Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Кӗтмен хӑнасем
— Тепĕр хут калатăп, хамăр енчи хура халăх, — хăйне пурте курччăр тесе темле каска пуканĕ çине улăхса тăчĕ турхан. — Воеводăна тивме юрамасть. Ăна мĕн те пулин тăвас пулсан пирĕн инкек кĕтмелли çеç юлать. Çулĕ ахаль те инкеклĕ, çавăнпа аслă чӳк ирттеретпĕр те...
— Тĕрĕс!
— Мĕн тума кирлĕ пире çав вайпут! Кайтăр килне. Унсăрăн ыранах пирĕн ялсене çунтарса яраççĕ.
— Пăлхавçăсем! — терĕ татах турхан. — Пĕлетĕп эпĕ, эсир пурте çак таврари чăвашсемех. Сире ман ак мĕн калас килет. Куланай пирки вырăссемпе ыррăн калаçса татăлма тăрăшăпăр. Уншăн вăрманта ухмахланса ан пурăнăр. Хăвăр ял çыннисемпе лайăх кăна чӳк тăвăр та килĕрсене саланăр. Пăлхавçă ятне сирсе пăрахăр хăвăр çинчен. Лайăх мар ят вăл. Пĕр-пĕринпе çапăçса пурăнни ним те памасть пире. Ман сăмахăм çавăн пек: вырăссемпе ан çапăçăр. Вара вĕсем те пирĕн çине урăхларах пăхĕç.
— Тĕрĕс! Килсене саланмалла!
— Йăлăхтарче вăрманти пурнăç!
— Морозов воеводăна мана парăр. Эп ăна этемле ăсатса ярам. Каçармалла пултăр пĕр-пĕрне, унсăрăн пирĕн таврана инкек йăтăнса килет. Шанатăр-и мана, ял-йышсем?
— Шанатпăр!
— Ăсатса яр хăвăн тусна!
— Çăхан çăханăнне куçне чавать-и?
— Кӳпĕниччен сăра ĕçтер эс ăна, хăвăн тусна!
Тукай боярин аллисене çыхнă кантрана салтса ячĕ. Ун тĕкĕрçисем ытти казаксен аллисене вĕçертрĕç. Халăх шавланине, пăлхавçăсем тем те пĕр каласа кăшкăрашнине пăхмасăр турхан воеводăна хулран тытсах айккинелле, хăйĕн лашисем патнелле илсе тухрĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне куçран пăхма та, сăмах чĕнме те пултараймарĕç. Çапла чĕмсĕррĕн учĕсене утланчĕç, чĕмсĕррĕн тапранса кайрĕç.
13. Шĕкĕр хула Кăкшамар
Вăйлă пушар хыççăн ялан вут пуççи нумай юлать-çке вăл. Пӳртне-çуртне çи виттирен пуçласа никĕс таранах салатса тăкаççĕ çынсем, вутне сӳнтереççĕ, пăхатăн та — айккинче унта та кунта вут пуççи йăсăрланать. Хăш-пĕрисем пĕчĕккĕн хăйсемех сӳнеççĕ вĕсем, теприсене шыв сапсах сӳнтерес пулать, унсăрăн вут тепĕр хут амаланса кай-ма та пултарать.
Хусана илнĕ хыççăн та çавнашкалах пулчĕ курăнать — вут пуççи чылай юлчĕ таврара. Темиçе çул йăсăрланчĕç пысăк тата пĕчĕк «вут пуççисем», хăш-пĕрисене ак халĕ те сӳнтерсе пĕтереймеççĕ. Мĕша тăрăхне сиксе ӳкнĕ вут-кăвара тапта-тапта сӳнтерчĕç вырăссем, тепĕр çĕре сиксе ӳкрĕ-çке вучĕ, Кăкшан хĕрринче çунма пуçларĕ. Вырăс çарĕсемпе вырăнти халăха йĕкĕлтесе, куçа тĕтĕм кĕртсе мăкăрланать те мăкăрланать «вут пуççи» Атăлăн сулахай çыранĕнче. Ытти мăрсасем пулăшнипе тĕтĕреççĕ те тĕтĕреççĕ Усеин-Сеитпа Мамич-Бердей Атăл тăрăхĕнчи ялсене, халăха сывлама та памаççĕ, вăйпах пăлхава хутшăнтараççĕ.
