Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Кӗтмен хӑнасем
Пуринчен ытла каччă йăмра айĕнче темиçе юлан ут тăнине курсан хăй хурах кăшкăрма пултарайманнинчен тĕлĕнчĕ. Мĕн пулчĕ ăна ун чух — сасă пӳлĕнчĕ-и е вăл Сарье шăпишĕн сехĕрленсе çав териех хăраса ӳкнĕччĕ-и?
Тен, хурах кăшкăрманни вырăнлă та пулчĕ пуль терĕ Иливан. Хыçалтан кăшкăрса чупнине илтсен хĕр вăрлама пынă çынсем мăн çултан пăрăнса пĕр-пĕр яла таратчĕç. Халь çармăс мăрсипе ун çыннисем хăйсене никам та хăваламасть тесе шутлаççĕ. Эппин, çак çулпах каймалла, çак çулпах. Атăл патне тухиччен хăваласа çитеççех вĕсем Мамич-Бердейпе ун тĕкĕрçисене. Сарьене Мамич-Бердей вăрласа тарни пирки Иливан пĕрре те иккĕленмерĕ.
Турханкасси уйне тухсан çул лайăхланчĕ, лашасене сиккипе ячĕç. Часах малта мĕлкесем курăнса кайрĕç. Турханăн хаяр сасси илтĕнчĕ:
— Чарăнăр, эсрелсем! Эпир йышлăн, пурсăра та хĕçпе вакласа тăкатпăр!
Хирĕç пĕр сăмах та каламарĕç. Тĕттĕмре темиçе ухă йĕппи шăхăрса иртрĕ.
— Мамич-Бердей! Халех касса ваклатăп сана, чарăн! — тепре кăшкăрчĕ турхан. — Эй, кайрисем! Хăвăртрах! Хупăрласа илĕр вĕсене пур енчен те!
Çармăс мăрси хирте тарса хăтăлма май çуккине ăнланчĕ пулас, хăй çыннисене чарăнма хушрĕ.
— Ну, Мамич-Бердей, мĕн тăвас сана халь? — пĕтĕм хаярлăхне пуçтарса ыйтрĕ Тукай унпа юнашарах пырса тăрса.
— Малтан хĕр ачуна ил, Тукай мăрса, — терĕ лешĕ каялла вĕсем патнелле пыракан юлан ут çине кăтартса. — Тивмен эпир ăна, алăпа та тĕкĕнмен. Ак хăйĕнчен ыйт...
— Ма нухайсем пек вăрă-хурахла хăтлантăн, Мамич-Бердей?
— Пирĕн хан — нухай çынни. Çавăншăн тăрăшрăм, Тукай мăрса. Юсуф князь ывăлĕ Али-Акрам валли илсе каясшăнччĕ. Сан урхамахусем йăлттам иккен, час хăваласа çитрĕн. Пĕлмен, пĕлнĕ пулсан вăрмана тараттăмăр...
— Пур пĕр тупаттăм, пур пĕр хăтăлаймастăнччĕ манран.
Турхан Янгул аллинчи мăнукне çĕклесе илчĕ те хăй йĕнерĕ çине куçарчĕ. Сарье çăварĕнчен тутăра туртса кăларса, унпа çармăс мăрсине питрен печĕ.
— Йытă эсĕ, этем мар, Мамич-Бердей!
— Вĕлер эс ăна, кукаçи, вĕлер, ман куç умĕнчех касса пăрах! — çухăрса ячĕ çав вăхăтра Сарье.
— Эп пуç касакан мар, вĕлерместĕп, — терĕ Тукай çара пуç юлнă мăнукне пуçран шăлкаласа. — Чарăнман пулсан тупата туршăн касса ваклаттăм. — Унтан вăл Сарри мăрса енне çаврăнчĕ. — Хăта, пырса тăр ун патне леш енчен. Пĕччен хĕртни çителĕксĕр халь уншăн.
— Сарри мăрса, эсĕ-и ку? Сарри мăрса, тăванăм! — кăшкăрса ячĕ Мамич-Бердей. Тек ăна калама памарĕç, ун пуçĕ тĕлĕнче сывлăшра ик енчен те саламат çĕкленчĕ. Пĕр тăрук умлă-хыçлă темиçе хутчен туртса çапрĕç çармăс мăрсине икĕ ват çын. Леш пуçне аллисемпе хупласа йĕнер çинче ахлатса çеç ларчĕ.
