Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем
— Ан тĕлĕнтер-ха, Аттеней. Хамăр пурăннă çĕре кĕрсе тухнăшăн мĕн çылăхĕ пултăр?
— Сана онта такам ярса илнĕ полсан, лашуна тортса илнĕ полсан? Вара мĕнле? Лашу хăвăн мар-иç санăн, мăрса лаши...
— Эс манпа йĕкĕлтешсе калаçатни, Аттеней, е чунтанах калатăн çакна? — чăтаймарĕ Иливан.
— Чонтан калатăп. Тарçă вăл тарçă полтăр. Он пек-кон пек ан вылятăр. Эпир торхан çăкăрне çиетпĕр. Çавăнпа он патĕнче тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемелле. Эп ку таранччен торхана олталаса корман. Çынсем олталанине те юратмастăп.
Иливан хăйĕн юлташĕ Сарри мăрса умĕнче чĕмсĕр пулнине пĕлет-ха, ăна вăл пĕрре кăна мар курнă, анчах мăрсасене çапла турă вырăнне хурать тесе шутламан. Тен, ун мăрси чăнах та çав тери ырă çын пуль, тарçăсене, хăйĕн тĕкĕрçисене нихçан та кӳрентермест пуль? Пулма пултарать. Иливан Сарри мăрсана начар пĕлет. Тĕрĕссипе каласан, Аттенее те Хусана килнĕренпе çеç пĕлет-ха вăл. Вĕсем Ар тăрăхĕнче пĕр хӳшĕрех пурăнчĕç, анчах вăл Аттенейпе чуна уçса калаçса курмарĕ. Чĕнмест Сарри тарçи, мăшлатать анчах. Ялан йĕвен юсать, йĕнер юсать, çĕтĕк сăхманне саплать.
Халь вăл мĕнле калаçни, юлташне тиркеме пуçлани, çитменнине тата ăна вĕрентме, ăс пама тăни йăлт тĕлĕнтерсе пăрахрĕ.
Иливан Аттеней еннелле чалăшраххăн ларчĕ те ун патнелле уртăнсах:
— Апла эс ырă тарçă пулма тăрăшатăн пулĕ-ха... Çапла-и? — тесе ыйтрĕ.
— Ырă тарçă полма тăрăшатăп çав, — хуравларĕ лешĕ çийĕнчех. — Ма усал полмалла манăн? Ырă полсан ăна та, мана та лайăх.
— Мĕнрен лайăх-ха? Типнĕ çăкăр вырăнне кулач çитерет-и вăл сана? Çийĕнчи туллатнă кĕрĕкне хывса парать-и?
— Мана он кĕрĕкĕ кирлĕ мар, — лăпкăн çеç калаçрĕ Аттеней. — Манăн хамăн сăхман пор. Вăл — торхан, кĕрĕкпе çӳрет, эпир тарçă кăна, пире сăхман полсан та юрать. Çерçипе ола корака танлаштараймăн.
— Аван тарçă эсĕ, куратăп, Аттеней, — евĕккĕн, пĕр йĕкĕлтемесĕр каларĕ Иливан. — Мăрсасене çавăн пек тарçăсем кирлĕ те. Анчах кала-ха, Аттеней, сана вара Сарри пĕрре те çапса курман-и?
— Астумастăп, — терĕ юлташĕ чĕлпĕрне кăрт-карт турткаласа. — Çапнă полсан оншăн хам айăплă. Мĕнле те полин ĕçе вăл хошнă пек тăвайман...
— Ун пекки те пулать-и? Эсĕ тăрăшатăп терĕн-çке.
— Полмасăр. Пире айванлăх пĕтерет. Тепĕр чох темле тăрăшсан та ĕç ăнмасть. Айăпа кĕмен чохне Сарри мана усал сăмах каламан.
— Телейлĕ апла эс, Аттеней, — терĕ Иливан, — лайăх мăрса аллине çакланнă. Тукай аллине çакланнă пулсан мĕнле калаçăттăн-ши эс, тăванăм?
— Ăна та юрама пĕлеттĕм. Тукай пĕрре те усал мар, эс ху усал, — пĕтермеллипех пĕтерсе хучĕ Сарри тарçи Иливана.
