Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем
Девлизер мăрсана, ку таврари çĕрсемпе вăрмансен хуçине, вырăссем пĕр çулталăк каяллах темле сутăнчăк ĕçшĕн (Нургали каланă тăрăх, Крым çыннисене йышăннăшăн) Сĕве хулинче çакса вĕлернĕ иккен, ывăлĕсем Иван патша кунталла çарпа килме тухни çинчен илтсенех çемйисемпе Хусана тарнă. Девлизер ялĕсене акмалли çĕрĕ, улăх-çаранĕ, вăрманĕ-мĕнĕпе мăнастире панă.
Нургали кăçал хăйĕн пур-çук анине ыраш та акса хăварайман, çуркунне çур тырри акассине те шанмасть. Çавăнпа вăл пăшăрханса калаçрĕ.
— Питех те тулăхчĕ пирĕн ял çĕрĕ. Тырă йăтăнса пулатчĕ. Тырă сутса пуйса кайрĕ те Девлизер, чи чаплă бексемпе, эмирсемпе тавлашма, ăмăртма тытăнчĕ. Халь хăй çук та, çĕрĕ вырăссен аллине куçрĕ ĕнтĕ. Нумай пулмасть пĕр тиек килнĕччĕ яла. Эсир мăнастир аллинче пулатăр терĕ. Ял çыннисенчен нумайăшĕ аяккалла куçса кайма шутлать. Çĕпĕре, унти тутарсем патне тарас текенсем те пур.
— Эс ху мĕнле пурăнма шутлатăн? — пĕлесшĕн пулчĕ Ахтупай.
— Ман ĕçсем ыттисеннинчен начартарах. Кăткăсрах та. Ик ывăла улансем Хусана илсе кайрĕç. Вĕсем унта пуçĕсене хучĕç пулмалла. Тата икĕ ывăлĕ вырăс çарне çакланчĕç. Вĕсен шăпине те пĕлместĕп, те кĕтсе илейĕп вĕсене, те çук.
— Вырăс çарĕнчисем вилмен пулĕ-ха, — килнĕренпе пуçласа сăмах хушрĕ Ятламас, тутарла Ахтупай пекех ăста пĕлекенскер. — Вĕсене çапăçма хуланах кĕртмен пулĕ-ха. Кошра е пĕр-пĕр хуралта тăнă пулсан кĕтме шанчăк пур.
— Эсир ăçта çапăçрăр? Сире вырăссем хăйсемех илсе çӳрерĕç-и вара, çапăçăва та кĕртрĕç-и? — асăрханса ыйтрĕ Нургали.
Ахтупай ăнлантарса пачĕ.
— Пире хамăр çĕрпӳсенчен, мăрсасенчен уйăрмарĕç, Нургали. Вĕсемпе пĕрле хула тулашĕнче пултăмăр, утлă çарта. Ар енче Япанча çарĕпе хытă çапăçма лекрĕ. Вунă пинлĕ эшкер пулнă тет çав Япанчан. Вырăссене нумай сăтăр турĕ усал мăрса. Лешсем сыхларĕç-сыхларĕç те ăна пысăк вăйпа аркатса тăкрĕç.
— Ăна çармăс теççĕ, çав Япанчана. Тĕрĕс-и вăл? — татах кăсăкланса ыйтрĕ кил хуçи.
— Тутар пуль, — терĕ Ахтупай. — Ялĕсем анат çармăсра пулнă тет унăн. Чăннипе пĕлместĕп — те çармăс, те тутар.
— Те чăваш, — сăмах тĕртесшĕн пулчĕ Ятламас.
— Чăваш пулас çук. Унсăрăн пирĕн Тукайпа Сарри ăна хирĕç çапла кĕрсе каймĕччĕç. Хастар çапăçнăшăн вырăс патшинчен парне те илчĕç пулмалла.
— Ăна илĕç-ха вĕсем. Мăрса тени парнене юратать. Эс мана çакна кала-ха, Ахтупай, Хусана çав тери çĕмĕрсе пĕтернĕ теççĕ. Пĕр çын та чĕрри юлман тет. Ватти-вĕтти йăлт пусса тухнă тет.
