Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар
— Патша çынни тет. Хусантан мар, Мускавранах килнĕ, Тукайăн тахçанхи тусĕ пулмалла, — ăнлантарчĕç лешсем.
Чăнах, ку çын Тукай мăрсан тахçанхи тусĕ Иван Семенович Черемисинов пулчĕ. Стрелецки голова Сĕве вăрринчен яланлăхах Мускава каять иккен. Алексей Адашев ăна аслă князь хушнипе хăй патне чĕнтернĕ.
— Манăн патша служби пĕтрĕ, тăванăм. Хусанта пулса иртнĕ юлашки ĕçсем ман пурнăçа йăлтах пăсса хучĕç. Куратăн, мĕскĕн çын пек, пĕчченех Мускава таврăнатăп, — калаçрĕ Черемисинов Тукайăн çутă пӳлĕмĕсене курса çӳренĕ май.
— Ма ун пек калатăн, Иван Семенович? Хусанти пăтăрмахшăн сана айăплаççĕ-и вара? — тĕлĕнчĕ мăрса.
— Айăпласа хупсах лартмĕç, эп сутăнчăк маррине пĕлеççĕ вĕсем, çапах сăмах тивет ĕнтĕ. Тем тесен те эп ун чухне тутарсен шĕкĕр хулинче пулнă. Манпа çӳренĕ Чапкун князь ав халь Едигер аталăхĕ пулса тăнă тет. Илтнĕ-и эсĕ ун çинчен?
— Илтнĕ. Çавăншăн та хăратни вара эс?
— Кăшт шикленетĕп.
— Микулинский воеводăна айăпламаççĕ пулĕ-çке, Иван Семенович? — терĕ Тукай стрелецки головашăн хăй те чĕререн пăшăрханнă пек пулса.
— Пĕлместĕп. Халлĕхе эпĕ нимĕн те пĕлместĕп. Аслă князь хаяр пирĕн. Тен, Микулинские тутар княçĕсене хулана кайма ирĕк панăшăн тытса та хупнă пуль халиччен.
— Воевода айăплă-ши вара унта? Эп хам ăна тивмен пулăттăм...
— Сан шутпа кам айăплă? — çийĕнчех ыйтрĕ Черемисинов.
— Шигалей хан. Çавна кĕске сухалĕнчен ярса илес пулать лайăхрах. Паллăрах мăрсасене йăлт çакса вĕлернĕ, мур илесшĕ! Хусана кайсан хăнана кĕме пĕр пĕлĕш юлмарĕ иçмасса.
— Шигалей нумай сăтăр турĕ ĕнтĕ. Вăл сутăнчăксене вăйлă пулăшрĕ. Анчах эп ун çумĕнче пулнă-çке, Тукан мăрса. Мана çав Шигалейшĕн лекет те ĕнтĕ Мускавра.
— Лекме те пултарать, — килĕшрĕ мăрса. — Ма чарман эс ăна тейĕç. Çыншăн патак çиесси пулĕ вăл. Хусанта мĕнле ĕнтĕ? Вырăссем пачах юлман-и?
— Юлман, — терĕ Черемисинов. — Хусан пирĕн алăран йăкăшт çеç шуса тухрĕ. Ĕнтĕ ăна çапăçусăр илейместĕн.
Поход пирки вĕсем нимĕн те пĕлмерĕç-ха, çавăнпа иккĕшĕ те Хусана хирĕç нумай çул хушши кĕрешме тивет терĕç. Черемисиновăн пĕтĕм калаçăвĕ çакăн пек пулчĕ: кăçал çулла пулса иртнĕ инкек вырăссен мĕн пур ĕçне нумайлăха пăсса хăварма пултарать: илес тесен Хусана каллех кашни çул походсем туса хавшатса, вăйсăрлатса пымалла пулать: княçсемпе мăрсасене вырăссем майлă çавăрас тесе мĕн чухлĕ вăй хума лекет тата — кам каласа пама пултарать çавна?