— Мĕнрен усал-ха эп?
— Эс ху камне манса каятăн. Манма юрамасть, тăванăм, — хăйĕн сăмахĕпех тавăрчĕ ăна Аттеней.
— Ăна манмастпăр-çке. Мансан та ăна пушăпа çурăм урлă парса аса илтереççĕ.
— Тĕрĕс тăваççĕ, — терĕ Аттеней.
— Юрĕ-ха, эп тарçă пулам, — парăнасшăн пулмарĕ Иливан. — Чура пулам — вăл ятпа та пурăннă эпĕ Хусанта, урана тимĕр такан тăхăнса çӳренĕ. Вĕсем вара, эс юратнă Саррипе Тукай, турхан пулса çуралнă-им? Кама çаратса пуйса кайнă вĕсем? Çавна кала-ха...
— Торă çапла çырнă, — пĕр иккĕленмесĕр хуравларĕ лешĕ. — Пире тарçă тонă, вĕсене — мăрса. Çамка çинех çапла çырса хонă. Çавна та пĕлмесни?
Иливан ним те тавăрса калаймарĕ. Тĕрĕссипе, тек тавлашма та аптрарĕ курăнать. Çĕлĕкне пусарах лартрĕ те шухăша путрĕ. Пăхма сăпай, юмарт, анчах кăсăклă этем Аттеней хăйне кура, йĕплĕ чĕлхеллĕ, тараплă. Юрать тарçă кăна, турхан пулсан мĕнле тыткалĕччĕ вăл хăйне!
Çул вăрăм-ха терĕ ăшра Иливан, тем çинчен калаçма та вăхăт пур. Анчах сыхланса пуплемелле унпа. Пит шала кĕме юрамасть. Кам пĕлет тата, тен, юри вăрçтарчĕ-ха Аттеней айван йĕкĕте, ун ăсне-пуçне лайăхрах тĕрĕслесшĕн пулчĕ.
Каярахпа курчĕ: юри мар. Хăй мĕн шутланине каланă-мĕн Сарри тарçи. Унпа калаçма та пăрахрĕ чăртмах этем, лашине те тек Иливан лашипе юнашар уттармарĕ.
Каччă ăшра кулса илчĕ: чăнах та кĕске турталлă çын ку пур мăрсана та ырлакан Аттеней. Çамрăк мар хăй, çапах ури çине ĕне пусман пулас-ха унăнне.
Тухнă кунах юлан утсем Çавал тăрăхĕнчи пысăк яла — Çĕрпĕве çитрĕç. Кунта ĕнтĕ пăртак канма та юрать — йĕри-тавра Тукай мăрса ялĕсем. Турхан юнашарти Кив Тукайран хăйĕн кĕрӳшне Магмет Беззубова тата Нухрата чĕнтерчĕ, тĕкĕрçĕсене темиçе киле вырнаçтарса апатлантарма, лашасене ăшă витесене хупса сĕлĕ пама хушрĕ. Хăй чупкаласа çӳренĕ хушăра çакна сисрĕ: аслă тарçă унтан пĕр утăм та юлмасть, ялан хуçа хыççăн йăпăртатса чупса çӳрет.
— Эс мана темскер каласшăн пулас, Нисам, — терĕ Тукай тарçине картишнелле илсе тухса.
— Каласшăн, Тукай ĕмпӳ, каласшăн, — айăпа кĕнĕ пек пуçне пĕкрĕ Нисам. — Пирĕн сĕлĕ сахалланса юлчĕ, Тукай ĕмпӳ. Хамăр патри лашасене парăп та-ха, анчах лешсене пурне те парса тăккаланма кирлех-ши? Чăнах, сĕлĕ нумай юлман кĕлетре. Хĕл хырăмĕ пысăк, Тукай ĕмпӳ...
— Ан тĕлĕнтер. Ăçта хутăн вара мĕнпур сĕлле? — ун çине халь-халь сиксе ларас пек кăшкăрчĕ хуçа.
— Вырăссем нумай илсе тухса кайрĕç.
— Мĕнле вырăссем? Мĕнле вырăссем? Кала часрах!