— Пуссах тухман пулĕ те, анчах халăх нумай пĕтнĕ. Эпир ак курма тесе кремле кĕме тăтăмăр та шала кĕреймерĕмĕр. Кĕлте купаланă пек çын вилли выртать. Кремль картишне пăртак тасатнăччĕ-ха, пурĕ пĕр вилĕ темĕн чухлех.
— Апла ман ывăлсем пĕтрĕçех пуль, — кулянса илчĕ Нургали. — Çапла килсе тухрĕ çав — ывăлзем, пĕр-пĕрне хирĕç çапăçрĕç. Эп ăна шутлама та пултарайман. Малтан каланă пулсан хăйсем те ĕненес çукчĕ пуль.
— Тĕлĕнмелле, — терĕ Ятламас.
— Мĕн тĕлĕнмелли унта? Çакăн пек хăрушă вăрçăра тем те пулма пултарать. Ик ывăлна улансем илсе кайнă, ик ывăлна — вырăссем. Ăçта кайса кĕрес вĕсен? Эпир ак хамăр кам майлă пулассине пĕлсех тухса килтĕмĕр. Сан ывăлусем ăна-кăна пĕлмен-çке, Нургали.
— Пĕлмен, пĕлмен, — çирĕплетрĕ кил хуçи. — Эпир, Сĕве тăрăхĕнчи тутарсем, икĕ вут хушшине лекрĕмĕр. Пирĕн лайăххипе усаллине суйласа тăма вăхăт та, май та пулман.
Апатланса ура çине тăрсан Северьян, хăй тутарла начартарах калаçаканскер, кил хуçинчен çапла ыйтма хушрĕ:
— Нургали абзы, çапах та ху эсĕ мĕнле ĕнтĕ, Хусаншăн пит пăшăрханатна, вырăссене пит ылханатна? — терĕ.
— Пăшăрханмасăр! — хыпăнса ӳкнĕ пек пулчĕ Нургали. — Хамăр хула-çке вăл, Хусан. Хăвăр курнă, мĕнле хитреччĕ шĕкĕр хула. Çапла аркатмалла пулман ĕнтĕ. Халăхне те çапла тĕп тумалла пулман...
— Эп ун пирки мар, — терĕ Северьян чăвашла.
— Ăнлантăм, — çийĕнчех хуравларĕ кил хуçи. — Ханне, карачисемпе эмирсене-и? Девлизерпа Кучаксене-и? Нимĕн чухлĕ те хĕрхенместĕп. Вĕсем хăйсен çăткăнлăхне пула пирĕн ханлăха хăйсем тĕп туса хучĕç. Хамăр халăха çаратрĕç, чăвашсемпе çармăссенне тирне сӳрĕç, вырăссен çĕрĕ çине тапăна-тапăна кĕчĕç. Ак Ахтупай пĕлет, эп хам юзбашисемпе те çӳренĕ, кăшт чухлатăп. Тутарсем хăйсемех калатчĕç, ханлăх кун пек ултавпа нумай тытăнса тăрас çук тетчĕç. Эпир ялта та калаçман мар ун пирки.
Кĕрхи çĕр хăйне кура самаях вăрăм. Ыйăха вĕçтерсе татах та, татах та калаçрĕç арçынсем ăшă пӳртре, улăм тӳшексем çинче. Эрнепипе Эмине те мĕн çур çĕрчченех пăшăлтатрĕç чаршав хыçĕнче. Мĕн çинчен те пулин хурлăхли каласа параççĕ те макăраççĕ, каласа параççĕ те макăраççĕ хăйсем. Ыррине сахал курнă-çке вĕсем пурнăçра, хĕн-хурне ытларах тӳснĕ.
Пурте çывăрма выртсан киле Нургалин кĕçĕн ывăлĕсем таврăнчĕç. Эмине вĕсене иккĕшне икĕ чĕл çăкăр тата пĕрер çĕклем кив тумтир тыттарчĕ те кунта вырăн çук тесе мунчана кайма хушрĕ.
— Паян мунча хутнăччĕ, сивĕ мар-ха унта, — вăрттăн хыпар пĕлтернĕ пек каларĕ Эрнепие.
