Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Мускав ҫулӗ
Нумай хуралтăччĕ Тукайăн тем пысăкăш картишĕнче — пурте чăштăр-р çеç çунса кайрĕç. Темĕн чухлĕ тупра пуçтарнăччĕ мăрса хăйĕн кĕлечĕсене — нимĕн те юлмарĕ вĕсенчен. Ытла та чеен хăтланчĕç ăна курайман çынсем: малтан яла икĕ тĕлтен вут тĕртрĕç, пĕтĕм халăх унта чуптăр терĕç пулас, кайран тин Тукай кил-çуртне вут тивертрĕç.
Ирхине Тукайпа арăмĕ пахчара йывăçсем айĕнче ларнăран çунмасăр юлнă пĕчĕк пурте пурăнма куçрĕç. Ку çуртшăн та турра кĕл турĕ мăрса. Вăл юлман пулсан ăçта кайса кĕмеллеччĕ унăн?
Çĕрĕпе куç хупса курман Тукай кăшт канса илес тесе çерем çине тăсăлса выртнăччĕ çеç, Чураппа ăна пӳртре Урасметпа Бурнаш кĕтсе ларни çинчен пĕлтерчĕ. Мăрса ирĕксĕртен тенĕ пек пӳрте кĕчĕ.
— Мĕн кирлĕ сире манран, хакимсем? — терĕ вăл алăка хупнă-хупман.
— Нимех те кирлĕ мар. Эпир Юмансар мĕншĕн çунса кайнине çеç пĕлесшĕн, — пӳрнисемпе сĕтеле тăкăртаттаркаласа илчĕ Урасмет. — Мĕнле-ха капла: çинçе эрнинче вут тухать сирĕн, юн юхать. Пĕрре те чăваш турри хушнă пек ирттерместĕр уява!
— Мăшкăллама килтĕн пулать, Урасмет? — тарăхса ыйтрĕ Тукай. — Ăшна кантартăн апла? Тавăртăн мана? Малтан хăвăн кил-çуртна куçарса кайрăн, халь ĕнтĕ пĕтĕм яла тĕп тăвас терĕн-и?
— Эп ку сăмаха кĕтсех тăнă, — тутисене елпĕртсе кулчĕ Урасмет. — Бурнаш эфендине те каларăм çул çинче. Ак пăхсах тăр, вăл çак пушаршăн та мана айăплать терĕм. Эп шутлани тĕрĕс пулчĕ…
— Тата мĕн калатăн? Пĕтрĕ-и сан сăмаху? Çакна калассишĕн килтĕн-и ман пата? — çамкипе пырса тăрăнасран мачча кашти çине пăхкаларĕ мăрса.
Вара калаçăва çывăрнă чухнехи пек пуçне сĕнксе ларакан Бурнаш хутшăнчĕ.
— Чим-ха, Тукай мăрса, эс тулашма пăрах, — терĕ вăл. — Хăвна алла ил пăртак, лăплан. Эпир кунта сана хĕрхенсе килтĕмĕр…
— Хĕрхеннипе эсир мана çыхса пăрахса Атăла ывăтăттăр та — вăйăр çитмест!
— Ну, эппин атя, Бурнаш, — ура çине тăрса алăк патнелле утрĕ Урасмет. — Унпа халь калаçма май çук. Ярлăкĕ çунса кайнă пулас, çавăнпа тулхăрса кăна тăрать.
— Эс мĕскер? — ун енне варт! çаврăнчĕ Тукай. — Каллех манăн саламата тутанса пăхасшăн-и? Чаратни чĕлхӳне е чармасни?
— Ара, эп нимĕн те каламарăм. Ярлăку çуннă терĕм çеç. Шел, паллах, анчах мĕн тăвас тетĕн? Çут тĕнчере унсăр та пурăнкалăн-ха. Çапла-и, Бурнаш?
— Ярлăкне вăл тепре те илĕ-ха, — хăй мăрсаран кулнине пытармасăр каласа хучĕ Бурпаш.