— Куланай пуçтаракансем. Сĕлле çеç мар, кĕлетри пыла та, сар çăва та, хаклă тирсене те темиçе лавпа тиесе тухрĕç. Суятăп пулсан çакăнтах çĕр çăттăр мана.
— Куланай пуçтараççĕ апла? — Нисамран мар, ыттисенчен, хăйне çаратса кайнă çынсенчен ыйтнă пек çухăрса ячĕ Тукай. — Парăп эп вĕсене куланай! Халь ăçта кайрĕç вĕсем?
— Япалисене Шупашкара турттараççĕ, — терĕ тарçи. — Пуçлăхĕсем таçта çакăнти ялсенчех тустарса çӳреççĕ пулас-ха.
Тукай куç хупса иличчен пӳрте чупса кĕчĕ, çиллес сăнпа, аллинчи чĕн пушшипе Шигалей умне пырса тăчĕ. Шигалей ун çине тĕлĕнсе пăхрĕ, кулса ячĕ.
— Эсĕ мана хĕнеме илсе кĕтĕн-и ку пушша, Тукай мăрса?
— Кама хĕнемеллине пĕлместĕп, анчах алă çав тери кĕçĕтет, — терĕ Тукай ытти мăрсасем еннелле çаврăнса. — Сире савăнтарма пултаратăп: вырăссем ялсенче ясак пуçтараççĕ.
Мăрсасем ларнă çĕртен ура çине сике-сике тăчĕç, ун йĕри-тавра пуçтарăнчĕç.
— Кам каларĕ сана? — ĕненмен пек ыйтрĕ Сарри.
— Хамăн аслă тарçă каларĕ. Манăнне темиçе лав тир, сĕлĕ, пыл, сар çу, тем те пĕр илсе тухса кайнă.
— Ак тамаша! — терĕ Алттыш урай тăрăх каллĕн-маллĕн уткаласа çӳресе. — Апла вĕсем кунта кăна мар, пур çĕрте те пуçтараççĕ пуль?
Ăна никам та сăмах тавăрса калаймарĕ. Мăрсасем пурте эрленсе кайрĕç, ку ĕçре патшан çывăх çынни пулăшма тивĕç тенĕ пек, Шигалей çине пăха-пăха илчĕç.
— Чарусăр тиексем, ĕмĕтсĕр тиексем хăтланаççĕ кăна, — терĕ Шигалей шĕвĕр сухалне лăс-лăс силлесе. — Старостăна чĕнтерес пулать. Тиекне те чĕнтерĕр. Эп хам калаçатăп вĕсемпе.
Анчах патша çыннин вырăссемпе калаçасси пулмарĕ; старостăна суйлама ĕлкĕреймен иккен-ха ялта, тиекпе ун çыннисем кӳршĕ яла тухса кайнă. Ирхине мăрсасем кунта мĕн пулса иртнине тĕплĕ пĕлеймесĕрех, чунĕсене лăплан-тараймасăрах çула тухрĕç. Шигалей вĕсене йăпатма урăхла май тупрĕ.
— Дустăмсем, пĕлетĕр-и мĕн, — терĕ вăл сĕтел хушшинчен тухас умĕн. — Эп киле, Касимова, Васильев-Новгород урлă мар, Кăрмăш урлă каясшăн. Эсир мана Кăрмăша çитерĕр те каялла таврăнăр. Касимова мана унти воевода çыннисем леçсе хăвараççĕ. Куратăп, сирĕн чăнах та килĕрсене васкамалла. Вырăссемпе ан вăрçăр, çапăçăва ан кĕрĕр, анчах ясак пуçтарма та ан парăр. Патша пире виçĕ çуллăх çăмăллăх панă тейĕр. Ярлăксене кăтартăр.
— Рехмет сана, Шигалей хан. Эпир сан кăмăлна тахçанах пĕлетпĕр, — тав турĕ пуриншĕн те Сарри. — Кăрмăша çитерĕпĕр. Унта ман кил те юнашарах, Сăр урлă кăна. Анчах эп халь хам çинчен мар, Тукай мăрса çинчен шутлатăп. Тен, ăна Кăрмăша илмесен те юрĕ, Шигалей хан? Ху пĕлетĕн, Хусанта инкек пулчĕ унăн, кунта каллех инкек темелле...