— Хăрамаççĕ-и? — терĕ Эрнепи.
— Хăрассинчен иртнĕ. Хĕрсем патне чупаççĕ.
— Чупчăр, савăнса юлччăр пăртак.
— Эпĕ та çапла шутлатăп çав. Ĕмĕр — чавса тăршшĕ, çамрăклăх — кача пӳрне тăршшĕ тенине аса илетĕп те чармастăп вара.
Сăмах пине çитрĕ. Пӳрт шăпланчĕ. Çынсем калаçса ывăннине кура кăмака хыçĕнче шăрчăксем иртĕхме пуçларĕç.
Тепĕр кунне Нургали хăйĕн вăрçăран таврăнакан тусĕсене лашапах ăсатасшăнччĕ, лешсем нимпе те килĕшесшĕн пулмарĕç.
— Ан чăрман, Нургали, — терĕ Ахтупай хутаçне çурăм хыçне вырнаçтарса. — Çуранах çитетпĕр. Вăхăчĕ нимле мар халь, ху пĕлен. Урапа кӳлес — çул начар, шăн тумхах кăна, çуна кӳлес — юр çук.
— Çапли çапла та-ха, — иккĕленсе тăчĕ кил хуçи. — Эрнепие хĕрхенетĕп-çке. Мĕнле çитейĕ вăл?
— Пăрахса хăвармĕç-ха, — хăй те сăмах хушрĕ Эрнепи. — Утăпăр майĕпен... Ятласа ан юлăр ĕнтĕ.
— Сывă пулăр!
— Шупашкар еннелле пырас пулсан кĕрсе тухăр.
— Спаççипă, спаççипă, — вырăсла тав турĕ Северьян.
Хапхаран тухсан Ахтупай хăйĕн тусне тепĕр хут ăс пачĕ:
— Хусана кайма ан васка, Нургали. Халь унта кайни инкек шыраса çӳрени çеç пулать. Вилмен пулсан ывăлусем паян-ыран хăйсемех таврăнма тивĕç.
— Телейĕсем мĕнле çав ĕнтĕ. Аллах мĕнле шăпа туса панă вĕсене, пĕтĕмпех çавăнтан килет, — чунĕ хурланнăран макăрса ярас пек каларĕ Нургали.
Атăл тăрăхĕнчи вăрмансем урлă, ял-ял витĕр тата темиçе кун утрĕç Тукай çыннисем тăван кĕтесе çитсе ӳкиччен. Пĕррехинче вăрманта çĕр пӳртре утă сарса çывăрчĕç вĕсем, тепринче Ятламас юлташĕсене арăмĕн, Велимен, тăванĕсем патне илсе кĕчĕ. Виççĕмĕш кунĕнче, каç пулас умĕн, вĕсем Юмансар ялĕ ларнă вырăна пырса тухрĕç.
— Кунта чарăнмасан май çук, — терĕ Ахтупай çурăм хыçĕнчи хутаçне çул хĕрринчи юман кутне ывăтса. — Канар кăшт, Юмансар вырăнне пăхса савăнар.
Ун хыççăн ыттисем те хутаçĕсене çĕре пăрахрĕç.
— Ятламас, манман-и ку юмана?
— Манман! — хăпартланса каларĕ Ятламас. — Хытă тавлашнăччĕ эпир санпа ку юман кутĕнче. Юмансар ялĕпех çунса кайсан эп сана вăрмана шаларах куçма сĕнтĕм. Эс хирĕç пултăн, Атăл хĕрри, вăрман, улăх теме пуçларăн. Эп ӳкĕте кĕртес тесе сана çак юман патне илсе килтĕм. Астăватни? Ак кур, лав иртмессерен тĕнĕл пырса тăрăнать ăна. Йывăçĕ çул енчен йăлт çийĕнсе пĕтнĕ терĕм. Кашни урапа тикĕт сĕрсе хăварать мĕскĕне. Пирĕн ял та çавах. Пурте çаратаççĕ ăна, пурте усал тăваççĕ. Мĕншĕн? Ма тесен вăл — çул хĕрринче. Тармалла кунтан терĕм.