— Кам парать ăна тепĕр ярлăк? Çук ĕнтĕ, Тукай мăрсан чапĕ çакăнпа пĕтсе ларчĕ. Ан та кай, мăрса, Хусана. Сана унта никам та кĕтмест. — Ку сăмахсем хыççăн Тукай тата ытларах эрленсе каяссине кĕтсе Урасмет йĕнĕри кĕске туртса кăларчĕ те алăка ун тыткăчĕпе тĕртсе уçрĕ. Юлашкинчен йĕкĕлтесе хăварчĕ тата. — Эппин, Хусана чипер кайса кил, мăрса, çĕнĕ ярлăкна çул çинче кăларса ан ӳкер, — терĕ.
Çук, чышкине чăмăртаса хакимсем хыççăн чупмарĕ Тукай, чи усал сăмахсемпе вăрçса та юлмарĕ вĕсене. Сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ те пуçне усрĕ, шухăша кайрĕ. Ытла та йывăр амантрĕ Урасмет Тукай чĕрине! Мăрсана пĕтĕм тĕнче умĕнче мăшкăл турĕ. Анчах тем тесен те парăнма юрамасть-çке унăн! Чăтса ирттермелле, çĕнĕрен ура çине тăмалла, çуннă кил-çурт вырăнне унтан та чаплăраххи туса лартмалла! Çав йĕксĕк айне пулма юрать-и?
— Ыранах Хусана каймалла! — терĕ Тукай хăй тĕллĕн. — Тарçăсене халех вăрмана ăсатмалла — çĕнĕ пӳрт валли пĕрене кăларччăр.
…Çав вăхăтра Ахтупайпа Ятламас тимĕрçĕ лаççи умĕнче хуйхăрса ларчĕç, мăрсан кĕлпе те кăмрăкпа витĕннĕ кил вырăнĕ çине пăхса вĕсем хăйсен пурнăçĕ çинчен сăмахларĕç.
— Ял ку таран вăйлă çуннине асатте те астумасть, — терĕ Ахтупай. — Кур-ха, çап-çара тăрса юлчĕ вĕт Юмансар! Йывăçсем тесен вĕсем те ĕнсе кайрĕç! Хăраççĕ ĕнтĕ йăлтах, çапла-и?
— Хăраççĕ, паллах.
— Çитменинне, чи кару вăхăтра çунтăмăр. Утă çулма тухмалла, унтан ыраш пулса çитет. Хĕле кĕриччен йывăç кăларма вăхăт та пулмасть.
— Аптрамалла, — тем çинчен шухăшласа хуравларĕ Ятламас.
— Эс илтмен-и, хăш-пĕрисем ялтан куçса та каясшăн тет?
— Ăçта каясшăн?
— Вăрман варрине. Çын çук çĕре. Ман атте те çавăн çинчен калаçкалать-ха.
— Тĕрĕс тăваççĕ çынсем. Кунта пурăнма май çук. Юмансар вăл чи усал вырăнта ларать!
— Каларăн! — терĕ Ахтупай. — Атăл хĕрри, вăрман, улăх. Мĕнтен начар вара пирĕн ял вырăнĕ?
— Ав çав йывăçа куратăн-и? — çул хĕрринчи çамрăк хурăн енне тĕллесе кăтартрĕ Ятламас. — Лав иртмессерен тĕнĕл пыра-пыра тăрăнать ăна. Кур, йăлтах çийĕнсе пĕтнĕ. Кашни урапа тикĕт сĕрсе хăварать мĕскĕне. Пирĕн ял та çавах. Пурте çаратаççĕ ăна, пурте çунтараççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче пирĕн ял витĕр кунĕн-çĕрĕн çар иртет. Мĕн, çапла мар-им? Тармалла кунтан. Вăрмана шаларах кĕмелле.
— Анчах мăрса ярать-и-ха пире?
— Унтан ыйтса тăмалла-и? Темиçе кил пуçтарăнмалла та тапмалла куç курман çĕре. Шыраса та ан тупайтăр.
— Вăл тупаймасан тепри тупать. Урăх мăрса аллине çакланатăн, — терĕ Ахтупай.
— Тепри вăл Тукай пекех усал пулас çук. Пирĕн çак эсремет аллинчен хăтăласчĕ, — хăйĕн сăмахне никам та илтмерĕ-и тесе йĕри-тавра пăхса илчĕ Ятламас. — Кĕтсех тăр, Тукай халь халăха ытларах çунтарма пуçлать.