Вăхăчĕ ункайлă килсе тухрĕ вĕсемшĕн юлашки уйăхсенче, Мускавра вырăс патши — Хаяр Иван чирлемеллипех чирлесе ӳкнĕ тет ав. Хăй вилсе каясран хăраса выртакан патша боярсене тăватă уйăхри ывăлне, Мĕтрие тупа туса хĕрес чуп тутарнă. Боярсем, патшан çывăх çыннисем пĕчĕк ачана тупа тăвасшăн пулман имĕш, Иван Васильевичăн ашшĕпе пĕр тăванĕн ывăлĕ Старицкий майлă çаврăнса ӳксе пăлхав пуçланă. Патша халь хăйне итлемен боярсене вăйлă тавăрать тет. Вăл сывалнă тет ĕнтĕ, Атăл тăрăхĕнчи пăлхавçăсене путарма пысăк çар ярасшăн тет.
Анат Атăлта вырăссем Астрахань еннелле вăйлăн тапăнса пыраççĕ имĕш. Астрахань ханне, Измаила, вырăнтан кăларса сирпĕтнĕ. Ун вырăнне хан пулма Юсул княçпа туслă çыхăну тытакан Ямгурчее лартнă.
Кăсăклă хыпарсем татах та нумай çӳреççĕ чăвашпа çармăс ялĕсем тăрăх. Вĕсенчен чылайăшĕ тетпе килсе кĕрет те тетпех тухса каять.
— Вырăссене хирĕç пăлханакансене патша вайпучĕсем Мĕшĕл (Мĕша) тăрăхĕнче аркатса тăкнă тет. Чăваш мăрси Сарри Хусана наместник патне каçару ыйтма кайнă. Горбатый-Шуйский наместник ăна каçарман, эс халь пирĕншĕн хаяр тăшман пулса тăтăн тесе хупса лартнă тет.
— Сĕмĕл тăрăхĕнче аслă чӳк ирттернĕ чухне пăлхавçăсем Сĕве хулинчи иккĕмĕш воеводăна тыткăна илнĕ тет. Анчах Тукай мăрса ăна хĕрхенсе çăлса хăварнă тет. Сĕве хулине кайсан чăваш турханĕ воевода килĕнче виçĕ кун ĕçсе çинĕ имĕш. Мĕн ыйтатăн — çавна паратăп, мĕн хушатăн — çавна тăватăп саншăн тенĕ пулать воевода. Тукай вара ăна çапла каланă тет: «Хусанта ман хăта Сарри мăрса чул нӳхрепре ларать. Çавна ирĕке кăларма пулăш та, урăх нимĕн те кирлĕ мар» тенĕ тет. Халĕ вара Сарри мăрсана та, ун ывăлне те киле кайма ирĕк панă тет.
— Атăл леш енче, Кăкшан шывĕ хĕрринче, пăлхавçăсем çĕнĕ хула тăваççĕ тет. Çармăс мăрси Мамич-Бердей тутарать тет вăл хулана. Часах унта Анат Атăлтан хан килсе çитмелле тет ĕнтĕ. Ун валли васкасах мечĕт лартаççĕ тет.
Шĕкĕр хуласенче тӳре-шара, паллах, тетпе çеç калаçмасть, çĕнĕ хыпарсене «тет» урлă çеç илсе тăмасть. Унта элчĕсем йышлă, ку элчĕсем çĕр çывăрмасăр тĕрлĕ патшалăхсене, тĕрлĕ хуласене васкаççĕ. Атăл хĕрринчен инçе мар вырнаçнă Кăкшамарта та нумай унашкал элчĕсем. Вĕсем хăйсен тӳре-шарине, унти княçсемпе мăрсасене, çĕрпӳсемпе улансене, сеидсемпе мулласене пĕр эрне малтан пĕлтерсе хучĕç: пирĕн чаплă çыннăмăр, пирĕн хĕвелĕмĕр, пирĕн хӳтлĕхĕмĕр Али-Акрам хан килме тухнă ĕнтĕ. Пурте ун сывлăхĕшĕн аллаха кĕл тăвăр, пурте ăна кĕтсе илме хатĕрленĕр.
