян ниçта та ан тухăр, — терĕ вĕсене Тукай мăрса, — ыран эп сире чи пысăк пасара — Китай хулине леçсе ярăп. Унта вара курса тăранатăр! Унта эсир аçупа аннĕрсĕр; пуçне пурне те илме пултаратăр. Пĕлетĕр-и миçе лавкка çав Китай хули текен пасарта? Калама та хăратăп, пур пĕр ĕненместĕр…
— Миçе? — ыйтмасăр чăтаймарĕ Ахтупай.
— Хĕрĕх пин лавкка! Эпир хамăр кĕтĕк ăспа вĕсене шутласа та тухас çук.
— Ун чухлех мар пуль, хĕрĕх лавкка пулĕ, йăнăшмасна эс, хăта? — терĕ Сарыев мăрса.
— Йăнăшмастăп. Шăп çавăн чухлĕ. Мана Иван Семенович Черемисинов каланăччĕ. Вăл суякан çын мар.
Тепĕр кунне тĕкĕрçĕсем ку пасара хăйсем те çитсе курчĕç. Мĕн каçчен, урасем утайми пуличчен çӳрерĕç вĕсем Хĕрлĕ площадь таврашĕнчи лавккасем тăрăх, анчах вĕçне-хĕрне тупаймарĕç. Кашни урамра — лавкка речĕ, кашни лавккара — халиччен курман япаласем. Кĕсье тĕпĕсем яка пулнăран тĕкĕрçĕсем нимех те илсе çиеймерĕç, паллах, анчах вĕсене куçпа курни те тутанса пăхнă пекех туйăнчĕ.
Ыттисем Мускавра мĕне кăмăлларĕç-тĕр те, Ахтупай Охотнăй рет текен вырăна ытараймарĕ. Кунта хитре майрасем, хĕп-хĕрлĕ сăнлă вăй питти арçынсем тата сĕтел çӳллĕш те пулайман ачасем хур-кăвакал, мулкач какайĕ, вут çинче ăшаланă ăсан, пăчăр, кăрăпчак тата тем те сутаççĕ. Ав пĕр пĕчĕкçеççĕ ача: «Кама шăпчăк кирлĕ? Шăпчăк сутатăп! Шăпчăк сутатăп!» — тесе кăшкăрать. Вăл улталамасть-и тесе Ахтупай çывăха пырса пăхрĕ. Улталамасть — чăнах та шăпчăксем.
— Илетни? — терĕ ача куçне-пуçне вылятса. — Ăшаласан чĕлхӳне çăтса яратăн!
— Шăпчăка ăшалама сутатăн-и? — тĕлĕнчĕ Ахтупай.
— Пĕлместĕн тĕк пăрăн часрах! — терĕ ача сиввĕн. — Сан пеккисем илмеççĕ ăна, улпут майрисем туянаççĕ…
Тепĕр çĕрте Ахтупай чĕрĕ тилĕ, упа çури тата вĕшле йытăсем сутнине курчĕ. Унтах тата пĕр сутăç хĕрарăмсемпе ачасене тем пысăкăш кĕленче савăтра шывра ишсе çӳрекен пулăсемпе илĕртет. Тем тĕрлĕ ухă пĕкечи, ухă йĕппи, пуртă, сăнă, сĕреке-атма таврашĕ тата тем те пĕр туянма пулать кунта. Пуян та иккен Мускав пасарĕ. Ахаль каламарĕ Тукай мăрса Китай хулинче аçу-аннӳсĕр пуçне пурне те туянма пулать тесе. Кам илсе пĕтерет-ши тупата вăл япаласене? Юмансар таврашĕнче уçасчĕ кунашкал пасара, вара, тен, Ахтупай та хăй тытнă тилĕпе сăсара, тĕрлĕ вĕçен кайăксене çапла чĕрĕлле илсе тухса сутма пултарĕччĕ.