— Халь тасал! — терĕ Тукай саламатне пиçиххи хушшине чиксе. — Тасал теççĕ сана! Унсăрăн ак тата лекет...
— Эппин, тепре куриччен, Тукай мăрса. Кăна виличчен те манмăп — аран-аран тӳрленсе ларса сăмах хушрĕ Мамич-Бердей.
— Иккĕмĕш Урасмет, — хăй тĕллĕн вăрçса илчĕ турхан юлан утсем кайнă еннелле сиввĕн пăхса. — Ман Нухрата Урасмет çапла вăрласа кайнăччĕ. Çавăн хăраххиех пулчĕ-иç ку...
17. Чун кӳтсе çитсен...
Çармăс мăрси ытлашши вăрăм та мар, ытлашши кĕске те мар пурнăçĕнче ыррине те, усаллине те нумай курнă пуль, анчах ăна ку таранччен çакнашкал никам та мăшкăл туман. Çул çинче хăйĕн çыннисене пĕр сăмах чĕнмесĕр нумайччен пит çинчи, хулпа çурăм çинчи юнланнă вырăнсене сăтăркаласа пычĕ вăл, шăлне шатăртаттарчĕ, Кăкшамара мĕнле пырса кĕресси çинчен шутларĕ. Ыран ирхине саламат вĕçĕ тивнипе ун пичĕ шыçмаллипех шыçса каять. Халех туять вăл, хул-çурăм вут пек çунса, сăрăл-татса тăрать. Çапах та мăрса чăтаймарĕ, хăйĕн тĕкĕрçисем умĕнче кăшкăрса ячĕ:
— Тавăратăп сана, Тукай мăрса! Вунă хут, çĕр хут вăйлăрах тавăратăп!
Темиçе ял витĕр тухнă тĕле ун пичĕпе ал тӳрчĕ тата ытларах шыçса кайрĕ. Каялла каçма юрамасть, хан умне çакнашкал пит-куçпа курăнма май çук терĕ вăл хăйне. Пуçра çиçĕм-шухăшсем йăлт та ялт çиçсе иртрĕç, мăрса çак намăсран хăтăлма çăлăнăç шырарĕ.
«Çăлăнăç пĕрре кăна, — терĕ Мамич-Бердей. — Паян-ыран Кăкшамара каймалла мар. Ту-çи енчен хан валли хĕр ача тупмасăр таврăнмалла мар».
Атăл хĕррине çитсен пуçа çĕнĕ шухăш, ун шучĕпе, хитре шухăш пырса кĕчĕ: халь тӳрех Кĕривеш вăрманне çул тытмалла, çак темиçе куна унта, пăлхавçăсем хушшинче, ирттермелле. Пăлхавçăсем Тукай мăрса хаярлăхне пĕлни вăл нимĕн те мар. Тепĕр енчен, вырăссем майлă тăракан мăрса ăна вĕлерес пек хĕненине пĕлни усăллă та пулĕ-ха вĕсемшĕн.
Тул çутăлнă-çутăлман вĕсем Янгула Атăл урлă каçарса ячĕç. Мамич-Бердей ăна Али-Акрама мĕн каламаллине тĕплĕ вĕрентрĕ: нуратдин хан мĕнле ĕç хушнине манман, анчах унăн васкавлă ĕçпе Кĕривĕш вăрманне каймалла пулчĕ, Кăкшамара вăл пĕр эрнесĕр таврăнаймасть.
Атăл хĕрринчи пĕрремĕш ялтах мăрса хăй паллакан пуян çармăс патне кĕчĕ. Çармăс ун пит-куçне курсан хăраса кайрĕ пулин те Мамич-Бердее тарават йышăнчĕ. Ун çыннисене вĕри апат çитерчĕ вăл, мăрса суранĕсене тĕрлĕ курăк шĕвекĕ сĕрсе, çиелтен шăнăр курăкĕ хурса çыхса ячĕ.
Кĕривĕш вăрманĕнче мăрсан та, тĕкĕрçĕсен те каллех паллакансем тупăнчĕç.