— Кăна тĕрĕс каларăн, — килĕшрĕ унпа Ахтупай. — Ăна халь нумай кирлĕ. Пĕтĕм яла хăйĕншĕн ĕçлеттерет ак вăл. Пире, санпа иксĕмĕре, платник туса хурать. Çапла-и?
— Апла пулсан мĕн туса ларатăн эсĕ мăрса килĕ умĕнче? — хыттăнах тĕртрĕ ăна Ятламас. — Хăвна паянах ĕç хушасса кĕтетĕн-им? Япалусене кĕрсе ил те, тасалар часрах кунтан!
Ахтупай хăйĕн вырăнĕнчен хускалчĕ те юлташне хул хушшинчен çатăртаттарса тытрĕ, атя, иксĕмĕр те каяр тенĕ пек, ăна тимĕрçĕ лаççинелле сĕтĕрчĕ.
13. Сăр вăрманĕнче
Ăçта та пулин васкакан çыншăн вăрман çулĕ — чăн-чăн инкек. Лаша ури айĕнче тăршшĕпе пылчăк çăрăлать, пит-куçа туратсем çапăнаççĕ. Çырма-çатра тесен вара — вĕсен шучĕ те çук. Пĕр çухрăм хушшинче çитмĕл çичĕ кукăр тăвать вăрман çулĕ — пăрăнса пĕтермелле мар. Çитменнине тата, çул юппинче аптраса тăратăн — хăш еннелле каймалла? Тепĕр чухне пилĕк-ултă çухрăм шала кĕрсен каялла тухма тивет — çав тери улталать çынна вăрман çулĕ.
Васкаман çын вара вăрман çулĕпе киленсе çеç пырать, вăл çак вăхăтра пĕтĕм чунĕпе канать. Çул ик айккипе вуншар çухрăма юманлăх тăсăлать, хырлăх е пăхса тăранмалла мар хутăш вăрман. Мĕнле кăна хăватлă юмансем, хăйсен тăррипе пĕлĕте перĕннĕ хырсем, лапсăркка çăкасем, чăваш хĕрĕсем пек шурă шупăр тăхăннă хурăнсем, таврана тутлă шăршă саракан çĕмĕртсем, ĕмĕр симĕс ларакан чăрăшсем… Вĕсен хӳтлĕхĕнче — уртăш йывăççи, кăпчанкă, хурама, палан, шĕшкĕ, çӳçе — тата пин тĕрлĕ йывăç!
Ахтупай пĕлет, халĕ унăн ниçта васкамалли те çук. Çавăнпа вăл сунарçă йăлипе çул ик айккинелле йăлт-ялт çеç пăхкаласа пырать, кашни тĕлĕнтермĕш йывăçа сăнаса пăхать. Ялти çынсем пекех çав, вăл лайăх пĕлсе тăракан кӳршĕ çыннисем пекех вăрманти йывăçсем! Пĕри тем çӳллĕш, тепри хитре, яштака, тепри — лутра, кутамас, чалăш-чĕлĕш; пĕрин вулли яп-яка, таса, теприн — шăтăклă-путăклă, шатраллă — чеччепе чирленĕ çын пичĕ пек; пĕри хăйĕн тураттисене таçта çити сарса янă, ыттисем валли вырăн та хăварман, тепри пысăк йывăç айĕнче мĕскĕннĕн çеç ларать, çитмест ăна кун çути çак аслă тĕнчере. Пуринчен ытла Ахтупай ыттисем çине таянса вĕçĕмсĕр чĕриклетсе ларакан çемçешке те хевтесĕр йывăçсене хĕрхенет. Вĕсем ăна темшĕн чирлĕ çынсене, хĕне кайса ахлатма та макăрма пуçланă çынсене аса илтереççĕ.
Хурăнлăха кĕрсен Ахтупай чĕринче темле ачаш туйăм çуралать, куç умне çамрăклăхри савăк кунсем, ырă тĕл пулусем, юратупа хăпартланса пурăннă телейлĕ самантсем тухса тăраççĕ.
Çак йăрăс хурăнсем çине пăхсан халĕ те тӳрех Эрнепи аса килет-çке! Чуна çийĕнчех тунсăх пусать, пырта, чăмакка юлнă пек, тем пăвăнма тытăнать. Каллех уйăрчĕç ăна юратнă арăмĕнчен. Мĕн чухлĕ сĕтĕрсе çӳрет-ши ĕнтĕ вĕсене Тукай мăрса ют ялсемпе сĕм вăрмансем тăрăх? Ăçта илсе каять-ши вăл хальхинче хăйĕн вунă тĕкĕрçине?