Каярахпа чуххăмăн шутласа хыпар турĕç: хан Хусантан иртнĕ пулмалла, паян-ыран вăл шĕкĕр хулара, Кăкшамарта, пулма тивĕç.
Хан чăнах та пит васканă иккен, вăл шăп хăйне кĕтнĕ вăхăтра çитрĕ.
Йăртăхçăсем систернипе лашалли — лашапа, лаша çукки — çуран Хусан çулĕ çине тухрĕ. Атăл хĕррине пăлхавçăсенчен вăйлă хурал ячĕç — хан килессине пĕлсе çывăхра вырăссем сыхласа ан тăччăр.
Пухăннă халăх часах хăйăрлă вăрман çулĕ çинче кăшт тусан вĕçтерсе юлан утсем йышлăн килнине асăрхарĕ. Малта — ăна аякранах палларĕç — тимĕр кăвак ут утланнă тĕреклĕ çын сиктерсе пырать. Кăкшамартан хăйне кĕтсе илме тухнă княçсемпе мăрсасем, çĕрпӳсемпе улансем патне çитсен хан утне чарчĕ, ут çинчен анмасăр кĕтсе илекенсене те утсем çинчен анма хушмасăр пуринпе те ыталашса тухрĕ.
— Тайма пуç сире ман аттерен, Юсуф княçран! — сылтăм аллине кăкăрĕ çине хурса пурне те илтĕнмелле саламларĕ вăл. — Тайма пуç сире аттепе пĕр тăван пиччерен, Исмаилтан. Тайма пуç сире ман тăван аппаран,, Сююнбике ханумран! Тайма пуç сире Аслă Нухай уртинчи мĕн пур чаплă çынсенчен!
Кĕтсе илме тухнă çынсен ячĕпе хан умĕнче Усеин-Сеит князь сăмах тытрĕ.
— Хисеплĕ те паттăр, ырă ятлă та мухтавлă Али-Акрам, Нухай уртине тытса тăракан Юсуф княçăн тивĕçлĕ ывăлĕ! Сана эпир пурсăмăр та çак инçе çула ăнăçлă вĕçленĕ ятпа, пире ырă сунса кунта, Хусанăн ĕмĕрхи чапĕшĕн хăйсен пурнăçне шеллемесĕр кĕрешекенсем патне, килнĕ ятпа саламлатпăр. Пурнăçунта ялан ырлăх пултăр санăн, аллах сана сывлăх та телей патăр, пирĕн эс ертсе пынипе çĕнтерӳ хыççăн çĕнтерӳ тумалла пултăр. Тархасшăн пирĕн çĕр çине, куç пек кĕтнĕ хаклă çыннăмăр Али-Акрам!
Княçсемпе мăрсасем, çĕрпӳсемпе улансем пулас ханпа ун çыннисене малалла ирттерсе хăйсем вĕсен хыçне ӳкрĕç — халь ĕнтĕ мĕн Кăкшамара çитиччен утсене уттарса çеç пычĕç. Яла кĕрсен Усеин-Сеитпа Мамич-Бердей иккĕн ик енчен Али-Акрампа танлашрĕç, ăна тата ун çывăх çыннисене ял вĕçне, Кăкшамар хĕррине, юри хатĕрленĕ çурт патне илсе кайрĕç. Ыттисем пĕчĕккĕнех килĕсене саланчĕç. Пĕтĕм Кăкшамар халь çĕнĕ хан çинчен кăна калаçрĕ. Юлан учĕсене шутларĕç. Тĕрĕсех шутласа кăларчĕç пуль пăлхавçăсем — ханпа пĕрле виç çĕр нухай килнĕ терĕç.
Мамич-Бердей килĕнче, ун ашшĕн йышлă пӳлĕмлĕ кивĕ çуртĕнче çĕнĕ хан килсе çитнĕ ятпа чаплă йышăну тума хатĕрленчĕç. Лаçри пысăк хуранта плов валли така яшки вĕрерĕ, хан поварĕ тăрăшсах, питрен хĕрелсе кайсах шашлык ăшаларĕ, тарçăсем пăр хунă нӳхрепсенчен ĕçмелли-çимелли йăтрĕç.