— Апла пулсан лайăх кăна канăр кунта, тăраниччен çывăрăр, — терĕ текĕрçисене Мамич-Бердей. — Эп хам ĕçпе тĕрлĕ çĕре çӳрекелем. Анчах астăвăр, лашăрсене вăрлаттарса ан ярăр...
Кунти çынсемшĕн мĕнле те, çармăс мăрсишĕн хăйĕншĕн пит усăллă пулчĕ Кĕривĕш вăрманне килни. Усеин-Сеит çĕнĕ хан умĕнче малтанхи кунах мухтанса илнĕччĕ, Атăл леш енче кăшт анатарах пăлхавçăсен тепĕр ушкăнĕ тăрать, вĕсем кирлĕ вăхăтра пире пулăшма яланах хатĕр тенĕччĕ. Тĕрĕссипе каласан, Мамич-Бердей хăй те çапла шутланă, вăрманти çĕр пӳртсенче сахалтан та пин çын пурăнать тенĕ. Пин çын мар, çĕр çын та çук кунта, пăлхавçăсенчен ячĕ кăна тăрса юлнă.
— Халăха хăратмалăх пĕр ушкăн юлнă, — терĕ ăна пăлхавçăсен пуçлăхĕ шутланакан ватă тĕкĕрçĕ Эпселем, вăрмана вырăс тиекне вĕлернĕ хыççăн тарса килнĕскер. — Кĕркунне вĕсем те тĕрле çĕре тарса пĕтеççĕ ак.
— Мĕн туса пурăнатăр эсир çак упа çырминче? — вăрçрĕ ăна Мамич-Бердей. — Мĕнле пăлхавçăсем эсир? Чăннипе илсен, эсир таркăнсем çеç.
— Таркăнсем çав, — килĕшрĕ унпа Эпселем. — Чылайăшĕн килĕ-çурчĕ çук, çавăнпа ниçта та каяймаççĕ. Теприсем ĕçлемесĕр пурăнма вĕреннĕ те ушкуйник пулса тăнă. Вĕсене çаратса пултăр...
— Атăл çине тухса вырăссене тапăнкалатри хутран-ситрен?
— Çимелли пĕтсен тапăнкалатпăр. Анчах унта тухма хăрушăрах çав. Вырăссем халь вутпа перекен пăшалсăр, леш пищаль тенисĕр, çула тухмаççĕ. Çавăнпа эпир ытларах çывăхри ялсене çӳреме вĕреннĕ.
— Вăл та аван, — терĕ Мамич-Бердей. — Çаратăр та — вырăссем çине ярăр, çаратăр та — вырăссем çине ярăр. Тарăхтарăр халăха ытларах. Пĕлетĕр-и ăçта кайăр тепринче тутлăраххи шырама.
— Ăçта? — пĕлмĕш пулса ыйтрĕ пăлхавçăсен пуçлăхĕ.
— Тукай мăрса патне. Ним юлми çаратăр та çуртне-мĕнне çунтарса ярăр.
— Э-э, ун пирки шутланă эпир. Питех каясшăн мар çав пирĕн çынсем ун патне. Тукай хамăр çын теççĕ. Тĕкĕнесшĕн мар ăна.
— Ну, ухмах апла эсир, — тарăхса калрĕ çармăс мăрси. — Тукай усалтан та усал çын вăл. Çавна пула эсир вырăссене ясак тӳлетĕр. Вăл вырăссенчен парнесем илсе пурăнать, сире çаратать кăна...
— Ун пек ан кала, — килĕшесшĕн пулмарĕ мăрсапа Эпселем. — Тукай пире нумай хӳтĕленĕ.
— Каларăн та вара — хӳтĕленĕ! — йĕкĕлтесе кулчĕ Мамич-Бердей. — Апла эс Тукай мĕнле çын иккенне чĕрне хури тăршшĕ те пĕлместĕн, Эпселем. Куштан вăл, çăткăн, сутăнчăк, икĕ питлĕ çын сан Тукаю. Ак куратни, мĕнле пит-куçпа çӳретĕп эп халь? Ак, лайăхрах пăх, лайăхрах пăх Тукай мана мĕн тунине, — Мампч-Берден казакин çаннисене çӳле хăпартрĕ, кĕпине сирчĕ, Эпселем умĕнче çаврăнкаласа илчĕ.