— Ман ĕмĕрте вăл ханлăха пĕтерсе тăкасси пулмасть те пуль. Пирĕн ачасем курайĕç-и Хусан парăннине, — кулянса сăмахларĕ Черемисинов. — Кăçал ĕнтĕ пĕтĕм ĕç ăнса пыратчĕ темелле. Тĕллев патне çитме пăртак çеç юлнăччĕ, пăртак çеç. Эпĕ тутарсем тупа тунине хан мечĕтĕнче йышăнатăп çав, Чапкунпа Бурнаш ытти мечĕтсенче йышăнаççĕ. Çар ушкăнне кăларса яратăп та воеводăсене кĕтсе илме кремль тулашне тухатăп тесе тăраттăмччĕ. Унччен те пулмарĕ, мечĕте мана пулăшма пынă Кул-Али чупса кĕчĕ. «Сана хăвăртрах тухма хушрĕç, Черемисинов!» — терĕ вăл тутарсем умĕнчех. Сиксе тухрăмăр — Кул-Али çынни пирĕн утсене витерен илсе пынă та чĕлпĕртен тытса тăрать. «Часрах утлан, воевода, унсăрăн пĕтетпĕр», — тĕртрĕ мана князь. Вара иксĕмĕр те хапха патне ыткăнтăмăр. Пирĕн хыçран тутарсем: «Ан кăларăр вĕсене! Тытăр, тытăр гяурсене!» — тесе кăшкăрса чупаççĕ. Ырă çын пулчĕ Кул-Али тарçи, пире вилĕмрен хăтарчĕ çав кун...
— Часрах утлан, воевода, тесе каларĕ тетне-ха?
— Çапла каларĕ. Воевода терĕ. Хыпăнса ӳкнипе пулчĕ ĕнтĕ ку. Çавăн чухне чаплă ят илтрĕм асăнмалăх...
— Ман санпа питех килĕшес те килмест, Иван Семенович, — ĕçлĕ калаçăва çĕнĕрен пуçларĕ Тукай. — Паçăр эсĕ пирĕн ĕмĕрте Хусана парăнтарасси пулмасть пулĕ темерĕн-и çак?
— Каларăм.
— Тепĕр çынран илтнĕ пулсан ĕненессĕм çук та, эс калани шухăша ячĕ-ха мана. Ун пекех нумай тăрмашать-ши сирĕн патша тутарсемпе? Хусанпа юнашарах мĕнле хула туса лартрăмăр та (эп лартрăмăр тетĕп, мĕншĕн тесен ăна чăвашсем те турĕç), çавăн хыççăн чылай тытăнса тăрĕ-ши тутар патшалăхĕ? Эпĕ Хусана илнине хам ĕмĕртех курасшăн-ха. Вунă çул ирттĕр, вун пилĕк çул, çавах илеççех ăна вырăссем.
— Кăçалхи ĕçсем хыççăн чылай тытăнса тăма пултарать, — терĕ стрелецки голова чӳречерен тем анлăш сарăлса выртакан Çавал çине киленсе пăхса. — Ĕлĕк пирĕн Хусанта пысăк çăмăллăх пурччĕ — мăрсасем тӳпелешетчĕç. Пĕри Крым майлăччĕ вĕсенчен, тепри Мускав майлă, теприсем Нухайпа тата Астраханьпе çыхăннăччĕ. Халĕ çав ушкăнсем пĕр чăмăра пĕрлешессĕн туйăнать мана, Мускав тăшманĕсен йышĕ ӳсессĕн туйăнать.
— Вăл йăлтах çĕнĕ ханран килет темелле, Иван Семенович. Едигер мĕнле тыткалать çав ĕнтĕ мăрсасене. Ман шутпа, Мускав майлисем те сахал мар юлнă-ха унта, тутарсен шĕкĕр хулинче. Вĕсем сире пулăшаççех...
— Пурăнса пăхăпăр, мĕн пулать-тухать унта, — терĕ стрелецки голова. — Эс курсан та эп курас çук тек Хусан хулине. Ман служба пĕтрĕ.