Малтанлăха пĕчĕк йышпа, чи çывăх çынсемпе çеç калаçса ларас терĕç. Хальхинче сăмаха пуçлаканни кил хуçи Мамич-Бердей пулчĕ.
— Çак тав черккине ман аттен çĕклемеллеччĕ, — терĕ вăл пахча енчи ик чӳрече хушшинче çакăнса тăракан хĕç çине кăтартса. — Эп калас сăмаха та унăн каламаллаччĕ. Çулталăк каялла, вырăссем Хусана иличчен кăшт маларах çĕре кĕчĕ. Хĕççи çакăнса тăрать ав, хăй çук ĕнтĕ. Апла пулсан хамăрăн çĕнĕ хана саламлама мана, Мамич-Бердейĕн кĕçĕн ывăлне, ирĕк парăр. Мĕншĕн асăнатăп эп халь аттене çак сĕтел хушшинче? Мĕншĕн тесен ман атте Юсуф княçпа çав тери туслăччĕ. Вĕсем Хусанта хан патĕнче те, ĕçкĕ-çикĕре те час-час тĕл пулнă. Пĕррехинче, эп ача чухне, Сафа-Гирей ăна темле ĕçпе элчĕ туса Юсуф князь патне Нухая та янăччĕ. Паян эпир сирĕнпе Мамич-Бердей килĕнче Юсуф княçăн ывăлне, хаклăран та хаклă Али-Акрама саламлатпăр, — хамăр пурнăçа, хамăр шăпана ăна шанса паратпăр. Сан сывлăхушăн черкке пушатма сĕнетĕп, пирĕн хĕвелĕмĕр, пирĕн мухтавăмăр Али-Акрам хан!
— Çавăн пек пултăр! Çĕнĕ хан сывлăхĕшĕн пултăр!
— Пин çул пурăнтăр пирĕн хан Али-Акрам!
Кил хуçи хыççăн Усеин-Сеит князь сиксе тăчĕ. Япшар чĕлхеллĕскер, нумайччен, хитре калаçрĕ вăл. Вырăс воеводисене йĕкĕлтесе сĕтел хушшинчи халăха култарса та илчĕ.
Унтан çĕнĕ хан Али-Акрам çĕкленчĕ. Халиччен курман княçсемпе мăрсасем ăна пит сăнаса пăхрĕç. Али-Акрам — çӳллĕ, тĕреклĕ, кунта ларакансенчен çĕнĕ хана çармăссен паттăрĕпе Ахматекпа çеç танлаштарма пулать. Çулпа çамрăках мар пулас — хырăмĕ ӳсме пуçланă, çамкаран çӳлерех те кукши палăрать. Калаçасса хăй тытăнчăклăрах, вăхăтăн-вăхăтăн кĕтмен çĕртен тăп чарăнса ларса калаçать иккен.
— Куназсем, мăрсасем, юзбашисем, Хусан... уланĕсем, тусăмсем. Тусăмсем мар, тăвансем... теес пулать ман сире. Пире пĕр тĕллев пĕрлештерчĕ... кунта, пĕр тĕллев... тăван туса хучĕ.
Хăйне чĕнсе янăшăн, çапла ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн Усеин-Сеитпа Мамич-Бердее тав турĕ вăл, ыттисене ырă сăмахсем нумай каларĕ.
— Савăнмалли мĕн пĕлтерме пултаратăп эпĕ сире? Ман атте, Юсуф князь, халь çар... пуçтарать. Нумай вăхăт иртмĕ, ку çар пирĕн пата... персе çитĕ. Ман аппа Сююнбике пире ăнăçу сунать. Акă ун çырăвĕ...
Хан кĕсйинчен хут тĕрки кăларчĕ, ăна сĕтел çине хучĕ. — Вăл Хусана таврăнасшăн... анчах, хăвăр пĕлетĕр, вăл таврăнассипе таврăнмасси йăлтах... пиртен килет.
— Пиртен килет, пиртен, — çирĕплетрĕ Мамич-Бердей.