— Сан сăмахна итлесе тартăмăр çав. Хамăр тĕллĕн пурăнатпăр унта, Тукай шыраса та тупаймасть, никама та ясак тӳлеместпĕр тесе улталарăн.
— Пулчĕ, пулчĕ ун пекки. Тукай Хусанта пурăнатчĕ те, эп чăнах та вăл тупаймасть тенĕччĕ. Асту, тупаймĕ вăл! Ним мар шыраса тупрĕ, ял ятне те Тукай ялĕ тесе хуртарчĕ-ха тата.
— Эрнепи, эс астăватни? — ыйтрĕ Ахтупай арăмĕ шухăшлăн ларнине кура.
— Астăватăп, çав хурăнсене те астăватăп, — терĕ Эрнепи çывăхра, çултан кăшт шаларах ларакан виçĕ хурăн çине кăтартса. — Пĕрре мар аса илнĕ эп вĕсене Хусанта чух. Çамрăк хурăнсем кăначчĕ вĕсем эпир Ахтупайпа хир енне тухса кайнă чух. Пĕтрĕç пуль, хăрса ларчĕç пул теттĕмччĕ.
— Ларнă вĕсем юман хӳттинче, — терĕ Ахтупай.
— Апла пулсан кайсах кур хурăнсене, — пĕр кулмасăр каларĕ Ятламас.
Эрнепи чăнах та ура çине çĕкленчĕ, майĕпен-майĕпен хурăнсем патнелле утрĕ. Виçĕ хурăнне те алăпа ачашласа пăхрĕ вăл, типсе ларнă, темле майпа çилпе вĕçсе каяйман темиçе çулçине татса илчĕ, каллех макăрма пуçларĕ — арçынсем вăл тутăр вĕçĕпе куçне шăлкаланине курчĕç.
Тем аса илтерчĕç ĕнтĕ Эрнепие хурăнсем. Ыррине, çамрăк чухнехи телейлĕ кунсене аса илтерчĕç пулсан аванччĕ.
7. Атăл тăрăх — тăвалла
Тукай вырăс патшисем хăйсем патĕнче службăра тăракан тутар ханĕсемпе вĕсен ывăлĕсене юп курнине тахçанах асăрханă. Ак халь çавна вăл тата тепĕр хут курса ĕненчĕ.
Çар Хусантай тапранса кайиччен Иван Васильевич чи малтан тутар ханĕсемпе, вĕсен ывăлĕсемпе сыв пуллашрĕ. Тупата туршăн, куççулĕ мĕнле шăпăртатса юхмасть-ши вырăс патшин! Ытамлать вĕсене, ачашшăн çупăрлать, парнесем парать, ырă сăмахсем калать.
Хусан ханĕ пулнă Шигалее вăл килнĕ çулпах Ока тăрăхне, Касимов хулине, кайма хушрĕ. Ăна хăйĕн полкĕнчен темиçе урхамах пачĕ.
— Хĕлле эп сана чăрмантармастăп, Шейх Аулиярович, — терĕ патша евĕклĕн. — Çулла сана Мускава чĕнтерĕп. Ман çынсем пырасса кĕт. Эп шутласа хунă, сан валли пĕр теветкел ĕç тупăнать. Чипер çит, ман хаклă çыннăм. Арăмна, Фатима ханума, манран салам кала.
Астраханьтен килнĕ хан ывăлне Дербыш Алее патша Атăл тăрăх киле ăсатма каларĕ, май килсен ăна Астраханьте хан туса хума пулчĕ. Тепĕр хан ывăлне, Кайбуллана, хăйĕнпе пĕрлех Мускава илсе каятăп терĕ. Мĕншĕн илсе кайнине те систерсе хучĕ.
— Эп пĕлетĕп, Шигалей Шейх Аулиярович каланăччĕ мана, — терĕ вăл, — ун патĕнче, Касимовра, Хусан ханĕ пулнă Джанали хĕрĕ пурăнать. Калама çук хитре тет хăй. Ма ют çынна парас ăна? Ма санăн Шигалей Шейх Аулияровичпа тăванлашас мар? Кайбулла шăллăм, эс хăвна чăн кĕрӳ тесе шутлама пултаратăн.
Кайбулла вăтаннипе пуçне пĕкрĕ, пĕрлĕхен пек хĕремесленсе кайрĕ.