— Чăнах, чĕп-чĕр юн тунă вăл сана, — тĕлĕннипе пуçне сулкаларĕ пăлхавçăсен пуçлăхĕ. — Çурăму кăн-кăвак вара...
— Кăшт çеç вĕлермерĕ. Иккĕн хĕнерĕç. Саламатпа.
— Эс пĕчченччĕ-им вара? Ма хирĕç памарăн?
— Эпир пиллĕкĕнччĕ. Вĕсем вуннăн ытла.
— Хирĕçсе кайрăр-им вара? — пĕлесшĕн пулчĕ Эпселем.
— Ним те хирĕçмен. Мăнукĕ пур ун, Сарье ятлăскер. Хĕр ача. Çавна урама чĕнсе тухса кăшт калаçса тăнăшăн урса кайрĕ.
— Хăнана ун пек хур тума юрамасть ĕнтĕ...
— Тукайшăн пулсан тем тума та юрать, — çав-çавах тулашса калаçрĕ çармăс мăрси. — Хăй чĕнчĕ хăнана, хăех вăрçтарса ячĕ. Çавăн пек çын вăл, Тукай. Эсир ăна хĕрхенсе тăратăр.
— Çынна пĕлсе пĕтерес çук. Вăрçтарсан йăваш йытă та хаярланать теççĕ те, — ним калама аптрарĕ Эпселем.
Тип çырма тăрăх кайса вĕсем темиçе çĕр пӳрте çитсе курчĕç, вĕсенче те çăпата тăвакан тата кунтăк çыхакан çич-сакăр çынсăр пуçне никама та тĕл пулмарĕç.
— Эсир кунта ал ĕçĕ тума, канма килнĕ, вырăссемпе çапăçма мар, — терĕ Мамич-Бердей тарăн çырмаран аран-аран упаленсе хăпарса.
— Эс те кан, кам чарать, — кулса тавăрчĕ Эпселем.
— Ман, чăнах та, пĕр виç-тăват кун пурăнма тивет-ха вăрманта. Çак сурансем ӳтленччĕр. Хăваламасни мана?
— Пурăн ара. Анчах ăнсăртран вырăссем килсе тухсан мĕн тăвăн вара? Ăçта тарса хăтăлăн?
— Тармастăп, сирĕнпе пĕрле çапăçатăп. Урса кайса çапăçатăп вĕсемпе!
Ку сăмахсене мăрса хавхаланса, аманнă аллисемпе хăлаçланса каларĕ. Хăй каланине хăй те ĕненчĕ пулас, пăлхавçăсен пуçлăхне те ĕнентерчĕ. Çапах та темиçе утăм тусан ыйтма та аван мар тесе тăмарĕ. — Килсе тухма пултараççĕ-им вырăссем? — терĕ.
— Пĕлеççĕ çав Кĕривĕш вăрманĕнче пăлхавçăсем тăнине. Килсе тухма пултараççĕ. Эс пире канма килнĕ тетĕн те, казаксемпе икĕ хутчен тытăçса пăхрăмăр ĕнтĕ. Вунă çынна çĕр айне чавса чикрĕмĕр. Ав тăлланă лашасем çӳреççĕ, куратăн-и? — тăвăлпа ӳкнĕ йывăçсем еннелле кăтартрĕ Эпселем. — Камăн тетĕн вĕсене?
— Вырăссенех-и вара?
— Çавсен пулмасăр. Казаксен лашисем. Яла илсе каяс — туртса илесрен хăратпăр. Лаша вăл путек мар-çке, ăна кăмака хыçĕнче усраймастăн. Лашине виçĕ кунтанах çавăтса тухĕç, хамăра çакса вĕлерĕç...
— Эп сире ак мĕн калам, Эпселем, — терĕ Мамич-Бердей. — Кĕривĕш вăрманĕнче эсир хăвăр кăна нумай тытăнса тăма вăй çитерес çук. Каçăр пурсăр та пирĕн пата, Кăкшамара. Пирĕн унта хан пур, халăх нумайтарах. Ĕççи пĕтсен вăйлă çар туса хуратпăр, вырăссене хирĕç тухатпăр.
