Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар
Хула тĕлĕнчен иртсе улăха çитсен Иливан посадăн хĕвел тухăç пайĕнче хăй тахçан чурара пурăннă хĕрлĕ çурта шырарĕ, анчах ниепле те тупаймарĕ ăна.
— Таçта çакăнта ларатчĕ ман хуçа çурчĕ, улăхран пăхсан чиперех курăнаканччĕ вăл, — терĕ йĕкĕт хăйĕнпе юнашар пыракан ашшĕне.
— Халь курăнмасть-и? Етре пăрахса çунтарса янă пулĕ-ха ăна, сан хуçу çуртне, — терĕ ашшĕ ывăлĕ хыççăн çунакан посад çинеллех тинкерсе.
— Тем пекчĕ, тем пекчĕ, — турра кĕл тунă пек каларĕ Иливан. — Маншăн, мана çапла асаплантарнăшăн вырăссем тавăрччăрах ăна лайăхраххăн. Мĕн пур çуртĕнчен кăмрăк çеç юлтăр унăн, пĕтĕм пурлăхĕ кĕл пулса вĕçтĕр.
Ахтупай ывăлĕн ылханне итлесе пынă май Эрнепи çинчен шухăшларĕ. Мĕскĕн чун, — çавă ăста асапланса пурăнать-ши ку таранччен? Хусаншăн, вĕсене ирĕке кăларассишĕн мĕнле кĕрешӳ пынине курать-ши вăл çак самантра? Упăшкипе тăван ывăлĕ хула çуммипех иртнине, вĕсем ун пусмăрçисене тĕп тăвассишĕн пуçĕсене хума хатĕррине туять-ши?
Темиçе эрне ĕçсĕр тăнăран Ту енчен килнĕ тĕкĕрçĕсем хăйсене Хусаншăн пачах çапăçтармаççĕ пулĕ тесе шутланăччĕ. Тĕкĕрçĕсем мар, мăрсасем те кăшт ӳпкелешсе те юнтарса калаçма тытăннăччĕ вырăс çар пуçĕсем пирки.
Çавăнпа та халĕ вĕсен савăнăçĕ пысăк. Вăхăт çитрĕ, вăрçăра вырăс мар воинсем те кирлĕ пулчĕç. Тукайпа Акпарс чăвашпа çармăс мăрсисене Василь-Новгорода тунă вăхăтранпах пĕлекен Горбатый княçа ырласа тăранаймаççĕ.
— Ара, вĕсем, Горбатыйсем, пире тахçантанпах юп курса пурăнаççĕ, — терĕ çул çинче Тукай мăрса. — Ашшĕ Ту енчи çынсене Сăр хĕрринчи çĕнĕ хулăра вăтăр çул каяллах шăрт хучĕ панăччĕ. Ку Горбатый-Шуйский ашшĕне хунă пулас. Кур-ха, тутарсен аллинче пурăннă тесе хăраса тăмарĕ пиртен, аслă княçран ыйтсах Япанчана хирĕç çапăçма илсе килчĕ.
— Çакăнта Япанчана аркатса тăксан, Хусаншăн вырăссемпе тан çапăçсан вара пирĕн çылăхсем йăлтах каçаççĕ, Тукай мăрса, вара эпир вырăс патшине хăюллăнах куçран пăхма пултаратпăр. — хăпартланса калаçрĕ Акпарсĕ те.
— Мускавра илнĕ парнесен хакне тататăн апла?
— Тататăп.
— Ун чухне турхан хучĕ илме кайма та, хамăр енче çĕр ыйтма та тивĕç пулать тетне?
— Вăрçă хыççăн ыйтма та лекет пуль.
— Мана та çавă канăç памасть çав, Акпарс тусăм. Çĕрсĕр юласран хăратăп. Çав Урасмет хăй хаким пулнă хыççăн ман пурнăçа пит муталаса хуçса хăварчĕ. Миçе ял, мĕн чухлĕ çĕр çухатрăм ăна пула. Темле ыйтсан та аслă карачи вĕсене каялла тавăрса памарĕ.
— Ăна пĕлетпĕр-ха, — юлташне хĕрхеннĕ пек пулчĕ Акпарс — Йывăр пулчĕ сана ун чух.