Çĕрпӳрен тухса кайнă чухне те питех хавассăн калаçмарĕ Черемисинов. Уйрăлас умĕн Тукай унран: «Эппин, çитес çуркуннеччен сывă пул тесе каламалла-и сана?» — тесе ыйтсан: «Темĕн-çке, çуркунне килсе çӳресси пулать-и манран», — тесе çеç тавăрчĕ. «Килетĕн, — шантарчĕ ăна мăрса, — аслă князь вăрçă пуçлас пулсан кам Мускавра хăвартăр сана? Тĕл пулатпăр-ха, Иван Семенович, Хусана çитсе куратпăр тепре. Кĕрсе çӳре, эпир сана йышăнма яланах хавас...»
Черемисинов тухса кайсан нумай та вăхăт иртмерĕ, Тукай патне Шупашкартан Микулинский янă юлан ут çитрĕ. Воевода ăна отрядпах Çавал вăррине пыма чĕнет иккен. Мăрса хăйĕн çыннисене пуçтарчĕ те çула тухрĕ.
Çавал вăррине мăрсасем чылай пуçтарăннă. Пурте пăшăрханса вырăссене кĕтеççĕ: кунта халь-халь тутарсем килсе тапăнма пултараççĕ текен хыпар пур. Темиçе кун каялла Ту енчи çĕр-шыва Шах-Чурапа Явăш княçсен утлă çарĕ кĕрсе кайнă имĕш. Анатран хăпарнă мăрсасем каланă тăрăх, Энĕшпе Кĕтне тăрăхĕнче пур çĕрте те ялсем çунаççĕ.
— Йышлăн çӳреççĕ-и вĕсем? Çапăçма килнĕ-и е хăратмалла çеç тухнă-и Хусантан? — терĕ Тукай ку хыпара пĕлсен.
— Йышлăн, Тукай мăрса. Вырăссенчен хăранипе пысăк ушкăнпа тапăнаççĕ, — хуравларĕç паллакан мăрсасем.
Тукай воеводăсем çуккине кура çавăнтах никам уйăрса лартман пуçлăх пулса тăчĕ. Вăл тутарсем Çавал ку енне ан каçайччăр тесе çывăхри кĕперсем патне хурал ячĕ, мăрсасен тĕкĕрçисене çывăхри ялсене тата çыран хĕррине вырнаçтарса тухрĕ. Хăйĕн кĕрӳшне Магмет Беззубова мăрса Шупашкар çулĕ çине кăларса ячĕ.
Çав каçах Çавал вăррине Семен Иванович Микулинский çитрĕ.
— Шупашкар тĕлĕнче Атăл леш енче тутарсен тепĕр ушкăнĕ çаратса çӳрет, — терĕ вăл ут çинчен аннă-анман. — Çавăнпа пирĕн кăшт тăхтамалла пулчĕ. Тыткăна илнисем çапла пĕлтереççĕ: Шах-Чурапа Явăш утлă çарĕ паян-ыран кунта килсе тухма пултарать.
— Курăнмаççĕ-ха, — терĕ Тукай мăрса. — Кĕçĕр мĕнле пулать акă. Килччĕр, эпир вĕсене кĕтсе илме хатĕр.
Воевода хушнипе стрелецсен пĕр пайĕ каçмасене хураллама саланчĕ, ыттисем мăрсасен тĕкĕрçисемпе пĕрле сулăсем тума тытăнчĕç.
— Çавал вăррине килеççĕ-и, килмеççĕ-и, анчах пирĕн вĕсем хыççăнах анаталла анса каймалла, — терĕ Микулинский. — Шах-Чурапа Явăша пит иртĕхме памалла мар. Тата вĕсем эпир хыçран хăваламасан Новоград Свияжскине те хупăрласа илес тейĕç.
— Тĕрĕс, воевода, хамăрăн хăваласа каймалла вĕсене, ялсене пĕтерме памалла мар — ырларĕ ун сăмахне Тукай. — Халь вĕрентсе ямасан вĕсем ӳлĕмрен те хăпарас тесе шутлĕç.