Охотнăй ретрен Ахтупай тимĕрçсен ретне çаврăнса тухрĕ, чăн-чăн кăрлай-сутуçă пек, унти мыскараллă япаласене çавăра-çавăра пăхса çӳрерĕ. Хулана пĕрле пынă юлташĕсем паçăрах таçта аташса юлчĕç унран. Вĕсене çамрăк тĕкĕрç шырама та тăрăшмарĕ — ăçтан тупан çак йышлă халăх хушшинче хăвна кирлĕ этеме? Макăрса шырасан та тупаймастăн. Неглиннăй шывĕ хĕрринче çеç вăл ăнсăртран ватă тĕкĕрçе, Пикментее, тĕл пулчĕ, вара вĕсем халăх сахалтарах хĕвĕшекен вырăна тухса пĕр хӳтĕ вырăна канма ларчĕç.
— Ывăнтарать кунĕпе çын юххи юхса, эп тек çӳреме пултараймастăп, — терĕ Пикментей. — Пуç çаврăнакан пулчĕ манăн. Утан, утан, вĕçĕ-хĕрри çук. Çитменнине, нихçан намăс курманнине намăс куртăм паян пасарта, Ахтупай…
— Мĕн пулчĕ апла? — терĕ лешĕ.
— Сырнă ура салтăнса кайрĕ, те ырлăха ку, те хурлăха… Чипер кăна пыраттăм, тахăшĕ манăн хыçалалла тăсăлса юлнă çăпата кантри çине лăч! пусрĕ. Çаврăнса пăхрăм — пĕр çын кулса тăра парать. «Инçе каятни капла, ырă çыннăм?» — тет. Вырăсла пĕлмен чĕлхе-çăварпа ним тавăрса калама та пултараймарăм…
— Эп çăвар типнипе хăшкăлса çитрĕм паян, — терĕ Ахтупай. — Пĕр хĕрарăм патĕнче тутасене çуласа тăтăм-тăтăм, укçана хĕрхенсе ĕçмерĕм тата.
— Чăваш сăри тупаймарăн апла Мускав пасарĕнче? Тукай мăрса лавкка уçайман-тăр-ха эппин…
— Темскер, курăнмарĕ. Халь эп анне тунă сăрана пĕр янтав ĕçнĕ пулăттăм. Сивĕреххине.
Вĕсем хĕвĕсенчен пĕрер чĕл çăкăр кăларса çиме хатĕрленнĕччĕ кăна, çывăха икĕ ыйткалакан пырса та тăчĕç. Ахтупайăн ку ыйткалакансене курсан чунĕ хурланса килчĕ — иккĕшĕ те кĕпесĕр вĕсем, иккĕшĕ те çара уран, çийĕнчи йĕмĕсене вара йĕм тесе калама та май çук, кантраран кăшт тыттарнă çĕтĕк таткисем намăс вырăна та чиперрĕн хуплаймаççĕ.
Ыйткалакансем юнашар тăрса темле юрă юрласа ячĕç, пĕрер татăк çăкăр илсен сăхсăха-сăхсăха малалла утрĕç.
Пикментей ку мĕскĕнсене хĕрхенсе темскер калама тăнăччĕ, анчах калаймарĕ, юнашарах икĕ çын пĕтĕм вăйпа çухăрашса тӳпелешме пикенчĕç. «Аха, çаклантăн-и, йытă çури? Лекрĕн-и ман алла, çĕр çăтманскер? — кăшкăрашрĕ хĕп-хĕрлĕ сăнлă мăнтăр çынни. — Мускав пысăк-ха, мана унта тупаймаççĕ терĕн пуль. Тупрăмăр! Ак сана улпутран тарса çӳренĕшĕн! Ак сана… Кала-ха, камăн тӳлемелле улпута сирĕн пек вăрă-хурахсемшĕн куланай? Манăн тӳлемелле-и? У-у, эсрел çури, вĕрентĕп эп сана тарса çӳреме!»
— Ан çулăх, йĕксĕк, кунта ялти мар, — ун аллинчен вĕçерĕнесшĕн пулчĕ тепри, кивĕ кăна улача кĕпе тăхăнни. — Ак хам туссене чĕнсе илеп те, ним мар мăйна пăратпăр санăнне. Ырăпа тасал манран! Чипер хăтлан теççĕ сана! Ма çапатăн эсĕ? Ма çапатăн?