— Вырăссем халь лайăх-ха пирĕнпе. Ӳлĕмрен мĕнле пулĕ çав. Темскер, ытлашши ачашлассăн туйăнмасть вĕсем пире. Ав Сăр тăрăх Сарри хăта улăхĕсене туртса илме те ĕлкĕрнĕ. Пире те хĕрхенсе тăрас çук вĕсем. Ана-çаран та парас çук. Вĕсене хирĕç мĕн вăхăт кĕрешрĕмĕр те...
— Çапах та чиперех çапăçар-ха ку Япанчана хирĕç. Ăна тытса парсан Горбатый воевода пире пайтасăр хăвармĕ.
— Эппин, хытăрах юрттар урхамахна. Ав малтисем куçран та çухалчĕç, — утне хытăрах хăвалама пуçларĕ Тукай. Кăмăлтан çуйкăнланса ашкăнчăк ача пек кăшкăрса ячĕ: — Эй, Япанча! Пире хирĕç тăтăн пулсассăн чăтмаллине чăт. Аллунти хĕççӳне çирĕпрех тыт. Тукайпа Акпарс сана тĕп тума килеççĕ!
Акпарс унăн вĕçкĕнленсе каланă сăмахĕсене илтсе çак самантра хăйсен туррине аса илчĕ, аллине чĕре тĕлне тытрĕ. Вĕсен турри мухтанчăксене юратакан марччĕ. Тукайăн сăмахпа ытлашши каппайланасси пур ун. Халĕ те упине тытмасăр тирне сӳме пикенмен-и вăл?
Мăрсасен те мăн кăмăллăха пула, те чĕркуççи таран хĕç çакăнса пынăран тепĕр чухне асăрханулăх çитмест. Вĕсем хăйсен хыçĕнче вĕсен урхамахĕсене таптаса тенĕ пек пыракан тарçăсем çинчен манса каяççĕ. Лешсен вара хăлхи çивĕч. Вĕсем калаçнине пурне те мар пулсан та нумайăшне илтеççĕ çав. Кулăшла сăмах-юмах чухне ăшра кулаççĕ, килĕшӳсĕр калаçăва шăла çыртса тăнлаççĕ. Тепĕр чухне пĕрле ахăлтатса кулни те пулкалать. Хальхинче мăрсасем тарçăсен умĕнче ытлашширех калаçрĕç. курăнать, ахаль мар Тукайĕ Акпарс çине, Акпарсĕ Тукай çине пăхса илчĕç. Пĕр-пĕрне ăнланчĕç те сасартăк шăпланчĕç. Хăйсем тĕллĕн иккĕш те çапла шутларĕç ĕнтĕ: «Илтчĕрех. Тарçăсен хăлхине кĕни вăл такам хăлхине кĕни мар. Вырăссен умĕнче вара чĕлхене нихçан та ирĕке яма юрамасть, халь ку пирĕншĕн паллă».
Вĕсем калаçнине илтнĕ Ахтупайпа Ятламас пĕр-пĕрне куç хĕссе çеç систерчĕç — çапах та вырăссем умĕнче çылăх пуррине туяççĕ мăрсасем! Василь-Новгородра вĕсене хирĕç çапăçса тыткăна лекнине манман иккен-ха Тукайпа Акпарс.
Арск çулĕпе чылай инçе кайсан Горбатый-Шуйский çыннисем Ту енчи тĕкĕрçĕсене çывăхри вăрмансене вырнаçтарса тухрĕç. Мăрсасене асăрхаттарса хучĕç: вĕсен хăйсен тĕллĕн çапăçăва кĕмелле мар, вырăссем Япанча утлă çарне хăваласа килме пуçласан çеç вăрмансенчен сиксе тухса тăшмана пур енчен те хăвăртрах хупăрласа илме тăрăшмалла.
— Астăвăр, сотниксем, — терĕ пĕр палламан стрелецки голова Тукайпа Акпарса — Унта, Япанча çарĕнче, хăвăр енчи çынсем те пулма пултараççĕ. Ĕнтĕ эсир вĕсене хĕрхенсе-туса ан тăрăр, пирĕн пекех, вăйлăн аркатăр басурмансене, тыткăна илсе вырăссен аллине парăр...