— Юлтăр ара, — терĕ Шигалей. — Эп хирĕç мар. Хамăра сăйланăшăн тав тăвар та çула тухар эппин. Юл, Тукай мăрса, юл. Ясак пуçтаракансене шыраса туп. Кала ман ятран: тасалччăр Ту енчен. Ясак пуçтарма юрамасть. Курмлени те пĕтнĕ халь. Патша хăй пĕтернĕ ăна.
Кил хуçипе сыв пуллашнă чух Шигалейĕн каллех чунĕ çемçелчĕ, патша çынни нăшăк-нăшăк туса илчĕ. Тукая вăл тăванне ыталанă пекех ыталарĕ.
— Чипер юл ĕнтĕ, ман тахçанхи дустăм Тукай мăрса. Ӳлĕмрен пĕр-пĕрне те курайăпăр, те кураймăпăр. Эп тек Касана килес çук, эсир Мускава пырас çук.
— Ма, тен, Мускава пырăпăр та, — сăмах хушрĕ Акпарс. — Чăнах, ватăлтăмăр ĕнтĕ, анчах кам пĕлет, сывлăх пулсан...
— Вăл та тĕрĕс. Ыран мĕн пулассине аллах кăна пĕлет.
Тукай пурне те кăмăл тăвас тесе ăсатма тухма утне йĕнерлесшĕнччĕ, ытти мăрсасем ăна вăйпах тытса чарчĕç.
— Ан чăрман, Тукай. Магмет Беззубов патне, кĕрĕвӳ патне, кай часрах. Ав темшĕн килеймерĕ вăл.
Тукай вĕсен сăмахне итлерĕ. Юлан утсем укăлча хапхинчен тухнă-тухман турхан темиçе тĕкĕрçĕ илсе кӳршĕ ял еннелле тытрĕ.
Яла вĕсем вăхăтра çитрĕç: урамра, кĕрĕвĕ пурăнакан çурт умĕнче, тулли лавсем — ӳречеллĕ çунасем тăратчĕç.
Ку лавсене мĕн тиенине турхан куçпа пĕрре пăхса илсех пĕлчĕ — ясак шучĕпе пуçтарнă япаласем.
Тукай аллинчи чĕлпĕре Иливана тыттарчĕ те пĕр сăмах каламасăр пӳрте чупса кĕчĕ.
— Камсем эсир? Мĕн туса çӳретĕр ялсем тăрăх? — сĕтел хушшинче ларакансем патне пырса çиллессĕн ыйтрĕ вăл. Лешсем унпа калаçасшăн та пулмарĕç. Вăл тата тепĕр хут ыйтрĕ.
— Эс ху кам? — терĕ кăшт тăхтасан сĕтел хушшинче ларакансенчен пĕри, сарă сухаллă мăнтăртарах çын, — мĕн аçтаха пек килсе кĕтĕн кунта? Мĕн кирлĕ сана?
— Эп — кунти çĕрпӳ, çак ялсен хуçи.
— Ку ялсен хуçи — Беззубов çĕрпӳ. Эс — суеçĕ, капăрчăк çын, — турхан çине хăрах куçне хĕссе пăхрĕ мăнтăр çын.
Тукай мĕн тумалла кусемпе тесе аптраса тăчĕ. Çапăçма пуçлас — вĕсем виççĕн, çĕнтереймĕ, ыррăн калаçас — чĕлхе çаврăнмасть.
Çав вăхăтра вĕсем патне чаршав хыçĕнчен хĕрарăм тухрĕ — Нухрат кил-çурт тирпейлеме тытакан тарçă.
— Турхан вăл, пирĕн ĕмпӳ, — ăнлантарма тăчĕ хĕрарăм вырăссене. — Пирĕн хуçа эппин...
Лешсем вăл мĕн каланине кăшт ăнкарса илчĕç пулас, хăйсен умĕнче вырăнти тӳре-шара тăнине туйса çĕлĕкĕсене ярса тытрĕç.
— Кĕрӳпе Нухрат ăçта? — ыйтрĕ хĕрарăмран Тукай.