Хĕп-хĕрлĕ сăнли темле улпут тиунĕ пулчĕ пулмалла, вăл такама ятран чĕннĕ хыççăн ун патне Элентей пек çӳллĕ тарçă чупса çитрĕ. Часах вĕсем улача кĕпе тăхăннă çынна çыхса пăрахрĕç те, вут сыппине сĕтĕрсе кайнă пек, таçта айккинелле сĕтĕрсе кайрĕç.
— Куртăн-и? — терĕ Пикментей пăлханнипе сăнран кăн-кăвак пулнă Ахтупая аяк пĕрчинчен кăрт! тĕксе.
— Куртăм, — терĕ лешĕ. — Урасмет пекех хăтланать. Хура халăх кунта та асап тӳсет иккен, Пикментей мучи. Пирĕн енчи пекех, пуртан пыл тумлать, çукран юн тумлать…
Пикментей кĕпе арки çинчи çăкăр тĕпренчĕкĕсене пуçтарса илсе çăвара хыпрĕ те ахлаткаласа ура çине тăчĕ, ăçталла каймалла-ши тенĕ пек, унталла-кунталла пăхса илчĕ.
— Атя, хамăрăннисем патне çитсе ӳкер. Унсăрăн темле пăтăрмах сиксе тухасси пур. Ярса илĕç те иксĕмĕре те тытса кайса пĕр-пĕр улпут тарçи туса хурĕç. Тукай мăрса тĕкĕрçĕсемсĕр тăрса юлĕ…
— Чăнах, йăлăхтарчĕ мана ку шавлă тапă, — терĕ Ахтупай. — Сутас пеккине сутрăмăр санпа, илес пеккине илтĕмĕр, Пикментей мучи, халь, самаях пуйнă хыççăн, килелле çул тытсан та юрать…
…Пĕр эрнене яхăн пурăнчĕç чăваш мăрсисем Мускавра аслă князь патне çакланас ĕмĕтпе. Çак вăхăтра вĕсем хулана та ытлашши тухса çӳремерĕç, ялан Посольски приказран хăйсене чĕнме çын килессе кĕтрĕç.
Тукай ырă çынсем урлă Иван Семенович Черемисинова шыраса тупрĕ, ун патне темиçе хутчен хăнана кайса килчĕ.
Черемисинов думнăй дворянин тăрăшнипех пулас, юлашкинчен вĕсене кремле чĕнтерчĕç.
Мăрсасем тахçанах хатĕрлесе хунă чаплăрах тумтирĕсене тăхăнчĕç те пĕрер тарçă илсе мăнаçлăн Мускав шывĕ хĕррипе утрĕç. Пысăк кĕпер урлă каçса вĕсем шыв леш енчи сĕвек вырăна пырса тухрĕç, тата кăшт сăрталла; хăпарнă хыççăн часах вĕсен умне мăкланса кайнă хĕрлĕ чул стеналлă кремль тухса тăчĕ.
Хапха патĕнче мăрсасем хăйсен ячĕсене каларĕç тата Посольски приказран пырса панă хучĕсене кăтартрĕç. Хурал вĕсене пĕр чарса тăмасăр шалалла кĕртсе ячĕ.
Патша палатинче мăрсасене чи малтан çакă тĕлĕнтерчĕ: вĕсем аслă князь хăйсемпе пĕр-пĕччен çеç кăшт калаçса илет тесе шутланăччĕ, вăл чăваш турханĕсен сăмахне итлеме чаплă çынсене темĕн чухлех пуçтарнă иккен. Кун чухлĕ халăх кĕтсе тăнине курсан Тукайпа Сарыев малтан аптраса ӳкнĕ пек пулчĕç, анчах часах хăйсене алла илчĕç те кăшт маларах иртсе патша умне пĕрхарăс чĕркуçленсе ларчĕç. Патшана кун пек саламлани кăмăла кайрĕ курăнать, вăл йăвашшăн кулнă пек пулчĕ. Мăрсасем ура çине çĕкленсен аслă князь, аллинчи пергамент çырусене сулахайри хитре дьяка парса Тукайпа Сарыева хăйĕн патне çывăхарах пыма хушрĕ.