— Эс пирĕн çинчен ун пек усал ан шутла, стрелецки голова! — ку сăмахсемшĕн самаях кӳренсе тавăрчĕ Тукай. — Эпир хамăр тăшман кам иккенне те, пирĕн туссем кам иккенне те лайăх чухлатпăр. Çапăçăва та пĕрре çеç мар кĕнĕ тутарсене хирĕç.
— Юрĕ, Тукай мăрса. Кӳрентерес тесе каламарăм ку сăмахсене, ĕç шанчăклăрах пултăр тесе каларăм.
— Эпир хамăра хушнă ĕçе тĕплĕ тума вĕреннĕ. Пурте чиперех пулать, стрелецки голова. Япанчана тек алхасма памастпăр.
Çав кунах Япанча мăрсан Хусан патне кайма тухнă отрячĕсем вырăссен йышлă утлă çарĕпе тĕл пулчĕç.
Хыçалтан мăрса пысăк вăйпа килнине пĕлсе тутарсемпе анатри çармăссем пĕр уяса тăмасăр вырăссем çинелле ыткăнчĕç. Вĕсем тăшман утлă çарĕ кунти вăрманлă вырăна йăнăшпа килсе тухнă тесе шутларĕç пулмалла, çавăнпа ăна хăвăрт пĕтерсе тăкма ĕмĕтленчĕç. Чăнах та çапăçу пуçланнă-пуçланман Япанчан ытти отрячĕсем персе çитрĕç, вырăссен малти юлан учĕсем, тутарсем вăйлăн тапăнса пынине тӳсеймесĕр, вăрманалла саланчĕç.
Вырăссем хыççăн сиккипе пыракансем хушшинче Япанча мăрсан лапсăркка çĕлĕкĕ аякранах курăнса тăчĕ.
— Казанка хĕрринелле хĕсĕр вĕсене, гяурсене! Тарма ан парăр! Çавăрса илсе пĕр çын юлми пĕтерсе тăкăр! — кăшкăрчĕ вăл, хăйĕн çыннисем вырăссене ним хăрамасăр тапăннипе хĕпĕртесе ӳкнĕскер.
Часах Япанча аскерĕсем тăшмана хăваласа утлă çарпа тата стрелецсемпе кĕшĕлтетсе тăракан пысăкрах уçланкăсене пырса кĕчĕç, кунта тин вара тутарсемпе вырăссем хушшинче чăн-чăн çапăçу пуçланчĕ.
Çулсем, вĕсен айккинчи канавсем, вăрманти уçланкăсем пĕр самантрах çын виллисемпе тулса ларчĕç. Япанча вырăссем хальхинче унăн çарне тĕп тумаллах килнине ăнланса илсе пĕчĕккĕн Арск патнелле чакса пычĕ.
Ăна хирĕç хула енчен юлан утпа та, çуран та Тукайпа Акпарс тĕкĕрçисем капланса тухрĕç, Япанча çарĕ ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр пĕр вырăнта тăпăртатса тăчĕ. Унтан çарсем пĕр-пĕринпе хутшăнса кайрĕç, вăрман хĕрринче юлашки хăрушă тытăçу пулса иртрĕ.
Ахтупайпа ывăлĕ учĕсене ялан Тукай хыççăн хăваларĕç. Мăрса тутарсем касса вакласран сыхланкаласа малаллах тапăнса пычĕ, вăл тем тесен те Япанча патне çывхарасшăн пулчĕ курăнать. «Çулне пӳлесшĕн, ăна чĕрĕлле тыткăна илесшĕн», — вĕçрĕ Ахтупайăн шухăш.
— Иливан, Тукая пулăшма васка! Эй, Иливан, мăрсаран пĕр утăм та ан юл! — кăшкăрчĕ ашшĕ ывăлне.
Иливан ашшĕне ăнланчĕ ĕнтĕ, вăрăм сăнăпа хăлаçланкаласа Тукай хыççăнах тапăнса кĕчĕ.
Çав самантра Ахтупай тĕлĕкри пек çакна курса юлчĕ: Япанча çӳрен учĕ аманса-и е аманмасăрах хыттăн такăнчĕ те ăмăрĕ çине тĕшĕрĕлчĕ. Ун хуçи, лашапа çӳреме вĕренеймен ача пек, çерем çине персе анчĕ. Япанча патне çийĕнчех темиçе тĕкĕрçĕ сиксе ӳкрĕç. Ахтупай тепре куç хупса иличчен мăрса хăйĕн йĕнерленĕ учĕпе юнашар юн юхтарса выртрĕ.