— Вĕсем сирĕн пата кайнăччĕ. Сана кĕтсе илме, — терĕ хĕрарăм. — Çавăнпа никам çуккине кура пуçтахланаççĕ ку вырăссем. Мана кĕлете уçтарчĕç, япаласене лав çине тиеме пуçларĕç...
— Ясак пуçтаратăр апла? — каллех сĕтел патне пырса тăчĕ Тукай. — Новоград Свияжский наместникне Борис Иванович Салтыкова каласа кăтартсан пĕлетĕр-и мĕн тăваççĕ куншăн сире?
— Ним те тумаççĕ, — ал сулчĕ сар сухаллă вырăс. — Вăл хăй янă пире кунта. Эпир ясака хамăр валли пуçтармастпăр.
— Пулма пултараймасть, — терĕ турхан. — Борис Иванч Ту енчи халăха патша çăмăллăх панине пит лайăх пĕлет.
— Пĕлет, пĕлет. Анчах пиртен ялан ясак ыйтать. Тырă пар ăна, пыл пар, хаклă тир пар. Пирĕн ăçта кайса кĕмелле тетĕн? — Вырăс сĕтел хушшинчен тухрĕ те Тукай патне пырса тăчĕ. — Çапах та кам пултăн-ха эс, хуçа? Хĕр-арăм турхан тет ав. Ярлыкна кăтарт-ха. Вара эп те ĕнентерӳ хутне кăтартатăп...
Тукай сĕтел çине темиçе кун каялла çеç илсе тухнă вĕр-çĕнĕ ярлыка сарса хучĕ.
Мĕн çырнине ăнланман пек, алăран алла парса темиçе хутчен вуласа тухрĕç вырăссем ярлыка, вара тин ăна хуçине тыттарчĕç.
— Эпир ку ялсен хуçи Магмет Беззубов тесе шутланă-ха. Вăл мар-и вара? — пĕле тăркачах Тукайран ыйтрĕ сар сухал.
— Вăл мар, эпĕ хуçа кунта, — мăн кăмăллăн хуравларĕ турхан. — Беззубов — ман кĕрӳ. Вăл та çĕрпӳ шутланать, унăн та ярлăк пур, анчах ун çĕрĕсем Хусан леш енче, Ар шывĕ тăрăхĕнче.
— Халь эс ăçтан килетĕн, Хусантан-и?
— Çавăнтан. Куратăр пуль, ку ярлăка Хусанта панă. Пире Иван Васильевич патша Шигалей хана ăсатма хушрĕ. Ытти çĕрпӳсем Кăрмăша кайрĕç, эпĕ ялсенче ясак пуçтарни пирки илтрĕм те юри юлтăм. Юрамасть кăçал Ту енче ясак пуçтарма.
— Ара, тиексем хăвалаççĕ-çке пире. Воевода ясак ыйтать теççĕ.
— Ак эп Салтыков патне кайсан калатăп-ха...
— Юрĕ, тек килместпĕр, — айăпа кĕнĕ пек, евĕклĕн каларĕ сар сухал.
— Лав çинчи япаласене каялла пушатăр.
— Мĕнле вăл «каялла пушатăр»? — сасартăк шăртланчĕ вырăс. — Ку япаласем сан мар, вĕсене ялта пуçтарнă. Санне эпир тахçанах илнĕччĕ, халь мар. Тата лавсем çинче ыр япала çук та унта, шăкăр-макăр çеç.
— Шăкăр-макăр, — йĕкĕлтерĕ Тукай. — Пур пĕр ман япаласене каялла килсе паратăр.
— Паратпăр, паратпăр, — патша паллакан çынпа тавлашма шикленчĕ вырăс. — Тепре килсен йăлт тавăратпăр.
Турхан: «Апла тепре килме шутлатăр-ха?» — тесе вăрçса тăкасшăнччĕ, шарламарĕ. Ăшра: «Тепре килмесен мĕнле парса татчăр-ха вĕсем?» — терĕ те алă сулчĕ.