— Эсир, Ту енчи çĕр-шыв мăрсисем, ман тимĕр патакран ан хăрăр, — аллинчи туйине урайне тĕрентерсе ун çине йывăррăн тайăнчĕ аслă князь. — Ăна эпĕ сире валли хатĕрлемен. Чирлекелетĕп пăртак, çавăнпа вĕçертместĕп ăна хамран…
Çывăха пырса тăнă мăрсасем çакна лайăх асăрхарĕç: патша чăнах та сывă мар. Пичĕ шуранка, куçĕсем хĕрелсе кайнă. Сăнран хăй ырă кăмăллă çын пек, анчах хусканăвĕсенчен пăхсан — çиллес, вĕри çын пулма тивĕç.
— Ну, каласа парăр хăвăр тертĕр çинчен, эпир итлетпĕр, — терĕ вăл йĕри-тавра чыслăн ларакан боярсем çине кăтартса. — Мĕн çăмăлпа килмелле пулчĕ сирĕн аякри Мускава? Хусан княçĕсем кӳрентерме пуçларĕç пуль-ха сире?
— Сан сăмаху тĕрĕс, аслă князь, Хусан княçĕсем кӳрентерме пуçларĕç! — хăй сисмен çĕртенех хыттăн каласа хучĕ Тукай. — Хунтă, пулăшу кирлĕ пире. Çавăншăн килтĕмĕр сан патна! Эпир вырăссемпе юнашар пурăнатпăр, урăх никам патне кайма çук пирĕн хамăра валли çăлăнăç шырама. Пулăш пире Хусан княçĕсен мăшкăлĕнчен хăтăлма!
— Пулăшу тем тĕрлĕ те пулма пултарать, — çемçен сăмах хушрĕ аслă князь. — Сире мĕн кирлĕ ĕнтĕ — хĕç-пăшал памалла-и кăштах е çар ямалла-и унта кама та пулин тустарма?
— Эпир урăхла пулăшу ыйтатпăр, аслă князь, яланлăх пулăшу. Пĕчĕк çарпа пырса темиçе мăрсана тустарни пире нимĕн те памасть. Кун хыççăн хамăрах йывăр килĕ. Яланах çар тыт Ту енчи çĕр-шывра, аслă князь, пире яланах хăвăн хӳттӳнте усра. Акă мĕнле хунтă кирлĕ пире! Хамăр ялсенчи хура халăх та çавнах калама хушрĕ сана. Ясак тӳлесе пурăнакан ахаль çынсем йăлтах сирĕн майлă, аслă князь…
Тукай сăмахĕ хыççăн палатăра чылайччен шăплăх тăчĕ. Чаплă тенкелсем çинче ларакан боярсенчен ку кăткăс та теветкел ыйтупа калаçаканни тупăнмарĕ.
— Ту енчи çĕр-шывра княçсем Хусантан хăпма тытăнни питĕ аван, — терĕ Василий Иванович кăшт тăхтанă хыççăн. — Кăна эпир чунтан саламлатпăр, сире тутарсемпе кĕрешме пулăшма та хатĕр. Ку таранччен чылай çапăçрăмăр пĕр-пĕринпе, çитĕ. Турккăсем каларăшле: гечмишолсун — ку ĕлĕк пулса иртнĕ ĕç шутлантăр. Малашне туслăн пурăнар. Анчах астăвăр, сирĕн çĕр-шыва Хусантан уйăрасси сасартăк тумалли япала мар. Ку ĕçре тӳсĕмлĕх кирлĕ. Тата, тӳрех калас пулать, Хусантан хăтăласси сиртен хăвăртан та нумай килет…
— Эпир вăя хĕрхенсе тăрас çук, — терĕ Сарыев, халиччен ним чĕнмесĕр тăраканскер.