Çав кунах тутарсем çыран леш енче темиçе яла вут тĕртсе ячĕç те пысăк ушкăнпа Çавал вăррине пырса тухрĕç. Хăйсен вăйне пĕлсе-тĕр, вĕсем кĕперсемпе çаврăнса каясшăн пулмарĕç, утсем çинчен анмасăрах шыв урлă каçма пикенчĕç. Вырăс ратникĕсем те, мăрсасен тĕкĕрçисем те кун пек хăюлăха курса хăраса ӳкнĕ пек пулчĕç. Çапах та çыран хĕрринчен тараканни пулмарĕ. Пищальниксем çавăнтах кимĕсемпе пĕренесем хыçне кĕрсе выртрĕç, унта та кунта пищаль тупă евĕр чăшлатса пенĕ сасăсем илтĕнсе кайрĕç. Çыннисене нумаях тивĕртеймерĕç пуль ку пищальсем, анчах утсене каялла хăваласа яма вăл çителĕклĕ пулчĕ. Тутарсем лашисене хĕне-хĕне ирĕксĕрех каялла чакрĕç.
Çыран леш енчен вĕсем хĕçсемпе юнарĕç, хутран-ситрен ухăсенчен печĕç, анчах тек каçма хăтланса пăхмарĕç. Часах ушкăн сахалланса-сахалланса пычĕ, унтан ку енчи воинсен куçĕ умĕнчех юлашки юлан ут вĕтлĕхе кĕрсе çухалчĕ.
— Тăвалла кайрĕç, урăх çĕртен каçма шутлаççĕ, — терĕ тăшман мĕн тунине сăнаса тăракан Микулинский. — Мĕнех вара, эпир ку енчен каятпăр...
Воинсене пурне те утсене утланма хушрĕç.
Çав каç ратниксемпе тĕкĕрçĕсем çĕрĕпе куç хупмарĕç, анчах тутарсене ниçта та хăйсен енне каçармарĕç.
Ирхине Çавал вăррине Шупашкартан Даниил Романов воевода отрячĕ килсе çитрĕ. Микулинский çарсене Çавал урлă каçса тутарсене хыçран хăвалама хушрĕ.
— Иртнĕ çул аслă князь жалованнăй хут парсан эсир хăвăра тутарсене хирĕç çапăçăва яма ыйтаттăрччĕ, — терĕ Микулинский Ту енчи мăрсасене. — Ун чухне сире пурсăра та çапăçăва яма май килмерĕ. Ак халь тархасшăн çапăçăр. Сĕве вăррине çитиччен хăвалăр тутарсене.
— Çапăçатпăр! Ту енчи çĕр-шыва çаратма памастпăр, — тавăрчĕ Тукай мĕн пур мăрсасен ячĕпе. — Эс пирĕн тĕкĕрçсене чи мала яр, воевода. Вара вĕсем мĕнле çапăçнине курăн. Сĕве вăррине çитиччен мар, Хусан патне çитиччен хăвалатпăр эпир Шах-Чурапа Явăша!
Хăвăрт тапăнса кĕнĕ тутарсем çавăн пекех хăвăрт каялла чакрĕç. Новоград Свияжский патĕнче çапăçу пулмарĕ. Сĕве вăррине çитсен Шах-Чурапа Явăш васкаса Атал леш енне каçрĕç те нимле ясырьсĕр-мĕнсĕр Хусаналла çул тытрĕç. Вĕсен мĕн пур ĕçĕ те ялсене çунтарса хăварни çеç пулчĕ.
Ту енчи çĕр-шывран таврăннă-таврăнман воеводăсем аслă князь кăçалах вăрçă вăрçма шутласа хунине пĕлчĕç. Микулинский Григорий Булгаков воеводăпа канашласа илнĕ хыççăн хăйĕн патне Ту енчи паллăрах мăрсасене чĕнтерчĕ.
— Астăватăп, эсир пĕлтĕр Ту енчи çĕр-шыв вырăс çарне пулăшма хĕрĕх пин тĕкĕрç тăратма пултарать тесе мухтанаттăрччĕ, — терĕ вăл. — Ак халь сирĕн сăмахăрсене тĕрĕслемелли вăхăт çитрĕ. Аслă князь тем пысăкăш çарпа Хусан патне вăрçăпа килме тухмалла. Вăл киличчен сирĕн хăвăрăн тĕкĕрçĕсене пуçтарса отрядсем тумалла, вĕсене çапăçăва хатĕрлесе тăратмалла.