— Юрĕ, пĕрреллĕхе ман сирĕнпе çапăçас килмест. Урамра тĕкĕрçĕсем те пур ав, сире тытса чарасси маншăн ним те марччĕ те... Кĕтсе пăхам эппин. Çак эрнере килсе памасан мана ан айăплăр вара.
— Килсе паратпăр, — аллине кăкăрĕ çине хурсах сăмах пачĕ вырăс.
Вырăссем усал турхантан часрах хăтăлма тăрăшрĕç. Çунисем çине ларчĕç те тилхеписене алла илсе лашисене шик! шăхăрчĕç. Лавсем Çĕрпĕвелле вĕçтерчĕç. Тукай вĕсене ăсатма хапха умне те тухмарĕ.
— Магмет халь те чирлет-и? — терĕ вăл тĕпелти хĕр-арăм патне кĕрсе.
— Чирлекелет, Тукай ĕмпӳ. Килне каясшăнччĕ, Нухрат ямарĕ. Вăрçă вăхăтĕнче ăçта инçе çула тухатăн терĕ те, сирĕн яла кайма шут тытрĕç. Эс унта пулман-им-ха? — çепĕççĕн ыйтрĕ хĕрарăм.
— Тӳрех кунта килтĕмĕр. Тутар патшине ăсатрăмăр, — терĕ Тукай. — Магмет ма Çĕрпӳри пӳртре пурăнасшăн мар?
— Хыр вăрманне ытараймасть, çавăнпа. Кунта сывлама çăмăлтарах тет. Çу каçиччен тухса çӳремерĕ кăçал.
Хĕрарăм çавăнтах хыпаланса ӳкрĕ.
— Эй, палкаса тăратăп тупата! Кăшт апат хатĕрлем-ха сан валли.
— Кирлĕ мар, — терĕ турхан. — Эп Çĕрпӳрех апатланнă. Унтан сăмах майăн арăмĕпе мăнукĕ пирки ыйтрĕ: Чураппапа Сарье чиперех пуль?
— Чиперехчĕ. Эп пĕр уйăх каялла пулнăччĕ ялта. Сарье пĕве кĕрсе çитнĕ. Ытарма çук хитре. Пĕр кашăк шывпа сыпса ямалла çав.
Тукай Çĕрпĕве пусăрăннă кăмăлпа, лашине ашăпа чуптарса таврăнчĕ. Иливанпа икĕ тĕкĕрçи ун хыççăн аран ĕлкĕрсе пычĕç. Çав кунах вĕсем çул кĕскелнĕшĕн, Шигалей хăйсене кунта юлма ирĕк панăшăн савăнса киле кайма тухрĕç.
9. Шухăшăм, ман шухăшăм
Акă вăл тăван ял: тарăн çырма, ĕлĕкрех, вун пилĕк-çирĕм çул каярах вăрманти «упа каçман» тип вар пулнăскер, хăлтăр-халтăр кĕпер, кукăр-макăр та урлă-пирлĕ урамсем, шăнма ĕлкĕреймен çутă кӳлĕ, унпа юнашарах — çич-сакăр килтен тăракан Турчка касси, Иливансен урамĕ. Пĕр вĕçĕнче Турчка пек авăнса кĕнĕрен çапла каланă-тăр ĕнтĕ ăна. Ку урамра пурте вĕсен тăванĕсем пурăнаççĕ — Паçук таврашĕ. Чăвашăн йăли çавнашкал-çке: пуян пулсан та, чухăн пулсан та касăпа лармалла, тăванпа тăван çывăх, пус киллĕ вырнаçмалла. Пус киллĕ ларсан уявсенче ĕрет çӳреме те майлă, чӳк тунă чух чупса каçса чĕнме те алмаклă, инкек-синкек сиксе тухсан пĕр-пĕрне пулăшма та хăтлă.
Ыйт-ха Иливанран кам вăл Паçук тесе — калаймасть. Тĕп аслашшĕ пулнă пуль, несĕле пуçласа яраканĕ. Тукай ялĕнче мар. Атăл хĕрринче, çунса кĕлпе вĕçсе кайнă Юмансартах пурăннă ĕнтĕ вăл. Ăна Иливан ашшĕ Ахтупай та астумасть. Çапах та юлнă — Паçук таврашĕ теççĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...