— Калаçса татăлтăмăр-и, Шигалей Шейх Аулиярович?
— Эс каланă пек пултăр, государь, — терĕ Шигалей. — Эс ăна ман пата пĕр-икĕ хутчен хăнана яр, государь. Вара ĕç шанчăклăрах пулĕ.
— Юрĕ, юрĕ, ярăп. Эп Кайбуллана Хусана илнĕ çĕрте паттăррăн çапăçнăшăн Юрьев хулине парасшăн. Пурăна киле вăл хăй те сире хăнана чĕнме пултарать.
Шигалея Новоград Свияжскине çитиччен ăсатма Семен Микулинский воевода пычĕ. «Çул уçса» пыракансем Ту енчи мăрсасем пулчĕç.
Кăнтăрла тĕлĕнче кремле вырнаçтарнă тупăсем темиçе хутчен кĕрслеттерсе печĕç, йĕри-тавра çар параппанĕсене, тутарсен тулумбасĕсене çапнă тата нахра, зурна кăшкăртнă сасă кĕрлесе тăчĕ. Ку вырăс çарĕсене çула тухма панă паллă пулчĕ курăнать.
Тăвалла пĕр харăсах виçĕ çулпа хускалса кайрĕ нумай пин çынлă вырăс çарĕ: утлă çар — Атăлăн сылтăм енĕпе, çуран çар — сулахай çыран тăрăх, Галич çулĕпе, çар киммисемпе ладьясем — Атăл варрипе. Ку йĕрке часах пăсăлчĕ. Атăлăн сулахай енĕпе пыракан çар çыннисем путлăхлă вырăнсенче çар йышлă пĕтнине кура çыран хĕрринче пĕчĕк кимĕсем тупса сылтăм енне каçма пуçларĕç. Вĕсене кунта та çăмăл пулмарĕ. Хусантан илсе тухнă пурлă-çуклă апат-çимĕç темиçе кунтан пĕтрĕ. Утсем утă-сĕлĕ çуккипе йăлт ĕшенсе çитрĕç. Ӳкнĕ пек утсене какайлăх пусрĕç, анчах ку та çар çыннисене выçлăхран çăлаймарĕ. Чирлисен шучĕ кунпа мар, сехетпе ӳсрĕ. Вĕсене турттарса пыма лав çитми пулчĕ.
Çул çинчи ялсем, вăрçă вăхăтĕнче пачах пушанса юлнăскерсем, чирлисемпе тулса ларчĕç. Çанталăк сивĕтсе пăрахрĕ. Пĕтĕм тавралăх шурă юрпа витĕнчĕ те, тек ирĕлтермерĕ.
Атăл ик айккипе çӳхе пăр курăнса кайрĕ.
Çар çыннисен чĕлхе вĕçĕнче икĕ сăмах пулчĕ: Чулхула тата Васильев-Новгород. Тем пулсан та çавăнта çитсе ӳкмелле вĕсен, çав хуласем урлă вырăс ялĕсене кĕрсе каймалла. Анчах мĕнле çитмелле-ха Чулхулапа Васильев-Новгорода? Унта çитиччен миçе пин çынна шăннă çĕр çине пăрахса хăвармалла? Çул çинче асап тӳсекен çар çыннисем çак вăхăтра никам пурнăçне те мар, Хусана юлнă стрелецсемпе казаксен пурнăçне ăмсанчĕç. Вĕсем ăшăра халь. Выçăпа та касăлмаççĕ. Хусанта чухне пĕри те юласшăн марччĕ унта, часрах киле каясшăнччĕ, халь ак çар сехмечĕ урăхла шухăшлаттарать.
Патшапа ун çывăх çыннисем ларса пыракан мăйракаллă ладья çула тухнăранпа темиçе çĕрте те чарăна-чарăна тăчĕ, анчах Иван Васильевич çырана ниçта та тухмарĕ. Хăйне кĕтсе тăракан исадсенче ун ячĕпе вак укçа валеçсе пама çеç хушрĕ.