— Эпир ун чухне сире улталаман, — терĕç Тукайпа Акпарс. — Пирĕн чăнах та хĕрĕх пин тĕкĕрçĕ пур. Кирлĕ пулсан эпир вĕсене ик эрне хушшинчех пуçтарса паратпăр. Эс, воевода, çакна çеç кала: тĕкĕрçĕсене ăçта пуçтарса тăратсан майлăрах пулать?
— Ăçта? Кунта, паллах. Çарсем пурте Сĕве вăрринче пулмалла. Аслă князь Хусан патне çакăнтан иртет, — ăнлантарчĕ Микулинский.
— Юрĕ, çакăнта пухăнăпăр. Эсĕ аслă княçа пирĕн çарсем çинчен пĕлтерсе хур. Вăл пире кунта ахаль ан тыттăр, çапăçăва илсе кайтăр, — терĕ Тукай.
Çармăс мăрси Акпарс хушса хучĕ:
— Тата эпир санран çакна ыйтасшăн, воевода: эс пире, Ту енчи мăрсасене, аслă княçа Сăр хĕрринче кĕтсе илме ирĕк пар. Эпир хамăр çынсемпе вырăс çарне Сăр урлă каçма, унтан Ту енчи сĕм вăрмансем витĕр тухма пулăшăпăр.
— Кăна эс тĕрĕс каларăн, Акпарс, — терĕç ытти мăрсасем те. — Вырăс çарĕ Сăр урлă каçнă чухне пирĕн тем тесен те унта пулмалла, аслă княçа çăкăр-тăварпа çырма леш енче кĕтсе илмелле. Сăр тăрăхне яр пире, воевода, Сăр тăрăхне!
— Эсир каланă пек пултăр, Ту енчи мăрсасем — килĕшрĕ вĕсемпе Микулинский. — Лайăхрах кĕтсе илĕр, эппин, аслă княçа Сар урлă каçнă чух. Анчах Сĕве вăрринче те çарсем сотниксемсĕр ан пулччăр. Йĕркесĕрлĕх сиксе тухсан каçару ан ыйтăр вара манран, — асăрхаттарчĕ воевода.
Иван Васильевич паян-ыран Мускавран тухса каяссине пĕлнĕ пекех, юлашки кунсенче ăна элчĕсем тапăнчĕç. Пĕрне кăларса яратăн — алăк патĕнче тепри ларать. Унпа калаçса пĕтеретĕн — Адашев юри тенĕ пекех тепĕрне ертсе килет.
— Эс мĕскер, казначей, мана походран тытса юлма шутлатăн-им? — хăтăрнă пек тăвать аслă князь Алексей Адашева. — Ху калаçас вырăнне çынсене ма ялан ман пата яратăн?
— Хам та калаçатăп. Пуринпе те калаçатăп, — тӳрре тухма тăрăшать Адашев. — Анчах ку элче санăн йышăнмалла, аслă князь. Унсăрăн юрамасть: султан çынни.
Ун хыççăн Адашев аслă княçа Исмаил çынни Байтеряк мăрса килни çинчен пĕлтерчĕ. Иван Васильевич вара Адашева хăйĕн сăмахĕсемпех тавăрчĕ: — Куна йышăнмасан май çук, — терĕ.
Байтеряк элчĕ Юсуф шăллĕ Исмаил ĕлĕкхи пекех Мускав майлă пулни, вăл пиччĕшĕ Хусан ĕçĕсене хутшăннипе пачах килĕшменни тата Атăл хĕрринчи нухайсемпе вырăссем хушшинчи суту-илĕве вăйлатса пыма хатĕрри çинчен шантарса каларĕ.
— Ырă сăмахсемшĕн тавах сана, Байтеряк мăрса, — терĕ аслă князь. — Исмаил нуратдин ку сăмахсене чунтан каланине, вăл пирĕнпе чăнах та туслă пурăнма тăрăшнине ĕненетĕп эпĕ. Хам енчен сире çакна калама пултаратăп: эпир, вырăссем, ку туслăха питĕ хакла хуратпăр. Ăна малашне те тĕреклетсе пырсан сирĕншĕн те, пирĕншĕн те ырă пулнă пулĕччĕ. Эс киличчен кăна-ха çапла калаçса татăлтăмăр: ытлашши тырра кăçал та чи малтан сире сутас терĕмĕр. Яланхи пекех, тырăшăн эпир утсем илме шутлатпăр. Мĕнле, ун пирки нимĕн те каласа ямарĕ-и Исмаил нуратдин?