— Халь сире хампа пĕрле килнĕ... çынсемпе кăшт паллаштарам, — терĕ хан тенкелсен хыçĕпе уткаласа çӳресе. — Ак ку, чи ватти, — Зензент хаджи, ман аталык, атте вырăнчи çын шутланать. Ак ку вара, — Али-Акрам хан аллине теприн хул пуççийĕ çине хучĕ, — ман нишанджи, çыру ĕçĕсене туса... пыраканĕ. Унпа юнашарри — ман пайхампар. Вăл — вĕреннĕ çын, ăсчах. Çăлтăрсем шутлать, тӳпере мĕн пулса иртнине вулама... пултарать. Тепри ак — ахун, аслă мулла, мечĕтсене пăхса... тăраканни. Ак, мечĕтсем лартатпăр та... ăна аслă мулла туса хуратпăр. Ахунпа паллаштарнă май халех çакна каласа хурам: Хусан ханĕсен ĕçне малалла тăсас тетпĕр пулсан пирĕн шариат хушнă пек пурăнмалла, пурин те ислам тĕнне йышăнмалла. Пирĕншĕн пĕр турă — Мăхамет, тĕнчере урăх турă çук...
Кунти çынсенчен хăйне пулăшма кама-кама илесси çинчен те килнĕ-килменех шухăшласа пăхнă иккен хан.
— Хисеплĕ хаджи Усеин-Сеит ман визирь пулать, урăхла каласан, мана пулăшакан пĕрремĕш çын, — терĕ вăл. — Чи кирлĕ ыйтусемпе эп сирĕнпе те канашлăп, анчах малтан хамăн визирьпе канашлама тивĕ. Чаплăран та чаплă мăрса, пире çапла тарават йышăннă Мамич-Бердей ман нуратдин пулать, урăхла каласан, ханлăхран ман вырăна юлакан çын тата мĕн пур çарсене ертсе пыраканĕ, сераскир.
Хан çаплах каларĕ, «мĕн пур çарсене» терĕ. Ку сăмахсене илтсен Мамич-Бердей чĕри хĕпĕртенипе кăрт туса илчĕ, кăкăрта темле ăшă туйăм сарăлчĕ. Апла Али-Акрам ним çукран нимĕр пĕçерме килмен кунта, ĕмĕтсем пысăк унăн. Вăл пысăк çар туса хурасшăн, вырăссемпе çапăçмаллипех çапăçасшăн.
Кун хыççăн хан тата темиçе çынна чаплă ятсем парса тухрĕ.
Тĕттĕм пулас умĕн Али-Акрам хăйĕн çыннисемпе, вырăнти паллăрах мăрсасемпе пĕрле Кăкшамар тулашне пăхса çаврăнчĕ. Шĕкĕр хула вырăнĕ ăна кăмăла каймарĕ курăнать, вăл ытлашши хăпартланни сисĕнмерĕ. Ял виçĕ енче вăрман — тем пысăкăш хырсемпе юмансем, пĕр енче — Кăкшан шывĕ, улăх. Йывăççисене касса тĕреклетнĕ вырăн — крепость — тума пулать-ха, анчах ăна валли вăхăт нумай кирлĕ-çке. Ял çывăхĕнче çĕр чавса хӳтĕ тума улăп тăпри те, нимле сăрт та çук. Лаппăшпе хăйăр, хăйăр. Вырăссем килсе тухсан кунта виçĕ кун та тытăнса тăраймастăн.
— Чалăм инçе-и кунтан, ман нуратдин? — кĕтмен çĕртен ыйтрĕ Али-Акрам.
— Инçех мар, — вăл куна мĕншĕн ыйтнине çийĕнчех чухласа илсе хуравларĕ Мамич-Бердей. — Пĕр кун каймалăх...
— Çитсе килетпĕр-и пĕрре?
— Çитсе килме пулать. Анчах халь, пысăк çар пуçтариччен, вырăссене йĕкĕлтеме кирлех-ши, аслă Али хан? Тем тесен те эпир унта пулнине сисеççĕ вĕсем. Вара Хусана пĕлтерĕç, Мускава...