Çанталăк янкăр уяррине кура пĕрремĕш хут патшапа ун çывăх çыннисем Атăлăн сылтăм çыранне Шупашкартан иртсен Чалăм крепоçĕ патне çитиччен тухрĕç. Тахçан ĕлĕкрех Палецкий княçа çармăссемпе чăвашсем аркатнине аса илсе Чалăм тĕлĕнче нимле хăрушлăх та çук-и тесе йăртăх шучĕпе темиçе кимме юри малтан ячĕç.
Исадра халăх нумаях марччĕ, çапах та патша ладья çинчи чатăр кавирне сирсенех курчĕ — вĕсене кунта кĕтеççĕ. Патшапа ун çыннисем аниччен çырана стрелецкий головапа темиçе стрелец ыткăнчĕç. Вĕсем халăха хăвăрт ик енĕпе тăратса тухрĕç.
Иван Васильевич вăрăм пусма тăрăх анчĕ те халăх патне çитиччен темиçе утăм юлсан чарăнчĕ. Çав вăхăтра ун умне тĕрленĕ шур кĕпе вĕççĕн, кăкăр урлă тевет çакса янă, пуçне тухья тăхăннă чипер хĕр ача тухса тăчĕ. Ун аллинче — тăпра тултарнă алтăр.
— Ку мĕне пĕлтерет? — тĕлĕнчĕ патша.
Çывăхра тăракан кĕреçе сухал, лайăх тумтир тăхăннăскер, ăнлантарса тăчĕ:
— Ку, аслă государь, эпир сана пăхăнса пурăннине пĕлтерет. Хисеплесе кĕтсе илет сана кунти халăх...
Иван Васильевич алтăра илчĕ те каялла çаврăнса ăна хăйĕн çыннисенчен пĕрне тыттарчĕ.
— Эс тĕне кĕнĕ-и, хĕрĕм? — ыйтрĕ патша тухьяллă хĕр ачаран.
— Мĕн тет вăл? — ăнланмарĕ лешĕ.
— Эс тĕне кĕнĕ-и тет.
Кĕреçе сухал хĕр ачана калама памарĕ, уншăн хăй хуравларĕ.
— Тĕне кĕнĕ, аслă государь.
Те ĕненчĕ, те ĕненмерĕ патша, анчах вăтаннипе ниçта кайса кĕреймен хĕр ачана ылтăн тĕслĕ сăрпа сăрланă рамăллă турăш тыттарчĕ.
— Тав ту, вырăс патшине тав ту, — пăшăлтатрĕ кĕреçе сухал.
Хĕр ача пилĕк таран авăнса патшана пуç тайрĕ.
— Тавтапуç.
Иван Васильевичпа ун çыннисем хăйсене кĕтсе илнĕ старикпе пĕрле çӳллĕ сăрт çине улăхрĕç. Патша чунне уçăлтарса чылайччен йĕри-таврана, унтан пĕр вăхăт йăлăм вăрманĕ еннелле пăхса тăчĕ. Тавралăх кăмăла кайрĕ пулас ăна, юлашкинчен вăл:
— Лайăх вырăн. Кунта ӳлĕмрен хула лартмалла, — тесе хучĕ. — Чалăм крепоçне аркатса тăкмалла, ун çывăхне урăх хула тумалла, вырăс хули...
— Чиркӳллĕ хула лартсан тем пекчĕ, аслă государь, — терĕ кĕреçе сухал. — Вара эпир Христос тĕнне ытларах сарнă пулăттăмăр.
— Эс ху тĕне кĕнĕ-и? — терĕ Иван Васильевич ун енне çаврăнса.
— Кĕнĕ, аслă государь. Эпир ывăлпа пĕр вăтăр çул каяллах хĕрес тĕнне йышăннă. Ывăл ман, Ковяж çĕрпӳ, Хусана илнĕ чухне сирĕн майлă çапăçрĕ.
— Ячĕ мĕнле тетĕн?
— Ковяж. Тен, илтнĕ те пуль — Ковяж, — тепĕр хут каларĕ старик.
— Илтнĕ, — старике кӳрентересшĕн пулмарĕ курăнать патша. — Тукая, Акпарса, Ковяжа лайăх пĕлетĕп. Хастар çапăçрĕç Хусана илнĕ чух.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...