— Каласа ячĕ, аслă князь, — хуравларĕ элчĕ. — Сутлăх утсем нумай пирĕн кăçал. Хакĕ пирки çеç калаçса татăлмалла сан çыннусемпе.
— Хакне лайăх тӳлетпĕр, — терĕ кăмăлтан уçăлса кайнă государь. — Исмаил пиччен ӳпкелешмелле ан пултăр. Тата, хамăр хушшăмăрта каласан, урхамахсем те пит ĕлккен сирĕн. Вĕтĕрех пулин те çав тери чăтăмлă утсем.
— Чăтăмлă та йăлттам! — савăнса каларĕ элчĕ. — Чĕлпĕре туртма та кирлĕ мар, хăйсемех çил пек ыткăнаççĕ. Э-э, утсем лайăх пирĕн, лайăх!
Аслă князь патĕнче пулнă хыççăн Байтеряка тепĕр хут Адашевпа Висковатый йышăнчĕç. Иккĕшĕ те кăмăллăн калаçрĕç унпала. Усрасса та аякран килнĕ элче Мускав шывĕ хĕрринчи чаплă çуртра усрарĕç. Исмаил çынни Анат Атăла темĕн чухлĕ парне тиесе тухса кайрĕ.
Кун хыççăн государь тек элчĕсене пĕрне те йышăнмарĕ. Вĕсемпе каласса ларма вăхăт тупăнмарĕ ĕнтĕ унăн. Çула тухмалли кун çывхарса пынăçемĕн аслă князь патне тĕрлĕ ыйтупа — пысăккипе те, пĕчĕккипе те — воеводăсем чупма пуçларĕç. Суздаль, Кострома, Ярославль, Юрьев, Шуя, Муром хулисенчен ялан воевода çыннисем килчĕç, вĕсем унта çарсем мĕнле пуçтарăнса пынине пĕлтерсех тăчĕç.
Государь уйрăммăнах кăнтăрти воеводăсенчен килекен хыпарсене чунтан пăлханса кĕтрĕ. Ку хыпарсем ăна пĕрре те савăнтармарĕç. Хусана хирĕç пысăк поход пуçлас тенĕ чух Крымран унти çĕнĕ хан Девлет-Гирей тапранчĕ, ялсемпе станицăсене çунтарса çурçĕрелле хăвăрт тапăнса кĕме пуçларĕ.
Аслă княçпа ун воеводисен умне пĕр тăруках икĕ тĕрлĕ йывăр ĕç тухса тăчĕ: Мускав хăратма пăхакан Девлет-Гирее те хăваласа ямалла, çавăнпа пĕрлех палăртса хунă похода та тепĕр вăхăта хăвармалла мар.
Крымра çулталăка яхăн хан пулса пурăннă Девлет-Гирейпе ун пиччĕш-шăллĕсем самай йышлă çар пуçтарнă пулмалла, малти отрядсем вĕсен утлă çарне çийĕнчех тытса чараймарĕç.
Çапах та аслă князь нумай пулмасть çеç Мускавран ăсатнă полксене, вĕсене ертсе пыракан çамрăк та хастар воеводăсене шанчĕ: кусем тăшман умĕнче тӳрех чакас çук.
Çĕртме уйăхĕн вун улттăмĕш кунĕнче Мускав чанĕсем халичченхинчен хытăрах та хаваслăрах янăрарĕç. Хула урамĕсем тăрăх ура айĕнчи чулсене кисретсе, сывламалла мар тусан кăларса похода кайма тухнă стрелецсем, пищальниксем тата посошниксем иртрĕç. Пăртак тăрсан урамсенче патша полкĕнчи утлă çар курăнса кайрĕ. Ун хыççăн кош тата наряд кĕмсĕртеттерсе иртрĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...