— Çапла калаçса татăлар, — тимĕр патакне çемçе тенкел хыçне пытарса ура çине тăчĕ аслă князь. — Ылтăн орда юлашкийĕ пулса тăракан Хусана хирĕç пĕрле кĕрешĕпĕр. Тутар мăрсисене хăвăра пусмăрлама ан парăр. Ясак пуçтарма пыраççĕ сирĕн пата — хирĕç тăрăр, вăрçă вăхăтĕнче çынсене çара илме е ут пуçтарма пыраççĕ — хирĕç тăрăр, каллех пирĕн воеводăсене пĕлтерĕр. Пирĕн çарсем вĕсене хăвала-хăвала ярĕç. Пĕрре хăвалăпăр, иккĕ хăвалăпăр, кайран ясак пуçтарма та пăрахĕç, сирĕн улуссем пĕчĕккĕнех пирĕн енне куçса пырĕç. Йывăр вăхăтсенче пурăнма ачăр-пăчăрсемпех Василь-Новгорода е Кăрмăша куçăр. Анчах хăвăр улусăрсене ан пăрахăр, тутар мăрсисене вĕсенче хуçа пулма ан парăр. Кайран каллех киле таврăнатăр…
Малалла аслă князь мăрсасем патĕнчен пăрăнса Иван Бельский бояринпа калаçрĕ.
— Пирĕн, Иван Федорович, Кăрмăшпа Василь-Новгородра çар ытларах тытмалла пулать. Чулхула наместникне те çырса ямалла — кирлĕ вăхăтра Ту енчи çĕр-шыври мăрсасене пулăшма хатĕр тăтăр.
— Паянах çырса ярăпăр, аслă князь, — терĕ Бельский.
Тукайпа Сарыев калаçу пĕтнине туйса тухса кайма хатĕрленчĕç.
— Чимĕр, ман сăмах пĕтмен, — чарчĕ вĕсене Василий Иванович. — Калăр-ха, княçсем, Хусантан хăпас текен мăрсасем тата пур-и сирĕн? Темскер пит сахаллăн килнĕ пек туйăнать эсир вăл çĕр-шывран…
— Пур, тата пур! — харăссăн тавăрчĕç мăрсасем.
— Апла ма иксĕр кăна килтĕр-ха, ма илсе килмерĕр вĕсене?
— Айăплă, — терĕ Тукай. — Питĕ васкамалла пулчĕ. Ытла та йывăр инкек сиксе тухрĕ пирĕн. Çармăс мăрси Акпарс килесшĕнччĕ пирĕнпе, ăна та кĕтмерĕмĕр. Чухлаймарăмăр кăштах, ну, паллах, шикленни те пулчĕ темелле…
— Килччĕр, ыттисем те килччĕр, — вырăнне кайса ларчĕ аслă князь. — Мускав хăйĕн тусĕсене йышăнма яланах хатĕр. Халĕ пирĕн пата ыр кăмăлпа килнĕшĕн манран парне илĕр… — Çак сăмахсем хыççăн Бельский боярин аслă княçа икĕ хĕç пырса тыттарчĕ, лешĕ вĕсене чыслăн Тукайпа Сарыева пачĕ.
— Эппин, ӳлĕмрен Хусана хирĕç пĕрле кĕрешмелле пултăр, — терĕ Василий Иванович. — Ту енчи çĕр-шывра пирĕн туссем йышлансах пыччăр.
— Çавăн пек пултăр, аслă князь. Чĕререн тав тăватпăр сана. Сан боярусене те тав тăватпăр…
Кремль картишне тухсан Иван Бельский боярин вĕсене патша ячĕпе тепĕр парне пачĕ — яштака та хитре ратниксем мăрсасем тăракан пусма умне йĕнерленĕ икĕ урхамах илсе пычĕç.
Халĕ ĕнтĕ Тукайпа Сарыев боярина пилĕк таран пуç тайса тав турĕç.
— Астăвăр, ан ӳкĕр вĕсем çинчен, — кулчĕ Бельский. — Мускав лашисем шухă вĕсем…
— Ӳкместпĕр, — лаши çине сатуррăн утланса ларчĕ Тукай. Ăшра хăй кӳренсе илчĕ: çапах та вырăнсăр сăмах персе ячĕ вĕçкĕн Бельский! Вăл, кур, боярин, ак çапла тыткаламалла ăна, урхамаха, тенĕ пек, лашине картиш тавра ташлаттарса çаврăнчĕ те Сарыевпа пĕрле кремль хапхинчен тухса çухалчĕ.