— Унта пире ĕçлемесĕрех вир пăтти çитереççĕ-им? — йĕплесе илесшĕн пулчĕ Эпселем.
— Ĕçĕ çавă пулать ĕнтĕ — вырăссемпе çапăçасси. Ку упа çырминче эсир, шăтăкри каюра пек, хăвра килсе тытасса кĕтсе ларатăр, лере эпир вырăссене хамăр хăратса тăратпăр. Ак çар пуçтарса çитеретпĕр те Атăл çине тухатпăр, Хусан патнелле анатпăр. Хамăр тапăнатпăр Хусана, ăнлантăн-и?
Эпселем шухăша кайнă пек пулчĕ.
— Нумай пулмасть вăрман çунчĕ, куртăн пуль? — ыйтрĕ вăл сăмах тавăрса калас вырăнне. — Ку енче те çунчĕ, леш енче те. Ку енче вăрманĕ пĕчĕкрех те, пĕчĕк вут тухрĕ, сирĕн, леш енче, вăрман вĕçсĕр-хĕрсĕр те, пысăк вут тухрĕ. Сӳнтерессе çавах сӳнтерчĕç. Пĕчĕк вутне те, пысăккине те. Чухлатни?
— Пирĕн пăлхава та çавнашкал пĕтерсе тăкĕç тесшĕн-и эсĕ?
— Çапла пулмасăр. Паян-и, ыран-и, килеççех кунта вырăссем. Вĕсем пире çакăнта усрамаççех.
— Апла мĕн туса пурăнатăн эс вăрманта? — çиллине шăнараймасăр кăшкăрса ячĕ Мамич-Бердей. — Тахçанах тармалла санăн Кĕривĕш вăрманĕнчен!
— Тармалла, пĕлетĕп, — терĕ лăпкăн Эпселем. — Анчах ăçта кайса кĕмелле, мĕн тумалла манăн? Çавна шутласа кăлараймастăп.
— Пирĕн пата пыр, Кăкшамара.
— Ун пирки те шутланă. Пымаллах пуль çав. Ху каларăн-çке, халăх йышлă пирĕн терĕн. Халăх йышлă çĕрте вырăссене хирĕç ытларах тытăнса тăма пулать. Çапах та пур пĕрех çĕнтереççĕ-çке вĕсем. Хусана илме пултарнă япала Кăкшамара илмеççĕ-и?
— Илеймеççĕ, — терĕ çармăс мăрси.
— Эп те çапла шутланă унччен, — çав-çавах лăпкăн калаçрĕ Эпселем. — Керивĕш вăрманне пуçтарăнатпăр та çĕмĕретпĕр кăна вырăссене теттĕм. Ясак тӳлеместпĕр, пурăнатпăр çапла хамăр тĕллĕн теттĕм. Пурăнса пăхрăмăр ак, темиçе хутчен çапăçса та илтĕмĕр. Ӳлĕмрен мĕн кĕтмелли пур? Ак килеççĕ те аркатаççĕ пире. Пурне те тытса кайса хупса лартаççĕ. Мана юрĕ-ха, хупчăр, эп çын вĕлернĕ тейĕпĕр. Ыттисен мĕншĕн инкек тӳсмелле, пуçа йăлмака чикмелле? Нумайăшĕ çавна ăнланчĕ пулас, чăл-пар саланса пĕтрĕ. Ним те каламастăп вĕсене: тĕрес турĕç.
— Эп сăмаха каялла илетĕп, Эпселем, — терĕ Мамич-Бердей. — Сана Кăкшамара чĕнместĕп. Кирлĕ мар пире сан пек пăлхавçăсем. Эс пырсан та халăха пăтратаканни кăна пулатăн.
— Чĕнсен те пымастăп эп сан патна, — терĕ лешĕ хăрамасăр. — Тек вырăссене хирĕç кĕрешместĕп. Тутар мăрсисем вĕсенчен усалтарахчĕ.
Хăй каланă пекех çармăс мăрси Кĕривĕш вăрманĕнче виçĕ кун пурăнчĕ. Ыррăн та сăмахласа пăхрĕ вăл Эпселемпе, вăрçса та кăтартрĕ, анчах пăлхавçăсен пуçлăхĕпе ним çинчен те калаçса татăлаймарĕ. Тухса каяс умĕн пĕр япала пирки ӳкĕте кĕртесшĕн пулчĕ.