Мăрса хыççăн пыракан юлан утсем ун сарлака çурăмне çеç кураççĕ. Никампа та калаçмасть Тукай çула тухнăранпа. Малалла ӳпĕннĕ те шухăша кайса пырать. Паян çеç мар, мĕн çунса кайнăранпа çапла чĕмсĕр тытать хăйне. Ун тĕкĕрçисем те пуçĕсене усса çеç пыраççĕ. Кашниннех пысăк хуйхă халь килте. Инкек хыççăн хуçалăха кăшт юсамаллаччĕ, ак мăрса кĕтмен çĕртен инçе çула илсе тухрĕ.
Сăр хĕрринче Тукай çыннисем лашисене пĕр кун кунĕпех çаран çинче çӳретрĕç. Вăл хушăра мăрса кунтан çич-сакăр çухрăмра ларакан Сăрьелне кайса килчĕ. Курчĕ-и вăл хăйĕн хĕрĕпе кĕрӳшне Сăрьелĕнче, мĕнле хăна турĕ ăна Сарыев мăрса — Тукай кун пирки пĕр сăмах та шарламарĕ, анчах вăл хĕрĕ патĕнчен пит салху таврăнчĕ.
— Йĕнерлемелле-и лашасене? — хăюсăррăн ыйтрĕ пĕри мăрсаран.
— Ан васка! — касса татрĕ Тукай. — Кĕçĕр çакăнтах çĕр каçатпăр, ыран хăйĕн çыннисемпе Сарыев мăрса килсе çитсен Мускава çул тытатпăр.
Кăна илтсен çынсем пурте пуçсене усрĕç. Ав ăçта çитсе килмелле пулать иккен-ха вĕсен!. Ав ăçта каясшăн Тукай хăйĕн телейне шыраса! Пит аякра-ши ĕнтĕ вăл, Мускав тени? Миçе кун каймалла-ши? Ку таврана ĕлĕк те килсе çӳренĕрен пулас, Ахтупайшăн Мускав инçе те мар пек, Кăрмăш леш енче çеç ларнă пек туйăнчĕ. Акă-çке-ха вăл, вырăс çĕр-шывĕ — юнашарах. Хăй те пĕлмерĕ, мĕншĕн-тĕр, анчах Мускава каятпăр тени ун кăмăлне пĕрре те хуçмарĕ. Ахтупай ăшра кăшт хĕпĕртесе те илчĕ. Эппин, ун сăмахĕсем тӳрре килчĕç Тукайшăн!
Темиçе кун каялла кăна-ха мăрса Ахтупая хăй патне чĕнтерчĕ те каллех тимĕрçĕ лаççинче ĕçлеме тытăнатăн тесе пĕлтерсе хучĕ.
— Айăп ан ту та, Тукай ĕмпӳ, пĕччен пултараймастăп эпĕ, — терĕ Ахтупай. — Вĕренсе юлмалăх ĕçлеймерĕм-çке Северьянпа.
— Северьяна каялла илсе килетĕп, — ĕмĕтленсе калаçрĕ мăрса. — Ыран Хусана каятăп, вырăс тимĕрçи пирки те сăмах тататăп Булат Ширинпа. Тимĕр нумай халь сирĕн, ĕçлĕр те ĕçлĕр…
Ахтупай та шансах тăнăччĕ, хăйĕн тусĕ часах Хусантан каялла çитет тенĕччĕ. Çук, Тукай шĕкĕр хуларан пĕчченех таврăнчĕ. Вăл йăлтах хуйха ернĕччĕ, икĕ кун хушши ларма-тăма вырăн тупаймарĕ, унтан юлан утпа таçта тухса кайрĕ те яла эрнерен çеç килсе кĕчĕ. Те тепре Хусанта пулчĕ вăл çак хушăра, те хăйĕн хăти Сарыев мăрса патне çитсе килчĕ — ăна ялта пĕр чун та пĕлмерĕ. Ахтупай çакна çеç лайăх астăвать: тимĕрçĕ лаççине кĕчĕ те мăрса хăйĕн тарçине тĕлĕнтерсе нихçанхи пек мар ăш пиллĕн сăмахларĕ.