Хусанта вăл кун çапăçу кăшт лăпланнă пек пулчĕ. Хӳме çинче тытăçусем сахалланчĕç. Вырăссем хăйсен мĕн пур вăйне хулана татăклăн тапăнса ун хапхисенчен кĕрсе кайма пухрĕç. Крепость хӳмисене тар хурса сирпĕтме хатĕрленекенсем çĕр чавса хӳме патнех çитрĕç ĕнтĕ. Аслă княçа пĕлтерсе хурса розмыселсем вун пĕр пичке тар тултарнă вырăна вут тивертсе сирпĕтрĕç. Хӳмен пысăк мар тăрăхĕ йăлтах ишĕлсе анчĕ. Тутарсем çинелле çĕклемĕ-çĕклемĕпе чулпа кирпĕч сирпĕнчĕ. Анчах ишĕлнĕ хӳме шăтăкĕнчен вырăссене нимпе те кĕртмерĕç. Мĕн кĕнине хĕçпе вакласа сăнăсемпе каялла ывăтса тăчĕç.
Çĕмрĕк вырăнтан инçетре мар вырăссен чылай пысăк ушкăнĕ хӳме çине хăпарса кайрĕ, унта алла-аллăн тытăçса çапăçма пуçларĕç.
— Парăнăр, шуйттансем! Курмастăр-им, хӳме йăтăнса аннă! Хăçанччен çапăçма хушать сире ухмах патшăр? — кăшкăрчĕç ратниксем хăйсене хирĕç хăюллăн тапăнса пыракан аскерсене.
— Çук, гяурсем! Тепĕр хӳме тăватпăр, анчах сире парăнмастпăр! — тавăрчĕç Хусан çыннисем.
Ваннă хӳмене хăвăрт юсарĕç. Çӳле хăпарса кайнă вырăссен ирĕксĕрех каялла анмалла пулчĕ.
Чавнă шăтăксене аслăлатакансем тата тар пички йăвантаракансем шалта, хӳме леш енче мĕн кăшкăрашнине те хăйсене мĕнле сăмахсемпе ылханнине те илтрĕç. Мулласем çар барабанĕ — тулумбас çапнине пăхмасăр аллаха кĕл турĕç, çав хушăрах çапăçура вилнĕ е вырăссен аллине тыткăна çакланнă чаплăрах çынсен ячĕсене асăнса тăчĕç.
— Кебяк князь вилнĕ!
— Исламбек князь вилнĕ!
— Аликей мăрса вилнĕ!
— Пирĕн мухтавлă сеид Кулла Шериф ывăлĕ Мухамед вилнĕ!
— Казанбек князь ывăлĕ тыткăна çакланнă!
— Челбар улан тыткăна çакланнă!
Вилнисен тата тыткăна лекнисен ячĕсемпе пĕрле коран сăмахĕсем янăрарĕç, çавăнтах тата хăш-пĕрисем вырăсла та тутарла усал сăмахсем кăшкăрчĕç.
Хăйĕн патĕнчи тутар мăрсисем сĕннипе аслă князь хула çыннисем халиччен ĕçмелли шыв ăсса пурăннă çăлсене те ишсе тăкма хушрĕ. Кунĕн-çĕрĕн çапăçса ывăннă хула халăхĕ шывсăр асапланчĕ.
Государь юри янă çынсем тутарсене тепĕр хут килĕшӳ сĕнсе пăхрĕç, анчах хулана хӳтĕлекенсем куннинче те йĕрĕнчĕк сăмахсемпе çеç тавăрчĕç.
Кăшт чипер кунсем тăнă хыççăн каллех кĕрхи шалкам çумăр пуçланчĕ. Ратниксем эрни-эрнипе йĕпенсе исленнĕ тумтирсемпе çӳрерĕç. Чирлисен йышĕ кунсерен ӳсрĕ.