— Эп çула май Тукай ялне кĕрсе тухасшăн, — терĕ вăл. — Пĕр вун пилĕк-çирĕм çын памасни мана хăвăнне?
— Ашкăнса çӳреме-и? — тӳрех ыйтрĕ Эпселем.
— Çамрăк чухне кăшт ашкăнни те чăрмантармасть пуль. Ытла мăшкăл турĕ-çке вăл мана. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç теççĕ мар-и чăвашсем...
— Чăваш каччи чăваш ялĕсене çунтарса çӳреме тытăнсан тĕнче пĕтрĕ вара. Ман пăлхавçăсем — пурте тенĕ пекех чăвашсем. Ан та ыйт, памастăп.
— Ну, усал та эс, Эпселем! — хăй тарăхнине пытармарĕ Мамич-Бердей.
— Ыррисене Кăкшамарта шыра, — хуравларĕ лешĕ.
Хăйĕн суранĕсене хыпашла-хыпашла çĕр пӳртре йăваланса выртнă хушăра нумай шухăш вĕçтерчĕ çармăс мăрси, анчах вĕсен вĕçне-хĕрне тухаймарĕ. «Шырас пулать, — терĕ вăл юлашкинчен. — Амăшĕ пĕтмесĕр хĕрĕ пĕтмест теççĕ. Сахал-и Ту енче хитре хĕрсем? Ялсем тăрăх каяс, суйлас, паллашас. Тăваттăн пĕр хĕр тупса таврăнаймасан хан куçĕ умне курăнма та намăс. Çулламан пăру эсĕ, Мамич-Бердей, тейĕ, çавă анчах. Тепĕр тесен, Сĕнтĕр тăрăхне, Алттыш патне çитес, Кĕркке хăйĕн тантăшне тупса парĕ ялта».
Мăн çулпа пыма вĕсем хăрарĕç: унта казаксем тĕл пулма пултараççĕ. Çурăм хыçне ухă такмакĕ çакнă тĕкĕрçсене тытса чармасăр иртсе каяс çук вырăссем. Ялсем тăрăх кайсан çул вăрăмланать ĕнтĕ, анчах урăхла май çук. Ун вырăнне вĕсем тутă пулĕç, тен, начар сунарçа вилĕ мулкач тенĕ пек, хĕр те тупăнĕ. Пĕркунхи йăнăша тепĕр хут тăвас марччĕ çеç, хĕре ирĕксĕр йĕнер çине çĕклесе хурса хыçалтан юлан утсемпе хăвалаттарас марччĕ.
«Вилĕ мулкач» вĕсемшĕн нимпе те тупăнмарĕ, çапла хĕр шырасах мăрсапа ун çыннисем Сĕнтĕр шывĕ хĕррине пырса тухрĕç. Тĕкĕрçĕсем çул çӳресе ывăннине, иртнинче вăрласа тухнă хĕре алăран вĕçертнĕшĕн кăмăлсăр пулнине туйса тăракан Мамич-Бердей хальхинче пĕтĕм ĕçе вĕсемпе канашласа тума шутларĕ.
— Тукай ялĕнче тĕрĕс мар турăмăр çав, — терĕ вăл. — Хĕре урамран вăрласа тартăмăр. Ку ялта чеерех пуласчĕ. Тек хыçран ан хăвалаччăр...
— Хĕрĕ хăй пирĕн хыççăн чуптăр, — шăл йĕресшĕн пулчĕ текĕрçĕсенчен пĕри. — Лаша хӳринчен тыттăр та вĕçтертĕр кăна пирĕнпе.
— Атьăр, темиçе кун пурăнар та кашнин валли пĕрер хĕр çаклатса каяр, — сĕнчĕ тепри.
— Ку майлă пулнă пулĕччĕ.
— Пĕр-ик кун пурăнсан ним мар тупатпăр.
Мăрса вĕсене шăпланма хушрĕ.
— Ман шутпа, кунта пирĕн лери пек урамра тăмалла мар, картишне кĕмелле, çĕр выртмалла, — текĕрçĕсен кăмăлне çаврасшăн пулчĕ вăл.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...