— Ну, мĕн тăватпăр, Ахтупай? — пысăк утăмсемпе каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕ вăл. — Вырăс тимĕрçине памарĕç мана, ăна шанчăклă çын мар терĕç. Хама та кӳрентереççĕ Хусанта. Йăлтах хĕсĕнчĕ пирĕн пурнăç…
Çаплах каларĕ Тукай: пирĕн пурнăç терĕ. Ăнланчĕ вара Ахтупай: тарçăпа, хăйĕн тĕкĕрçипе, ун пек калаçма тытăнчĕ пулсан чăнах та ĕçсем япăх вара чăваш ĕмпĕвĕн.
— Санăн Урасметсемпе ĕç тухмастех, Тукай ĕмпӳ, — терĕ вăл. — Вырăссем еннелле куçсан аванрах мар-и санăн? Ак уйăхпа хĕвел умĕнче калатăп. Вара пире те кăшт çăмăлтарах пулнă пулĕччĕ…
— Эс хăвна мĕнле хĕненине манса та кайрăн-и, явăл? — урипе тăрст! тапрĕ мăрса. — Каллех ĕлĕкхи юрруна пуçлатăн-и?
— Хĕне мана, Тукай ĕмпӳ, анчах тĕрĕссине калатăп, — хĕрелсе кайса тавăрчĕ тимĕрçĕ. — Хусан мăрсисем, Урасмет пек хакимсем ырă кăтартас çук сана. Хăвах куран, çав тери хытă тăрăнаççĕ-çке тăшмансем. Пĕтĕм яла тĕп турĕç-çке, пурте кĕлмĕçе тухрăмăр капла…
— Кăна тĕрĕс каларăн, — сасартăк кăмăлтан çемçелчĕ мăрса. — Вĕсем мана йăлтах пĕтерсе лартасшăн. Вут тĕртсе çунтарчĕç, ман пирки эт сараççĕ. Çавăнпа Хусанта мана шанми пулчĕç. Куштек Урасметăн пĕр ĕмĕт халь — мана тĕп тăвасси… Эп малтан вăл вĕчĕпе тавăрать тесе, çук, ку вăл вĕчĕ çеç мар. Вăл мана пĕтерсе хăй мăрса пуласшăн…
Урăх нимех те каламанччĕ ăна хăйĕн тарçи пулнă çын, анчах Тукай ку калаçăва манса кайман иккен. Шутланă ун çинчен, Мускава каясси пирки арăмĕпе çеç мар, Сарыев мăрсапа та, Нухратпа та, кĕрӳшĕпе те канашласа пăхнă. Сарыев мăрсана та куç уçма памаççĕ курăнать Бурнашсемпе Урасметсем, унсăрăн вăл Тукайпа Мускава пыма килĕшмен пулĕччĕ. Ку лайăх-ха терĕ Ахтупай, мăрсасем Мускава каясси çинчен шутлама тытăнчĕç пулсан ĕçсем улшăнма тивĕç. Тен, кун хыççăн вырăс çарĕ килсе çитĕ пирĕн таврана, вара тутарсене пур çĕртен те хăваласа ярĕç. Нуша кулач çиме вĕрентет теççĕ мар-и? Ăс кĕчĕ ав пăртак Тукай мăрсана…
Вăрман хĕрринче икĕ кун çуннă вучах сӳнчĕ ĕнтĕ. Тукай çула тапранса каяс тесе кунта хăйĕн хăтийĕ çитессе кĕтет. Тĕкĕрçĕсем улăха янă лашисене çывăхарах илсе килнĕ, — шыраса çӳремелле ан пултăр, мăрса хăйĕн утне йĕнерлесенех вĕсен те лашисене çийĕнчех тытса утланмалла пултăр.
Çул çинче Сарыев юлан учĕсем çав-çавах курăнмаççĕ-ха — ниепле те тухса килеймест мăрса тăван ялĕнчен. Паллă чăваш турханĕсем Мускава кайма хатĕрленнине илтсе Чалăм таврашĕнчи çармăс мăрси Акпарс пырса çитрĕ ун патне, хăйĕн калаçăвĕпе нумай тытса тăчĕ вăл ăна, унтан никам чĕнмесĕрех кӳршĕсемпе пĕлĕшсем, Сăрьел çыннисем, ют ял çыннисем кĕпĕрленсе пыма пуçларĕç. Кинĕ каласан тухса пăхрĕ те Сарри картишне тĕлĕнсех кайрĕ — унта, такам пуху пуçтарнă пек, халăх кĕшĕлтетет.