Авăн уйăхĕн вăтăрмĕш кунĕнче вырăссем крепость хӳмин Арск енчи сыпăкне тар хурса сирпĕтрĕç. Кунта мĕн тĕттĕм пуличчен хаяр çапăçу пычĕ. Ратниксен пĕр пайĕ крепоçе вăркăнса кĕрсе кайма та пултаратчĕ-тĕр, анчах йыш сахалтарах пулнă пирки вĕсем нумайччен тытăнса тăраймарĕç. Вырăссен тĕп вăйĕсем хула тулашĕнче çӳрекен утлă çара хирĕç çапăçрĕç.
Юпа уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче, ыран пукрав тенĕ чух, аслă князь пĕтĕм çара ыран Хусаншăн татăклă çапăçу пуласси çинчен пĕлтерме хушрĕ. Вăл кун патша чатăрĕ умĕнче кунĕпе воеводăсем хĕвĕшрĕç, икĕ Воротынский — Михаилпа Владимир — унтан тухма та пĕлмерĕç. Воротынскисемпе калаçса татăлса государь хăш çара ăçта тăратассине тата полксене камсем ертсе пырассине юлашки хут палăртса хучĕ. Пуринчен ытла вĕсем Арск енне кама ярасси пирки нумай канашларĕç. Воротынскисем Арск енне çапăçăва татса паракан чи хăрушă вырăн тесе шутларĕç, çавăнпа унта маттур утамансем ертсе пыракан казаксене, вĕсем хыççăн вара çапăçура хăйсене кăтартса панă стрелецки головасене яма сĕнчĕç. Патша вĕсемпе килĕшмесĕр тăма пултараймарĕ: казаксем Хусаншăн мĕн килнĕренпех пит паттăррăн çапăçрĕç, Арск енче вĕсем кашни кун анатри çармăссемпе нухайсен утлă çарне йышлăн пĕтерсе пычĕç.
Михаил Воротынский воеводăпа Басманов окольничие крепоçе Поганăй текен кӳлĕ енчен, Хилков княçа Кайбицки хапхи енчен, Курбский княçа Елабуга хапхи тĕлĕнчен, Проскуров княçа Тезицки текен тип çырма тăрăх, Плешеев княçа Тюмень хапхи енчен пырса тапăнма хушрĕç. Ку полксемпе отрядсене ертсе пыма тĕп воеводăсемсĕр пуçне ытти воеводăсене те нумай уйăрчĕç. Хальхинче кунта Ту енче чылай аякра тăракан Шигалейшĕн те ĕç тупăнчĕ. Вĕсене, Мстиславскипе иккĕшне, касимовецсемпе пĕрле хĕвел анăç енчен тапăнса кĕме каласа хучĕç. Патша хăйне валли чи лайăх ратниксене çирĕм пин çынна яхăн хăварчĕ.
Тĕттĕм пулас умĕн аслă князь патне юлашки икĕ эрне хушшинче ялан розмыселсемпе ĕçленĕ Алексей Адашев пычĕ. Вăл крепость хӳмине сирпĕтме икĕ çĕрте те йăлтах хатĕрленсе çитни çинчен пĕлтерчĕ.
— Вăхăтсăр хыпар тумасна, Алексей Федорович? Хатĕрленсе çитнĕ-и вара? — ыйтмасăр чăтаймарĕ никамах та шанса пĕтереймен государь.
— Пĕтĕмпе хатĕр, аслă князь. Иван Григорьевич Вородковпа тар миххисем патне кĕрсех тĕрĕслерĕмĕр.
— Нимле пăтăрмах та пулмасть-и?
— Пулмасть, аслă князь. Пĕтĕм ĕçе ăста розмыселсем ертсе пычĕç. Тата хам та куç илмесĕр пăхса тăтăм.
— Йăнăш пулсан асту, Алексей Федорович! Вара мана ан ӳпкеле.
— Йăнăш пулмасть, аслă князь.
— Сирпĕтнĕ вăхăтра ху ниçта та ан пăрăн, окольничий! Мана пурин çинчен те малтанах пĕлтерсе тăр. Юрать-и?
— Юрать, аслă князь. Розмыселсем те пурте унта пулаççĕ, — шантарчĕ Адашев.
Вăл каç воинсенчен канаканни сахал пулчĕ, нумайăшсем пачах куç хупмарĕç. Çур çĕр иртни икĕ сехет тенĕ чухне пурте — воеводăсенчен пуçласа обозри юлашки çын таран — хăйсен вырăнĕсене йышăнчĕç. Вăхăт майĕпен шурĕ. Ратниксем сивĕ çил вĕрнипе сиксе чĕтрерĕç.