— Ха, эс çамрăк пулсан та асăрхануллă! — кулчĕ хан Усеин-Сеита куç хĕссе. — Чăнах, унталла хăпарма иртерех пулĕ çав. Атăлăн сулахай енĕпе ним мар çитме пулать те-ха, юрĕ, эс каланă пек, вырăссене йĕкĕлтемĕпĕр. Эп куна акă мĕншĕн ыйтрăм, ман тусăмсем: Кăкшамарта крепость тума пит майлах мар, Чалăмра хатĕр крепость пур теççĕ. Эп Нухайрах нумай илтнĕ вăл крепость пирки. Тупăпа персе те çĕмĕрме май çук теççĕ-çке вăл крепоçе. Тем çӳллĕш сăрт тет, айккисене чулпа кирпĕч купаланă тет. Çапла-и, нуратдин?
— Çапла, аслă Али хан. Ун пек чаплă крепость таврара тупаймастăн. Атăл енчен те илме май çук ăна, хыçалтан, Ту енчен те патне пыраймастăн. Анчах хăйне кура кăлтăкĕ те пур вăл крепоçĕн: вырăссем ытла çывăхра.
— Вăл тĕрĕс, — килĕшрĕ унпа Али-Акрам. — Шĕкĕр хулана Чалăма куçарас тесен Ту енне йăлтах хамăр алла илмелле. Унти мăрсасем пирĕн майлă пулсан эпир вырăссемпе урăхла калаçăттăмăр та-ха...
— Пирĕн майлă пулаççĕ, — кăна лайăх пĕлнĕ пек каласа хучĕ Усеин-Сент. — Хусанта Горбатый-Шуйский воеводăран каçару ыйтма эпир Ту енчи мăрсапа Сарыевпа пĕрле кĕтĕмĕр. Ман пекех тупа турĕ вăл ăна, анчах пĕрре те иккĕленместĕп, Сарыев пирĕн пата килетех.
— У-у, Сарыев паллă мăрса, вăл килсен ыттисем те урлă-пирлĕ пăхкалама тытăнĕç.
— Эп Ту енчи мăрсасемпе пуринпе те калаçса пăхнă, — терĕ Мамич-Бердей аслăраххисем хушшинче хăйне вĕсемпе тан тытма тăрăшса. — Çав тери кутăн вĕсем, çав тери капăрчăк. Темскер, килеççĕ-ши Кăкшамара. Тукай мăрсанне Хусанта ывăлне çакса вĕлерчĕç ав, вăл çавах Мĕша тăрăхне пымарĕ...
— Юрĕ, Ту енчи мăрсисем пирки тепĕр чух уйрăммăн калаçăпăр, — килĕштересшĕн пулчĕ хан хăйĕн тусĕсене. — Эп çакна çеç лайăх пĕлетĕп: Ту енĕ пирĕн пулмалла. Ыррăн-и, усалăн-и, вăйпа-и, чеелĕхпе-и, çавăратпăрах эпир унти мăрсасене хамăр майлă.
Ял тавра çаврăннă тата кăшт уçăлса çӳренĕ хыççăн Мамич-Бердей çапла шутланăччĕ: çĕнĕ хан вĕсене, Усеин-Сеитпа иккĕшне, туслă калаçăва чĕнет пулĕ тенĕччĕ. Кил хуçин Али-Акрама каламалли вăрттăн сăмахсем те сахал марччĕ чĕрере. Хан паянлăха çитет терĕ пулас, картишĕнче пуринпе те сыв пуллашрĕ те хăй валли хатĕрлесе хунă пӳрте канма кĕчĕ. Чăланти çӳллĕ пусма çине ăна ăсатма Усеин-Сеит печчен çеç улăхрĕ. Татах кăрт турĕ мăрса чĕри, анчах хальхинче савăннипе мар, кӳреннипе.
14. Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем
Кӳренме сăлтав çукчĕ унăн. Ăна вăл çав картишĕнчех хăйне валли çĕнĕрен юсаттарнă пысăк пӳртне пырса кĕрсен тавçăрса илнĕ пек пулчĕ. «Мĕн тутуна усрăн, мăрса? — калаçрĕ вăл хăй тĕллĕн пӳлĕмре каллĕ-маллĕ уткаласа çӳресе. — Пăшăрханма начарри мĕскер пулса иртрĕ паян, сĕнĕ хан килсе çитнĕ кун? Ман шутпа, нимĕн те пулман. Апла пулсан чĕрӳне ан итле. Кăрт туса ыраттарса илет-и вăл чуна, пур-çукшăн кĕвĕçме хушать-и, эс чăтăмлăрах пул.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...