Пĕрре савăнчĕ, пĕрре тарăхрĕ куншăн мăрса. Ăна ăсатма çакăн чухлĕ халăх килни аван-ха вăл, эппин, çынсем хăйсен пурнăçĕнче Саррине кирлĕ çын тесе шутлаççĕ, хисеплеççĕ ăна, анчах, тепĕр енчен, ку ăсату пирки паян-ыранах Бурнаш пеккисем пĕлеççĕ-çке, ун пирки çийĕнчех Хусана систерсе хураççĕ. Пĕр сас-хурасăр тухса каясшăнччĕ вăл Мускава, пулмарĕ иккен…
— Мĕн кирлĕ сире, тăвансем? — пусма çинчен анмасăрах ыйтрĕ мăрса. — Мĕн йӳтĕмпе пуçтарăнтăр эсир ман пата?
— Ара, мĕнле калас, сана усатма килтĕмĕр полать ĕнтĕ, — тавăрчĕ çывăхри стариксенчен пĕри, хăйĕн çумне лăпчăннă мăнукне сăхман аркипе хупласа тăраканскер. — Эс Мускава каять тенине илтрĕмĕр те, чон чăтмарĕ… Айăп ан ту ĕнтĕ пире оншăн…
— Эп вырăс патши патне сирĕн ĕçпе мар, хам ĕçпе каятăп! — терĕ Сарыев.
— Çук ĕнтĕ, ун пек мар, — мăрсана çиллентерес мар тесе евĕклĕн калаçма тăрăшрĕ старик. — Пэрн ятпа та кала унта, хура халăх пĕтĕмпех сэрн майлă те, вырăссене çеç кĕтеççĕ те. Çавăнпа пуçтарăнтăмăр та эпир сан патна. Куран, миçе ял халăхĕ тăрать картишĕнче…
— Кам пулатăн эс, ун пек калаçакан çын? Хăш ял? — пусма çинчен анса старик патне çывăха пырса тăчĕ Сарыев.
— Эпĕ-и? Паллаймастăн пуль. Орпакассисем эпĕ, Эхмемет кӳрши… Хĕлле хытă хĕнерĕн эс мана çав Бурнаш пур чухне. Вилимарăм çапах та, татах килтĕм ак. Тем тесен те эс пэрн тӳре-шара-çке-ха. Ырă шут тытнă эсĕ, мăрса, Мускава кайма ĕмĕт тытнă. Телей сунасшăн эпир сана инçе çула каяс умĕн. Çупа кайса пылпа кил… Хăвăн ĕçне те ту, анчах пире валли те ырă хыпар илсе кил. Турă вырăнне хурса ыйтатпăр санран…
Вăрçма хатĕрленнĕ мăрса шăпăртах пулчĕ. Вăл çĕлĕкне хыврĕ те малтан хăйĕнпе калаçнă старике, унтан пĕтĕм халăха пуç тайрĕ.
— Эп сире пурсăра та картишĕнчен хăваласа кăларасшăнччĕ, — терĕ вăл. — Пытармастăп, кăмăла каймарĕ эсир ĕç вăхăтĕнче çапла çăпата çĕтсе çӳрени. Ну, эппин, чăнах та мана ăсатма килтĕр пулсассăн тавтапуç сире. Ырă сăмахсемшĕн те тавтапуç. Мускав патшипе калаçнă хушăра сирĕн сăмахсене асра тытăпăр. Халь чипер юлăр, ман вăхăт кĕске, мана Сăр хĕрринче чăваш ĕмпĕвĕ Тукай мăрса кĕтет.
14. Мускавра
Çанталăк шăрăхланнăçемĕн шăрăхланса пычĕ. Юланутсене ку шăрăхран сĕм вăрман хӳтлĕхĕ çеç кăшт çăлма пултарчĕ. Вĕсем кашни кун кăнтăр тĕлĕнче лашисене апата тăратрĕç, явкай вăхăтĕнче, таврана каç сулхăнĕ çапсан, çула тухрĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...