Посад хысĕнчен кĕрхи хĕвел çĕкленчĕ. Пуç тăррипе кăнтăралла васкакан кайăк хурсем карталанса иртрĕç. Шăп çав самантра, кайăк хурсене хăратма çĕршер тупăран пĕр харăс персе янă пек, таврара çĕр кисренчĕ, çӳлелле тем çӳллĕш тĕтĕмпе çулăм явкаланса хăпарчĕç. Шартах сиксе ӳкнĕ воинсем пуçĕсене çĕрелле пĕкрĕç. Тепре пăхсан вĕсем хăрушă япала курчĕç: тӳперен, кайăк хурсем вĕçсе иртнĕ тĕлтен, хула çине тем пысăкăш çĕр муклашкисем, чул татăкĕсем, пĕрене сыпăкĕсем, çынсем йăтăнса анаççĕ. Тĕлĕнсе пăхса выртакан ратниксем пĕр вăхăт хушши вырăнтан та тапранмарĕç, унтан, ку мĕне пĕлтернине ăнланса, ура çине сиксе тăчĕç, никам команда парассине кĕтмесĕрех крепость хӳмисем патнелле чупрĕç.
Çĕр тепĕр хутчен хыттăн кисренчĕ. Хула çийĕнче каллех тем те пĕр япала курăнчĕ. Воинсем çавăнтах крепоçелле тапăнса кĕчĕç.
Тутарсем вĕсене ним кăшкăрашмасăр, алăри хĕç-пăшалпа пĕрре пемесĕр кĕтсе илчĕç. Унтан пĕр князь «алла! алла!» тесе çухăрса ячĕ, аскерсем урса кайнă пек вырăссем çине ыткăнчĕç. Хĕс-пăшал пурри хĕç-пăшалпа, хĕç-пăшал çукки чулпа та ахаль тимĕр таткипе, пуртăпа та сенĕкпе, чукмарпа та кӳсекпе çапăçрĕ. Аманнисем е вилме пуçланисем упаленсе те пулин тăшман патне талпăнчĕç, юлашки вăйпа та пулин вырăссене мăйран пăврĕç.
Тăшмансем пĕр-пĕрне тивĕçлĕскерсем тĕл пулчĕç: нихăш енĕ те пĕр утăм та чакмарĕ. Йĕри-тавра хуçăк сăнăсем, авăнса пĕтнĕ хĕçсем, сулнцăсем, хуçасăр юлнă чекансем, бердышсем выртрĕç, вĕсем çине çын виллисем купаланчĕç, — çапăçу хĕрӳлĕхĕ пĕрре те сӳнмерĕ.
Часах вырăссем патне патша янă çĕнĕ вăй çитрĕ — çапăçма лайăх вĕрентнĕ стрелецсемпе пищальниксем килсе тухрĕç. Тутарсене пĕчĕккĕн каялла хĕстерсе пыма тытăнчĕç. Çуран çар отрячĕсемпе çарта тăман ахаль çынсем посада кĕрсе кайрĕç, вĕсем пур çĕрте те хула халăхне çаратма пикенчĕç.
Едигер хăйĕн воинĕсемпе пĕрле çапăçма тухмарĕ. Вăл мĕн иртенпех хан керменĕнче питĕрĕнсе ларчĕ. Ун патне вырăссем кермен алăкĕсене çĕмĕрсе пырса кĕчĕç. Хан пĕр сăмахсăр тыткăна парăнчĕ.
Анчах Едигера тыткăна илнипе çапăçу пĕтмерĕ-ха. Тутар воинĕсенчен чи хастартараххисем — вунă пин çын — тăшман аллине çакланасшăн пулмасăр, кремлĕн Казанка енчи хапхисем патне чакса пычĕç. Башня çине хăпарса кайнă вырăссем усăсăр юн тăкмашкăн пăрахма хушсан вĕсем: «Тархасшăн, эсир пирĕн хана илме пултаратăр. Пире нимĕн те ан сĕнĕр, эпир сирĕнпе юлашки хут çапăçăва кĕретпĕр», — тесе çеç тавăрчĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...