Çав кунах мăрсасем хăйсен çыннисемпе килелле çул тытрĕç. Хăнăхман хула вĕсене самаях йăлăхтарчĕ. Аякка ниçта кайма пĕлменнипе ялан пасар курса çӳрекен тĕкĕрçĕсене кĕсьере пĕр сум укçа çукки йăлтах тарăхтарса çитерчĕ. Хăйсене валли тем те илсе тултарнă мăрсасем тарçăсемпе тĕкĕрçĕсене пĕр алтын укçа та памарĕç. Куншăн та çилленме пĕлмерĕç чухăн пурнăçпа пурăнма вĕреннĕ çынсем. Сывă халлĕн киле çитсе пултăр терĕç.
Хире тухса темиçе çухрăм кайсан юлан утпа пыракансем мăрсасене кура пĕрин хыççăн тепри учĕсене чарчĕç те юлашки хут Мускав çине пăхса илчĕç. Сывлăшра, шăп хула тĕлĕнче, ăрша вылять. Мускав кунтан таçти аякри хула евĕр çеç тĕтреленсе курăнать. Хĕвел çинче унта та кунта чиркӳ тăррисем ылтăнăн-кĕмĕлĕн йăлтăртатаççĕ.
Люблино ялĕнчен иртсен юлан утсен каллех Мускав шывĕ урлă каçмалла пулчĕ. Тукай чăтаймаре вара, пĕркун вĕсене кĕперпе каçарасшăн пулман сотнике палласа илсе ăна хăй сăмах хушрĕ.
— Эй, сотник! — терĕ вăл. — Ме, тыт пĕрре хупаха каймалăх. Чăваш мăрсисен сывлăхĕшĕн пĕр-ик черкке ĕç!
Мăрса ун еннелле пĕр алтын укçа ывăтрĕ.
— Мĕнле, кĕртрĕç-и кремле? — ыйтрĕ хавассăн ратник.
— Кĕртмесĕр! Аслă князь хăй калаçрĕ пирĕнпе, парнесем пачĕ!
— Çапах та тепринче воеводăран хут илсе кил! Унсăрăн каçармастпăр! — терĕ лешĕ.
— Юрать, сотник! — ахăрчĕ Тукай. — Тепринче эп сан валли пĕр янтав сим пыл та тултарса тухăп-ха!
Кĕпертен пăрăнсан юлан утсем майлă вырăн тупса çырана анчĕç.
— Çул ăнăçлă пултăр, лашасене Мускав шывĕпе шăварар, — терĕ Тукай. — Тата, тепĕр тесен, кăшт çăвăнса тухсан та кансĕрлемест пуль пире. Мĕнле шутлан, хăта?
— Уçăлар пăртак, сывлама çук пăчă, — терĕ Сарыев.
Шыва кĕни çынсене чăн та кăшт уçăлтарчĕ, анчах вăл нумая пымарĕ. Çумăр пулманнипе çул çинче ялан тусан мăкăрланчĕ, тӳперен пĕтĕм ӳсен-тăрана çунтарса ярасла июль хĕвелĕ пĕçертрĕ, часах юлан утпа пыракансен çурăмĕсем йĕп-йĕпе тара ӳкрĕç. Лашасене каллех шăна-пăван сырăнма пуçларĕ.
— Эпир чăтатпăр-ха, тыр выракансем мĕнле тӳсеççĕ ав? — шăрăхра нихçан ĕçлесе курман пек каласа хучĕ Ахтупай. — Ав пĕр хĕр ачи çурла айĕн сан çине пăхать, Ярахви. Ывăннă ĕнтĕ мĕскĕн. Лартса каймасни? — Эй, хĕр ача, пымасни пирĕнпе? — терĕ вăл вырăсла.
— Ăçта çитиччен каятăр? — çийĕнчех сăмах хушрĕ хĕр ача.
— Атăл хĕррине çитиччен.
— У-у, пит инçе! Кăшт çывăхрах пулнă пулсан пыраттăм!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...